Ял пурнӑҫӗ
![]() Елчӗк районӗнчи Ҫӗнӗ Пӑва шкулӗнче Раҫҫей ҫарӗн полковникӗпе, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗпе Геннадий Анатольевич Ильинпа тӗлпулу иртнӗ. Унта тивӗҫлӗ канури Алимпия Фомина, чӑваш чӗлхипе литературин вӗрентекенӗ Светлана Павлова, Ҫӗнӗ Пӑвари вулавӑшӑн библиотекарӗ Зоя Шумилкина, шкул ачисем, культура ӗҫченӗсем хутшӑннӑ. Геннадий Анатольевич Ҫӗнӗ Пӑвари вулавӑша ҫитсе курнӑ. Кунта вӑл «Савнӑ ялӑм, тӑван ял» альбомпа паллашнӑ. Хӑй вӗренсе тухнӑ шкулта ӗҫӗ-хӗлӗ пирки каласа кӑтартнӑ, ыйтусене хуравланӑ. Геннадий Ильин Ҫӗнӗ Пӑвара ҫуралса ӳснӗ, Челепири ҫарпа танк аслӑ училищинчен, Ленин ячӗллӗ ҫарпа политика академийӗнчен вӗренсе тухнӑ. РФ Ҫарпа хӗҫпӑшал вӑйӗсен ҫар университетӗнче адъюнктурӑра ӑс пухнӑ. Мускаври Суворов ҫар училищин кафедрин пуҫлӑхӗ пулнӑ. 2000 ҫултанпа вӑл — РФ Хӳтӗлев вӑйӗсен тыл штабӗн управленийӗн пуҫлахӗн ҫумӗ. Халӗ полковник И.М.Губкин ячӗллӗ Раҫҫей патшалӑх нефтьпе газ университетӗнче ӗҫлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре пурӑнакан кашни ҫыннӑн Тӑван Ҫӗршувӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранне хӑйӗн ячӗпе тав сӑмахӗ калама май пур. «Раҫҫей почти» «Ентешсем тав туни» ятпа Пӗтӗм Раҫҫей акцине ирттерет. Кун пирки Муркаш район администрацийӗ пӗлтерет. Тӑван Ҫӗршувӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсен — вӑл шутра фронтовиксен те, тыл ӗҫченӗсен те йышӗ ҫул иртнӗҫемӗн сахалрах та сахалрах. Хальхи вӑхӑтра республикӑра кун пек 20 509 ветеран пурӑнать. Пирӗн тивӗҫ — кун пек ҫынсене савӑнӑҫ саманчӗ парнелесси, тав сӑмахӗ ҫырса открытка ярса парасси. Сӑмахӗсем ансат: «Хисеплӗ ветеран! Ҫӗнтерӳшӗн Пысӑк тав Сире! Эпир Сирӗн паттӑрлӑха асра тытапӑр, Сирӗнпе мухтанатпӑр!» Хыҫҫӑн открыткӑна почта ещӗкне яма ан манӑр. Эсир ветеранӑн ятне те, ӑҫта пурӑннине те пӗлместӗр пулӗ. Анчах шанма пултаратӑр: «Раҫҫей почти» сирӗн салам сӑмахӗсене ветеран патне ҫитерӗ. Ветерана эсир ҫавӑн пекех почта ҫыхӑнӑвӗн операторӗ, почтальон урлӑ та саламлама пултаратӑр, открыткӑпа пӗрле парне те туянса пама май пур. Почтальонсем сирӗн открыткӑсемпе парнесене Раҫҫей Президенчӗн саламӗпе пӗрле ветерана ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗччен ҫитерсе парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Штанашсен ӗҫӗсенчен пӗри «Просвещени» издательстви тӑтӑшах тӗрлӗрен конкурссем ирттерет. Ака уйӑхӗнче «Символы» конкурс иртрӗ. Ӑна Раҫҫейри Британи ҫулне халалланӑ. Конкурса шкул ачисем тата вӗрентекенсем хутшӑнма пултарнӑ. Конкурса пурӗ 1942 ӗҫ тӑратнӑ, вӑл шутра пирӗн республикӑри Шупашкарти хӑш-пӗр шкул ачисемпе вӗрентекенсен ӗҫӗсем. Конкурссантсен ятарлӑ чӗре ӳкернӗ шаблон ҫине Британи тата Раҫҫей символӗсене 5-шер ӳкерчӗк туса кӑтартмалла пулнӑ, мӗншӗн ку е урӑх символа кӑмӑлланине акӑлчанла 10 предложени ҫырса пӗлтермелле пулнӑ. Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Штанашри шкул ачисем те ку конкурса хаваспах хутшӑннӑ, вунӑ вӗренекен ытларах Раҫҫей тата Британи ялавӗсене сӑнарланӑ, Кремль тата Биг Бен, роза тата хурӑн, Британи тата Раҫҫей укҫи, икӗ хутлӑ автобус, телефон будки, матрешка, Чӑваш Республика эмблеми, чӑваш тӗрри... Ҫак кунсенче кашниех алла Пӗтӗм Раҫҫейри «Символы» конкурса хутшӑнни пирки ӗнентерӳ хутне илчӗ. |
Вӗренӳ
![]() Ҫӗрпӳри аграрипе технологи техникмуӗнче 1-мӗш курсра вӗренекен Юрий Гаврилов филосфие алӑри пилӗк пӳрнене евӗр пӗлет. Вӑл асӑннӑ предметпа иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри олимпиадӑра пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Дистанцилле майпа иртнӗ конкурса пӗтӗмпе 202-ӗн хутшӑннӑ иккен. Философипе ҫӗнтерес тесе яш нумай кӗнеке шӗкӗлченӗ иккен, тӗнче тетелӗнчи материалсене те вӑл пӑхса тухнӑ. Хӑйӗн шухӑшне каламалли ыйтусем каччӑшӑн уйрӑмах кӑсӑклӑн туйӑннӑ-мӗн. Эссе те ҫырма тивнӗ. 103 балл пухма май пуринчен Юрий 91-шне пухнӑ. Маларах вӑл районти тата республикӑри тӗрлӗ олимпиадӑра ҫӗнтернӗ. «Вырӑсла ҫырнӑ автор прози тата поэзийӗ» секцире вӑл район олимпиадинче тӑватӑ хутчен те мала тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Питӗр хастарӗсенчен пӗрисем Ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Питӗр хулинче Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 69 ҫул ҫитнине халалласа Пискарев мемориал ҫӑви ҫинче чечек ҫыххи хурӗҫ. Унти хастарсем мероприятие Чӑваш Енӗн элчӗлӗхӗн ячӗпе е Национальноҫсен ҫурчӗн тата хулан наципе культура пӗрлешӗвӗсен пӗтӗмӗшле колоннипе хутшӑнма чӗнсе калаҫҫӗ. Кӑмӑл пуррисене Финлянди вокзалӗ патӗнче автобуссем кӗтӗҫ. Ушкӑн ирхи 9 сехетре пухӑнма тытӑнӗ. Автобуссем ҫула 9 сехет те 30 минутра тухӗҫ. Ыйтса пӗлес тесен Владимир Михайлович ятлӑ ҫынпа 984-04-50 номерпе ҫыхӑнма сӗнеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Энергие перекетлес технологи ҫине куҫасси тата унпа тухӑҫлӑн усӑ курасси пирки калаҫма, ас тунӑ тӑрӑх, темиҫе ҫул каяллах тытӑнчӗҫ. Халӗ тата ҫак ыйтӑва ачасене явӑҫтарас тенӗ. Республикӑн Стройминӗн «Энергосбережени центрӗ» автономилле учрежденийӗ ачасем валли конкурс ирттерессине пӗлтерет. Ӑмӑртӑва 1-мӗш класран пуҫласа 11-мӗшсем таранах хутшӑнма пултараҫҫӗ. Ӗҫсене ушкӑнпа та хатӗрлеме юрать. Анчах пӗрле пухӑнса ҫырас тесен 3 ҫынтан ытла пуҫтарӑнмалла мар. Ӗҫ темисем ҫапларах: электричество энергине перекетлесси, ӑшша перекетлесси, шыва перекетлесси, газа перекетлесси, мотор топливине перекетлесси, энергин альтернативлӑ ҫӑлкуҫӗсемпе усӑ курасси. Конкурса яракан ӗҫсен ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Улатӑр гимнастки Ирина Яшина ("Пӗр класра вӗренекенсем" сайтри сӑн ӳкерчӗк) Нумаях пулмасть Саранск хулинче Раҫҫей ҫамрӑкӗсен спорт гимнастики енӗпе округри III ҫуллахи спартакиади иртнӗ. Унта Тутарстанри, Пушкӑртстанри, Мӑкшӑ тата Удмурт республикисенчи, Мари Элти, Самар, Чулхула, Чӗмпӗр облаҫӗсенчи тата Чӑваш Енри спортсменсем хутшӑннӑ. Пирӗннисем унта ушкӑнпа иккӗмӗш вырӑна тухнӑ. Ҫапла вара йыш Раҫҫей шайӗпе иртекен асӑннӑ ӑмӑртӑва хутшӑнма тивӗҫнӗ. Чӑваш хӗрӗсен хушшичне Улатӑр пики Ирина Яшина та пулнӑ. Кун пирки вырӑнти хула администрацийӗ мӑнаҫланса пӗлтерет. Уйрӑм тупӑшура Ирина тӑваттӑмӗш вырӑн йышӑннӑ. Уйрӑм номинацисенче хӗр кӗмӗл тата пӑхӑр медальсене тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Етӗрени 1-мӗш гимназире вӗренекенсем Халӑхӑмӑрӑн мӑнаҫланмалли уява — Ҫӗнтерӳ кунне — тӗрлӗ ҫӗрте хатӗрленеҫҫӗ. Культура тата вӗренӳ учрежденийӗсем уйрӑмах хастар. Етӗрнери 1-мӗш гимназире вӗренекенсем, ав, ветерансем валли открытка хатӗрленӗ. Асӑннӑ учрежденири 5-мӗш «а» класра вӗренекенсем хӑйсен аллипе ӑсталанӑ открыткӑсене ветерансем тата тыл ӗҫченӗсем патне ҫитересшӗн. Ӑна вӗсем ҫу уйӑхӗн 9-мӗшне палӑртса хунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫапла шухӑшлать Чӑваш Енӗн Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен министерстви. Кун пек пӗтӗмлетӗве асӑннӑ ведомствӑн порталӗнчи хыпарсенчен пӗринче палӑртсах каланӑ. Пурлӑха тухӑҫлӑ усӑ курас вӑхӑт иртсен ӑна утилизацилеҫҫӗ. Анчах кун пек йышӑнӑва ахаль ҫын тумасть — ыйтӑва татса пама экспертсене шанаҫҫӗ. Пурлӑхпа тухӑҫлӑ усӑ курассишӗнех ӑна пӗр хуҫаран тепӗр хуҫа аллине параҫҫӗ иккен. Маларах асӑннӑ министерство ӗнентернӗ тӑрӑх, ҫапла туни уставра палӑртнӑ ӗҫ-хӗле рационаллӑ усӑ курма май парать. Ансатрах каласан, пӗр патшалӑх учрежденийӗ пӑрахӑҫланине тепри ним мар усӑ кураять. Кӑҫалхи 4 уйӑхра 91,2 миллион тенкӗ ытла тӑракан куҫман 11 единица пурлӑха тата 179,9 миллион тенкӗ ытла тӑракан куҫакан 155 пурлӑха (этем чӗлхипе каласан, ку вӑл транспорта пӗлтерет) пӗр балансран тепӗр баланс ҫине куҫарнӑ. Пурлӑха параканнисем ытларах чух республикӑн Сывлӑх сыхлав тата Вӗренӳ министерствисем иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Шупашкарти аэропортӑн касси Самолетсемпе вӗҫес тема пуянсемшӗн кӑна актуаллӑн туйӑнать-тӗр те, ҫапах та Шупашкартан Самарпа Ӗпхӗве ҫӳрекеннисем пирки апла калани тӗрӗс мар-тӑр. Мӗншӗн тесен унта самолетпа каякан пассажирсене ҫул укҫин тӑкакӗн ҫуррине хысна хӑй ҫине илет. Аса илтеретпӗр, кун пеккине Атӑлҫи федераци округӗнче регионти авиаҫулҫӳреве аталантарасси ҫинчен калакан пилотлӑ проекта пурнӑҫа кӗртнӗ май туса панӑ. Шупашкартан Самаӑпа Ӗпхӗве вӗҫес текенсене «Cessna–208» текен самолетпа илсе ҫитереҫҫӗ. Ҫула ытлари, кӗҫнерни тата шӑмат кунсерен тухма пулать. Ӗпхӗве Шупашкартан каякан самолет 10 сехет те 40 минутра хускалать, лерен — 16 сехет те 15 минутра. Самара ҫитме самолет 17 сехет те 10 минутра сывлӑша ҫӗкленӗ, Самартан пирӗн пата килме — 8 сехет те 25 минутра. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.