Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Шаланкӑ шыв кӑларать, ула курак пырса ӗҫет.
[ваттисен сӑмахӗ: 2507]
 

Хыпарсем

Раҫҫейре

Чӑваш халӑхӗн кун-ҫулӗпе кӑсӑкланакансем Ахмед Ибн Фадлан ятне аван пӗлеҫҫӗ. Чӑваш мар пулин те пирӗн халӑх историйӗнче те вӑл йӗр хӑварнӑ теме юрать. Араб ҫулҫӳревҫи тата ҫыравҫи Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхӗнче пулнӑ хыҫҫӑн ҫырнисене пиртен нумайӑшӗ вуланӑ. Сыпӑксем кӑна пулин те кӑсӑкли нумай унта.

Ибн Фадлана Багдад элчелӗхӗн секретарӗ пулнӑ май 922 ҫулта Пӑлхара туслӑ ҫыхӑнусем йӗркелеме янӑ.

Ҫу уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Воронежри патшалӑх университетӗнче Ибн Фадланӑн бюстне уҫнӑ. Ҫулҫӳревҫӗн ӗҫ-хӗлӗ хальхи Воронеж облаҫӗн территорийӗпе ҫыхӑнман пулин те Иракри Багдад провинцийӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Ибн Фадлан бюстне университета парас тенӗ. Ҫак шухӑш патне вӑл университет «Ирак Республики валли пысӑк квалификациллӗ кадрсем хатӗрлес ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн» ҫитсе тухнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1854.html
 

Культура Анатолий Тогаев
Анатолий Тогаев

Кӑҫал ЧР тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ Анатолий Тогаев ҫуралнӑранпа 130 ҫул ҫитнӗ. Пултаруллӑ мусӑкҫӑна, хор дирижёрне халалласа Сӗнтӗрвӑрринчи культура ҫуртӗнче уяв каҫӗ йӗркеленӗ.

Анатолий Николаевич музыка вӗрентекенӗнче ӗҫленӗ май хор ушкӑнӗсем йӗркелесе вӗсен ертсе пынӑ. Вӑл сӗрме купӑс питӗ юратнӑ. Уявра тӗрлӗ ушкӑн хӑйӗн пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ: оркестр, чӑваш юррин халӑх хорӗ, вырӑс халӑх хорӗ, ветерансен хорӗ, «Нухрат» фольклор ансамблӗ…

Анатолий Тогаев ҫамрӑк мусӑкҫӑсене яланах хапӑл пулнӑ, вӗсемпе хӑйӗн килӗнче те тӗлпулусем ирттернӗ. Концерта А.Тогаев ячӗллӗ ӳнер шкулӗн вӗренекенӗсем, Шуршӑлти «Звездный» ташӑ ушкӑнӗ те хутшӑннӑ. Педагогика ӗҫӗн ветеранӗ, ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ В.Голыгин, чӑваш юррин халӑх хорӗн юрӑҫи Л.Григорьева аса илӗвӗсемпе паллаштарнӑ.

Уявра «А.Н.Тогаев — композитор 130 ҫул тултарнине халалласа» мультимеди хӑтлавӗ кӑтартнӑ. Коцерт хыҫҫӑн Анатолий Тогаевӑн вил тӑпри ҫине чечексем хунӑ.

 

Республикӑра Зоя Егоровӑпа Анатолий Иванов — варринче
Зоя Егоровӑпа Анатолий Иванов — варринче

Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунӗ ҫывхарнӑ тӗле Тӑвай районӗнче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗн тӑлӑх арӑмне Зоя Семеновна Егоровӑна ҫурт туянмашкӑн е хӑпартмашкӑн укҫа панӑ. Зоя Семеновна Ҫӗнҫырма ялӗнче пурӑнать.

Ҫавӑн пекех 1941 ҫулта вӑрҫӑра хыпарсӑр ҫухалнӑ ҫар ҫыннин Федор Иванович Ивановӑн Сӑхӑтпуҫра пурӑнакан ывӑлне Анатолий Федорович валли те ҫак тӗллевпех укҫа уйӑрнӑ. Анатолий Иванов ачаранпах сусӑр.

Свидетельствӑсене Тӑвай район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Ванерке панӑ, тӑлах арӑмпа ветеран ывӑлне сывлӑх суннӑ.

РФ Президенчӗ Владимир Путин «Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене ҫурт-йӗрпе тивӗҫтересси ҫинчен» 2008 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче пуснӑ Хушупа килӗшуллӗн Тӑвай районӗнче пурӑнмалли ҫурт-йӗр туянмашкӑн 168 ветеран укҫа илнӗ.

 

Ял хуҫалӑхӗ

Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерствинче кӑҫал хӑш фермерсене пулӑшассине палӑртнӑ. Конкурса пӗтӗмпе 32 заявка панӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсен хушшине, сӑмахран, Тӑвай районӗнчи Сергей Илларионов лекнӗ. Вӑл халӗ те выльӑх-чӗрлӗх сахал мар усрать иккен. Ӳлӗмрен вара сӗт тирпейлекен цех туса лартасшӑн. Илларионов пек телейлисем республикӑра — пиллӗкӗн.

Ҫемье выльӑх-чӗрлӗх фермисене аталанма пулӑшакан программа виҫҫӗмӗш ҫул ӗҫлет. Пӗлтӗрпе виҫӗмҫул патшалӑх Чӑваш Енри вунӑ фермера пулӑшнӑ. Кӑҫал вӗсем валли федераци хыснинчен 16,5 миллион тенкӗ уйӑрасшӑн, республикӑран — 11,9 миллион. Ҫак «кӗмӗл» кашни фермера вӑтамран 5 миллион тенкӗ тавӑрса памалла мар укҫа лекессине пӗлтерет.

 

Вӗренӳ Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел шкулӗнчи Вера Барко
Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел шкулӗнчи Вера Барко

«Алӑкран кӑларса ярсан чӳречерен килсе кӗрет, — теҫҫӗ иккен Патӑрьел районӗнчи Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел шкулӗнче 11-мӗш класра вӗренекен Вера Барко пирки учительсем. Ачаранпах спортпа туслӑскер биатлона, акватлона, шывра ишессине, чупасси-сикессине кӑмӑллать тесе хыпарлать «Чӑваш хӗрарӑмӗ».

«Зарницӑсене» Вера 7-мӗш класран тытӑнса пӗр сиктерми хутшӑнать-мӗн. Шел те, унӑн амӑшӗ ҫамрӑклах ҫул ҫинчи инкекре вилнӗ. Ун чух виҫҫӗре пулнӑ хӗр пӗрчӗк ҫывӑх ҫыннине лайӑх астумасть те иккен. Кайран ашшӗ те чирлесе пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Халӗ Вера куккӑшӗпе инкӗшӗ патӗнче пурӑнать.

Хӗр 11-мӗш класс хыҫҫӑн Вологдӑри ҫар училищине каяс ӗмӗтпе пурӑнать иккен. Ҫар психологӗ пуласшӑн-мӗн. Сӑмах май, хӗрсене ҫӗршыври ултӑ училищӗре йышӑнаҫҫӗ иккен: Сарӑту облаҫӗнчи Вольск ҫар училищинче, Питӗрти транспорт тата тыл академийӗнче, Пензӑри артиллерипе инженери институтӗнче, Ростоври ракета ҫарӗсен ҫар институтӗнче тата Новочеркасскри аслӑ ҫар училищинче. Ҫулсерен Раҫҫей ҫар училищисене 20–30 хӗре ҫеҫ йышӑнаҫҫӗ иккен. Конкурс калама ҫук пысӑк-мӗн — пӗр вырӑна 40 ҫын.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://hypar.ru/cv/hersem-cara-kayasshan
 

Спорт

Паян Красноармейскинчи тӗп стадионта «Ял пурнӑҫӗ» район хаҫачӗн парнисене ҫӗнсе илессишӗн ҫӑмӑл атлетика ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Унта 30 команда хутшӑннӑ. Сывӑ пурнӑҫ йӗркине пропагандӑланӑшӑн тата 65 ҫулхи юбилей ячӗпе Иван Прокопьева Красноармейски район администрацийӗн Тав хутне панӑ.

Ветерансен командисен йышӗнче Пикшик ял тӑрӑхӗ ҫӗнтернӗ. Кӗҫӗн класра вӗренекенсен хушшинче Мӑн Шетмӗ вӑтам шкулӗ малта пулнӑ. Иккӗмӗш вырӑна Трак вӑтам шкулӗ тухнӑ. Красноармейски вӑтам шкулӗ виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.

5–9-мӗш класра вӗренекенсен йышӗнче Красноармейски вӑтам шкулӗ ҫӗнтерӳҫӗ пулнӑ. Вӗсем хыҫҫӑн — Трак вӑтам шкулӗ. Пикшик вӑтам шкулӗн команди финиша виҫҫӗмӗш ҫитнӗ.

Аслӑ класра вӗренекенсен командисем хушшинче Трак вӑтам шкулӗ, Красноармейски вӑтам шкулӗ, Пикшик вӑтам шкулӗ малти вырӑнсене пайланӑ.

Ял тӑрӑхӗсен командисен йышӗнче каллех Пикшик енчисем маттур пулнӑ. Кӗҫӗн Шетмӗ ял тӑрӑхӗ — иккӗмӗш. Предприятисем, организацисем, учрежденисем хушшинче Красноармейски ял тӑрӑхӗн «Композит-21» команди пӗрремӗш вырӑна тухнӑ.

Малалла...

 

Спорт Республика ертӳҫисем «Кредо» клуб членӗсемпе калаҫаҫҫӗ
Республика ертӳҫисем «Кредо» клуб членӗсемпе калаҫаҫҫӗ

Ҫӗнӗ Шупашкарти А.И. Андрианов ячӗллӗ ачасемпе ҫамрӑксен пултарулӑх центрӗн «Кредо» туризм клуб пайташӗсем Ҫурҫӗр полюса темиҫе хутчен те ҫитсе килнӗ. Хӑйсем тӗллӗн мар-ха. «Йӗлтӗрпе — Ҫурҫӗр полюса» ҫамрӑксен экспедицине хутшӑнакансен йышне кӗнӗ май вӗсене ҫӑмӑл мар ҫула парӑнтарма май килнӗ.

«Кредо» пайташӗсемпе паян Чӑваш Эн Элтеперӗ Михаил Игнатьев тата икӗ министр — вӗренӳ ведомствин пуҫлӑхӗ Владимир Иванов тата Физкультурӑпа спорт министерствин пуҫлӑхӗ Сергей Мельников курнӑҫнӑ.

Ҫурҫӗр полюса 2008 ҫулта ҫитсе килнӗ Степан Шеверталов, Анна Карпова (2010 ҫулта) тата Евгений Мартьянов (2012 ҫулта) ҫулҫӳрев ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Тӗрӗссипе, ытти ачасем те ҫулсерен ҫулҫӳреве хутшӑннӑ. Вӗсен тренерӗ Мария Бовина пӗлтернӗ тӑрӑх, ачасем спорт енчен лайӑх пиҫӗхеҫҫӗ кӑна мар, пурнӑҫ шкулне тухаҫҫӗ теме те юрать.

Асӑннӑ клуб 1986 ҫултанпа ӗҫлет иккен. Ку вӑхӑтра ун витӗр 600 ытла ача тухнӑ. «Кредон» тӗп тӗллевӗ — спорт туризмӗ тата вӗренӳпе тӗпчев экспедицийӗсем. Кун пирки клуб ертӳҫи Андрей Ширшов пӗлтернӗ.

 

Пӑтӑрмахсем 7-ри Родион
7-ри Родион

Чӑваш Енрен ҫуралнӑ, халӗ Мускавра пурӑнакан хӗрарӑм полицие хӑйӗн 7 ҫулти ывӑлӗ ҫухални пирки пӗлтернӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ача урама выляма тухнӑ та каялла таврӑнман. Анчах полицейскисем видеокамерӑна пӑхнӑ хыҫҫӑн иккӗленӳ ҫуралнӑ.

Камера ҫемье пурӑнакан ҫурт ҫывӑхӗнче, Алтайск урамӗнче, вырнаҫнӑ. Ун пирки, ахӑртенх, хӑшӗ-пӗри пӗлмен. Ӑна пӑхсан ҫакӑ паллӑ пулнӑ: ача килтен юлашки хут амӑшӗпе тухнӑ, анчах хӗрарӑм киле пӗчченех таврӑннӑ. Ку хӗрарӑм полицие ывӑлӗ ҫухални пирки пӗлтериччен кӑшт маларах пулнӑ.

Полицейскисем арҫан ача амӑшӗнчен ыйтса пӗлнӗ чухне вӑл нимӗн те ас туманни пирки каланӑ. Вӑл ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ҫав кун вӗсем поликлиникӑна кайнӑ, кун хыҫҫӑн Родион выляма тухнӑ та ҫухалнӑ.

Хӗрарӑм полицейски участокне кайма хирӗҫ пулнӑ. Ачана халӗ полицейскисем те, волонтерсем те шыраҫҫӗ.

 

Вӗренӳ

ЧР Вӗренӳ министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра ачасем хушшинче «Ура! Каникул!» чемпионат ирттерме хатӗрленеҫҫӗ. Савӑнӑҫлӑ ӑмӑртун проектне Чӑваш наци телекуравӗ тата ачасен «Куча мала!» ТВ-студи йӗркелӗ. Тупӑшӑва Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли куна халаллӗҫ.

Мероприятие хутшӑнас кӑмӑллисене Андриян Николаев ячӗллӗ парка портфельпе пыма, ӑна пуринчен те инҫерех ывӑтма сӗнеҫҫӗ. Чи инҫе перекене хаклӑ парнепе хавхалантарӗҫ.

Министерствӑра пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑмӑртура ачасене ӳсӗмне кура темиҫе ушкӑна уйӑрӗҫ. Чемпионат пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх «Акилбапсер» программа валли сюжет ӳкерӗҫ. «Бухты-барахты» программӑн пӗр кӑларӑмӗ те ҫак тупӑшу пирки пулӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://vk.com/born_in_chuvashia
 

Пӑтӑрмахсем

Комсомольски районӗнче пурӑнакан 53 ҫулти ҫын ҫӗр айӗнче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинчи 100 миллиметрлӑ минӑн «болванкине» тупнӑ.

Ку ӗҫ ҫу уйӑхӗн 4-мӗшӗнче ирхине пулнӑ. Ун чухне Урмаел ялӗнче пурӑнакан арҫын ҫӗнӗ ҫурт валли фундамент чавнӑ. Тӑпрана килне илсе кайнӑ. Ирхине ӑна салатнӑ чухне мина тупнӑ. Снаряд пушӑ.

Арҫын тупнӑ япала пирки полицие пӗлтернӗ. ЧР ШӖМӗн ОМОН специалисчӗсем тӗрӗслев ирттернӗ. Вӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинчи 100 миллиметрлӑ минӑн «болванкинче» сирпӗнекен япала ҫук, ҫавӑнпа вӑл хӑрушлӑх кӑларса тӑратмасть.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.chv.aif.ru/incidents/1163777
 

Страницӑсем: 1 ... 3337, 3338, 3339, 3340, 3341, 3342, 3343, 3344, 3345, 3346, [3347], 3348, 3349, 3350, 3351, 3352, 3353, 3354, 3355, 3356, 3357, ... 3885
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнӑҫ мӗн тери йӗркесӗр пулнине аса илтерӗ. Хӑвӑр пирки кана шутланипе эсир ыттисене асӑрхамастӑр. Ӑнланма вӑхӑт ҫитнӗ: сирӗн интерессем ыттисеннипе тачӑ ҫыхӑннӑ. Эппин, кама та пулин япӑх туса эсир хӑвӑра сӑтӑр тӑватӑр.