Тутарстанра тухса тӑракан «Сувар» чӑваш хаҫачӗн редакторӗ Ирина Трифонова Хусанти Туслӑх ҫуртӗнче Голланди журналисткипе, «NRC» ятлӑ массӑллӑ информаци хатӗрӗнче ӗҫлекен Ева Цукерпа тӗл пулнӑ. Унпа чӑвашсем ҫинчен калаҫнӑ.
Ева Цукер каланӑ тӑрӑх, Европӑри нумай ҫӗршывра пурӑнакан ахаль ҫынсем Раҫҫейре монохалӑх (вырӑссем) пурӑнать тесе шухӑшлаҫҫӗ. «Нумай нациллӗ ҫӗршыв пӗр халӑх пек пӗрлешсе пурӑнни питӗ хаклӑ. Эсир питӗ туслӑ пурӑнатӑр», — тесе каланӑ Мускавра ҫур ҫул каялла тӗпленнӗ журналист.
Вӑл чӑвашсен йышӗпе, «наци хӑйхаклӑхӗпе» кӑсӑкланнӑ.
Хӑнана чӑвашсем ҫинчен кӗнеке парнеленӗ.
Ҫак кунсенче Молдавинче Чӑваш киновӗн кунӗсем иртеҫҫӗ. «Асам ахрӑмӗ» фестиваль ҫурла уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пуҫланнӑ, вӑл ҫак уйӑхӑн 28-мӗшӗччен пырӗ.
Фестивале «Сохранение, изучение и развитие чувашского языка» (чӑв. Чӑваш чӗлхине упрасси, тӗпчесси тата аталантарасси) ҫумпрограммӑпа килӗшӳллӗн йӗркеленӗ.
«Чӑвашкинора» пӗлтернӗ тӑрӑх, чӑваш наци фильмӗсене Раҫҫей тулашӗнче 1927 ҫултанпа та кӑтартман.
Фестивале Гагаузи автономийӗнче уҫнӑ. Асӑннӑ тӑрӑхри Копчак ялӗнче ҫак кунсенче Тӗрӗк ҫамрӑкӗсен кунӗсем иртеҫҫӗ. Унта Раҫҫейри, Болгарири, Румынири, Голландинчи, Боснипе Герцеговинӑри, Ҫурҫӗр Македонири, Германири, Финляндинчи, Афганистанри, Иракри, Сиринчи, Кипрти, Казахстанри, Узбекистанри, Туркменистанри, Азербайджанри тата Турцинчи ҫамрӑксем пухӑннӑ.
Чӑваш Ен спортсменкин Анжелика Сидорован Европӑра нарӑс уйӑхӗнчи чи лайӑх ҫӑмӑл атлетка ята илес шанӑҫ пур. Спорстменсем хушшинче сасӑлав иртнине Европӑри ҫӑмӑл атлетсен пӗрлешӗвӗ хыпарланӑ.
Шӑчӑпа сикекен пирӗн республика пики Чӑваш Ен тата Мускав чысне хӳтӗлет. Иртнӗ уйӑхра вӑл пилӗк турнирта мала тухнӑ, пуш уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче вара Европа чемпионатӗнче ҫӗнтернине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Нарӑс уйӑхӗнчи чи лайӑх ҫӑмӑл атлет ята илессишӗн хӗрарӑмсенчен Голландири Сифан Хассан, Германинчи Констанце Клостерхальфен, Британири Лора Мьюр тата Польшӑри Ева Свобода, арҫынсенчен Норвегинчи Якоб Ингебригтсен, Испанири Орландо Ортега, Британири Рис Прескод тата Швейцарири Жюльен Вандерс (вӗсем пурте — хӑвӑрт чупассипе ӑмӑртаканскерсем) тата шӑчӑпа сикекен икӗ спортсмен: Польшӑри Пётр Лисекпа Раҫҫейри Анжелика Сидорова тупӑшаҫҫӗ.
Вӗсемшӗн Twitter , Facebook, Instagram халӑх тетелӗсенче пуш уйӑхӗн 14-мӗшӗ таран сасаламалла.
Голландинче ҫул ҫӳревпе пулнӑ ҫынсем Шупашкара заправкӑна кӗрсе тухнӑ.
Электрокарпа ҫул ҫӳрекенскерсен зарядки ларас патнех ҫитнӗ. Шупашкарта вӗсем «Чӑвашэнерго» предприятин заправки патӗнче чарӑннӑ. Шупашкарти Гладков урамӗнчи 13-мӗш ҫурт адреспа вырнаҫнӑ ҫутӑ зарядкин станцийӗ пирӗн республикӑра пӗртен пӗрре ҫеҫ-мӗн.
Шупашкарти электрозаправка станцийӗ тест мелӗпе ӗҫлет, ҫавна май машина аккумуляторне вӑл тулевсӗр зарядкӑласа парать. Запраквкӑпа усӑ курас тесен чип-карточка кирлӗ. Ӑна «Чӑвашэнергӑн» филиалӗнче тӳлевсӗр параҫҫӗ. Электромобиле регистрацилени пирки хут ҫеҫ ыйтаҫҫӗ.
Голландирен Германипе Финлянди витӗр килекенскерсем Хусанти, Елабугӑри, Ижевскри тата Пермьри ҫавӑн пек станцисене те ҫула май пахалассине пӗлтернӗ.
«Ирӗклӗ сӑмах» чӑвашла тата вырӑсла интернат-хаҫат йӗркеленӗ тата унӑн тӗп редакторӗ, Мускавра пурӑнакан, хӑй вӑхӑтӗнче унти аслӑ шкулсенчен пӗрин аспиранчӗ пулнӑ Сандр Савгильда «ҫак эрнере Наппӑлире иртекен Европӑри чӗлхеҫӗсен пӗрлӗхӗн пухӑвне хутшӑнассине» пӗлтерет. Хастар чӑваш халӑх тетелӗсенчен пӗринче «паян тата ыран тӗнчери пӗрремӗш ҫӗр чавакансен чӗлхисене халалланӑ секцине ертсе пырассине» каланӑ.
Сӑмах май каласан, Сандр Савгильда Борис Чиндыков пухса кӑларнӑ чӑваш калавӗсен «Дети леса» (чӑв. Вӑрман ачисем) кӗнеки валли Ҫеҫпӗл Мишшин «Вӑрман ачисем» калавне куҫарнӑ. Борис Чиндыков шучӗпе, Николай Даниловӑн 1959-мӗш ҫулхи куҫарӑвӗпе танлаштарсан «Сандр куҫарӑвӗ илемлӗрех, янравлӑрах».
Тепӗр кӑсӑклӑ япала та пӗлтерер: ҫу уйӑхӗнче Сандр Савгильда мӑшӑрӗ Мария Савельева ҫурла уйӑхӗнче Германири Йена хулинче пурӑнма пуҫлассине пӗлтернӗччӗ. Унта вӗсем виҫӗ ҫул пурӑнма палӑртнине асӑннӑччӗ. Сандра Макс Планк ячӗллӗ информатика институтӗнче лингвистика проекчӗпе ӗҫлеме ыйтнӑ. Вӑл должноҫе валли ҫынна Раҫҫейри, Голландири, Китайри, АПШри кандидатсенчен суйланӑ.
Шупашкарти агрегат савучӗ ӳлӗмрен Голланди аллинче пулмӗ. Палӑртар, маларах вӑл тата «Курганмашзавод» акционерсен обществи Machinery & Industrial Group N.V. (M&IG) компанире пулнӑ. Халӗ унӑн акцийӗсем 100 проценчӗпех — Внешэкономбанкра. Асӑннӑ банка трактор савучӗсен концернӗ (маларах асӑннӑ икӗ предприяти те ҫав концерна кӗрет) 15 миллиард тенкӗ кредит панине кура 2010 ҫулта куҫнӑ.
Халӗ Шупашкарти агрегат савучӗ те, Курганти машина тӑвакан савут та Шупашкарти «Трактор савучӗсем» концерн аллине куҫнӑ. Концернӑн акцийӗн 51 процентне унӑн пуҫлӑхӗ Михаил Болотин тытса тӑрать, 49 процентне — унӑн ӗҫтешӗ Альберт Баков.
Лару-тӑру ҫапларах ҫаврӑнса тухни хӑватлӑ промышленноҫ предприятийӗсем ураланса каясса шанма май параҫҫӗ.
Ӑсчахсем шухӑшланӑ тӑрӑх, хӗвел энергийӗ 2050 ҫул тӗлне электричествӑн тӗп ҫӑлкуҫӗ пулса тӑрӗ. Унӑн хакӗ вара питӗ йӳнӗ пулӗ-мӗн.
Ку мӗнпе ҫыхӑннӑ-ха? Ку хатӗр валли тӑкаксем хӑвӑрт чакаҫҫӗ иккен. Пӗтӗм тӗнчери энергетика агентствин пуҫлӑхӗ Мария ван дер Хувен каланӑ тӑрӑх, халӗ Австралире, Голландире, Италире, Германире хӗвел энергийӗн 1 вачӗшӗн 0,8 доллар тӳлеҫҫӗ. 2008 ҫулта вара вӑл 4 доллар тӑнӑ. Эппин, ӑсчахсем 2050 ҫул тӗлне вӑл пачах йӳнелессе ӗнентереҫҫӗ: 3 цент.
2050 ҫул тӗлне ҫутӑ энергийӗ инвесторсене илӗртӗ-мӗн. Темиҫе теҫетке ҫултан вара электроэнергин тӗп ҫӑлкуҫӗ пулӗ-мӗн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Григорьев Николай Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи, профессор ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |