Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +23.3 °C
Ӗҫ ҫӗклет, ӳркев ӳкерет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Хаклӑ ентешӗмӗрсем!

Сире Республика кунӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп! Ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗ — Чӑваш Енре пурӑнакансемшӗн календарьти паллӑ дата. Ҫак кун 1920-мӗш ҫулта пирӗн республикӑн автономине туса хунӑ, асӑннӑ пулӑм тата 1926-мӗш ҫулта Чӑваш АССР-ӗн пӗрремӗш Конституцине йышӑнни хальхи Чӑваш Енӗн экономикин тата право тӗлӗшӗнчи никӗсне йӗркеленӗ. Республикӑн нумай нациллӗ халӑхӗ йывӑрлӑхсене тата тӗрлӗ асап-нушана пӑхмасӑр, историн темле кӑткӑс тапхӑрӗнче те хӑйӗн ӑс-хакӑл пӗрлӗхне тата граждансен хушшинчи тӑнӑҫлӑха сыхласа хӑварма пултарнӑ. Ҫакӑ Чӑваш Ене мӗн пур кризиса ӑнӑҫлӑн ҫӗнтерме тата республикӑн хальхи тата пуласлӑхри ҫитӗнӗвӗсен никӗсне хывма пулӑшрӗ. Иртнӗ ҫулсенчи тапхӑрта Чӑваш Ен палӑрмаллах ҫӗнелсе улшӑнчӗ. Экономикӑна диверсификацилессипе, сывлӑх сыхлавӗпе вӗренӳ тытӑмӗсене, социаллӑ сферӑна ҫӗнетессипе ҫыхӑннӑ ӗҫ малалла пырать, пурнӑҫ шайӗ ӳсет, Чӑваш Енре пурӑнакансене ӑс-хакӑл тата культура тӗлӗшӗнчен аталанма пулӑшас енӗпе чылай ӗҫ тӑватпӑр, ҫемье хаклӑхӗсене упраса хӑварас тата ҫирӗплетес тӗлӗшпе те тимлӗн вӑй хуратпӑр.

Малалла...

 

Анлӑ ларура
Анлӑ ларура

Ҫӗртмен 21-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн литература пӗлӗвӗпе фольклористика пайӗнче Георгий Осипович Ефимов ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалласа «Чӑваш фантастикин аталанӑвӗ» ятпа анлӑ лару иртрӗ. Ӑна филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Вячеслав Александрович Ендеров ертсе пычӗ.

Чи малтанах Вячеслав Александрович Валентин Александрович Абрамова асӑнма сӗнчӗ — ку ларӑва хутшӑнма вӑл чи малтан килӗшнӗ терӗ, ятарласа доклад та хатӗрлеме пуҫланӑ иккен. Шел те, лару кунӗ тӗлне вӑл пурӑнса ҫитереймерӗ, пирӗнтен вӑхӑтсӑр уйрӑлса кайрӗ. Валентин Абрамовӑн доклачӗ «Г. Ефремов прозинчи фантастикӑпа пурнӑҫ чӑнлӑхӗ» ятлӑ пулмаллаччӗ. Вячеслав Ендеров литература тӗпчевҫине асӑнса фантастикӑпа ҫыхӑннӑ унӑн ӗҫӗсене асӑнчӗ (Жанровые разновидности чувашской фантастической повести // Становление и развитие чувашской повести, Чебоксары, 2004.

Малалла...

 

Диплом хӳтӗлевӗ
Диплом хӳтӗлевӗ

И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче студентсен аслӑ шкулти вӗрентӗвне тарӑнрах тата тухӑҫлӑрах тӑвас енӗпе тӗрлӗ программӑсем ӗҫлеҫҫӗ. Тӗслӗхрен, студент харӑсах икӗ специальноҫпа диплом илсе вӗренсе тухма та пултарать кунтан. Хастар та пур енлӗ аталанма тӑрӑшакан паянхи ҫамрӑксемшӗн ку питӗ меллӗ. Чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче те хушма вӗрентӳ ӗҫне пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Кӗркунне пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ, факультетра икӗ специальноҫпа хушма курссене ҫӳресе иккӗмӗш аслӑ пӗлӳллӗ диплом илме майсем пур: пӗрремӗшӗ — секретарь-документовед специальноҫне (курс ертӳҫи — И.В.Мукина доцент), иккӗмӗшӗ — массӑлла информаци хатӗрӗсенче ӗҫлекен редактор специальноҫне (курс ертӳҫи — Е.П.Чекушкина доцент). Диплом илес текенсен 6 уйӑхлӑх курс программине вӗренсе диплом хӳтӗлемелле. Ҫапла вара, вӗренсе тухакансем харӑсах икӗ аслӑ пӗлӳллӗ специалистсем пулса тӑраҫҫӗ.

Ҫӗртмен 20-мӗшӗнче массӑлла информаци хатӗрӗсенче ӗҫлекен редактор специальноҫне суйласа илнӗ студентсем хӑйсен квалификаци ӗҫне хӳтӗлерӗҫ те ӗнтӗ.

Малалла...

 

Климат улшӑннӑран сӑвӑссем пирӗн тӑрӑхра та вӑйлӑ ӗрчесе кайнӑ. Сывлӑх сыхлавӗпе социаллӑ аталану министерстви асӑрхаттарнӑ тӑрӑх сӑвӑс ӳт ҫине лексен пульница каймалла — энцифалит чирӗнчен сыхланма инфекционист сире иммуноглобулин ҫырса пама пултарӗ.

Энцифалитран сыхланас тесен вакцина туни меллӗ пулмалла — ӑна пульницасенче тӑваҫҫӗ.

Сӑвӑсран сыхланмашкӑн вӗсем пурӑнакан вырӑнсенчен аякран иртме тӑрӑшӑр; вӑрмана кайсан ҫутӑ тум тӑхӑнӑр (сӑвӑса ҫӑмӑлрах асӑрхама пулӗ); пуҫа тутар ҫыхӑр; вӑрманта ҫӳренӗ чухне кашни икӗ сехетрен ҫи-пуҫа тӗрӗслӗр — сӑвӑса асӑрхасан силлесе пӑрахӑр. Вӑрмана каяс умӗн вӗсене хӑратакан тата вӗлерекен ятарлӑ шӗвекпе сапӑнни те пӑсмӗ. Ан манӑр: сӑвӑс кӗрсе ларнине эсир сисмесӗрех юлайратӑр — вӑл ӳте ыраттармалла мар ҫыртать.

 

Ҫӗртмен 16-17-мӗшӗсенче, иртнӗ канмалли кунсенче, Ишек пасарӗ вӑйлӑ шавларӗ — йӑлана кӗнӗ тӑрӑх кунта ярмӑркка иртрӗ.

Ишек ярмӑрккине вырӑнти ял тӑрӑхӗн Пуҫлӑхӗ Максимов А.Н. вырсарникун уҫрӗ. Ӗлӗк кунта 10 пине яхӑн ҫын пухӑнма пултарнӑ теҫҫӗ пулсан, ку канмалли кунсенче те халӑх сахал мар пуҫтарӑнчӗ. Вӗсем валли спорт вӑййисем, ача-пӑча валли тӗрлӗ вӑйӑсем пулчӗҫ. Кил-хуҫалӑхра кирлӗ япаласем туянакансем валли те кунта тавар пайтахччӗ — чӑх-чӗппе выльӑх чӗрлӗх те, кӗпе-йӗм те, тӗрлӗ савӑт-сапа та пурччӗ.

Халӑх тӗрлӗ спорт вӑййисенче вӑй виҫрӗ: кӗрешӳре, волейболра, мини футболра, кире пуканӗ йӑтса. Кашни ҫӗнтерӳҫӗ парнеллӗ пулчӗ. Ярмаркка концертпа вӗҫленчӗ: районти тӗрлӗ пултарулӑх ушкӑнӗсем юрӑ-ташӑпа савӑнтарчӗҫ.

Сӑнсем (47)

 

ҪӖР
17

Сиплӗ шыв
 Olga Ульга | 17.06.2012 09:20 |

Ҫӗнетнӗ ҫӑл
Ҫӗнетнӗ ҫӑл

Элӗк районӗнчи Лупашка ятлӑ пӗчӗк ялта ҫырмара ҫӑлкуҫ вырнаҫнӑ. Ку тӑрӑхра пурӑнакансене мӗн авалтанах сиплӗ те таса шывпа тивӗҫтерсе тӑнӑ вӑл. Ҫав ялти Николаев урамӗнчи ҫӑл умне халӗ те картлам йӑтса ҫынсем пырсах тӑраҫҫӗ. Чӑнах та вӑхӑт иртнипе ҫӑл пури кивелсе ҫитнӗччӗ. Аптраса ӳкмерӗҫ ял ҫыннисем. Кивӗ ҫӑлпа юнашар ҫӗр чавса тимӗр бетон ункисенчен ҫӗнӗрен пусӑ маҫтӑрларӗҫ. Ҫак ӗҫсене пӗтӗмпех ылтӑн алӑллӑ Юрий Ефремов ертсе пычӗ. Вӑл ҫӑл тӑррине те турӗ.

Лупашкасем ӳлӗмрен те ҫӗнӗ ҫӑлтан таса шыв ӑсса кӑларасса шанаҫҫӗ.

 

ҪӖР
16

Ҫӗнӗ Шӗшкелти Сабантуй
 july228 | 16.06.2012 21:31 |

Ҫӗртмен 10-мӗшӗнче Тутар Республикинчи Лениногорск районӗнчи Ҫӗнӗ Шӗшкел ялӗнче Сабантуй уявӗ иртрӗ.

Сабантуй — уйри ӗҫсем хыҫҫӑн ирттерекен ҫулталӑкри пысӑк уяв шутланать. Ял халӑхӗ унта тӗрлӗ вӑйӑсем вылять, юрӑсӗм юрлать, ташӑсем ташлать. Тутарстанра уява пуҫласа яриччен, хӗрсем халӑх тумӗсемпе тутарсен йӑлана кӗнӗ ҫимеҫӗпе — чак-чакпа — халӑха хӑналарӗҫ.

Уява тӗрлӗ ушкӑнсем хутшӑнчӗҫ. Чи кӗҫҫӗнни — 6 ҫулта, чи асли — 65 ҫултаччӗ. Ытти ялтан килнӗ ушкӑнсемпе вырӑнти фольклор ушкӑнӗ те хутшӑнчӗ. Сабантуй уявӗнче чи паллӑ вӑйӑ вӑл — кӗрешӳ. Пӗрремӗш вырӑна тухнӑ маттура, Вахитов Тимура, така парнелерӗҫ.

Ӗҫре малта пыракансене, тӑрашса ӗҫлекенсене хавхалантарса парнесем парса чысларӗҫ.

 

ҪӖР
16

Тавайри Акатуй
 Сарине | 16.06.2012 10:15 |

Ҫӗртмен 10-мӗшӗнче Тӑвай районӗнче те Акатуй пулса иртрӗ. Уява районти спорткомплекс лапамӗнче йӗркелерӗҫ. Акатуй уявӗ ячӗпе тӗрлӗрен те тӗрлӗ илемлӗ юрӑсем янӑрарӗҫ, ялсенчен килнӗ тӗрлӗ ушкӑнсем ташӑсемпе савӑнтарчӗҫ. Ҫавӑн пекех акатуйне илемлетекенни — спорт вӑййисем пулчӗҫ. Уява пынисем пурте пӗрле алла аллӑн тытӑнса вӑйӑ картине те тӑчӗҫ. Уяв питӗ хаваслӑ иртрӗ.

Сӑнсем (36)

 

ҪӖР
15

Аксу районӗнчи Акатуй
 Knyaginia | 15.06.2012 09:58 |

Ҫӗртмен тӑххӑрмӗшӗнче Тутарстанӑн Аксу районӗнчи Емелькино ялӗнче Акатуй иртрӗ. Авалхи йӑлапа ку уява ҫурхи ака-суха вӗҫленсен, пӗтӗм ял-йышпа пуҫтарӑнса, выляса та кулса питӗ савӑнӑҫлӑн ирттереҫҫӗ.

Кӑҫалхи Акатуй та ыттисенчен кая юлмарӗ. Колхозсем пӗтсе пыраҫҫӗ пулсан та, сапана кайма ялти харпӑр хуҫалӑхсенчен вунӑ юланута яхӑн пуҫтарӑнчӗҫ. Ӑмӑртура Николай Егоровӑн «Верный» ӑйӑрӗ ыттисене самай кая хӑварса мала тухрӗ. «Колос» ТМЯО пуҫлӑхӗ А.Н. Чукин ӗҫре малта пыракансене, тӑрӑшса ӗҫлекенсене хавхалантарса парнесем пачӗ. Кӗрешсе вӑй виҫекенсене, ытти спорт ӑмӑртӑвӗсенче мала тухакансене наградӑларӗҫ. Акатуй паттӑрне, Леонид Новикова ӗлӗкхи йӑлапа така тыттарчӗҫ. Ҫав вӑхӑтрах Емелькино культура керменӗн «Шурӑмпуҫ» фольклор ушкӑнӗ пурне те хаваслӑ юрӑ-ташӑпа савӑнтарса тӑчӗ.

Уявран пурте тулли кӑмӑлпа саланчӗҫ.

 

2012 ҫулхи ҫӗртмен 10-11-мӗшӗсенче Патӑрьелти «Хӗвеллӗ» уҫланкӑра йӑлана кӗнӗ «Акатуй-Сабантуй» уяв иртрӗ.

Кӑҫалхи уява Раҫҫей историйӗн ҫулталӑкне тата района туса хунӑранпа 85 ҫул ҫитнине халалланӑ. Ҫак уява Аслӑ Чемен ял тӑрӑхӗнчи пултарулӑх ушкӑнӗ, спортра палӑрнӑ вӗренекенсем те хутшӑнчӗҫ. «Ассорти» ташӑ ушкӑнӗ куракансене чӑваш ташшисемпе савӑнтарчӗ. Аслӑ Чемен ял тӑрӑхӗнчи культура ҫурчӗ ҫумӗнчи пултарулӑх ушкӑнӗ ҫӗр ӗҫӗн йӑли-йӗркине кӑтартса пачӗ (ака-суха тунине, тырӑ акнине, вырса тӑпачӑпа ҫапнине, алапа тырӑ алланине, ал арманӗпе авӑртнине). Ҫӗр ӗҫӗн йӑли–йӗркине кӑтартса паракан хӗрарӑмсен тумӗсене, ӗлӗкхи ӗҫ хатӗрӗсене курса тӗлӗнекенсем те пайтах пулчӗҫ. Пир кӗпе, сурпан сырса хушпу тӑхӑннӑ, ҫӑпата сырнӑ чӑваш хӗрарӑмӗсем уҫланкӑри хӑнасене Аслӑ Чемен «хуҫалӑхне» йыхравларӗҫ.

Сӑнсем (140)

 

Страницӑсем: 1 ... 3700, 3701, 3702, 3703, 3704, 3705, 3706, 3707, 3708, 3709, [3710], 3711, 3712, 3713, 3714, 3715, 3716, 3717, 3718, 3719, 3720, ... 3913
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Лӑпкӑ эрне пулӗ. Ӑна юратнӑ ҫынпа пӗрле ирттерӗр. Хӑвӑр кутӑнлашмасан кӑмӑл улшӑнмӗ. Халӗ сире япӑх шухӑшсемпе кӑмӑл-туйӑм сиен кӑна кӳрӗҫ. Ку сире юратнӑ ҫынпа хирӗҫтерме те пултарӗ. Кайран вара мирлешме йывӑр пулӗ.

Ҫӗртме, 09

1918
107
Пӗтӗм чӑваш рабочисемпе хресченсен пӗрремӗш пухӑвӗ (9-15) ӗҫе пуҫӑннӑ.
1945
80
Матюшин Владимир Алексеевич, техника ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Раҫҫей Правительствин премийӗн лауриачӗ ҫуралнӑ
1958
67
Михайлов Евгений Петрович, чӑваш археологӗ ҫуралнӑ.
1965
60
Лаврентьев Анатолий Юрьевич, ял хуҫалӑх ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...