Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -11.7 °C
Пилӗкне хытӑ ҫых, ӑсна ҫирӗп тыт.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Вӑрнар районӗнче мӑкшӑ ҫӑвине тупнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вера Эверкки 19.07.2013 00:09 | 1420 хут пӑхнӑ

Хальхи вӑхӑтра Вӑрнар районӗнче хӗрсех археологсем ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем унта авалхи ҫӑва тупнӑ. Специалистсен шухӑшӗпе вӑл вырӑнта ҫынсене пирӗн эрӑри II-IV ӗмӗрсенче пытарнӑ.

Тӗпчев ӗҫне пӗлтӗр тытӑннӑ. Ӑна пуҫлаканнисем — Гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӗҫченӗсем Евгений Михайловпа Николай Мясников. Масар ҫине хӗрарӑмсене пытарнӑ тесе тӗшмӗртнӗ вӗсем. Тупнӑ япаласене тата капӑрланмалли япаласене тӗпе хурсан унта пытарнӑ хӗрарӑмсем мӑкшӑ йӑхӗсем тесе шухӑшлаҫҫӗ.

Пирӗн специалистсен материалӗсемпе мӑкшӑ археологӗсем те кӑсӑкланса кайнӑ иккен. Ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшӗнче Вӑрнар районне Мӑкшӑри патшалӑх педагогика институчӗн экспедицийӗ килсе ҫитнӗ. Йышра — историпе право факултечӗн пӗрремӗш курсӗнче вӗренекен 40-е яхӑн студент. Мордваран килсе ҫитнӗ йыш та масар ҫине хӗрарӑмсене кӑна пытарнине палӑртнӑ. Экспедицие ертсе пыракан истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Валерий Гришаков шучӗпе, унта пытарнӑ халӑх Вӑтам Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи этногенеза самай витӗм кӳнӗ.

Халӗ археологи ӗҫне вӗҫленӗ. Анчах яланлӑха мар. Килес ҫул малалла тӗпчесшӗн. Сӑмах май, тӗпчевҫӗсем унта выртакансене асӑнса ҫинӗ, ваттисем те тутӑ ҫӳреччӗр тесе вил тӑприсенчен пӗрне шывпа пӑтӑ лартса панӑ.

Сӑнсем (21)

#тӗпчевсем, #археологсем, #Вӑрнар районӗ, #ЧПГӐИ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем