Культура
![]() Чӑваш патшалӑх пукане театрӗ наци ӳнерне яланах пысӑк тимлӗх уйӑрать. Ӳсекен ӑру чӑваш пукане ӳнерӗ урлӑ (фольклор, автор юмахӗсем, хальхи чӑваш драматургӗсен пьесисем) хайӗн тӑван тӑрӑхӗ пирки нумайрах пӗлет, чӑваш халӑхӗн чӗлхипе, литературипе, йӑлипе ҫывӑхрах паллашать. Чӑваш пукане театрӗ ҫулсерен «Чӑваш чӗлхин эрнине» хутшӑнать, ачасене чӑваш культурипе паллаштарма тӑрӑшать. Хальхинче Пукане театрӗн пултарулӑх ушкӑнӗ Чӑваш чӗлхин эрни умӗн наци постановкисене лартнӑ. Ака уйӑхӗн 15–18-мӗшӗсенче репертуарта чӑваш авторӗсен спектаклӗсем пулнӑ: Г.Азамӑн «Мулкач — ҫӗнтерӳҫӗ», Е.Лисинӑн «Хупах хӑлха Илюк». Ҫак кунсенче театр представленийӗсем Шупашкарти ача пахчисенче, вӑтам шкулсенче пулнӑ. Чӑваш чӗлхин эрнинче вара Пукане театрӗ пӗчӗк куракансене ҫӗнӗ спектакльпе савӑнтарӗ. Вӑл — «Атя, тилӗ, яра пар!» ятлӑ. Ӑна куракан епле йышӑннине хакламашкӑн спектакле икӗ ача пахчинче лартнӑ ӗнтӗ. Хулари 1-мӗш клиника пульницинче те унпа паллашни пирки ӗнер кӑна эпир сире пӗлтертӗмӗр. Эппин, премьера сцена ҫине куракансен сӗнӗвӗсене шута илсе тухӗ. Ака уйӑхӗн 22–26-мӗшӗсенче Пукане театрӗ Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти ача пахчисене, вӑтам шкулсене ҫитӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Туристсене килӗшекен Атӑл ЧР суту-илӳпе промышленноҫ палатинче иртнӗ ҫавра сӗтелре ҫак ыйтӑва хускатнӑ. «Чӑваш Ен» ПТРК пӗлтернӗ тӑрӑх, унта ял туризмне аталантарассине сӳтсе явнӑ. Ҫавра сӗтелре ҫивӗч ыйтусене хускатнӑ. Чӑваш Ен хальлӗхе хӑйне туристсем умӗнче кӑтартма пӗлмест-мӗн. Ҫавна май экспертсем ҫӗнӗ имидж йӗркелеме пулӑшакан паллӑсене ҫӳтсе явнӑ. — Тӗлӗнмелле те, туристсене чи илӗртекенни — Атӑл, — тенӗ ЧР Экспорт пулашӑвӗн центрӗн пуҫлӑхӗ Александр Рыбаков. — Атӑл леш енче хыр вӑрманӗ пур, Мари Республики хыҫҫӑн Киров облаҫӗ пуҫланать теҫҫӗ пулсан кунта Ҫӗпӗр пуҫламӑшӗ теме пулать. Манӑн кӑмӑла «Вӑтам Раҫҫей тайги» тени каять. Ку туристсене те килӗшет. Ав Сочире иртнӗ Олимпе вӑййисенче регионсен куравне Чӑваш Ен те хутшӑннӑ. Ҫавра сӗтелре туристсене Чӑваш Ене экологи тӗлӗшӗнчен таса апат-ҫимӗҫпе, чӑваш тӗррипе илӗртмес ыйтӑва та хускатнӑ. Пухура Чӑваш Республикине килекен туристсем валли акӑлчан чӗлхиллӗ сайт та тума сӗннӗ. Ҫавра сӗтеле хутшӑнакансем кӗркунне енне Беларуҫри ял туризмӗн аталанӑвӗпе паллашма палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Юманайсем ҫӳп-ҫап тиеҫҫӗ Халӗ ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсене ялсенчен ҫӳп-ҫап турттармалла тӑвасси пирки тӑтӑшах калаҫҫӗ-ха. Ялта кӑна-и, поселоксенчен те, тӳррипе, ку ӗҫе йӗркелеме ҫӑмӑл мар. Нумай хваттерлӗ пурӑнакансене коммуналлӑ пулӑшу тарифӗ шутне кӗртсе йӑпӑр-япӑр шутласа параҫҫӗ-ха. Анчах уйрӑм ҫуртсенче пурӑнакансем йӑлари хытӑ каяша турттарнишӗн тӳлесшӗн мар. Ятарлӑ килӗшӗве алӑ пусас мар тесе мӗн кӑна шухӑшласа кӑлармаҫҫӗ-ши вӗсем: ҫунтармаллине ҫунтаратӑп, урама нимӗн те пӑрахмастӑп теҫҫӗ, сӑмахран, хӑшӗсем. Ялсенче вара ӗлӗкхи йӑлапа ҫырмана йӑтаҫҫӗ. Чӑн та, ӗмӗртен ҫавӑн пек тунӑ та ним начарри ҫук пек туйӑнать-тӗр. Анчах маларах ҫӗршер ҫул ҫӗрмесӗр выртакан пластмасса савӑт-сапа йышшисем пулман. Хутаҫӗсем те ун чух хутранччӗ. Кӗленче савӑт-сапана лавккасем пухатчӗҫ. Хутне те пуҫтарнӑ-ха. Ҫӗмӗрле районӗнчи Юманай ял тӑрӑхӗ нумаях пулмасть ял ҫыннисене пӗр шухӑшлӑн пулса урама, кил умӗсене тирпей-илем кӳме чӗнсе каланӑ. Пухӑнса кайнӑ йӑлари хытӑ каяша машинӑпа ҫӳп-ҫап вырӑнне турттарса кайнӑ. Пӗтӗмпе 10 кубла метр пухӑннӑ тесе пӗлтереҫҫӗ вырӑнтисем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Пӗрлӗх ушкӑнне кӗрекенсем Кӗҫнерникун, акан 17-мӗшӗнче, Чӑвашкино ҫуртӗнче Чӑваш Республикинчи кино ӳкерекенсен пӗрлешӗвӗн черетлӗ пухӑвӗ иртнӗ. Унта ятарласа пӗр ыйту кӑна сӳтсе явнӑ — ҫу уйӑхӗн 19–24-мӗшӗсенче Шупашкарта иртекен кино фестивальӗнче чӑвашла киноматографине кӗртессине. Пӗтӗм тӗнчери кино фестивальне 7 чӑваш киновне тӑратма йышӑннӑ. Хальлӗхе, вӑхӑт иртсе кайнине пула, ку ӗҫсем конкурс тулашӗнчисем пулӗҫ. Ҫак картинӑсене кӗртнӗ: «Аксар» студи хатӗрленӗ «Чупкӑн» тата «Франци хӗрӗ тыткӑнларӗ чӗрене» илемлӗ фильмсене, «Салам» студи ӳкернӗ «Юхха» фильма, «Орион» кӑларнӑ «Манӑн та телейлӗ пулас килет» картинӑна, «Спектр» студин «Последняя кража» ӗҫе (ӑна вырӑсла ӳкернӗ). Ку выляв фильмӗсем пулчӗҫ, ҫавӑн пекех 2 документаллӑ ӗҫе хушӗҫ: Пӗрремӗш наци киностудийӗ «Чӑвашфильм» ӑсталанӑ «Генерал Тихонов» тата «Муса Мусалиев: Путь воина» фильмсене. Ку икӗ картина та Юрий Спиридонов режиссёр ӗҫӗсем. Чӑваш Республикинчи кино ӳкерекенсен пӗлтешӗвне кӑҫал пуш уйӑхӗнче йӗркеленнӗ. Унӑн ертӳҫи пулма Олег Михайлович Цыпленкова суйланӑ. Хӑйӗн ӗҫӗнче ҫак пӗрлӗх Шупашкарта кино тата видео ӳкерекенсене пӗрлештерсе тӑрать. |
Сывлӑх
![]() Пукане театрӗ «Атя, тилӗ, яра пар!» спектакль лартать Ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Хулари 1-мӗш клиника пульницин реабилитаци уйрӑмӗ ҫумӗнче «Ӳнер терапийӗ» реабилитаци пӳлӗмне ӳҫнӑ. Ӑна ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви, Чӑваш патшалӑх пукане театрӗ тата «Чӑваш Республикинчи хӗрарӑмсен канашӗ» общество организацийӗ йӗркеленӗ. Ҫак пӳлӗме уҫма Хулари 1-мӗш клиника пульницин тӗп тухтӑрӗ Лидия Воропаева, Чӑваш патшалӑх пукане театрӗн директорӗ тата «Ӳнер терапийӗ» проект ертӳҫи Елизавета Абрамова хутшӑннӑ. Пукане театрӗ реабилитаци уйрӑмне чирлисен шухӑшлавне, хусканӑвне йӗркене кӗртме пулӑшакан практика материалӗ парнеленӗ. Ҫӳлерех асӑннӑ пульницӑн реабилитаци уйрӑмӗнче инсультпа аптӑранӑ, пуҫа сиенлетнӗ ҫынсем сипленеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех кунта нерв тытӑмӗн чирӗпе нушаланакансем, хусканупа тӗрев енчен сывӑ маррисем пур. Уҫӑлнӑ пӳлӗмре вӗсем валли тӗрлӗ заняти иртӗ: ӳкерӳ, графика, живопиҫ, музыка, юмах вулани… Ӳнер чирлӗ ҫынсене хӑвӑртрах сывалма пулӑшнине ҫирӗплетнӗ. Проект ертӳҫисем пӳлӗмри занятисем ҫынсене психологи тӗлӗшӗнчен сывалма пулӑшасса шанаҫҫӗ, хаваслӑх туйӑмӗ вара чире парӑнтарма хӗтӗртӗ. Пӳлӗме уҫнӑ кун Чӑваш патшалӑх пукане театрӗ «Атя, тилӗ, яра пар! Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Олег Князькин Ҫапла ҫав вӑл пуҫлӑх пуканӗ — ытла та шанчӑксӑр. Паян сана лартаҫҫӗ, ыран шанчӑкран тухатӑн. «Чӑвашавтотранс» патшалӑхӑн унитарлӑ предприятийӗн пуҫлӑхне Олег Князькина лартни ҫулталӑк та ҫитменччӗ, халӗ ӑна ӗҫрен хӑтарнӑ та. Ку предприяти республикӑн Транспорт тата ҫул-йӗр министерствине пӑхӑнать. Князькина директор тивӗҫӗнчен хӑтарасси ҫинчен калакан хушӑва Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Пуҫлӑхӗ Иван Моторин ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Мӗншӗн хӑтарни пирки документра пӗр сӑмах та каламан. Аса илтеретпӗр, Олег Князькин — Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Сунар йӗркине пӑснӑ арҫыннӑн хир сысни какайӗсӗр ҫулталӑк пурӑнма тивӗ Шупашкар ҫывӑхӗнчи вӑрманта пӗр этем хӳшӗ евӗр япала ӑсталаса лартнине пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче сунар хуралӗн ӗҫченӗсем асӑрханӑ. Арҫын хайхисене хир сынисене ӳкерме ӑсталарӑм тесе ӗнентерме пӑхнӑ. Анчах надзор органӗн ӗҫченӗсем арҫын юптарӑвне ӗненмен. Тата лешӗн аллинче фотоаппарт мар, хӗҫ-пӑшал пулнӑ. Сӑн ӳкеренҫи этем тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ та суда ярса панӑ. Ҫак кунсенче тӳре йышӑну кӑларнӑ. Сунара ҫӳреме юраман вӑхӑтра хӗҫпӑшалланнӑ арҫынна алла пӑшал тытма ҫулталӑклӑха чарнӑ тата 3 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Ҫӗртме сухи тунӑ лаптӑка культивацилеҫҫӗ Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарать тесе ваттисем ахальтен каламан. Республикӑри хресченсем акана вӑхӑтра тата пахалӑхлӑ ирттермеллине аван ӑнланаҫҫӗ. Май пур таран вӗсем техникине те хӗл каҫипех юсарӗҫ, вӑрлӑхне те ҫӗнетрӗҫ, кондицие ларманнине аласа тасатрӗҫ, удобрение те малтанах янтӑлама тытӑнчӗҫ. Май килнӗ таран ҫӗнӗрен техника туянакансем те пулчӗҫ. Укҫа-тенкине кам епле майлаштарса пырать: кӗсье ҫӳхереххине туйса кивҫен илекенсем те пулчӗҫ. Анчах, тепӗр тесен, кредитне те шанчӑклисене кӑна параҫҫӗ-ха. Ҫапах та хресчен пуҫ усасшӑн мар — тапаҫланать-талпӑнать. Хальхи вӑхӑтра республикӑри пилӗк районта акана тухнӑ. Ҫак йышра — патӑрьелсем, вӑрнарсем, комсомольскисем, пӑрачкавсем тата шӑмӑршӑсем. Вӗсем ҫуртри пӗрчӗллӗ культурӑсене 700-е яхӑн гектар акнӑ, пӗр ҫул ӳсекен курӑксене — 20 гектар. Кунсӑр пуҫне хуҫалӑхсем кӗрхисене апатлантараҫҫӗ тата нӳрӗк тытса хӑварассипе ҫине тӑраҫҫӗ, ҫӗртме сухи тунӑ лаптӑксене культивацилеҫҫӗ, ҫӗрулмине яровизацилеме кӑлараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Хӑй вӑхӑтӗнче вӗсем те вӑй питти те ҫап-ҫамрӑк пулнӑ... Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене ҫурт-йӗрпе тивӗҫтернине тӗрлӗрен йышӑнакансем пуррине пытараймӑпӑр. «Вӑрҫӑ хирӗнче выртса юлнисене нимӗн те лекмен», — тарӑхаҫҫӗ ашшӗсемсӗр ӳснӗ, выҫӑллӑ-тутӑллӑ пурӑннӑ вӑрҫӑ ачисенчен хӑшӗсем. Теприсене вара арҫын пуҫпа хӑйсен ӗмӗрне ирттермелӗх пӳрт лартайманни тӗлӗнтерет-мӗн. Виҫҫӗмӗшсене хӑйсен аслашшӗ-кукашшӗ пурӑннӑ чух ун пек саккун кӑларманни пӑшӑрхантарать. «Саккунне старикӗсем сахалланса юлнӑ хыҫҫӑн йышӑнчӗҫ», — теҫҫӗ ун йышшисем. Мӗнех, мӗн чухлӗ ҫын, ҫавӑн чухлӗ чӑнлӑх теҫҫӗ те, кашни хӑйне май шухӑшлать-тӗр. Апла-и, капла-и, анчах вӑрҫӑ ветеранӗсемпе вӑрҫӑра вилнӗ салтак арӑмӗсене ҫурт-йӗрпе тивӗҫтермелли саккуна ҫӗршыв шайӗнче йышӑннӑ-тӑк ӑна пурнӑҫа кӗртмеллех ӗнтӗ. Кун пирки Элӗк районӗнче иртнӗ Пӗрлехи информаци кунӗ вӑхӑтӗнче те калаҫнӑ. Асӑннӑ тӑрӑхра ҫак ҫӑмӑллӑхпа усӑ курмаллисене 194 ҫынна шута илнӗ. Вӗсенчен 184-шӗн ыйтӑвӗ татӑлнӑ. Кам тӳпене кӗрсе ҫурт-йӗр тума хутшӑннӑ, кам хваттер туяннӑ. Хваттер уҫҫи лекессе хальлӗхе Элӗкри тата тепӗр 10 ветеран кӗтет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ҫӗмӗрле районӗнчи Турханти вулавӑшра ача-пӑча кӗнекин «Филиппок» театрӗ ӗҫлет-мӗн. Кӗҫех вӑл хупӑнмалла. Ҫук-ха. Яланлӑхах мар. Вӑхӑтлӑха. Унчен вара театр черетлӗ заняти ирттернӗ. Унта ачасем епле пьеса лартассине суйланӑ. Кӗҫӗннисем «Теремок» юмах лартӗҫ, аслӑраххисем А.Н. Нестерован «Вӑрман шкулӗ» пьесине суйланӑ. Юлашкинчен асӑннӑ хайлав туслӑх, килӗшӳпе ҫураҫу, тӗрӗс те тӑрӑшуллӑ пулма вӗрентет. Тӗп харкамӗсем — вӑрман чӗрчунӗсем. «Филиппок» театра ҫӳрекенсем ҫапла вара ҫывӑх вӑхӑтра харӑсах икӗ премьерӑпа савӑнтарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.