Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Ӗҫчен ҫыннӑн ыйхи кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Ҫӑкалӑхьял

Пӑтӑрмахсем

Шупашкар районӗнче иртнӗ ҫулхи раштав уйӑхӗнче пулса иртнӗ пӑтӑрмаха тӗпчесе пӗтернӗ. Ҫӗнӗ Шупашкар арҫынни ҫавӑн чухне йӗрке хуралҫисене хирӗҫ йытӑсене вӗскӗртнӗ, пакунлисенчен пӗрне ҫӗҫӗпе тирнӗ.

Шупашкар районӗнчи право хуралӗн тытӑмӗнче ӗҫлекен икӗ арҫын дача вӑррисене тытас шухӑшпа ҫӳренӗ. Раштав уйӑхӗн пӗр каҫхине вӗсем Ҫӑкалӑхьял ҫывӑхӗнчи дачӑсем патӗнче пулнӑ. Михӗсемпе тухакан икӗ арҫынна асӑрхасан хайхисене чарӑнма ыйтнӑ. Лешсем ҫапӑҫма тытӑннӑ. Пакунлисенчен пӗрне ураран ҫӗҫӗпе тирнӗ. Унтан арҫынсенчен пӗри хӑйӗнпе пӗрле пулнӑ тӑватӑ йытта вӗскӗртсе янӑ. Тӑватӑ ураллисем пакунлисене хупӑрласа илнӗ, ҫыртса пӗтернӗ.

Пуҫтахсем вырӑнтан тапса сикнӗ пулин те вӗсенчен пӗрне, Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан, унччен те судпа айӑпланнӑ арҫынна тытса чарма май килнӗ.

 

Республикӑра

Раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ҫӗрле Шупашкар районӗнчи Ҫӑкалӑхьялӗ ҫывӑхӗнче полицейскисем дачӑсенчен япаласем йӑкӑртма пултарнӑ ҫынсене асӑрханӑ. Лешсем михӗсем йӑтнӑ. Йӗрке хуралҫисем вӗсене тытса чарма тӑнӑ, анчах пӗр арҫын Александр Степанов участковӑя уринчен ҫӗҫӗпе темиҫе хут чикнӗ. Тепӗр арҫын тӑватӑ йыттине Алексей Трифонов оперуполномоченнӑя тапӑнтарнӑ. Кун хыҫҫӑн вӑрӑсем тарса ҫухалнӑ.

Пӗрне кӑштахран Ҫӗнӗ Шупашкарти уголовлӑ шырав пайӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Сергей Кириллов тытса чарнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 56 ҫулти арҫын унччен те судпа айӑпланнӑ-мӗн. Ун чухне вӑл полицейские ҫӗҫӗпе чикнӗшӗн ҫакланнӑ. Каярахпа тепӗр вӑрра та тытса чарнӑ.

Шалти ӗҫсе министрӗ Сергей Неяскин хушӑвӗпе килӗшӳллӗн, Александр Степановпа Алексей Трифонова хӑрушӑ преступниксене тытса чарас ӗҫе хутшӑннӑшӑн премипе хавхалантарӗҫ. Аманнӑ участковӑй халӗ те пульницӑра выртать, оперуполномоченнӑя тухтӑрсем киле янӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Суд приставӗнче ӗҫленӗ пӗр арҫын ют хваттере иленнӗ. Халӗ ҫавӑншӑн ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Саккуна пӑснӑ факт Федерацин суд приставӗсен Чӑваш Енри управленийӗн коррупцие хирӗҫ кӗрешекен пайӗн тата ЧР Шалти ӗҫсен министерствин Экономика хӑрушсӑрлӑхӗн тата коррупципе кӗрешекен управленийӗн пӗрлехи тӗрӗслевӗ хыҫҫӑн ҫиеле тухнӑ.

Суд приставӗсен Ҫӗнӗ Шупашкарти уйрӑмне ертсе пынӑ арҫын тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 285-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе ӗҫ пуҫарнӑ.

Суд приставӗн уйрӑмне 2012—2013 ҫулсенче ертсе пынӑ чухне ҫав ҫын Шупашкар районӗнчи Ҫӑкалӑхьялӗнчи пӗр хваттерте пурӑнма пуҫланӑ. Вӑл коммерци фирмин пулнӑ. Лешӗ парӑма кӗрсе кайнипе ун ӗҫне суд приставӗсене панӑ. Каярах пристав хваттере хӑй амӑшӗ ячӗпе ҫыртарнӑ.

 

Ял пурнӑҫӗ

Культурӑра тата вӗренӳре ӗҫлекенсене общество ӗҫне хастар хутшӑнтарнине вӗсем хӑнӑхса ҫитнӗ ӗнтӗ.

Шупашкар районӗнчи Котеркассинчи фольклор ҫуртӗнче тата Ҫӑкалӑхялӗнчи клубра тӑрӑшакансем Толик Хураски ҫӑвине тирпейлеме тухнӑ. Вӗсемпе пӗрле ҫывӑхри Томакасси, Котеркасси, Толик Хураски тата Ҫӑкалӑхьял ялӗсенче пурӑнакансем те алла кӗреҫе-кӗрепле тытнӑ.

Масара тирпейлеме пухӑннисем типӗ курӑка шӑлса тасатнӑ, ҫӳп-ҫапа пуҫтарнӑ, хӑрӑк та хуҫӑк турата иртнӗ, пӗр ҫӗре пухса тирпейленӗ те тавралӑха ҫӗнӗ ҫӗнӗ сӑн кӗнӗ, тавралӑх та илемленсе кайнӑн туйӑннӑ.

«Ҫӑвана тытса тӑрасси — сӑваплӑ ӗҫ. Ун пеккинчен пӑрӑнмалла мар», — тесе шухӑшлаҫҫӗ Толик Хураски тӑрӑхӗнче пурӑнакан ӳркенмен ҫынсем. Ыттисене те вӗсем хӑйсем пулма чӗнсе калаҫҫӗ.

 

Республикӑра 10 ача ашшӗ
10 ача ашшӗ

Шупашкар районӗнчи Ҫӑкалӑхялӗнче пурӑнакан Александр Геннадьевичпа Любовь Александровна Александровсен ҫемйинче 10-мӗш ача кун ҫути курнӑ.

Авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче ҫуралнӑ ачана Ҫӗнӗ Шупашкар администрацийӗн ЗАГС пайӗнче шута илнӗ. Ашшӗ-амӑшӗ хӗрачана Изабелла ят панӑ. Александровсен унччен ҫичӗ хӗрпе 2 ывӑл ӳснӗ.

Александрпа Любовь ачисене сайра тӗл пулакан ятсем хураҫҫӗ: Авенир, Арсентий, Диана, Джуана, Анжелика, Вероника, Дарина, Эвелина, Лиана.

Сӑмах май, 2014 ҫулхи 9 уйӑхра 180 ҫемьере виҫӗ тата унран ытларах ача кун ҫути курнӑ.

 

Ял уявӗнче
Ял уявӗнче

Авӑнӑн 3-мӗшӗнче Тутаркасси ял тӑрӑхӗнчи (Шупашкар районӗ) Тури Макаҫ ял уявне паллӑ тунӑ.

250 ҫул каялла йӗркеленнӗ ҫак ял. Хастарсем ял кун-ҫулӗ пирки стенд, алӗҫ ӑстисен тата кӗрхи тулӑх пахча-ҫимӗҫ куравне йӗркеленӗ. Уява авалхи чӑваш йӑли-йӗркипе пуҫланӑ. Пухӑннисене Тутаркасси ял тӑрӑх пуҫлӑхӗ А. Елимов, ял старости В. Филиппов, Тутаркасси ял тӑрӑх депутачӗ Л. Кириллова саламланӑ. Алексей Александрович ялти ватӑсене, тин ҫуралнисене парнесемпе дипломсем панӑ, ялти чи лайӑх ҫуртсемпе чи лайӑх хуҫалӑхсене палӑртнӑ.

Ҫӑкалӑхьял тата Урай Макаҫ ял клубӗсен, Котеркассинчи Фольклор ҫурчӗн илемлӗх коллективӗсем, Тутаркассинчи Тӗп культура ҫурчӗн «Хӗлхем» ташӑ ушкӑнӗ куракансене хӑйсен ташши-юррипе савӑнтарнӑ.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.04.2024 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Халӗ наянланма юрамасть - пурнӑҫлама палӑртнинчен чылайӑшӗ парӑнӗ. Теветкелленме, килӗшӳсем алӑ пусма, хака хӑпартма, йышӑну хӑвӑрт тума ан хӑрӑр. Сывлӑх пирки те манмалла мар: эрех-сӑрапа, сиенлӗ ытти йӑлапа ан айкашӑр. Чӗрене упрӑр, юн пусӑмне тӗрӗслӗр.

Ака, 24

1937
87
Кутузов Зиновий Михайлович — Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ.
1942
82
Мадуров Фёдор Иванович, паллӑ кӳлепеҫӗ ҫуралнӑ.
2014
10
Денисов Петр Владимирович, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, этнолог вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ