Республикӑра
![]() Ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Улатӑр хулинче тата районӗнче аварие пула газ пама пӑрахни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Инкек пула ун чухне 10,3 пин ҫурт ҫутҫанталӑк газӗсӗр тӑрса юлнӑччӗ. Авари 13 сехет те 25 минутра пулнӑ. Мӑкшӑ Республикинчи «Ардатов» ятлӑ газ валеҫекен станци тӗлӗнче пӑрӑх сиенленнӗ-мӗн те «Улатӑр-1» станцие кӗрекен объектсем шар курнӑ. Инкеке яваплисем ҫийӗнчех сирме шантарнӑ пулин те хӑвӑрт кӑна юсама йывӑртарах ҫав ӗнтӗ. Чулхула облаҫӗнчен ятарлӑ бригада та пырса ҫитнӗ, анчах Инкеклӗ ӗҫсен министерстви газ пама тепӗр куннех пама тытӑнасса шантарни пурнӑҫа кӗреймен. Ҫапла вара Улатӑр хула администрацийӗнче ӗҫе акан 9-мӗшӗсӗр пӗтерме май килмест тени тӳрре килнӗ. Инкек ӗнер каҫхине кӑна сирсе пӗтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Аслӑ Ҫӗнтерӳ ҫывхарнӑ май ветерансем валли парнесем хатӗрлеҫҫӗ. Ҫу уйӑхӗн 3-12-мӗшӗсенче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсем тата сусӑрӗсем тӗрлӗ транспортпа тӳлевсӗр ҫӳреме пултараҫҫӗ. Унта автобуссем кӑна мар, пуйӑссем, авиа- тата юханшыв транспорчӗсем кӗреҫҫӗ. Ветеранпа пӗрле тепӗр ҫын, ӑна илсе ҫӳрекенни, тӳлевсӗр кайма пултарать. Чӑваш Енре кӑна мар, унӑн тулашӗнче те тӳлевсӗр ҫӳреме май пулӗ. Хальлӗхе пӗлтернӗ тӑрӑх, 14 фронтовик Мускаври, Питӗрти, Севастопольти, Волгоградри уяв мероприятийӗсене хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Ветерансене вокзала та илсе ҫитерӗҫ. ЧР транспорт министрӗ Владимир Филиппов пӗлтернӗ тӑрӑх, тӳлевсӗр ҫӳрес тесен кассӑсене пымалла. Унта кирлӗ документсене хатӗрлӗҫ. Кун валли Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин участникӗ, сусӑр пулнине ӗнентерекен удостоверени, паспорт кирлӗ. Ветеранпа илсе ҫӳрекен ҫыннӑн паспорчӗ те кирлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Акан 27-мӗшӗнчен пуҫласа "Ҫӗнтерӳ ҫырӑвӗ" акци иртӗ. Ҫав кун тӗп хуламӑрти аслӑ тата вӑтам пӗлӳ паракан вӗренӳ заведенийӗсенче Ҫӗнтерӳ сехетне йӗркелеҫҫӗ, волонтерсен корпусӗн хастарӗсем студентсене вӑрҫӑ тематикиллӗ тата Ҫӗнтерӗвӗн сумлӑ юбилейне халалланӑ хӑтлавсемпе паллаштарӗҫ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫапӑҫнӑ аслӑ ӑрури тӑванӗсем патне ҫамрӑксем «Ҫӗнтерӳ ҫырӑвӗ» ҫырӗҫ. Виҫкӗтеслӗ ҫырусенче вӗсем хӑйсем тӑван кӗтесӗшӗн, республикӑшӑн, ҫӗршывшӑн тата Аслӑ Ҫӗнтерӗвӗн сумне упраса хӑварассипе мӗн тунипе паллаштарӗҫ. Ҫырӑва А4 форматлӑ хут ҫине ҫырмалла, ят-хушамата, ӑҫта вӗреннине е ӗҫленине палӑртмалла, ӑна кам ячӗпе шӑрҫаланине кӑтартмалла. Ҫырусене нимеҫӗсем (волонтерсем) пухӗҫ, тишкерме-пӗтӗмлетме федерацири нимеҫӗсен штабне ҫитерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Пысӑк пӗлтерӗшлӗ япаласем пирки — кӑсӑклӑ та ансат чӗлхепе пӗлтермелле. Ҫапла шухӑшланӑ май Чӑваш Енӗн Ҫурт тӑвӑм министерствин «Энергосбережени центрӗ» автономи учрежденийӗ «Элик и его друзья» кӗнеке кун ҫути кӑтартнӑ. Унта энергие перекетлеме вӗрентеҫҫӗ. Унта шыва, газа, ҫутта перекетлемелли пирки ӑнлантарнипе пӗрлех сахал тӑкаклас тесен мӗн тумалли ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Кӗҫӗн классенче вӗренекенсем валли кӑларнӑ кӗнекене вулама ансат тесе пӗлтерет республикӑн Стройминӗ. Пӗчӗккисене илӗртмелле пултӑр тесе кӑларӑма ӳкерчӗксемпе пуянлатнӑ. Вӗсен авторӗсем — ачасем хӑйсемех. Ӳкерчӗксене «Эпӗ перекетлеме пулӑшатӑп» республикӑри конкурсра ярса панисене суйласа илнӗ. Энергие епле перекетлемеллине кӗнекери тӗп сӑнарсем — Эликпа унӑн тусӗсем — ӑнлантараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енӗн правительствин ӗнерхи планеркинче управляющи компанисене лицензилесси епле пынине тишкернӗ. Лицензиленӗ хыҫҫӑн Чӑваш Енӗн рынокӗнчен управляющи компанисен 20 проценчӗ каймалла иккен. Вӗсенчен 10 проценчӗ халех ку процедурӑна хутшӑнас маррине пӗлтернӗ. Хальхи вӑхӑтра Чӑваш Енри 5251 нумай хваттерлӗ ҫурта 165 управляющи компани тытса тӑрать, вӗсенчен пысӑк пайӗ, 86-шӗ, — Шупашкарта, 17-шӗ — Ҫӗнӗ Шупашкарта. Лицензи илес шухӑшпа республикӑн Патшалӑхӑн ҫурт-йӗр инспекцине 147 организаци заявленипе тухнӑ. Асӑннӑ инспекци пуҫлӑхӗ Сергей Димитриев ӗнентернӗ тӑрӑх, хупӑнма кӑмӑл тунисенчен ытларахӑшӗ — сахал ҫурта тытса тӑракансем. Вӗсем лицензи илсен тата вӑйлӑрах тӗрӗслесе тӑрасран шикленеҫҫӗ имӗш. Унсӑр пуҫне Димитриев управляющи компанисенчен 15–20 проценчӗ тухӑҫсӑр ӗҫлет тесе пӗлтернӗ. Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа управляющи компанисем тытса тӑман ҫуртсем те пулӗҫ. Ун пеккисем Куславкка районӗнче уйрӑмах йышлӑ иккен: унта 105 ҫурт иккен, Канашра — 75, Комсомольскинче — 45. Управляющи компани пӑрахсан ҫурта тытса тӑрас тивӗҫе вырӑнти хӑй тытӑмлӑх хӑй ҫине илмелле те малалла мӗнле тытса тӑрассине 15 кунта татса памалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Тарнӑ ҫын РФ ШӖМӗн Йӗпреҫ районӗнчи уйрӑмӗ 1959 ҫулта ҫуралнӑ Александр Аркадьевич Арсентьева шырать. Ҫук, преступник мар вӑл. Александр Арсентьев Йӗпреҫри психоневрологи интернатӗнчен хӑй тӗллӗн тухса тарнӑ. Халӗ вӑл ӑҫта иккенни паллӑ мар. Ку ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче 11 сехет ҫурӑра пулнӑ. Александр Аркадьевич Арсентьев 185 сантиметр ҫӳллӗш. Кӗлетки начаркка, ҫӳҫӗ кӗске, тӗттӗм, шакла вырӑн пур. Вӑл куртка, симӗс тӗслӗ шӑлавар тӑхӑннӑ пулнӑ. Пуҫне ҫыхнӑ хура шапка тӑхӑннӑ, уринче — хура атӑ. Александр Арсентьева курнисене, вӑл ӑҫта иккенне пӗлекенсене 8(835-38) 2-12-83 номерпе шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтаҫҫӗ. Е 02 телефонпа шӑнкӑравламалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ЧР электрон тата кинодокументаци патшалӑх архивӗнче «Ӗмӗрлӗхе упра» проект старт илнӗ. Паллах, ку Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 70 ҫул ҫитнипе ҫыхӑннӑ. Архива ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗччен сӑнӳкерчӗксене, фронтри ҫырусене, ветерансен кун кӗнекисене, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫипе ҫыхӑннӑ ытти документсене илсе килме юрать. Специалистсем вӗсен электрон копине тӑвӗҫ, вӗсене архива вырнаҫтарӗҫ. Оригиналсене вара ҫавӑнтах хуҫисене тавӑрса парӗҫ. Архив ӗҫченӗсем фонда вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи материалсемпе пуянлатсах тӑраҫҫӗ. Пӗлтӗртенпе вӗсем республикӑри районсем тӑрӑх ҫӳреҫҫӗ. Хальлӗхе 256 ветеран пирки материал пухнӑ. Ҫакна йӑлтах историе, документсене сыхласа хӑварас тӗлӗшпе тӑваҫҫӗ. Патшалӑх архивӗн директорӗ Алексей Белов сӑнӳкерчӗксем, хут вӑхӑт иртнӗҫемӗн сарӑхнине, ҫухалма та пултарнине палӑртать. Архив ӗҫченӗсем вара кашни документа упраса хӑварасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Дмитрий Федотов Ҫак кунсенче Тӑвай районӗнчи Пуянкассинчи Федотовсем патне ҫар чаҫӗнчен ҫыру килчӗ. «Хисеплӗ Эльвира Юрьевнапа Юрий Геннадьевич! - тенӗ унта. - Сирӗн ывӑлӑр Дмитрий Федотов тӳрӗ кӑмӑллӑ та дисциплинӑллӑ салтак пулнине кӑтартса пачӗ. Вӑл хӑйне шанса панӑ ҫар техникине ҫирӗппӗн алла илнӗ. Хӑйӗн ӑсталӑхне юлташӗсемпе пайлама, вӗсене вӗрентме яланах хатӗр. Ҫар хатӗрленӗвӗн тӗрӗслевӗпе иртнӗ тапхӑр кӑтартӑвӗсемпе лайӑх паллӑна тивӗҫрӗ сирӗн ывӑлӑр. Вӑл ырӑ кӑмӑллӑ та сӑпайлӑ, ӗҫчен, хӑюллӑ, шанчӑклӑ салтак. Юлташӗсемпе командовани хушшинче авторитетлӑ. 23-мӗш гварди мотострелковӑй бригада командованийӗ сире ҫакӑн пек ывӑл ҫуратса ỹстернӗшӗн тав сӑмахӗ калать. Эсир унпа чӑннипех мӑнаҫланма пултаратӑр. Сире, ҫывӑх ҫыннӑрсене ҫирӗп сывлӑх, телей, ӑнӑҫу сунатпӑр», — тесе ҫырнӑ иккен унта. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче «Бичурин тата хальхи самана» музейра Чӑваш наци конгресӗн «Чӑваш хӗрарӑмӗ» комитечӗ «Чӑваш хӗрарӑмӗ тата паянхи литература» темӑпа лару ирттернӗ. Ларӑва Шупашкар районӗнчи вулавӑш ӗҫченӗсем, ЧНКн Шупашкар районӗнчи уйрӑмӗн ӗҫ тӑвакан комитечӗн пайташӗсем хутшӑннӑ. Пухӑннисене Шупашкар район пуҫлӑхӗ, ҫав районти хӗрарӑмсен канашӗн ертӳҫи Алевтина Исаева, Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Георгий Егоров, ЧНКн Шупашкар районӗнчи уйрӑмӗн правленийӗн ертӳҫи Ростислав Данилов саламланӑ. Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Георгий Егоров чӑваш кӗнекисене вулавӑшсене туянса пама районта чылай укҫа уйӑрнине пӗлтернӗ. «Хӗрарӑм политикӑра тата обществӑлла ӗҫре» темӑпа Чаваш Республикин Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫачӗн тӗп редакторӗ Лидия Филиппова питӗ интереслӗ тишкернӗ. Хӗрарам вырӑнӗ кӑмака умӗнче кӑна мар, политикӑра та паллӑ вырӑн йышӑнма пултарнине палӑртнӑ. Анчах та паянхи куна илсессӗн политикӑра хӗрарам сахал тенӗ вӑл. ЧР Патшалӑх Канашӗн депутатӗнче виҫӗ хӗрарӑм ҫеҫ, район администрацийӗн ертӳҫисен хушшинче пӗр хӗрарам та ҫук. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Раҫҫейӗн Федераци миграци службин Чӑваш Енри управленийӗн территорисенчи пайӗсем хӑйсен адресне ылмаштараҫҫӗ. Ҫакӑ вӗсем унччен тӗпленнӗ вырӑнтан урӑх ҫӗре куҫнипе ҫыхӑннӑ. Аса илтеретпӗр, паспорт паракансем унччен шалти ӗҫсен пайӗсемпе пӗр ҫуртра ларатчӗҫ. Халӗ вӗсем тахҫантанпах расна тытӑмсем пулса тӑчӗҫ. Миграци тытӑмӗ паян паспорт панипе кӑна ӗҫлемест. Пӗлтӗр Вӑрнар поселокӗнчи, Патӑрьелти, Хӗрлӗ Чутайри, Ҫӗмӗрлепе Куславкка хулисенчи пайсем урӑх вырӑна куҫса кайнӑ. Кӑҫал Комсомольскинчи, Шӑмӑршӑри, Вӑрмарти подразделенисем урӑх ҫуртсенче тӗпленнӗ. Ҫӗнӗ ҫӗре Сӗнтӗрвӑрринчи, Кӳкеҫри, Йӗпреҫри, Пӑрачкаври уйрӑмсем те куҫса каймалла. Ку ӗҫе вӑраха хӑварасшӑн мар, ыйтӑва ытлашши тӑсса ямасӑр татасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |