Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Ялта ял пек пулмалла, ҫынра ҫын пек пулмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Иван Вашки

Вашки Иван Никифорович (чӑн хушамачӗ Никифоров) — чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ. 1914 ҫулхи чӳкӗн 7-мӗшӗнче Шупашкар уесӗн (халӗ Куславкка районӗ) Куснарпуҫ ялӗнче ҫуралнӑ.

1962 ҫултанпа СССР ҪП членӗ.

Пурнӑҫӗ

1941-1945 ҫулсенче Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ. Паттарлӑх кӑтартнӑшӑн Тӑван ҫӗршыв вӑрҫин орденӗпе (2 степ.), медальсемпе чысланӑ.

«Ялав», «Тӑван Атӑл» журналсенче, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи театрӗнче, Чӑваш кӗнеке издательствинче ӗҫленӗ.

Ӗҫӗсем

Чӑвашла А.Островский, А.Крон пьесисене, С. Маршак, М. Исаковский тата ыттисен сӑввисене куҫарнӑ.

Кӗнекесем

Пурӗ 8 кӗнеке кӑларнӑ. Паллӑраххисем:

  • «Пӑрлӑ пӗлӗт айӗнче» (1946);
  • «Сӑвӑсем» (1957);
  • «Шухӑшлаттарчӗ» (1958);
  • «Чун ҫути» (1973);
  • «Шурӑ акӑш» (1980);
  • тата ыттисем.

Вуламалли

Ҫавӑн пекех пӑхӑр



 
Категорисем: Иван Вашки
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2011-11-07 10:52:46 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 6062 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем