Сывлӑх
![]() Онкологи чирӗллисен пӗрремӗш занятийӗ Юлашки вӑхӑтра «рак» сӑмаха час-часах илтме пуҫларӑмӑр. Унта пӗри ракпа вилнӗ, кунта тепри ракпа вилнӗ теҫҫӗ те, ҫапла хӑрушӑ диагноз лартни хӑш-пӗр ҫынна ҫапса та хуҫма пултарать. Ҫулталӑк пуҫламӑшӗ тӗлне Чӑваш Енре, акӑ, «усал шыҫӑ» диагнозлӑ 22,2 пин ытла ҫын диспансер учетӗнче тӑрать иккен. Вӗсенчен 60 проценчӗ — хӗрарӑмсем. Усал чир ятне илтнипе хӗрарӑмсем ан хуҫӑлччӑр тесе Республикӑн онкологи диспансерӗнче психологи пулӑшӑвӗ кӳрекен центр уҫӑлни пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Унта нумаях пулмасть пӗрремӗш заняти иртнӗ. Занятие пухӑннисем кӑкӑр ракӗ пирки калаҫнӑ. Онкодиспансерӗн психологӗ Татьяна Владимирова та, Хӗрарӑмсен республикӑри канашӗн ертӳҫи Ольга Зайцева та рак приговор маррине, ӑна сиплме май килнине палӑртнӑ. Хӗрарӑмсене пулӑшу кӳрекен центр Шупашкарти Гладков урамӗнчи 31-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ диспансерти 223-мӗш пӳлӗме йыхравлать. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ — (8352) 62-96-50. Центр вырсарникунсӑр пуҫне эрнипех ирхи 8 сехетрен пуҫласа 15 сехетчен йышӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Чӑвашла тата вырӑсла усӑ курнӑ тӗслӗх. Pertanlah блогри сӑн Тӗнче тетелӗнче Чӑваш Енре патшалӑхӑн икӗ чӗлхипе усӑ курнине хаклакан мониторинга халалланӑ блог тунӑ. Хальлӗхе pertanlah журналта (чӑвашла «пӗртанлӑх» — «равноправие») 700 ытлӑ сӑнӳкерчӗк пичетленнӗ. Унта чӑваш тата вырӑс чӗлхипе ӑнӑҫлӑ усӑ курнисем те, республикӑри чӗлхе саккунне пӑснӑ тӗслӗхсем те пур. Журнал авторӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, ҫакна Чӑваш Республикинчи патшалӑхӑн икӗ чӗлхине пӗр тан усӑ курманнине кӑтартас тӗллевпе йӗркеленӗ. Тӗслӗхсем илсе кӑтартнӑ. «Чылай чухне пӗр чӗлхепе ҫеҫ усӑ кураҫҫӗ. Вӑл — ялан тенӗ пекех вырӑс чӗлхи. Ҫапла майпа граждансен прависене пӑхӑнмаҫҫӗ. Ку Чӑваш Республикин сакунне пӑсни те. Саккун патшалӑхан икӗ чӗлхи те пӗр тан пулнине калать», — тенӗ журналта. Тӗслӗхрен, ҫул ҫинчи паллӑсене вырӑсла ҫеҫ ҫыраҫҫӗ. «Юлашки 20 ҫулта ҫул ҫинчи чылай палла, урам, общество чарӑнӑвӗсен ячӗсене улӑштарнӑ, патшалӑх учрежденийӗсен умӗсене юсанӑ, — тенӗ блогра. — Анчах хӑш-пӗр ҫӗрте ҫеҫ ҫакӑнпа усӑ курса объект ячӗсене вырӑсла та, чӑвашла та ҫырнӑ. Тӗслӗхрен, патшалӑх ҫурчӗсене, автостанцисене, спорт центрӗсене уҫнӑ чухне алӑк ҫинче чӑвашла-вырӑсла ҫырнӑ пӗчӗк вывескӑсене ҫеҫ курнӑ эпир. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Полина Федорова гимнастка Пирӗн ентешӗмӗр Полина Федорова Раҫҫей чемпионатӗнчен ылтӑн медальпе таврӑннӑ. Гимнастка Олимп резервӗсен ачасемпе ҫамрӑксен гимнастика енӗпе спорт шкулӗнче вӗренет. Пензӑра иртнӗ ӑмӑртура Полина Федорова ирӗклӗ хӑнӑхтарусенче вӑй виҫсе пьедесталӑн пӗрремӗш картлашки ҫине хӑпарнӑ. Полина Мускаври Алла Сосницкаяран кӑшт ҫеҫ нумайрах балл пухнӑ. Пӑхӑр медале Чулхула облаҫӗнчи Кристина Горюнова тивӗҫнӗ. Пензӑри ӑмӑртӑва Чӑваш Енри тепӗр спортсменка та хутшӑннӑ. Мария Павлова юниорсен тупӑшӑвӗнче вӑй виҫнӗ. Вӑл федерацин Атӑлҫи округӗн пӗрлештернӗ командине кӗнӗ. Команда ӑмӑртура пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Никита Васильев ҫулҫӳревре Шупашкар каччи Никита Васильев велосипедпа ҫулҫӳреве тухнӑ. Ҫулӗ кӗске мар. Каччӑ Шупашкартан Капкас (Кавказ) тӑвӗсем патне ҫитесшӗн. Никита республика тулашне ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче тухнӑ. Халӗ вӑл Чулхула облаҫӗнче. Ыран вӑл Саранскра чарӑнса хула тӑрӑх ҫӳреме шухӑшлать. Никита Васильев хӑйӗн аккуанчӗн страницинче ҫапла ҫырнӑ: «Пӗрремӗш кунхи шухӑшсене ҫыратӑп. Ҫул ҫинче тӑватӑ сехет пултӑм, 60 ҫухрӑм ҫеҫ кайрӑм-ха. Ку, 1,5 уйӑх велосипед ҫине ларманнине шута илсен, лайӑх кӑтарту. Талӑкра 100 километртан ытла кайма палӑртман. Манӑн ниҫта та васкас ҫук-ҫке. Чӑваш Енре кунне 150 ҫухрӑм та кайнӑ. Хальлӗхе хирӗҫ вӗрекен сивӗ ҫилпе киленетӗп». Никита канмашкӑн уйра е вӑрман хӗрринче чарӑнать. Хӑш чухне унӑн кӑвайт чӗртмешкӗн те вӑй юлмасть-мӗн. Ҫавӑнпа ҫулҫӳревҫӗн сивӗ консерва ҫиме тивет. Ӗнер Никита Васильев Воротынец — Сергач — Лукояны ҫула парӑнтарма май килни, Саранск ҫулӗ ҫине тухни пири ҫырнӑ. Пӗр талӑкра вӑл 78 ҫухрӑм кайнӑ. «Пӗтӗм вӑйран ӗҫлерӗм. Саранск ҫулне питӗ курас килчӗ. Кӑмӑл тулли, анчах ывӑнтӑм. Кӑвайт чӗртме вутӑ-шанкӑ аран пуҫтартӑм. Анчах юлашкинчен алӑ султӑм та палаткӑна кӗрсе выртрӑм», — ҫырнӑ вӑл хӑйӗн страницинче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Чӑвашла куҫарнӑ РФ Конституцийӗ Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ Раҫҫей Конситуцине чӑвашла куҫармашкӑн ӗҫ ушкӑнӗ йӗркелесшӗн. Конституцие унччен те чӑвашла куҫарнӑ-ха. Анчах ҫак ӗҫе тепӗр хут тума тивет-мӗн. Пӗтӗмпех мар. Ахӑртнех, сӑмах кунта РФ Конституцине Раҫҫей йышне Крым тата Севастополь кӗнӗ май улшӑнусем кӗртни пирки сӑмах пырать. Ҫавна май Конституцин 65-мӗш статйине улӑштарма тивнӗ. Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑшӗ-пӗри информаци вырӑсла пулни те ҫителӗклӗ тесе шухӑшлать. Анчах чӗлхеҫӗсем чӑваш халӑхӗ ҫӗнелнӗ Конституцие чӑвашла ҫеҫ лайӑхрах ӑнланнине ҫирӗплетеҫҫӗ-мӗн. Сӑмах май, Чӑваш Республикин Конституцине те чӑвашла куҫарнӑ. 2012 ҫулхи кӗркунне блогерсем палӑртнӑ тӑрӑх, cap.ru официаллӑ сайтра ӑна вырнаҫтарнӑ, анчах документра чӑваш саспалли вырӑнне чарӑну паллисем тата «ё» саспалли курӑнаҫҫӗ. Шӑв-шав ҫӗкленнӗ пулин те сайт администрацийӗ Конституцин вуланакан версине халӗ те вырнаҫтарман-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Акан 25-мӗшӗнче Ача-пӑча вулавӑшӗнче «Библиосумерки — 2014» пулӗ. Мӗнле акци ку? ЧР Культура министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна кӗҫӗн тата вӑтам ӳсӗмрисем валли хатӗрлӗҫ. Ӑна «Кӗнеке тӗнчинчи ҫулҫӳрев» девизпа килӗшӳллӗн ирттерӗҫ. «Ҫулҫӳрев» вулавӑш алӑкӗнчен кӗрсенех пуҫланӗ. Ачасем лаша утланса чупӗҫ. Чи пӗчӗккисене вара пони ярӑнтарӗ. Вулавӑшра шӑпӑрлансене юмахри паттӑрсем, тӗлӗнмелле тӗнче, вӑйлӑ тата хӑюллӑ сӑнарсем, аякри ҫӗршывсем пирки каласа кӑтартӗҫ. Ачасем интерактивлӑ фольклор вӑййисене хутшӑнӗҫ, ташлӗҫ, юрлӗҫ… Вырӑссен ваттисен сӑмахӗсене, тупмалли юмахсене ытларах пӗлекенсене ача-пӑча ҫыравҫин Галина Белгалисӑн икерчисемпе сӑйлӗҫ. Улӑп ҫӗрӗ ҫинче ачасем чӑваш культурипе — кӗввипе, чӑваш наци тумӗпе — паллашӗҫ. Хӑнасем чӑваш ҫӗрӗн илемлӗхне курма, чӑваш халӑх уявӗсене — Сурхурие, Ҫӑварнине, Уява — хутшӑнма, наци ҫимӗҫӗсене хатӗрлеме пултарӗҫ, чӑваш ҫыравҫисемпе Светлана Гордеевӑпа тата Валерий Кошкинпа тӗл пулӗҫ. «Ҫулҫӳрев» Чунга-чанга утрав ҫинче малалла тӑсӑлӗ. Ачасем Африкӑна ҫитӗҫ, викторинӑна хутшӑнӗҫ. «Babiki» пуканесен тӗнчинче шӑпӑрлансем «Тӗнчери халӑхсен пуканисем» чӗрӗлнӗ кӗнеке» театр представленине курӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() moygorod-online.ru сайтри сӑн Шупашкар 550 ҫул тултарнине уявламашкан тӗплӗн хатӗрленет. Ҫак юбилей тӗлне тӗп хулара планетари пулмалла. Хальлӗхе кун пирки информаци кӑна пухаҫҫӗ-ха. Андриян Николаев ячӗллӗ ача-пӑча паркӗн представителӗ Чулхулари планетарие кайса курнӑ. Унти планетарие эксплуатацилес мелсене тӗпченӗ. Ку кӑна мар. Раҫҫейри чи ватӑ, тӗнчери чи пысӑк планетарисенчен пӗри Мускавра вырнаҫнӑ. Унӑн ӗҫченӗсем Шупашкарсене опычӗсемпе паллаштарнӑ. Шупашкарти космоса тухакан «чӳрече» Чӑваш Ен ҫыннисене тата хӑнисене космос историйӗпе лайӑхрах паллаштарӗ. Планетари конференцисем, ӑслӑлӑхпа космос фествиалӗсем, конкурссем йӗркелемелли лапам та пулӗ. Хальлӗхе Шупашкарти планетарие тумалли проект ӗҫесем тӗлӗшпе контракт ҫырнӑ. Планетарие 2019 ҫулта туса пӗтермелле. Вӑл Раҫҫейре чи ҫамрӑкки пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Тӳре-шара иртнӗ ҫулхи тупӑш пирки деклараци тӑратасси малалла пырать. «ПроГород Шупашкар» сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, Владимир Путинӑн пӗлтӗрхи тупӑшӗ 3 672 208 тенкӗпе танлашнӑ, Медведев унран ҫур миллион тенкӗ ытларах ӗҫлесе илнӗ. Унтан Путинӑн харпӑрлӑхӗнче мӗн-мӗн пуррине ҫырса кайнӑ: 1 500 тӑваткал метр ҫӗр, 77 тӑваткал метрлӑ хваттер, 18 тӑваткал метрлӑ гараж пур-мӗн. Раҫҫей Президенчӗ ӗҫлесе илнӗ чухлех тенӗ пек ҫӗршывӑн ял хуҫалӑх министрӗ, Чӑваш Енӗн экс-Президенчӗ Николай Федоров тупӑш курни пирки пӗлтереҫҫӗ. Вӑл хӑйӗн тупӑшне 3 593 827,09 тенкӗ тесе кӑтартнӑ. Унӑн харпӑрлӑхӗнче 123 тата 262,9 тӑваткал метр калӑпӑшлӑ хваттерсем, 94,10 тӑваткал метрлӑ пурӑнмалла мар ҫурт пур иккен. Унӑн харпӑрлӑхӗнче машина тавраш ҫук-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Чӑваш Енӗн Культура, наци тата архив ӗҫӗсен министерстви «Чӑваш Ен — Атӑл чӗри» туризм бренчӗн логотипне хатӗрлеме конкурс ирттерессине пӗлтернӗ. Асӑннӑ ят тӑван республикӑмӑр туризм тӗлӗшӗнчен тата ытти уйрӑмлӑха пӗтӗҫтерекен ӑнлав пулнине шута илмелле. Ҫутҫанталӑк, истори, социаллӑ культура, наци йӑлисен, пулӑмсемпе ытти хӑйне евӗрлӗх тӑрӑх Чӑваш Ене уйрӑса илмелле тӑвакан сӑмахҫаврӑнӑш уҫса паракан бренд логотипне палӑртмалли конкурса ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен тытӑнса ака уйӑхӗн 28-мӗшӗччен ирттереҫҫӗ. Пӗтӗмлетӗвне ака уйӑхӗн 30-мӗшне палӑртнӑ. Конкурс йӗрки-шывӗпе (положенийӗпе) Культура министерствин сайтӗнче паллашма пулать. Документсене Шупашкарти Президент урамӗнчи 17-мӗш ҫуртри 631-мӗш пӳлӗмре йышӑнаҫҫӗ. Электрон адрес: culture36@cap.ru. Ыйтса пӗлмелли телефон: (8352) 64-22-94. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш патшалӑх академи симфони капелли ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче черетлӗ 46-мӗш концерт сезонне хупать. Ҫав каҫ куракансене ҫӗршыври паллӑ музыкантсемпе тата ҫӗнӗ музыка хайлавӗсемпе курнӑҫу кӗтӗ. Концерта Н.А. Римский-Корсаковӑн «Светлый праздник» увертюрипе уҫӑлӗ. Православи юррисенчен тӑракан хайлавсем хыҫҫӑн симфони капеллин хорӗн тата муниципалитетӑн «Классика» юрӑ капеллин концерчӗ малалла тӑсӗ. Пӗтӗм Раҫҫейри конкурссен лауреачӗ Наталья Яклашкина ертсе пынипе вӗсем С.В. Рахманиновӑн тата А. Николаев-Струмскин хайлавӗсене янӑратӗҫ. Ҫӗршыври паллӑ сцена ӑстисем те концерта хутшӑнмалла. Акӑ, Раҫҫей тата Тутарстан халӑх артисчӗ Рубин Абдуллин органпа, Раҫҫей халӑх артисчӗ Михаил Гантварг (вӑл Питӗрти Н.А. Римский-Корсаков ячӗллӗ консерваторие ертсе пырать) сӗрме купӑспа (скрипкӑпа) калӗ. Шупашкарта вӑл финн композиторӗн Я. Сибелиусӑн оркестрпа сӗрме купӑс валли ҫырнӑ концертне янӑратӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.