Республикӑра
![]() Шупашкарӑн Калинин районӗнче патшалӑх тата муниципалитет пулӑшӑвӗ кӳрекен чи пысӑк центр ҫӗклесе лартмалла. Унӑн пӗрремӗш чулне паян хунӑ. Унта Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев, Федераци Канашӗн Тӗнчери ӗҫӗсемпе тимлекен комитечӗн ертӳҫи Константин Косачев, РФ экономика министрӗн ҫумӗ — статс-ҫыруҫи Олег Фомичев хутшӑннӑ. Ҫулталӑк вӗҫленнӗ тӗле ҫав центрта ҫынсене 32 чӳрече йышӑнма пуҫлӗ. Ун чухлӗ май туса пани нумай ӗҫ тӑвакан центрсенчи черете чакарма май парасса шанаҫҫӗ. Тата ӑна уҫсан ҫынсен 90 проценчӗ асӑннӑ центрсем урлӑ патшалӑх тата муниципалитет пулӑшӑвне илме тытӑнасса ӗмӗтленеҫҫӗ. Сӑмах май каласан, Раҫҫей Президенчӗ те ҫав цифрӑна ҫитме регионсен пуҫлӑхӗсем умӗнче тӗллев лартнӑ иккен. Халӗ Чӑваш Енре 27 ҫавӑн пек центр ӗҫлет. Сӑнсем (8) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Паян Шупашкарта Пӗтӗм чӑвашсен культурӑпа экономика форумӗ иртмелле. Ӑна Республика кунне халаллаҫҫӗ. Форума Чӑваш наци конгресӗ пуҫарнӑ. Мероприятие регионсенчен тата ют ҫӗршывсенчен килнӗ чӑваш наципе культура автономийӗсен ертӳҫисемпе тата хастарӗсене тата xaмӑp тӑрӑхри ӗҫлӗ ҫынсене кӗтеҫҫӗ. Ӗҫлӗ тӗлпулу 17 сехетре Шупашкар хула администрацийӗнче пуҫланать. Форум тӗллевӗ пирки Чӑваш наци конгресӗн пресс-служби ҫапларах ӑнлантарнӑ: «xaмӑp республикӑна экономика, наука тата культура тӗлӗшӗнчен лайӑхрах аталантарас, ҫӗpшывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче пурӑнакан ӗҫлӗ чӑвашсемпе тачӑ ҫыхӑнса, пӗp-пӗрне пулӑшса ӗҫлес тӗллевпе ирттереҫҫӗ». Кунсӑр пуҫне «ку ҫыхӑну Чӑваш наци конгресӗн шайне ӳстерме, хамӑрӑн культурӑпа йӑла-йӗркене анлӑрах аталантарма» май пapасса шанаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Иртнӗ эрнере Чӑваш Енре тӗлӗнмелле чӗрчуна тупнӑ. Мӗншӗн тӗлӗнмелле-ха? Ара, унашкаллине пирӗн республикӑра кашни кун кураймӑн та. Вӑрманта хир качаки путекне тупнӑ. Иртнӗ эрнере Шупашкар ҫыннисем хурӑн ҫырли пуҫтармашкӑн Муркаш районӗнчи вӑрмана кайнӑ. Ӑнсӑртран вӗсем путеке, амӑшӗсӗр, юлнӑскере, асӑрханӑ. Ҫӗртме уйӑхӗн 17-мӗшӗнче ирхине вӗсем кун пирки Госохотрыбслужбӑна пӗлтернӗ. Ведомство инспекторӗсем вӑрмана ҫитсе чӗрчуна тупнӑ. Специалистсем пӗр вӑхӑт чӗрчуна сӑнанӑ. Анчах унӑн амӑшӗ каялла таврӑнман. Ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗнче хир качаки путекки выҫса кайнӑ, нӑйкӑшма тытӑннӑ, вӑйсӑрланнӑ. Амӑшӗ ун патне таврӑнманран инспекторсем чӗрчуна Шупашкарти А.Г.Николаев ячӗллӗ паркри зоокӗтесе пама шутланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре йӗрке хуралҫисем пӗр арҫынна шыраҫҫӗ. Ахальтен мар. Вӑл йывӑр преступлени тума пултарнӑ тесе шутлаҫҫӗ. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав арҫын йывӑр преступление Улатӑр хулинче тума пултарнӑ. Сӑнӳкерчӗкри арҫын 40-45 ҫулсенчи пек курӑнать, вӑтам пӳ-силлӗ, ҫӳҫӗ ҫырӑ. Вӑл хӗвелрен хӳтӗлекен куҫлӑх тӑхӑнса ҫӳреме пултарать. Ведомство ҫав арҫын ӑҫта пулнине пӗлтерекене укҫан хавхалантарма шантарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑвашстат сайтӗнчи сӑн Чӑвашстат кӗнеке кӑларнӑ. Вӑл икӗ пайран тӑрать, унта Чӑвашстатӑн ӗҫченӗсем Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче мӗнле ӗҫленине ҫутатнӑ. Ведомство ҫак кӗнекене Ҫӗнтерӳ 70 ҫул тултарнине халалланӑ. Кӗнеке «Чӑваш Ен статистики — Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче» ятлӑ. Вӑл кун ҫути курни пирки ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пӗлтернӗ. Кӗнекен иккӗмӗш пайӗнче Чӑваш Республикин вӑрҫӑчченхи, ун вӑхӑтӗнчи тата хыҫҫӑнхи экономикӑна тата социаллӑ тытӑма ҫутатнӑ. Документаллӑ материалсене официаллӑ статистика пуххисене, патшалӑх архивӗнчи документсене тӗпе хурса хатӗрленӗ. Кӗнекере ӳкерчӗксем нумай. Сӑнӳкерчӗксене Чӑвашстат ӗҫченӗсен архивӗнчен илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Пуштӑ конкуренци ҫинчен калакан саккуна пӑсать тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ун пек тӗв туни – Монополипе кӗрешекен федераци службин республикӑри управленийӗ. Монополипе кӗрешекенсем патне Йӗпреҫ районӗнче пурӑнакансенчен пӗри иртнӗ уйӑхра ҫӑхавпа тухнӑ. Вӑл вырӑнти пуштӑ филиалӗ абонент ешчӗкне тытса тӑнишӗн ытлашши хаклӑ ыйтать тесе кӑмӑлсӑрланнӑ. Ку вӑл Конкуренцие хӳтӗлесси ҫинчен калкан саккунӑн 10-мӗш статйин 1-мӗш пайне пӑсни пулать тесе шухӑшланипе монополипе кӗрешекенсем филиал тӗлӗшпе суда тавӑҫпа тухнӑ. Ӗҫе ҫитес уйӑхӑн 8-мӗшӗнче пӑхса тухмалла. Маларах ҫӗршывӑн Ҫыхӑну министерстви «Раҫҫей Пуштине» пуштӑ ешчӗкӗсемпе усӑ курма ирӗк панӑ, ыттисене абонентсенчен ҫыру ҫыртарса ирӗк илме хушнӑ. Анчах ҫакӑ пуштӑ ешчӗкӗ «Раҫҫей пуштин» харпӑрлӑхӗ шутланмасть. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Федерацин суд приставӗсен Чӑваш Енри управленийӗнче чи лайӑх суд приставӗсене палӑртнӑ. Конкурс тӑватӑ енпе иртнӗ: «Чи лайӑх суд приставӗ-исполнителӗ», «Шырав ирттерекен чи лайӑх суд приставӗ-исполнителӗ», «Судра ҫирӗплетнӗ йӗркене тытса тӑракан чи лайӑх суд приставӗ-исполнителӗ», «Чи лайӑх дознаватель». Конкурса хутшӑнакансене 2014 ҫул кӑтартӑвӗ тӑрӑх хакланӑ. Вӗсен ҫулталӑкран кая мар ӗҫ стажӗ кирлӗ пулнӑ. Дисциплина тӗлӗшӗнчен явап тыттарнисен те конкурса хутшӑнма май килмен. Шупашкар хулинчи Мускав районӗнчи суд приставӗсен пайӗн приставӗ Александр Герасимов «Чи лайӑх суд приставӗ-исполнителӗ» ята тивӗҫнӗ. Улатӑрти Александр Балкаев — «Шырав ирттерекен чи лайӑх суд приставӗ-исполнителӗ», Комсомольскинчи Владимир Калашников — «Судра ҫирӗплетнӗ йӗркене тытса тӑракан чи лайӑх суд приставӗ-исполнителӗ», Улатӑрти Станислав Абаренов — «Чи лайӑх дознаватель». Ҫӗнтерӳҫӗсен Кировра иртекен ҫавӑн евӗр конкурсра Атӑлҫи федераци округра мала тухассишӗн ӑмӑртма тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енӗн Обществи палати 21 ҫынтан тӑрать. Вӗсенчен ҫиччӗшне Чӑваш Ен Элтеперӗ палӑртать, тепӗр ҫиччӗшне — Патшалӑх Канашӗ, юлнӑ ҫичӗ кандидата халӑх пӗрлешӗвӗсен тата коммерци мар организацисен пайташӗсене маларах асӑннӑ 14 ҫын суйласа илет. Ҫӗртмен 18-мӗшӗнче палатӑна Элтепер тата парламент суйланӑ пайташсен пухӑвӗ иртнӗ, вӑрттӑн сасӑлав ирттерсе вӗсем йыша тепӗр ҫичӗ ҫынна кӗртнӗ. Ҫапла вара халӑх пӗрлешӗвӗсен тата коммерци мар организацисен йышӗнчен Палатӑна «Аталану» регион аталанӑвӗн фондӗнчен Евгений Бондарев, Чӑваш Енӗн Фитнес-аэробика федерацийӗнчен Оксана Вербина, Православи чиркӗвӗн Шупашкарпа Чӑваш Ен Епархийӗнчен Николай Иванов, Православи чиркӗвӗн Улатӑр Епархийӗнчен Александр Коротин, «Чыслӑх пур» ҫарпа патриот центрӗнчен Николай Плотников, «Чӑвашрессовпроф» профсоюз организацийӗнчен Валентина Рыбкина, Канашри тутарсен наципе культура пӗрлешӗвӗнчен Мансур Хайбуллов лекнӗ. Чӑваш Ен Элтеперӗ суйланӑ пайташсем ҫаксем: Александр Дельман, Анатолий Князев, Светлана Лясина, Николай Паштаев, Алексей Судленков, Михаил Федотов, Олег Широков. ЧР Патшалӑх Канашӗ ҫирӗплетнисем: Ирина Булыгина, Никита Бурашников, Татьяна Ефимова, Альбина Новикова, Зинаида Паршагина, Анатолий Пукки, Нина Семедова-Полупан. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Литература тата ӳнер енӗпе Чӑваш Енӗн Патшалӑх премине Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн пуҫлӑхне Юрий Исаева тата И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн вырӑс тата ют ҫӗршыв кафедрин ертӳҫине Юрий Артемьева парас тенӗ. Кун пек йышӑнӑва Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев ӗнер кӑларнӑ. Хисепе Юрий Исаев виҫӗ монографирен тӑракан ӗҫшӗн тивӗҫнӗ. Вӗсем пурте — ӳсентӑран терминологине халалланӑскерсем: «Словообразовательный и семантический анализ флористической терминологии языков различных систем», «Флористическая терминология в языках Туранского союза», «Фитонимический концептуарий как словарь нового типа». Юрий Артемьева вара «Чӑваш Енӗн чаплӑ ҫыннисем» ярӑмпа «Константин Иванов: жизнь, судьба, бессмертие» кӗнеке кӑларнишӗн лауреат ятне парас тенӗ. Естествӑлла тата техника ӑслӑлӑхӗ енӗпе патшалӑх премине тивӗҫлӗ кандидастем тупӑнман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() 2014 ҫулхи кӑтартусене шута илсе ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев ҫамрӑксен патшалӑх премийӗ пирки хушӑва алӑ пуснӑ. Камсем ӑна тивӗҫнӗ-ха? Ӑслӑлӑх, техника тата производство тытӑмӗнче «ЧЕТРА — промышленноҫ ураписем» АУО менеджерне Александр Вячеславович Егорова панӑ. Вӗренӳ, воспитани, ҫамрӑксен политикин тытӑмӗнче Шупашкарти механикӑпа технологи техникумӗн преподавательне Андрей Витальевич Андрейчука пама йышӑннӑ. Литература, культура тата ӳнер тытӑмӗнче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн ертсе пыракан мастерне, балет артистне Анастасия Станиславовна Абрамовӑна панӑ. Журналистика тытӑмӗнче «Хыпар» Издательство ҫурчӗн «Ҫамрӑксен хаҫачӗн» редакторне Дмитрий Андреевич Моисеева пама йышӑннӑ. Сывлӑх сыхлавӗн тытӑмӗнче Травматологи, ортопеди тата эндопротезировани федераци центрӗн методист тухтӑрне Алёна Владиславовна Орловӑна пама йышӑннӑ. Тавралӑха сыхлас тытӑмра премие «Карӑш» экологипе биологи центрӗн педагогӗ Евгений Аркадьевич Синичкин тивӗҫнӗ. Вӑй-хал культурин тытӑмӗнче Олимп резервӗсен ачасемпе ҫамрӑксен 2-мӗш ятарлӑ спорт шкулӗн тренер преподавательне Никита Валерьевич Васильева панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |