Ҫутҫанталӑк
![]() Республикӑра кашни ҫуркунне экологи акцийӗсем иртеҫҫӗ, халӑх тавралӑха ҫӳп-ҫапран тасатать. Хӑшӗ-пӗри ҫутҫанталӑка кӑна мар, хӑйсене те хисеплемест темелле-ши — ӑпӑр-тапӑра ӑҫта кирлӗ унта ывӑтать. Ав, Комсомольски районӗнчи Ҫӗнӗ Мӑратра икӗ ҫӳп-ҫап купине тӗп тунӑ. Ҫак ӗҫе культура ӗҫченӗсем хастар хутшӑннӑ. Халӑх та айккинче юлман. Ялти Комбинатор урамӗнче ӑпӑр-тапӑра пухнӑ чухне ҫынсем хутшӑннӑ. Вӗсемех ҫӳп-ҫапа вӑхӑтлӑх упрамалли вырӑна транспортпа турттарма пулӑшнӑ. Культура ӗҫченӗсем, шӑматкунлӑха хутшӑннисем тасалӑх нумайлӑха упранасса, ҫынсен ӗҫне хакламаннисем тупӑнмасса шанаҫҫӗ. Ял тӑрӑхӗн администраци ӗҫченӗсем халӑха ҫутҫанталӑка упрама, тавралӑха тасалӑхра тытма ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Ҫӗрпӳри 2-мӗш тӳрлетекен шкулта 9-мӗш «а» класра вӗренекенсем Ҫӗрпӳ районӗн ачисем чӑваш наци костюмӗпе паллашнӑ. Районта Чӑваш чӗлхи кунне тата Культура ҫулталӑкне халалланӑ мероприятисем иртеҫҫӗ. Ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ вулавӑшӗнче «Чӑваш наци костюмӗ» фольклор сехечӗ иртнӗ. Мероприятие хутшӑннӑ ачасем, Ҫӗрпӳри 2-мӗш тӳрлетекен шкулӗнче 9-мӗш «а» вӗренекенскерсем, электронлӑ хӑтлавпа паллашнӑ. Вулавӑшӑн тӗп библиотекарӗ Галина Филиппова чӑваш халӑх тумӗн аталанӑвӗ, алки-вӑчӑри, пуҫа тӑхӑнмалли хатӗрсем пирки каласа кӑтартнӑ. Вӗренекенсем тумӑн уйрӑмлӑхӗсем ҫинчен пӗлнӗ. Мероприяти вӗҫенче «Чӑваш тумӗпе атӑ-пушмакӗ» тест ирттернӗ. Ҫак мероприятие кӗҫӗн ӑрӑва чӑваш культурине, наци тумне, историне вӗренме илӗртес теллевпе йӗркеленӗ. Ӑна ирттерни харама кайман: ачасем ыйтусене хаваспах хуравланӑ, асӑннӑ темӑпа кӑсӑкланнӑ. Наци костюмӗ — халах ӳнерӗн пӗр пайӗ, чӑваш историйӗн тата этника культурин хӑйне евӗр палӑкӗ. Наци тумӗ ӗлӗк-авалах «ҫуралнӑ», темиҫе ӗмӗр аталаннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Яна Иванова Шупашкарти 137-мӗш ача пахчин психолог педагогӗ Яна Игоревна Иванова «Интеграция» наци тытӑмӗ ирттерекен «Раҫҫейри наци пуянлӑхӗ» Пӗтӗм Раҫҫей конкурсӗн куҫӑн мар майпа иртнӗ тапхӑрӗнче лауреат ятне тивӗҫнӗ. Конкурса РФ Президенчӗн администрацийӗ, РФ Федераци Канашӗн Патшалӑх Думи, РФ Вӗренӳ министерстви, РФ Энергетика министерстви, Федераци космос агентстви, РФ Спорт министерстви, Раҫҫей инженери академийӗ, РФ Вӗренӳ академийӗ пулӑшнипе йӗркеленӗ. Конкурсҫӑсен йышӗ ҫулсерен ӳснине палӑртма кӑмӑллӑ. Кӑҫал конференцие Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчен 500 ытла конкурсҫӑ тата ӑслӑлӑх ертӳҫисем ҫитнӗ. «Раҫҫей наци пуянлӑхӗ» конкурсӑн куҫӑн майпа иртнӗ тапхӑрӗ «Непецино» кану ҫуртӗнче пулнӑ. Яна Игоревна психологири ҫивӗч ыйтусене хускатнӑ тӗпчевӗпе «Педагогика, психологи, социологи» секцире паллаштарнӑ, жюри, ытти конкурсҫӑсен ыйтӑвӗсене хуравланӑ. Ҫамрӑк специалистӑн ӗҫне I Диплом парса хакланӑ. Йӗркелӳ комитечӗ 137-мӗш ача пахчине те Тав хучӗпе тата дипломсемпе чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Хӑтлавра И.Я.Я.ковлев ячӗллӗ ЧППУра «Поэт, писатель, гражданин..» электронлӑ кӗнекен хӑтлавӗ иртнӗ. Ӑна Чӑваш АССР халӑх поэчӗ, писатель, публицист, общество деятелӗ Семен Васильевич Элкер ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитнине халалланӑ. Электрон документаллӑ курава ЧР Патшалӑх истори архивӗн ӗҫченӗсем Ҫемен Элкерӗн фончӗн хучӗсене тӗпе хурса хатӗрленӗ. Вӗсем ӑна студентсене, университет преподавателӗсене, патшалӑх архивӗсен ӗҫченӗсене кӑтартнӑ. Ҫемен Элкер пурнӑҫӗнче литература пултарулӑхӗ пысӑк вырӑн йышӑннӑ. Унӑн фондӗнче халӑх поэчӗн пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлне ҫутатакан тӗрлӗ документ пур. Ҫакна кура Ҫемен Элкер чӑваш наци литератури аталанӑвне мӗн чухлӗ тӳпе хывнине хаклама пулать. Кӑсӑкла биографи, писателӗн пуян пултарулӑхӗ, обществӑпа политика пурнӑҫӗ… - пӗтӗмпех электрон кӗнекере пур. Хӑтлавра истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧПУн историпе филологи факультечӗн деканӗ А.Скворцова, ЧР Культура министерствин архив секторӗн заведующийӗ А.Абдюшев, ЧР Патшалӑх истори архивӗн директорӗ Г.Ертмакова хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Китайри Тайцан хулинче ҫу уйӑхӗн 3–4-мӗшӗсенче Хӑвӑрт утассипе иртекен тӗнче кубокне пирӗн ҫӗршывран камсем тухса каяссине ҫирӗплетнӗ. 21 ҫынтан тӑракан Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ ушкӑнне Чӑваш Енри ултӑ спортсмен кӗнӗ. Йышра ҫамрӑксем те, ҫулланнӑрах спорстсменсем те пур. Ҫамрӑксен хушшинче Анастасия Чернова, Клавдия Афанасьева, Денис Сергеев, Марина Пандакова. Тӗп йыша Вера Соколова тата Петр Трофимов лекнӗ. Унчченхи Тӗнче кубокӗпе танлаштарсан Чӑваш Ен ҫыннсиен йышӗ икӗ хут ӳснӗ. 2012 ҫулта Саранскра иртнӗ Кубока пирӗн тӑрӑхран Кирилл Фроловпа Надежда Леонтьева юниорсем тата тӗп йышпа Ирина Юманова кӑна хутшӑннӑ. Ун чухне виҫӗ спортсмен та ушкӑнпа ылтӑн медале тивӗҫнӗ. Надежда Леонтьева уйрӑм зачетра бронзӑна тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Сусӑрсене вӗрентессипе йӗркеленӗ видеоконференци Сусӑр ачасене вӗрентмелли республикӑри центрта педагогсен видеоконференцийӗ иртнӗ. Унта тӗрлӗ амака пула шкула ҫӳреймен ачасене килте вӗрентес ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Видеоконференци районсемпе хуласенчи 120 специалиста пухнӑ. Вӗсене 6-мӗш класра вӗренекен виҫӗ ачапа инҫет мелӗпе урок ирттернине он-лайн меслечӗпе кӑтартнӑ. Ӗҫри опытпа Шупашкарти 59-мӗш шкулти вӗрентекен Н. Иванова математика учителӗ тата Канашри 11-мӗш шкул директорӗн ҫумӗ Т. Филиппова паллаштарнӑ. Маларах асӑннӑ центр ертӳҫи дистанцилле мелпе вӗрентессине республикӑра тата хӑйсем патӗнче епле йӗркелени пирки каласа кӑтартнӑ. Видеконференцие «ҫавра сӗтел» вӗҫленӗ. Ун вӑхӑтӗнче оборудованипе тухӑҫлӑ усӑ курас, ачасене психологипе медицина тата педагогика колмиссийӗ витӗр кӑларас тата ытти ыйтӑва хускатнӑ. Мероприятие хутшӑннисем кун пек видеконференцие ҫулталӑкра икӗ хутчен ирттерме калаҫса татӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Елчӗкре «Чӑваш чӗлхи, тӑван ен культури, чӑвашлӑх ыйтӑвӗсем» темӑпа семинар иртрӗ. Ӑна йӗркеленӗ Елчӗк районӗнчи чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен ассоциацийӗн ертӳҫи Нина Левая пулчӗ. Ӗҫлӗ калаҫӑва Шупашкартан «Хыпар» издательство ҫурчӗн директорӗ — тӗп редакторӗ, чӑваш наци конгресӗн вице-президенчӗ А.П.Леонтьев, «Тӑван ен культури» кӗнекесен авторӗ Е.А.Михайлова (Енькка), ЧР учителӗсен ассоциацийӗ ҫумӗнчи чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен секцийӗн ертӳҫи Г.Н.Никифоров, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн сотрудникӗ Эктор Алос-и-Фонт, Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗн доценчӗ Н.Г.Иванов, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ В.М. Семенов килсе ҫитрӗҫ. Ҫавӑн пекех Елчӗк, Шӑмӑршӑ, Комсомольски районӗсенчи чӑваш чӗлхипе литератури, тӑван ен культури, истори вӗрентекенӗсем, таврапӗлӳҫӗсем, культура ӗҫченӗсем хутшӑнчӗҫ. Елчӗк район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Н.П. Миллин канӑшлава хутшӑнакансене Чӑваш чӗлхи кунӗ ячӗпе саламларӗ, ӑнӑҫу сунчӗ. |
Чӑвашлӑх
![]() Шӑрттан — чӑваш ҫимӗҫӗ Патӑрьел районӗнчи Кивӗ Ахпӳртри тӗп пӗлӳ паракан шкулта иртекен чӑваш чӗлхи эрнин иккӗмӗш кунӗнчи мероприяти — вулав конференцийӗ. Чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекен М.И. Табакова, ял библиотекарӗ А.И.Капитонова ертсе пынипе 5–7 класра вӗренекенсем Александр Мефодьевӑн «Эх, тӗррӗмӗр, эрешӗмӗр», «Хуплу, шӑрттан, пӳремеч», Геннадий Волковӑн «Виҫӗ юрӑ» хайлавӗсене сӳтсе явнӑ. Мероприятие хатӗрленсе Антонина Исааковна «Савӑк кӗвӗ чунӑмра» ятлӑ кӗнекесен куравӗ йӗркеленӗ. Марина Ильинична чӑваш ҫӗршывӗ ҫӗр пин сӑмах, ҫӗр пин юрӑ, ҫӗр пин тӗрӗ ҫӗр-шывӗ пулнине тӗслӗхсемпе ҫирӗплетсе панӑ. Вулавӑшра «Авалхи... Ӗнерхи... Паянхи...» тӗрӗ-эреш куравӗ те иртнӗ. Вӗренекенсем вуланӑ хайлавсем тӑрӑх тухса калаҫнӑ. Кашниех хӑйӗн шухӑшне палӑртма пултарнӑ. Тӗрлемелли ҫиппе унччен йӗтӗн вӑрринчен туни, ӑна тӳни, тӗртни ҫинчен пуҫласа пӗлнӗ конференцие пуҫтарӑннӑ ачасенчен хӑшӗсем. Чӑваш апат-ҫимӗҫӗ пирки каласа панине те вӗренекенсем тимлӗн итленӗ. Чӑваш халӑхӗн виҫӗ юрӑ («Уй варринче лаштра юман», «Вӗҫ, вӗҫ, куккук», «Алран кайми аки-сухи») пулнине вара чылайӑшӗ пӗрремӗш хут илтнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() Чӗмпӗрти «Наци ялӗнче» чӑваш картишӗ те пулӗ Чӗмпӗрти «Наци ялне» 2016 ҫулта туса пӗтерме палӑртаҫҫӗ. Кун пирки Чӗмпӗр облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗн нацисем хушшинчи ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен канашӗн президиумӗн ларӑвӗнче Сергей Морозов кӗпӗрнаттӑр каланӑ. Хальхи вӑхӑтра «Наци ялӗн» проектпа смета документацине хатӗрлесси вӗҫленсе пырать иккен. 2016 ҫул тӗлне культурӑпа наци комплексӗ уҫӑлмалла. «Наци ялӗн» никӗсне пӗлтӗр янӑ. Вӑл Чӗмпӗрти Ҫамрӑксен урамӗнче пулмалла. Унта чӑваш картишӗ те пулмалла. Чӑвашсемсӗр пуҫне вырӑс, азербайджан, осетин, тутар, еврей, ингуш, эрмен тата тухӑҫри халӑхсен картишӗсем вырӑн тупмалла. Вӗсене уҫӑ пӗлӗт айӗнче вырнаҫтарӗҫ. Чӑваш картишӗнче 8 вырӑнлӑх хӑна ҫурчӗ, кафе, ампартан тата лаша витинчен тӑракан музей ҫурчӗ, мунча, ҫуллахи уявсене ирттермелли вырӑн пулмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Сӑнавлӑ пушар лабораторийӗн ертӳҫи пулнӑ ҫын тӗлӗшпе сӗтев илнӗ тата ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе тӑватӑ ӗҫ пуҫарнӑ. 2012–2014-мӗш ҫулсенче хайхи этем икӗ фирмӑна пушара хирӗҫле пулӑшу кӳнӗ тата тӗрӗслени ҫинчен акт тыттарнӑ. Анчах ӗҫшӗн лабораторине пӗр пус та килмен пулать. Унтан та ытларах — пуҫлӑх ӗҫе тӑсса ярассипе е ӗҫе анчар пурнӑҫлассипе хӑратса ҫав фирмӑсенчен 84 пин тенкӗ сӗтев тата 12 кӗленче шурӑ эрех илнӗ имӗш. Общество организацийӗсенчен пӗринчен те хайхи ҫын 154 пин тенкӗ сӗтев илнӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тепӗр факт вара хӑйӗн Кӳкеҫре вырнаҫнӑ керменне тума вӑл хӑйӗн патӗнче ӗҫлекен виҫӗ ҫынна явӑҫтарнӑ. Лешсем пуҫлӑх ҫуртне ӗҫ вӑхӑтӗнче хӑпартнӑ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.