Паян Пӗрлешӳллӗ нацисен организацийӗ йӗркеленӗ «Дискриминаципе кӗрешмелли куна» палӑртаҫҫӗ. Ӑна кашни ҫул пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ирттерме 2014 ҫулта йышӑннӑ.
«Дискриминаци вӑл — ҫын прависене пӑсни, ун пирки илтмӗш пулмалла мар. Пурин те хисеплӗ, пурнӑҫа тивӗҫлӗ шайра ирттерме май пулмалла», — тенӗ хӑй вӑхӑтӗнче ПНО-н 8-мӗш тӗп секретарӗ Пан Ги Мун.
ПНО-ра палӑртнӑ тӑрӑх тӗнчери халӑхӑн 70% вӑл е ку енчен хӑйсен правине пӑснипе тӗл пулать. Пурнӑҫра тӗн тӗлӗшӗпе ирӗклӗхе пӑсни, вӑл е ку наци тӗлӗшӗпе, арлӑх енӗпе, тата ытти тӗлӗшпе ҫын правине пӑсни час-часах тӗл пулать. Паянхи кун Раҫҫей Федерацийӗнче те ятарлӑ ҫар операцине ирттернӗ май ҫынсен правине ытларах та ытларах пӑсма пуҫларӗҫ. Чӑваш чӗлхипе усӑ курассине те ҫултан ҫул вӑйлӑрах та вӑйлӑрах хӗсеҫҫӗ — Чӑваш Республикинче патшалӑх чӗлхи шайӗнчи чӗлхипе усӑ курманни вӑл Раҫҫей Федерацийӗнче патшалӑх чӗлхи шайӗнче пулманнипе сахал мар сӑлтавласа тӳрре тухаҫҫӗ. «Пурне те ӑнланмалла» пултӑр тесе те чӗлхене сахал мар хӗсеҫҫӗ.
АВН | 14 |
«Раҫҫей халӑхӗсен демократиллӗ конгресӗ» ятлӑ Мускав хулинчи халӑх юхӑмӗ Альберт Разин хӑйне ҫунтарса янӑ куна уйрӑммӑн палӑртма сӗннӗ. Вӗсен шухӑшӗпе авӑнӑн 10-мӗшне Альберт Разина асӑнмалли кун туса хумалла, ӑна Раҫҫей Федерацийӗнчи халӑхсен тӑван чӗлхине хӳтӗлемелли кун темелле. Ку пуҫарупа вӗсем ПНО-на (ООН-на) тата Европа Канашне тухасси пирки пӗлтернӗ, паллӑ куна тӗнче шайӗнче ҫирӗплетесси пирки тӑрӑшӑпӑр тенӗ.
Чӗнӳ айӗнче Хуснутдинов Ренат, Адельбаев Х.А., Жамниханов Ш.С., Жиганшин Н.Ю., Бикбаев А.Ф., Хафизов Р.М. тата ыттисем алӑ пуснӑ.
Аса илтеретпӗр, Альберт Алексеевич Разин тӑван чӗлхине хӳтӗлесе хӑйне хӑй Удмурти парламенчӗ умӗнче авӑнӑн 10-мӗшӗнче ҫунтарса янӑ. Кӗлеткин 90% ытла пиҫсе кайнӑран ҫав кунах пульницӑра вилнӗ.
Авӑнӑн 26-мӗшӗнче, пӗтӗм тӗнчери ядерлӑ хӗҫ-пӑшала пӗтерессишӗн кӗрешмелли кун, Нью-Йоркри ПНО штаб-хваттерӗнче «Тӗнче валли — ӳнер — 2012» конкурс ҫӗнтерӳҫисен ӗҫӗсен куравӗ пулнӑ. Унта пирӗн ентешӗн ӗҫӗ те лекнӗ.
2012 ҫулта ҫав конкурса 92 ҫӗршыври 6,5 пин ачан ӗҫӗ ҫитнӗ. Чи лайӑх 12 ӗҫре пирӗн ентешӗн те пулнӑ. Вӑл — Шупашкарти 12-мӗш шкулта вӗренекен Евгений Угольников. Унӑн ӗҫӗ 3-мӗш вырӑн йышӑннӑ, ӑна ПНО ҫулсерен кӑларакан календаре кӗртнӗ.
Конкурсра ачасене тӗнче тетелӗнче хӗҫ-пӑшалпа кӗрешессине хирӗҫ видеофильм пӑхма сӗннӗ, унтан хут ҫине хӗҫ-пӑшалсӑр тӗнчене мӗнле курнине ӳкерме каланӑ. 2013 ҫулхи ака уйӑхӗнче Раҫҫей ачисем валли экскурси ҫулҫӳревӗ ирттернӗ.
Чӑваш Енӗн делегацийӗ ӗнер ПНОн Женевӑри штаб-хваттерӗнче пулнӑ. Ӗҫлӗ ушкӑна чӑваш парламенчӗн спикерӗ Юрий Попов ертсе пынӑ.
Депутатсем ПНОн Европӑри экономика комиссийӗн элчисемпе курнӑҫнӑ. Вӗсемпе политика, укҫа-тенкӗпе экономика тӑрӑмне лайӑхлатасси ҫинчен ыйтусене сӳтсе явнӑ.
Сӑмах май, пӗлтӗрхи кӗркунне республикӑн парламент депутачӗсем икӗ ушкӑна пайланса ют ҫӗршыва тухса кайнӑччӗ. «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти членӗ Анатолий Князев ертсе пыракан ушкӑн Китая ҫитсе килнӗччӗ, Дмитрий Евсеев коммунист ертсе пыраканни — Италине.
Кӑк халӑхсен йывӑрлӑхӗсене тӗпчекен ПНО Канашлӑвӗн эксперчӗ Зинаида Строгальщикова «Российская газета» (чӑв. Раҫҫей хаҫачӗ) хаҫата панӑ интервьюра чӗлхе ассимиляцийӗ — тӑван чӗлхерен писсе урӑх культурӑна куҫни — ҫав халӑхӑн пултарулӑх шайне чакарни пирки каласа панӑ.
«Пултарулӑх ҫыннисем ют чӗлхе таврашне лексен пултарулӑх енӗпе ӗҫлейменни пирки психологсем тахҫанах палӑртаҫҫӗ: кӗнеке ҫыраймаҫҫӗ, кӗвӗ хываймаҫҫӗ, картинӑсем ӳкереймеҫҫӗ», — каласа панӑ Зинаида Строгальщикова. Эксперт ку тӗлӗшпе ытти патшалӑхсенче епле утӑмсем туни пирки те пӗлтернӗ — тӑван чӗлхене упраса хӑварас тесе «чӗлхе йӑвисем» йӗркелеҫҫӗ иккен. Сӑмахӗ кунта ятарлӑ ача пахчисем уҫни пирки пырать, вӗсенче воспитательсем ачасемпе манӑҫа тухакан чӗлхепе калаҫаҫҫӗ имӗш.
Шанас килет, Зинаида Строгальщикова сӑмахне тӗпе хурса пирӗн тӑван республикӑра — уйрӑмах тӗп хуламӑрта — тӑван чӗлхеллӗ ача пахчисен йышӗ нумайланасса шанас килет.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Пилеш Герасим Дмитриевич чӑваш драматургӗ, ҫыравҫи, сӑвӑҫи, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |