Республикӑра
Ҫитес ҫул Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 70 ҫул ҫитет. Ҫӗршыв сумлӑ ҫак уява паллӑ тума хатӗрленет. Улатӑр хулинче те тӗрлӗ мероприяти ирттерме палӑртнӑ. Унта тыл ӗҫченӗсене тата вӑрҫӑ ачисене халалласа палӑк лартасшӑн. Улатӑр нимӗҫсене ҫӗнтерессишӗн нумай тӑрӑшнӑ. Унти госпитальте пин-пин салтак, офицер сипленсе каллех фашиста хирӗҫ тӑнӑ. Хулари предприятисем фронта ҫар хатӗрӗсемпе тивӗҫтернӗ. Улатӑрта эвакуациленӗ производствӑсем вырнаҫнӑ. Ҫитес вӑхӑтра палӑка ӑҫта лартасси пирки тата унӑн проекчӗ ҫинчен шухӑшлӗҫ. Тен, ӑна «ВЛКСМ: 30 ҫул» паркра Совет Союзӗн Паттӑрӗсен М.П.Боронинӑн е В.Ф.Ветвинскин скверӗнче вырнаҫтарӗҫ. Мэри халӑх сӗнӗвне те шута илӗ. Ҫак ыйтупа 8(83531) 2-03-39 телефонпа шӑнкӑравласа пӗлме пулать. Палӑка халӑх укҫипе лартасшӑн. Ҫапла майпа Ҫӗнтерӗве ҫывхартнисене сума сӑваҫҫӗ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Ӗнер Чӑваш Ене ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин килсе ҫитнӗ. Паян вӑл Шупашкарта Физкультурӑпа спорта аталантарассипе ӗҫлекен канаш ларӑвне ертсе пынӑ. Унччен вӑл Пӗтӗм тӗнчери спорт канашлӑвне хутшӑннӑ. Унта спорт резервне хатӗрлессине, ӗҫе тата хӳтӗленӗве хатӗр комплекса чӗртсе тӑратассине, Раҫҫейре ирттермелли пысӑк спорт мероприятийӗсене сӳтсе явнӑ. Форума хамӑр ҫӗршыври тата чикӗ леш енчи 20 ҫӗршыври 2 пин ытла специалист ҫитнӗ. Унсӑр пуҫне Владимир Путин Олимп резервӗллӗ ача-пӑчапа ҫамрӑксен спорт шкулӗне ҫитнӗ, 2014 ҫулта ҫамрӑксен ҫуллахи Олимп вӑййисене хутшӑннӑ Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командипе тӗл пулнӑ. Сӑнсем (5) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Улатӑр тӑрӑхӗнче тӗрмерен тухакансем валли ӗҫ вырӑнӗ тупса парассипе ҫине тӑнине пӗлтереҫҫӗ. Асӑннӑ хулапа районта вырнаҫнӑ айӑплава пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлекен организацисем тата вырӑнти ӗҫлӗх центрӗ пӗрле пулнипе малараха сене ӗҫе ятарлӑ палнпах пурнӑҫласа пырать-мӗн. Сӑмах май, вӑл тӑрӑхра икӗ тӗрме, юсанмалли 2-мӗш номерлӗ колони тата 8-мӗш номерлӗ колони-поселени. Кӑҫалхи сакӑр уйӑхра 2-мӗш колонире «Шанчӑк» ятпа консультаципе информаци кунӗсем тӑватӑ хутчен ирттернӗ. Унта 187 хӗрарӑм хутшӑннӑ. Колони-поселенире айӑплава ирттерекенсем валли ун йышшине виҫӗ хут йӗркеленӗ тата пӗр хут — ваканси ярмӑркки. Колони-поселенире ирттернӗ мероприятисене 155 ҫын хутшӑннӑ. Кун пеккисем тӗрмерен тухакансене пурнӑҫри хӑйсен вырӑнне тупма пулӑшас тӗллевли паллӑ ӗнтӗ. Ӗҫлӗх центрӗ урлӑ вӗренсе професси алла илме май пуррине те вӗсене ӑнлантарса параҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
10 ача ашшӗ Шупашкар районӗнчи Ҫӑкалӑхялӗнче пурӑнакан Александр Геннадьевичпа Любовь Александровна Александровсен ҫемйинче 10-мӗш ача кун ҫути курнӑ. Авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче ҫуралнӑ ачана Ҫӗнӗ Шупашкар администрацийӗн ЗАГС пайӗнче шута илнӗ. Ашшӗ-амӑшӗ хӗрачана Изабелла ят панӑ. Александровсен унччен ҫичӗ хӗрпе 2 ывӑл ӳснӗ. Александрпа Любовь ачисене сайра тӗл пулакан ятсем хураҫҫӗ: Авенир, Арсентий, Диана, Джуана, Анжелика, Вероника, Дарина, Эвелина, Лиана. Сӑмах май, 2014 ҫулхи 9 уйӑхра 180 ҫемьере виҫӗ тата унран ытларах ача кун ҫути курнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн РФКП фракцийӗн ертӳҫи Дмитрий Евсеев Петров урамӗнчи 9-мӗш ҫуртра пурӑннӑ ҫынсем ыйтнипе РФ Президентне Владимир Путина телеграмма янӑ. Дмитрий Евсеев унта авариллӗ ҫуртра пурӑннӑ ҫынсемпе тӗлпулу ирттерме, вӗсене ҫурт уйӑрса парас ыйтӑва уҫӑмлатма ыйтнӑ. Телеграммӑра пӗлтернӗ тӑрӑх, юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче авариллӗ ҫуртри ҫынсем митинг ирттернӗ. Вӗсем ҫурта аркатма тытӑннӑ хыҫҫӑн йывӑрлӑхра-мӗн. Вӗсем Владимир Путин юпа уйӑхӗнче Шупашкара килнӗ май тӗлпулу ирттерме ыйтнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Хӑлтӑр-халтӑр ҫурт Элӗк районӗнче тӑлӑх хӗре пурӑнма юрӑхсӑр ҫурт уйӑрса панӑ. Ҫакна унчченхи ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ тунӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Саккуна пӑснине оперативниксем тупса палӑртнӑ. Ҫакӑ паллӑ: ача ҫуртӗнче пурӑннӑ хӗре 2010 ҫулта чӳречесӗр, ӑшӑсӑр тата электричествӑсӑр ҫурт уйӑрса панӑ. Ӑна икӗ ҫул каялла ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ хӑй туяннӑ-мӗн. Йӗрке хуралҫисем ҫав ҫурт тӗлӗшпе чиновник документсем хатӗрлесе ҫурт-йӗр фончӗн объекчӗ евӗр тунине палӑртнӑ. Анчах вӑл пурӑнма юрӑхсӑр. Документра палӑртнӑ тӑрӑх, ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ. Ӑна 280 пин тенкӗ туяннӑ (кун чухлӗ 2008 ҫулта ҫӑмӑллӑхпа усӑ куракансем валли уйӑрнӑ). Анчах асӑннӑ ҫурт 100 пин тенкӗрен ытларах тӑмастех. Халӗ ку ӗҫе тӗпчеҫҫӗ. Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Александр Мокрушин Юпан 1-мӗшӗнче призыв пуҫланнӑ. Кӑҫал унчченхи пекех 12 уйӑх хӗсметре тӑрӗҫ. Анчах, ЧР Ҫар комиссариачӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи призывниксен уйрӑмлӑхсем те пур. Республикӑн ҫар комиссарӗ Александр Мокрушин полковник каланӑ тӑрӑх, аслӑ пӗлӳллӗ яшсем ахаль призыва суйлама е контракт мелӗпе кайма пултараҫҫӗ. Иккӗмӗш мелпе 2 ҫул хӗсметре тӑмалла. Контракт мелӗ кӑшт уйрӑлса тӑрать. Ӑна пухмалли пункт Шупашкарти Пирогов урамӗнчи 10-мӗш А ҫуртра вырнаҫнӑ. Унта йӑлтах ӑнлантарса параҫҫӗ. Кӑҫалтан республикӑри аслӑ шкулсенче ҫар кафедринче ҫар ӗҫне вӗрентме тытӑнӗҫ. Ку Чӑваш Енре темиҫе ҫул пулман, ҫавӑнпа тепӗр ҫӗнӗлӗх кунти яшсене пырса тивмест. Аслӑ шкулта ҫар кафедринче хатӗрленнӗ яшсем ятарлӑ сбора лекме пултараҫҫӗ. Виҫӗ уйӑхран вӗсем экзамен тытаҫҫӗ. Ӑнӑҫлӑ тытсан вӗсене саппаса яраҫҫӗ. Пӗр сӑмахпа — ҫар билечӗ илеҫҫӗ те салтака каймаҫҫӗ. Кӑҫал ҫара Чӑваш Енрен 1204 каччӑ кайӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
«Раҫҫей — спорт ҫӗршывӗ» канашлу пуҫланнӑ кун, юпан 9-мӗшӗнче, спортсменсен парачӗ иртӗ. Ӑна 1980 ҫулхи ҫуллахи Олимпиадӑн палли Упа ертсе пырӗ. Унпа пӗрлех Кӑвакал (2008 ҫулта хӑвӑрт утас енӗпе иртнӗ тӗнче Кубокӗн палли) тата Ҫӑлтӑр (2015 ҫулта ҫӑмӑл атлетика енӗпе иртекен Европа чемпионачӗн палли) пулӗҫ. Спортсменсен парадне спорт федерацийӗсем, спорт шкулӗсен ушкӑнӗсем, паллӑ спортсменсем, хула предприятийӗсем хутшӑнӗҫ. Аса илтерер: ҫак кун, Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов каланӑ тӑрӑх, ҫӑлтӑрпа хускану тӑвӗҫ. Ӑна паллӑ спорт комментаторӗ Дмитрий Губерниев ертсе пырӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Ӗнер Йӗпреҫри Патшалӑх ветеринари службин районти станцине ятарлӑ автомобиль пырса ҫитнӗ. Ятарлӑ техника дезинфекци валли иккен. Автомобиле илнишӗн вырӑнтисем хавасланни куҫкӗрет — ҫак пулӑма вӗсем пӗлтерӗшлӗ евӗр хыпарлаҫҫӗ. Автомашинӑна «Чӑваш Республикинче ветеринарие аталантарасси ҫинчен» ҫумпрограммӑпа килӗшӳллӗн уйӑрнӑ укҫапа туянма май килнӗ иккен. Ветстанцин пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлаканӗ Эдурал Алыков каланӑ тӑрӑх, профилактика тата эпизоотилле ӗҫ-хӗле хирӗҫ пурнӑҫланӑ чух дезинфекципе дезинсекци те тума тивет. Ӗҫ калӑпӑшӗ пӗчӗк маррине кура ҫӗнӗ машина самай ҫӑмӑллӑх кӳмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Патӑрьел районӗнче Чӑваш Ишекӗнче ҫуралнӑ Николай Васильев отставкӑри полковникпа тӗл пулнӑ. Хисеплӗ ентешӗпе район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Глухов паян курнӑҫнӑ. Николай Васильев тӑван тӑрӑхӗнчи вӑтам шкула вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн Калининградри аслӑ ҫар училищине вӗренме кӗнӗ. Ҫӗршывӑн Хӗҫ-пӑшаллӑ ҫарӗнче вӑл чӗрӗк ӗмӗре яхӑн хӗсметре тӑнӑ. Ҫулсерен вӑл тӑван тӑрӑхне таврӑнать иккен, ӳсекен ӑрупа тӗл пулать. Унӑн каласа памалли нумай. Афганистанра, Кавказра пулнӑ. Хисеплӗ сапер шутланать, Калининград облаҫӗн хисеплӗ ветеранӗ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗпе калаҫнӑ май ӗнерхи сапер тӑван тӑрӑх хитреленсе пынине палӑртнӑ. Унсӑр пуҫне полковник тӑван шкулта пулнӑ, аслӑ класра вӗренекенсемпе харсӑрлӑх урокӗ ирттернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |