Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Пулӑ пуҫӗнчен ҫӗрет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнче ирхи 6 сехетре Ҫӗнӗ Шупашкарти чиркӗвӗн ҫурт-йӗрӗнче пушар тухнӑ пулнӑ-мӗн.

ИӖМ тетелӗ пӗлтернӗ тӑрӑх чиркӳре электричество пралукӗ хыпса илнӗ, ҫулӑм 3 метр электричество кабелне ҫунтарнӑ имӗш.

Пӗтӗмешле ҫулӑмпа тивнӗ лаптӑк — ҫур тӑваткал метр. Ҫулӑмпа кӗрешекенсем пушара хӑвӑрт ҫунтернӗ — вӗсене 15 минут ҫех кирлӗ пулнӑ. Турра шӗкӗр, асӑннӑ пушар ҫын пурнӑҫне илсе кайман, аманнисем те тупӑнман.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/newsv2/63048.html
 

Ҫӗртмен 1-мӗшӗнче, Пӗтӗм тӗнче ачасене хӳтелемелли куна уявланӑ май Республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев республика шкулӗсене ҫӗнӗ 22 шкул автобусӑн уҫҫисемпе чысларӗ.

Хӑйӗн сӑмахӗнче республика Элтеперӗ асӑннӑ уяв ячӗпе ачасене, вӗрентекенсене, ашшӗ-амӑшӗсене ӑшшӑн саламларӗ. «Паянхи куна ача-пӑчасене тӗрӗс-тӗкел ӳстересме нумай ӗҫ тунӑ. Ҫапах та малашне те ӗҫлемеллӗх пур. Влаҫ органӗсен, ашшӗ-амӑшӗсен, вӗренӳ учрежденийӗсен ертӳҫисем пур вӑя пухса ӳсекен ӑрӑва тивӗҫлипех пӑхса ҫитӗнтермелле», — палӑртрӗ Михаил Игнатьев.

Уявӑн чыслӑ саманчӗ вӗҫленнӗ хыҫҫӑн ачасене Шупашкар хулин паллӑ вырӑнӗсем тӑрӑх экскурсие илсе кайрӗҫ.

Кӑҫалхи ҫул шкулсене пӗтӗмешле 44 ҫӗнӗ автобуспа тивӗҫтерӗҫ. Пӗтӗмпе вара республика паркӗнче паянхи кун 325 шкул автобусӗ шутланать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/newsv2/63032.html
 

Ӗнер Шупашкарта хӑйӑртан кӳлепе тӑвассипе йӗркеленӗ фестиваль вӗҫленнӗ. Кӑҫал унта Раҫҫейӗн тӗрлӗ тӑрӑхӗнчи (сӑмахран, Мускаври, Пензӑри, Челябинскри, Архангельскри, Шупашшкарти) тата Польшӑри 17 ӑста, вӗсенчен улттӑшӗ хамӑр патрисем, хутшӑннӑ.

Вӗсен кӳлепесем урлӑ ташӑ темине уҫса пама тивнӗ. Хӑйӑртан кӳлепе ӑсталама, маҫтӑрсем каланӑ тӑрӑх, шыв тата ҫилӗм кирлӗ.

Маттурсен ӗҫӗсен куравӗ авӑн уйӑхӗ вӗҫленичченех пырӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/newsv2/63023.html
 

Чӑваш Енри пысӑк компанисенчен пӗрне, «Экра» ӑслӑлӑхпа производство предприятине, нумаях пулмасть 90 миллион тенкӗсӗр тӑратса хӑварнӑ. Ку вӑл малтанласа шутланӑ тӑрӑх.

Кам ҫапла хӑтланни пирки хальлӗхе уҫӑмлатман-ха, анчах предприяти счёчӗ ҫинчи «кӗмӗле» ют ҫын куҫ хывманни пирки пӗлтереҫҫӗ. Укҫа ҫухалнине предприятин хӑрушсӑрлӑх служби сиснӗ иккен. Кайран ун пирки Федерацин хӑрушсӑрлӑх службине пӗлтернӗ, айӑплисене халӗ ҫав тытӑм шырать.

 

Конкурса Николай Архипкин хӑй те хутшӑннӑ
Конкурса Николай Архипкин хӑй те хутшӑннӑ

Иртнӗ вырсарникун Пенза облаҫӗнчи Ҫӑрттанлӑ районӗнчи Культура ҫуртӗнче «Ҫӑртанлӑ ҫӑлкуҫӗсем» ятлӑ регионсем хушшинчи чӑваш культурин иккӗмӗш конкурсӗ иртнӗ. Ӑна чӑваш культурин вырӑнти автономийӗн председателӗ Анатолий Архипкин ҫине тӑнипе йӗркеленӗ.

Ҫав кун сцена ҫине профессионал артистсемпе пӗрлех хӑй тӗллӗн вӗреннӗ ӑстасем хӑпарнӑ. Вӗсем Сарӑту хулипе облаҫӗнчи, Шупашкар, Пенза, Чӗмпӗр хулисенчен пырса ҫитнӗ. Вырӑнти — Ҫӑртанлӑ районӗнчи — маттурсем те хӑйсен пултарулӑхне кӑтартнӑ.

Конкурса хутшӑнакансене саламлама тата ӑнӑҫу сунма Пенза облаҫӗн правительствин элчисем, ҫав шутра регион кӗпӗрнаттӑрӗн канашҫи Виктор Медведев та пулнӑ.

Мероприятие ирттерме пӗр тӑван Юрийпе Евгений Жемчуговсем, Николай Безруков, Михаил Данилов, Михаил Никитин, Ринат Камяков, Николай Данилов, Александр Смирнов, Александр Антипов, Александр Лебедев укҫа-тенкӗ парса пулӑшнӑ. Вӗсене уншӑн пысӑк тав сӑмахӗ калас пулать.

 

Ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗ пирус туртнипе кӗрешмелли пӗтӗм тӗнчери кун шутланать. Ҫавна май Ҫӗмӗрлере ӗнер «Туртни — наркӑмӑш» акци йӗркеленӗ. Унта хулари 8-мӗш гимназире вӗренекенсем хутшӑннӑ.

«Пирус сӗрӗмне туртса илнӗ чух хӑвна вӗлеретӗн, ӑна сывласа кӑларнӑ чух ыттисене вӗлеретӗн» шухӑша палӑртакан хутсене ачасем пирус туртакансене валеҫсе ҫӳренӗ, ҫак самантранах туртма пӑрахма чӗнсе каланӑ. Алӑри пируса ҫамрӑксем «Туртни — наркӑмӑш» тесе ҫырса хунӑ савӑта яма сӗннӗ. Акцие йӗркелекенсем пӗлтернӗ тӑрӑх, хирӗҫлекенсем пулман. Унтан та ытларах — аслисем: «Ҫывӑх вӑхӑтра туртма пӑрахӑп», — тесе сӑмах панӑ-мӗн.

 

Шупашкарти Ҫӗнтерӳ паркӗнче ҫӗнӗ палӑк уҫма шухӑшлани пирки эпир пӗлтерсеччӗ ӗнтӗ. Вӑл Чечен вӑрҫинче пуҫ хунисене асӑнса лартни вырӑнне йышӑнӗ. Ҫӗнӗрен ҫӗклеме шухӑшланӑ скульптура тӗрлӗ ҫапӑҫура, ҫав шутра Чечен Республикинче те, пуҫ хунисене сума сӑвакан палӑк пулӗ.

Проектсене йышӑнасси пирки хула администрацийӗ нарӑс уйӑхӗнчех пӗлтернӗ. Конкурса тӑратнӑ 11 ӗҫрен унӑн условине пур енлӗн тивӗҫтерекенни икӗ проект кӑна пулнине кура конкурса халӗ тата тепӗр икӗ эрнене тӑсма шут тытнӑ. Кун пирки хула администрацийӗнче палӑк тӑвас ыйтупа иртнӗ ларура каланӑ. Унта хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов, ЧР Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Юрий Попов, ӳнерҫӗсемпе архитекторсем, тӗрлӗ вӑрҫӑра ывӑлӗсене ҫухатнӑ амӑшӗсем, ветерансен организацийӗсен элчисем хутшӑннӑ.

 

«Сарӑ ҫӳҫле, кӑвак куҫлӑ хӗрача — саншӑн ҫеҫ ҫунатӑп, тух мана качча». Ҫакӑн йышши юрӑ сӑмахӗсемпе шӑрантараҫҫӗ эстрада ҫӑлтӑрӗсем пирӗн республикӑра. Чӑннипех-ши вара сарӑ ҫӳҫле хӗрсем тыткӑнлаҫҫӗ-ши яшсене? Тен ку чӑнлӑхах та. Ахальтен мар нумай сӑмахлӑх ҫӳрет сар ҫӳҫлӗ пикесем пирки.

Паян, ҫӑвӗн 31-мӗшӗнче сарӑ ҫӳҫлӗ хӗрсем хӑйсен пӗчӗк уявне уявлаҫҫӗ — тӗнчипе уявлакан сар ҫӳҫлӗ хӗрсен кунне. Асӑннӑ уява Раҫҫейре пӗрремӗш хут 2006 ҫулта уявланӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн вара сар ҫӳҫлӗ хӗрсен уявӗ тӗрекленсе, ҫирӗпленсе паянхи кун та упранать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/newsv2/63025.html
 

Павловсен пысӑк кил-йышӗ
Павловсен пысӑк кил-йышӗ

Ҫӑвӑн 31-мӗшӗнче Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Кремльте «Мухтава тивӗҫлӗ ашшӗ-амӑшӗ» орденпа нумай ачалла 10 ҫемьене чысланӑ. Патшалӑх пуҫлӑхӗ аллинчен орден илекенӗсен шутне пирӗн ентешӗмӗрсем, Шупашкар хулинче пурӑнакан Павловсен ҫемьи те кӗнӗ.

Ольга Михайловновнапа Алексей Аполлинарьевич 10 ача пӑхса ӳстереҫҫӗ, вӗсенчен чи асли 18 ҫулта, кӗҫени вара ҫӗртме уйӑхӗнче 4 ҫул тултарать.

Мускавра пулнӑ вӑхӑтра мухтава тивӗҫлӗ кашни кил-йыша хулари паллӑ вырӑнӗсемпе илсе ҫӳренӗ, тӗрлӗ музейсемпе паллаштарнӑ.

Асӑннӑ ордена пирӗн етешсем иртнӗ ҫулсенче те тивӗҫнӗ. 2009 ҫулта — Медведьевсен ҫемьи (Патӑрьел районӗ), в 2010 ҫулта — Маловсен ҫемьи (Патӑрьел районӗ), 2012 ҫулта — Филимоновсен ҫемьи (Ҫӗрпӳ районӗ).

Ордена тивӗҫлӗ нумай ачаллӑ ҫемьесем пирӗн республикӑра малашне те пулӗҫ тесе шанас килет.

 

Ыран Самар облаҫӗнче Акатуй уявӗ иртмелле. Вӑл кӑҫалхипе XVI хут иртет. Унта чӑваш наци апат-ҫимӗҫӗпе, ал ӑстисен ӗҫӗсемпе паллашма май пулӗ. Чӑваш наци мероприятийӗсене сӑнлакан фото ӗҫсен куравӗсем ӗҫлӗҫ. Пӗр уяв та концертсӑр иртмессине те шута илмелле.

Кунсӑр пуҫне вӑй питти арҫынсем кӗрешӗве тухӗҫ. Кире пуканӗ йӑтакансем валли те ӑмӑрту хатӗрленӗ. Спортӑн ытти енӗпе ӑстасен те тунсӑхлама вӑхӑт пулмӗ: хӑвӑрт чупакансем ҫӑмӑл атлетика енӗпе ӑмӑртӗҫ, футболла та вылӗҫ. Юланутпа тупӑшни те уява илем кӳрӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 3338, 3339, 3340, 3341, 3342, 3343, 3344, 3345, 3346, 3347, [3348], 3349, 3350, 3351, 3352, 3353, 3354, 3355, 3356, 3357, 3358, ... 3620
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнăç мĕн тери йĕркесĕр пулнине кăтартĕ. Ялан хăвăр пирки шутласа ыттисем пирки маннине асăрхатăр. Сирĕн интерессем ыттисеннипе çыхăнура пулнине ăнланма вăхăт. Ку мĕне пĕлтерет-ха? Эсир такама япăх туса хăвăрах сиен кÿретĕр.

Ҫу, 01

1892
132
Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1912
112
Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ.
1994
30
Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...