Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Юлташу хӑвӑнтан лайӑхрах пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Ҫутҫанталӑк Вӑрмарсем район центрне тирпейлеҫҫӗ
Вӑрмарсем район центрне тирпейлеҫҫӗ

Вӑрмар район администрацийӗн пуҫлӑхӗн Константин Никитин йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн тавралӑха тирпей-илем тата хӑтлӑх кӗртмелли уйӑхлӑха икӗ уйӑхах тӑсас тенӗ. Ӗнер, акӑ, район администрацийӗнче ӗҫлекенсем алла кӗреҫе-шӑпӑр тытса урама тухнӑ.

Экологи шӑматкунлӑхне тесе пухӑннӑскерсем поселокӑн тӗп пайне илем кӗртессипе ҫине тӑнӑ. «Ҫанталӑкӗ те тата ӗҫлеме меллӗ пулчӗ: кунӗпех хӗвел пӑхрӗ», — теҫҫӗ унти тӳре-шара. Хӗл каҫипе пуҫтарӑннӑ ҫӳп-ҫап, йывӑҫ ҫулҫи самай пухӑннӑ. Бордюрсене те сӑрланӑ. Администрацире ӗҫлекенсем поселокри ытти ҫын та тирпей-илем кӳрес ӗҫе хастар хутшӑнасса шанаҫҫӗ.

Сӑнсем (13)

 

Экономика Канаш хули
Канаш хули

Канаш хули монохуласен программипе килӗшӳллӗн федераци хыснинчен 700 миллион тенкӗ ытла илме пултарӗ. Ҫак укҫа индустри паркӗпе килӗшӳллӗн инженери инфратытӑмӗн объекчӗсене тумашкӑн кайӗ.

Ведомствӑра пӗлтернӗ тӑрӑх, 2014 ҫулта патшалӑх пулӑшӑвӗ пама палӑртнӑ списока кӗнӗ. Федераци хыснинчен укҫа уйӑрсан Канаш хулинче шыв сечӗсене, котельнӑйсемпе тасатакан сооруженисене ҫӗнетесшӗн. Ку инвестици проекчӗсене пурнӑҫа кӗртме кирлӗ-мӗн.

Шупашкарта индустри паркӗ тума палӑртнӑ. Унта 250 миллон тенкӗ тӑкаклӗҫ. Ҫакнашкал тепӗр парк Канаш хулинче пулӗ. Канаш администрацийӗн сайтӗнче пичетленӗ документпа килӗшӳллӗн, индустри паркне 2020 ҫулччен туса пӗтерес тӗк инвестицин 8,8 миллиард тенки кирлӗ. Хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, 1467 ӗҫ вырӑнӗ пулӗ, вырӑнти хысна 150 миллион ытла тенкӗ илӗ.

2010 ҫулта монохуласен йышне Ҫӗнӗ Шупашкар кӗнӗ, ӑна федераци хыснинчен укҫа уйарнӑ: 1,5 миллиард тенке яхӑн. Тепӗр ҫулхине Улатӑр пулӑшу илнӗ. 2012 ҫулта Чӑваш Ен монохуласен списокне Канаша сӗннӗ.

 

Тӗнчере Илле Иванов (сылтӑмра) чыславра
Илле Иванов (сылтӑмра) чыславра

«Ирӗклӗ сӑмах» пӗлтернӗ тарӑх, чӑваш поэчӗ тата журналисчӗ Илле Иванов тӗрӗк культурине пысӑк тӳпе хывнӑшӑн тӗнче премине тивӗҫнӗ. Тӗрӗссипе, чыслав пуш уйӑхӗн вӗсӗнчех иртнӗ-ха. Ун чухне Турцири Эскишехир хулинче, 2013 ҫулта тӗрӗк халӑхӗн культурин тӗп хулин ятне тивӗҫнӗскерте, уяв пулнӑ. Унта Чӑваш Енрен Илле Ивановсӑр пуҫне Олег Цыпленков тата Маргарита Ильина журналистсем, Праски Витти ӳнерҫӗ, Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ те кайнӑ.

Илле Иванова, ытти лауреат пекех, плакетпа (медаль тӗсӗ) чысланӑ, Эскишехир кӗпӗрнаттарӗн тав хутне панӑ. Чыслава ҫавӑн пекех Тӗрӗк культурин пӗтӗм тӗнчери организацийӗн тӗп секретарӗ Дюсен Касеинов, Турци вӗренӳ министрӗ Наби Авчи хутшӑннӑ. Эскишехир тӗрӗк халӑхӗн культурин тӗп хулин ятне Хусана панӑ.

Илле Иванов — ЧР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, Митта Ваҫлейӗн фондне тата тӗрӗк тӗнчин культурин чӑваш центрне йӗркелекенӗ. 1993 ҫулта вӑл Ҫемен Элкер ячӗллӗ премине тивӗҫнӗ. 2005 ҫулта Абдюльхак Хамид ячӗллӗ премине илнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1813.html
 

Республикӑра Хӗрлӗ Чутайри кӗнеке куравӗ
Хӗрлӗ Чутайри кӗнеке куравӗ

Ыран паллӑ прозаик, публицист, тӑлмач, чӑваш халӑх ҫыравҫи Хветӗр Уяр (Федор Ермилович Уяр) ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитет. Вӑл 1914 ҫулхи ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Самар облаҫӗнчи Схури-Матак ялӗнче ҫуралнӑ.

Хветӗр Уяр Самарти чӑваш шкулӗнче, Хабаровскри педагогика техникумӗнче, Благовещенскри тата Чаваш Республикинчи педагогика институчӗсенче вӗреннӗ. Унтан вӑл Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнчи пуҫламӑш шкулта ачасене вӗрентнӗ. Каярахпа Чӑваш Республикинчи Красноармейски, Ҫӗрпӳ районӗсенчи шкулсенче вӑй хунӑ, Чӑваш радиокомитетӗнче литература ӗҫченӗ пулнӑ. Хветер Уяр ЧАССР Кӗнеке палатинче, «Капкӑн» журнал редакцинче те ӗҫленӗ.

Вӑл Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пулнӑ, ӑна Тӑван ҫӗршыв вӑрҫин I степень орденӗпе, III степень Мухтав орденӗпе, медальсемпе чысланӑ. Федор Ермилович чӑваш литературине пӗчӗк жанрпа кӗнӗ (калавсем, очерксем, фельетонсем…). Пӗрремӗш хайлавӗ 1930 ҫулта пичетленнӗ.

Пӗлтерӗшлӗ кӗнекисенчен пӗри — «Таната» историллӗ романӗ. Ӑна Чӑваш Ен литературовечӗсем кӑна мар, Мускаврисем те, ют ҫӗршыврисем те пысӑк хак панӑ.

Хветӗр Уяр вырӑссен илемлӗ литературине чӑвашла куҫарнӑ.

Малалла...

 

Тӗнче тетелӗ

Шупашкарти Ленин районӗнчи административлӑ комисси ларӑвӗн членӗсем административлӑ правасене пӑснӑ тӗслӗхсене пӑхса тухнӑ.

Ларура административлӑ правӑна пӑснӑ ултӑ протокола пӑхса тухнӑ. Чӑваш Республики саккунӗн 18-мӗш статйине, «Граждансем патне юмӑҫ ярас тата укҫа ыйтас тӗлӗшпе ҫулӑхнӑ» ятлӑскере, пӑснӑ ҫынсен 12 пин тенкӗ штраф тӳлеме тивӗ.

Ҫавӑн пекех ларура ЧР саккунӗн 9-мӗш статйи («Граждансен лӑпкӑлӑхне тата шӑпӑлӑхне пӑсни») тӗлӗшӗпе йӗркене пӑснӑ пилӗк протокола пӑхса тухнӑ. Пӗтӗмпе 3 000 тенкӗлӗх штраф тӳлеттерме йышӑннӑ. «Шупашкарти хӑтлӑх правилисене пӑсни» статья тӗлӗшӗпе 42 протокола тишкернӗ. Комисси кун тӗлӗшӗпе йӗркене пӑснӑ ҫынсене 48 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ.

Хулара чӗрчунсене тытмаллли правилӑсене пӑхӑнман тӗслӗх те пулнӑ-мӗн. Акӑ йытӑ хуҫине 500 тенкӗ тӳлеттермелле тунӑ.

Пӗтӗмпе 82 протокола пӑхса тухса комисси йӗркене пӑснисенчен 77 300 тенкӗ штраф тӳлеттерме йышаннӑ, 7 асӑрхаттару тунӑ.

 

Культура «Ҫӳпҫипе хупӑлчи» спектакльти самант
«Ҫӳпҫипе хупӑлчи» спектакльти самант

Кӑҫал Культура ҫулталӑкӗ пулнӑ май республикӑри чылай ялта вырӑнти ушкӑнсем халӑха спектакльсемпе савӑнтараҫҫӗ. Ку лайӑх пулӑм, мӗншӗн тесен ял ҫынни Шупашкарти театрсен пули-пулми тухса ҫӳреймест. Чун вара «ҫимӗҫ» ыйтать.

Нумаях пулмасть ав Ҫӗрпӳ районӗнчи Чиркӳ ялӗнчи культура аталанӑвӗн центрӗ сцена ҫине Николай Айзман пьеси тӑрӑх хатӗрленӗ «Ҫӳпҫипе хупӑлчи» спектакльпе тухнӑ. Постановкӑна 100 вырӑнлӑ залра кӑтартнӑ. Спектакль пуҫланиччен халӑх шавланӑ пулсан артистсем сцена ҫине тухсан шӑпланнӑ.

Постановка хыҫҫӑн курма килекенсем спектакле сӳтсе явнӑ, Татьяна Кузьминана, Марина Викторовӑна, Галина Гурьевӑна, Лиана Яковлевӑна тав тунӑ.

 

Экономика

«Патшалӑх облигацийӗ кӑларнипе вӑрӑм вӑхӑтлӑха кивҫен илес парӑм политикне ӑнӑҫлӑ пурнӑҫласа пырать», — тесе пӗлтерет республикӑн Финанс министерстви. Тӗп финанс ведомстви ӗнентернӗ тӑрӑх, патшалӑх парӑмне тивӗҫтерме илекен мӗнпур тивӗҫе республика тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫлать.

Ӗнер, акӑ, 2012 ҫулта кӑларнӑ облигацисемшӗн ҫиччӗмӗш купон тупӑшне тӳленӗ иккен. Икӗ ҫул каялла ҫав хаклӑ хута 1,5 миллион штук кӑларнӑ. 667,7 тенкӗ тӑракан пӗр облигацишӗн 14 тенкӗ те 54 пус тӳленӗ. Ку вӑл ҫулталӑкри процент ставкине 8,75-пе шутланине пӗлтерет.

Саккӑрмӗш купон тупӑшӗшӗн утӑ уйӑхӗн 18-мӗшӗнче тӳлеме палӑртаҫҫӗ.

Ҫулла вара 2 миллиард тенкӗлӗх тепӗр ушкӑн облигаци кӑларасшӑн.

 

Культура

Ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Красноармейски районӗнче ҫамрӑк вокалистсен ЧР тата РФ тава тивӗҫлӗ артистне Виталий Петрова халалланӑ «Ҫурхи тумлам» конкурсӗ иртнӗ. Унта уйрӑм юрӑҫсем, дуэтсем, вокал ансамблӗсем хутшӑннӑ. Вӗсене ӳсӗме кура хакланӑ: 5–9, 10–13 тата 14–17 ҫултисем.

Пӗрремӗш ушкӑнра «Солистсем» номинацире II степень Диплома Руфина Сергеева (Алманч) тивӗҫнӗ. 3-мӗш вырӑна Ача-пӑча ӳнер шкулӗн вӗренекенӗ Даниил Михайлов тухнӑ.

Иккӗмӗш ушкӑнра «Солистсем» номинацире чи маттурри Анастасия Козлова (Ача-пӑча ӳнер шкулӗ) пулнӑ. Ҫав шкултах ӑс пухакан Анастасия Никифорова тата Кӗҫӗн Шетмӗри Екатерина Козлова 2-мӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ. Ача-пӑча ӳнер шкулӗнче вӗренекен Екатерина Алексеевӑпа Екатерина Козлова III степень Диплома тивӗҫнӗ.

Тепӗр ушкӑнра ҫак номинацирех Юлия Маслова (Кӗҫӗн Шетмӗ), Ксения Кравцева (Красноармейски), Анна Филиппова (Ача-пӑча ӳнер шкулӗн) малти вырӑнсене тивӗҫнӗ.

«Ансамбль» номинацире I степень Дипломпа «Кулӑ» (Ача-пӑча ӳнер шкулӗ) ансамбле чысланӑ. Геннадий Поповпа Валерий Яргонин дуэтне (Чатукасси) II степень Дипломпа хавхалантарнӑ.

Малалла...

 

Кӳршӗре Чӑваш «моржӗсем» Сӗвен сивӗ шывӗнче
Чӑваш «моржӗсем» Сӗвен сивӗ шывӗнче

Чӗмпӗрте сивӗ шывра ишме юратакансен марафонӗ иртнӗ. Ӑна Крым Раҫҫейпе пӗрлешнине халалланӑ. Пирӗн ентешӗмӗрсем марафонра сакӑр медаль ҫӗнсе илнӗ.

Ӑмӑртӑва Чӗмпӗрти, Шупашкарти, Тольяттири 63 ишевҫӗ хутшӑннӑ. Вӗсем пӗр пӗрне ылмаштарса Сӗвен сивӗ шывӗнче пӗр талӑк ишнӗ. Пӗтӗмпе «моржсем» 29 ҫухрӑм та 550 метр парӑнтарнӑ. Чӑваш «моржӗсем» пурӗ пӗрле 15 ҫухрӑм та 800 метр ишнӗ. Кун валли вӗсене 9 сехет те 27 минут кирлӗ пулнӑ. Сӗвери шыв 2 градусран ӑшӑ пулман.

Чи вӑрӑм дистанцие парӑнтарас енӗпе пирӗн ентешӗмӗр Валерий Губаньков пӗрремӗш вырӑна тухнӑ. Вӑл пӗтӗмӗшле 2400 метр ишнӗ. Иккӗмӗш вырӑн — 2250 метр ишнӗ Алексей Орловӑн. Хӗрарӑмсен ушкӑнӗнче Лариса Дашкова иккӗмӗш вырӑна тухнӑ. Марина Михайлова виҫҫӗмӗш пулнӑ.

Шывра чи нумай вӑхӑ ишес енӗпе Алексей Орлов ҫӗнтернӗ. Вӑл сивӗ шывра ҫӗрле 27 минут пулнӑ. Лариса Дашкова иккӗмӗш вурӑна тухнӑ. Вӑл Чӗмпӗр «моржне» темиҫе ҫеккунт ҫеҫ выляса янӑ.

Пирӗн командара тивӗҫлӗ канӑва тухнисем те пулнӑ: Зинаида Ламырева, Михаил Никифоров, Надежда Григорьева, Виталий Максимов.

 

Культура Валентина Попова ӗҫӗсенчен пӗри
Валентина Попова ӗҫӗсенчен пӗри

Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн литературӑпа ӳнер пайӗнче паян «Тӑван кӗтесре» курав уҫӑлнӑ. Тӑмран хатӗрленӗ экспозицисен авторӗ — Чӑваш Республикин халӑх ӳнер промыслисен ӑсти, Чӑваш Енӗн Ремесленникӗсен гильдийӗн тата Чӑваш художникӗсен союзӗн членӗ Валентина Попова. Курава «Культура урлӑ — пӗрлӗх» ятпа иртекен наци культурисен фестивалӗпе ҫыхӑнтарса уҫнӑ. Куравра пӗчӗк хурӑмлӑ сюжет кӳлепесем, тӑмран тунӑ панно, шӑхличсем вырӑн тупнӑ.

Валентина Попова — тӑмран халӑх пуканине хатӗрлекен сайра ӑстасенчен пӗри. Пултурлӑхра вӑл чӗрӗк ӗмӗр ытла тӑрӑшать. Унӑн самай ӗҫӗ Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче упранать.

Ӑстан ӗҫӗсенчи чылай ярӑм чӑваш ялӗнчи пурнӑҫпа йӑла-йӗркене, чӑваш культурине кӑтартать. Тӗп ӗҫӗсен шутӗнче «Вырма», «Лармара», «Юмахра», «Каҫ», «Хӗрӳ йӑла», «Кӑкшӑмлӑ хӗр», «Лупас айӗнче», «Салтак таврӑнни», «Чикӗ хӳтӗлевҫисем» ятлисене, тӗрлӗ шӑхличе асӑнаҫҫӗ.

Валентина Попова 1960 ҫулхи ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Етӗрне районӗнчи Вӑрманкас Асламасра ҫуралнӑ. Халӗ вӑл Шупашкарти ача-пӑча пултарулӑх центрӗнче «Чӗрӗ тӑм» вӗренӳ пӗрлешӗвӗн педагогӗнче тӑрӑшать.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1 ... 3352, 3353, 3354, 3355, 3356, 3357, 3358, 3359, 3360, 3361, [3362], 3363, 3364, 3365, 3366, 3367, 3368, 3369, 3370, 3371, 3372, ... 3885
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнӑҫ мӗн тери йӗркесӗр пулнине аса илтерӗ. Хӑвӑр пирки кана шутланипе эсир ыттисене асӑрхамастӑр. Ӑнланма вӑхӑт ҫитнӗ: сирӗн интерессем ыттисеннипе тачӑ ҫыхӑннӑ. Эппин, кама та пулин япӑх туса эсир хӑвӑра сӑтӑр тӑватӑр.