Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Вӗренни йӑтса ҫӳрес ҫӗклем мар.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Шупашкарти халӑхсем хушшинче иртекен VI кинофестиваль паян хӑйӗн юлашки кунне каҫрӗ. Шӑпах паян кино уявӗн чи маттурисене, чи хастаррисене палӑртӗҫ. Ҫапах та ирттернӗ кинофестиваль кӑлтӑксемпе ҫитменлӗхӗсем ҫинчен эпир ҫак самантрах каласа пама пултараятпӑр.

Фестиваль хӑнисем, конкурса тӑратнӑ киносене курма килекенӗсем чӑтӑмсӑр асӑннӑ кинофестиваль президентне Карен Шахназарова кӗтнӗ. Анчах килме шанӑҫ панӑ кино ӑсти хӑйӗн сӑмахне пур-пӗр тытайман, ҫынсен кӗтни кӑлӑха пулнӑ имӗш. Карен Георгиевич иккен ҫак кунсенче Сочире, Раҫҫей Федераци пуҫлӑхӗн пухӑвӗнче. Ҫапах та кинофестиваль президенчӗ Чӑваш республикин Элтеперӗ патне янӑ ҫырура ҫитес ҫулсенче Шупашкара килесси ҫинчен шантарсах калаҫать.

Халӑха пӑлхантаракан тӗпӗр ҫитменлӗх вӑл киносене палӑртнӑ йӗркепе кӑтарманни. Куракансем каланӑ тӑрӑх кино йӗркине пӗр хутччен кӑна мар пӑснӑ пулнӑ.

Тата тӗпер кӑткӑслӑ кӑлтӑк — куракансем хушшинче кинотеатрти вырӑнсене пайласси. Кассӑсенче тӳлевсӗр билетсене ҫынсем илсе пӗтернӗ теҫҫӗ пулин те залра темшӗн нумай чухне ларас вырӑнсем пуш пушах пулнӑ-мӗн.

Малалла...

 

«Ялта» спектакльти сыпӑк
«Ялта» спектакльти сыпӑк

Чӑваш патшалӑх академи драма театрне юратакансен кӗркунне ҫитессе кӗтсе тунсӑхлама вӑхӑт ҫитрӗ. Ҫак эрнере 2012–2013-мӗш ҫулсенчи юбилейлӑ (театр кӑҫал 95 ҫул ҫитнине уявларӗ) сезон Федор Павловӑн «Ялта» драмипе хупӑнчӗ.

Хальхи вӑхӑтра ҫӗнӗ постановкӑсемпе ӗҫлеме пуҫлӗҫ. Вӗсенчен пӗри — Александр Хмытӑн «Сутӑн илнӗ чыс» пьеси. Кунсӑр пуҫне Арсений Тарасовӑн «Мунча кунӗ», Марина Карягинӑн «Куккуклӑ сехет» пьесисемпе лартнӑ спектакльсемпе куракана кӗркуннех савӑнтарма палӑртаҫҫӗ. Иван Стаднюк драматургӑн «Юратупа кавӑн» камичӗ те ҫынсен кӑмӑлне каясса шанаҫҫӗ.

Сӑмах май, Чӑваш паташлӑх ҫамрӑксен театрӗ ҫӗртме уйӑхӗнче те ӗҫлӗ. Ун чухнехи репертуара вӗсем ытларах ача-пӑча спектаклӗсене кӗртнӗ. Кунсӑр пуҫне аслисем валли икӗ спектакль — «Тӑххӑрмӗш хутри Асамат кайӑкӗ» тата «Айтар» — кӗртнӗ.

 

Ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Шупашкарта Чернышевский урамӗнчи 16 ҫурт таврашӗнче мотоциклист виҫ ҫулхи ачана ҫапса кайнӑ. 24 ҫулхи «Honda» хуҫи ҫул ҫине чупса тухакан шӑпӑрлана тӳрӗх асӑрхаман пулнӑ, ҫавна пула вӑхӑтра чарӑнайманнипе ача мотоцикл урапи айне лекнӗ.

Асӑннӑ инкеке пула виҫ ҫулхи ача хытах сусӑрланнӑ, паянхи куна вӑл Ачасен хула больницинче 3-мӗш реанимацинче выртать.

Иртнӗ кунсенче республика таврашӗнче пӗтӗмӗшле ҫул ҫинче 2 инкек пулнӑ, вӗсенче икӗ ҫын аманнӑ. Шел пулин те ҫул ҫинчи инкексем нумай чухне ӳсӗр шоферсене пула тухаҫҫӗ. Шоферсен те, ҫул ҫине тухнӑ ватти-вӗттин те асӑрханулӑрах пулмалла. Пирӗн малашлӑх, сывӑ, тӗрӗс-тӗкел ҫӳресси нумай чухне хамӑртан килет.

 

Патшалӑхӑн тӗрлӗ учрежденине, шкулсемпе вулавӑшсене, лавккасене т.ыт. коляскӑпа ҫӳрекен сусӑрсене ирӗклӗнех кӗрсе тухмалла тӑвасси пирки темиҫе ҫул ӗнтӗ калаҫаҫҫӗ. «Советсен ҫӗршывӗнче инвалидсем ҫук», — теме пӑхнӑ саманара тунӑ ҫуртсене пандуссемпе кӗме пӑхса хӑварман та паян ҫав кӑлтӑка пӗтерессипе ӗҫлеме тивет. Хальтерех хӑпартнисенче те сусӑрсем пирки манни тӗл пулкалать.

Сусӑрсене ирӗклӗн кӗрсе тухмалла тӑвассишӗн прокурорсем таран хушша-хуппа кӗме тивни те вӑрттӑнлӑх мар. Ун пеккине вӗсем тем чухлӗ каласа кӑтартайӗҫ. Акӑ, тӗслӗхсенчен пӗри. Йӗпреҫри ача-пӑча ӳнер шкулне коляскӑпа кӗме хӑй вӑхӑтӗнче пӑхса хӑварман иккен. Ҫавна асӑрханӑ хыҫҫӑн вырӑнти прокуратура район суднех тавӑҫпа тухнӑ. «Епле апла?» — тӗлӗннӗ курӑнать тӳресем те. Ҫапла вара суд пандус тумалла, коляскӑпа хӑпарса аннӑ чух алӑпа тытӑнмалли ятарлӑ хатӗр пулмалла тесе йышӑннӑ.

 

Ку ӗҫ Улатӑрти шкулта пулса иртнӗ. 10-мӗш класра вӗренекен яш хӑйӗнчен икӗ ҫул кӗҫӗнрех арҫын ачаран пӗр пин тенкӗ шӑйӑрса пурӑннӑ. Ҫавӑн чухлӗ укҫа тыттарсан вӑл ӑна шкулта хӳтӗлесе тӑма пулнӑ. Кӗҫӗннин сехрине хӑпартас тесе асли ӑна шкул туалетне илсе кӗрсе пӗринче чышкӑ та тутантарнӑ. 8-мӗш класра вӗренекенскер хытах хӑранӑ. Аптӑранӑ енне килтен ылтӑн ҫӗрӗ илсе кайса хайхине тыттарнӑ.

Ӗҫ-пуҫ епле майпа ҫиеле тухни пирки калама йывӑр, тӗшмӗртесси кӑна юлать. Ҫӗрӗ тӑван мар ашшӗн пулни паллӑ. Ахӑртнех, лешӗ ылтӑн ҫухалнине сиснӗ хыҫҫӑн шӑв-шав ҫӗкленӗ-тӗр. Укҫа тапӑнакан яш пирки пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫ халӗ суда ҫитнӗ. Ӑна хӑратса укҫа тапӑннишӗн явап тытарӗҫ.

 

Кун пирки Чӑваш Енӗн ҫурт тӑвӑм министрӗ Олег Марков шантарнӑ иккен. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннисемпе тӑлӑх салтак арӑмӗсене ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерес тесе 2010 ҫултан пуҫласа федераци хыснинчен 5,13 миллиард тенкӗ ытла уйӑрнӑ. Ҫав укҫа 5 393 ветеранӑн ҫурт-йӗр ыйтӑвне татма май панӑ. Кӑҫал Чӑваш Ене тата тепӗр 766,5 миллион тенкӗ килнӗ. Ку вӑл 730 шур сухала хваттерпе тивӗҫтерме кайӗ.

Вӑрҫӑ ветеранӗсене ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерес программӑна пурнӑҫа кӗртессине вӗҫлесси пирки калаҫнӑ май Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев кӑҫал пур ветеранӑн та ӗмӗчӗ пурнӑҫланассине палӑртнӑ.

Сӑмах май, ку темӑна наци проекчӗсем епле пурнӑҫланнине тишкерессипе республика шайӗнче йӗркеленӗ канашлура сӳтсе явнӑ.

 

Тупӑш пирки налук органӗсене деклараци тӑратни тӑрӑх хакласан, Чӑваш Енре миллионерсен шучӗ унчченхиллех тесе калама пулать. Ҫулталӑкри тупӑш 1 миллион тенкӗрен иртнисен шучӗ 2 387 ҫынпа танлашать иккен. Ку вӑл пӗлтӗрхи кампани вӑхӑтӗнчен шӑп та лӑп пӗр ҫын сахалтарах. Тата миллионпа миллион пӗр маррине шута илмелле. Акӑ, 500 миллион тенкӗрен нумайрах тупӑш курнисем пӗлтӗр 3 ҫын пулнӑ иккен.

 

Ӗнер Шупашкар хулинчи ҫӳллӗ ҫуртсенчен пӗринче пурӑнакансем ҫӗр чӗтреннине сиснӗ иккен. 9-мӗш хутра пурӑнакансем ҫавна уйрӑмах туйнӑ. Раҫҫейӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствин республикӑри управленийӗ ҫутҫанталӑкӑн ҫак пулӑмне Охотск тинӗсӗн акваторийӗнче ҫӗр чӗтреннипе сӑлтавлать иккен. Пирӗнпе кӳршӗллӗ регионсенче пурӑнакансем те ҫавна сиснӗ. Хваттерсенче люстрӑсем силленеҫҫӗ тесе Чулхула облаҫӗнче, сӑмахран, Инкеклӗ ӗҫсен министерствин вырӑнти управленине 100 ытла ҫын шӑнкӑравланӑ. Халӗ лару-тӑру чиперех-мӗн. Ҫапах та ҫӑлавҫӑсем ун пеккине сиссен ҫӳллӗ е ишӗлекен ҫуртсенче пурӑнкансене урама тухма сӗнеҫҫӗ.

Ҫӗр чӗтреннине Чӑвашра туйни пӗлтӗр те пулнӑччӗ. Ун чух вӑл Шупашкарӑн Юханшыв порчӗ ҫывӑхӗнче сисӗннӗччӗ. «Ҫанталӑк хӑвӑрт ӑшӑтса янине кура тӑпра аялалла аннӑ тата кӑштах куҫнӑ-тӑр», — ҫапларах ӑнлантарма пӑхнӑччӗ ҫӑлавҫӑсем ун чух.

 

Кун пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев право йӗркине сыхлас енӗпе ирттернӗ координаци канашлӑвӗнче каланӑ-мӗн. Regnum информаци агентстви хыпарланӑ тӑрӑх, кунта сӑмах нумай хваттерлӗ ҫуртсемпе вӗсен умӗсем пирки пырать. Ҫак ӗҫе пурнӑҫлама муниципалитетсене ҫулталӑк ҫурӑ вӑхӑт панӑ иккен — камерӑсене 2014-мӗш ҫул вӗҫлениччен лартса ӗлкӗрмелле. Подьездсемпе картишсене камера лартма хваттер хуҫисен те «кӗмӗл» хывма тивӗ.

Хальӗхе республикӑра 7 300 ытла камера кунӗн-ҫӗрӗн ӳкерет иккен. Вӗсем пулӑшнипе преступленисене уҫса пама та ҫӑмӑл. Тата вӑрӑ-хурахӗсем те камерӑраy сисчӗвленессе шанаҫҫӗ. Сӑмах май каласан. Ҫынсем укҫа уйӑрнипе паянхи кун тӗлне нумай хваттерлӗ 73 ҫурта камерӑпа тивӗҫтернӗ иккен. Тепӗр 26-шӗнче ку ӗҫе пуҫӑннӑ.

 

«Интернет газета Чувашии» сайтӑн коллажӗ
«Интернет газета Чувашии» сайтӑн коллажӗ

Пирӗн республика территорийӗ урлӑ пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ пуйӑссем ҫӳреме пуҫӑнӗҫ. «Мускав-Хусан-Екатеринбург» магистраль ӑҫтан каясси пирки татса калама хальлӗхе иртерех-ха. Проекта хатӗрлекенсем икӗ май сӗнеҫҫӗ-мӗн: ҫурҫӗр тата кӑнтӑр. Ҫапах та Чӑваш Енӗн транспорт министрӗн Михаил Янковскин пӗлтернине тӗпе хурсан, малтанхи варианчӗ пурнӑҫа кӗресси пирки ытларах шанма пулать теме май пур. Вӑл проект пурнӑҫлансан чукун ҫул Кӳкеҫ патӗнчен каймалла. Кӑнтӑр вариантпа ҫул хывсан Шупашкартан 13,5 ҫухрӑм инҫерех иккен. Укҫа ҫине куҫарсан кӑнтӑр вариант йӳнӗрех ларать. Тата ҫулӗ те кӗскерех пулӗ: уйрӑмлӑхӗ 10 километр ытларах.

«Мускав-Хусан-Екатеринбург» магистраль Раҫҫейӗн 10 регионӗпе иртмелле: Мускав; Мускав, Владимир, Чулхула облаҫӗсем; Чӑваш, Тутар, Удмурт, Мари Эл, Пушкӑртстан республикисем; Пермь тата Свердловск облаҫӗсем. Ҫул тӑршшӗ 1 620 километрпа танлашмалла. Пуйӑс сехетре 400 ҫухрӑм таран хӑвалӗ. Ҫапла вара вӑрӑм ҫула вӑл 8 сехетре ҫӗнейӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 3345, 3346, 3347, 3348, 3349, 3350, 3351, 3352, 3353, 3354, [3355], 3356, 3357, 3358, 3359, 3360, 3361, 3362, 3363, 3364, 3365, ... 3620
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнăç мĕн тери йĕркесĕр пулнине кăтартĕ. Ялан хăвăр пирки шутласа ыттисем пирки маннине асăрхатăр. Сирĕн интерессем ыттисеннипе çыхăнура пулнине ăнланма вăхăт. Ку мĕне пĕлтерет-ха? Эсир такама япăх туса хăвăрах сиен кÿретĕр.

Ҫу, 01

1892
132
Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1912
112
Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ.
1994
30
Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...