Республикӑра
![]() Владислав Смирнов тунӑ сӑнсем Шупашкар районӗнче те халӑх ҫуракине вӗҫленӗ ятпа Акатуя пухӑннӑ. Кӑҫал вӑл Кӗҫӗн Сӗнтӗр ялӗнче иртнӗ. Район ҫыннисем тата хӑнисем спортӑн тӗрлӗ тӗсӗнче вӑй виҫнӗ, апат-ҫимӗҫпе хӑналаннӑ, ташланӑ, юрланӑ. Пысӑках мар уҫланкӑра йывӑҫ хула йӗркеленӗ. Акатуй ҫӗртмен 13-мӗшӗнче иртнӗ. Унта Шупашкар районӗн хисеплӗ ҫынни, ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев та ҫитнӗ. Михаил Васильевич тухса калаҫнӑ май халӑхӑн ҫитӗнӗвӗсем ҫинче чарӑнса тӑнӑ. Районти чи лайӑх ӗҫченсене патшалӑх наградисемпе чысланӑ. Уявра парашют спорчӗпе ӑмӑртнӑ, кӗрешӳҫӗсем тупӑшнӑ. Сӑнсем (16) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче каҫхи 7 сехет ҫурӑра ҪҪХПИ ӗҫченӗсем Chevrolet Niva урапана чарнӑ. Водитель ахаль ҫул ҫинчен тӗп ҫул ҫине тухма хӑтланнӑ ун чухне. Руль умӗнчи арҫын права вырӑнне удостоверени кӑтартнӑ-мӗн. Правана манса хӑварнӑ имӗш. Удостоверени вара Комсомольски район администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулнине ӗнентерет. Михаил Афанасьев эрех ӗҫнине пытарман. Хӑй тӗрлӗ ертӳлӗх патне шӑнкӑравласа ҫитме хӑтланнӑ. Унтан освидетельствовани тухма хирӗҫ пулнӑ. Хӑй каланӑ тӑрӑх, унӑн ялне ҫити 3 ҫухрӑм ҫеҫ каймалла пулнӑ. ҪҪХПИ ӗҫченӗсем вара административлӑ 3 материал ҫырнӑ: руль умне документсӑр ларнӑшӑн, путевкӑсӑр ҫӳренӗшӗн (урапа район администрацийӗн шутланать) тата освидетельствовани тухма хирӗҫленӗшӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре 3 миллионран хаклӑ урапасем пурӗ 219 иккен. Кун пирки Федерацин налук службин республикӑри управленийӗнче пӗлтернӗ. Икӗ ҫыннӑн машини 10 миллион тенкӗрен хаклӑ-мӗн. Вӗсен хуҫисем уйрӑм ҫынсем тесе палӑртнӑ. 15 миллионтан хаклӑ машинӑсем Чӑвашра ҫук-мӗн. Урапашӑн транспорт налукӗ тӳлемелле те, 3 миллион ытла тенкӗ тӑраканнисемшӗн вӗсен хуҫисен пурӗ 10 миллиона яхӑн кӑларса хума тивет. Ҫитменнине, хаклӑ машинӑсене урӑх тарифпа, хаклӑраххипе, тӳлеттереҫҫӗ. Аса илтеретпӗр, вӗсене нумаях пулмасть «пысӑк пуянлӑх» йышне кӗртрӗҫ. Ку вӑл — федераци шайӗнче йышӑннӑ саккунпа килӗшӳллӗн. Сӑмах май каласан, урапасен хакӗ хӑпарнӑран та «пысӑк пуянлӑхрисен» йышне ытларах машина лекнӗ тесе шухӑшлакансем пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкарти 1-мӗш клиника пульницинче ыркӑмӑллӑх акцийӗ малалла пырать. Вӑл «Кӗнеке — ял ачисене» ятлӑ. Ӑна ЧР Наци вулавӑшӗ Литература ҫулталӑкне халалласа йӗркеленӗ. ЧР Сывлӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, акцие ял вулавӑшӗсенчи фондсене пуянлатас, халӑха, уйрӑмах ачасене, кӗнеке вулама илӗртес тӗллевпе йӗркеленӗ. Акцие 1-мӗш клиника пульницин чылай ӗҫченӗ хутшӑннӑ. Нумаях пулмасть ҫамрӑк вулакансем валли пӗр пациентка нумай кӗнеке йӑтса килнӗ. Вӗсем ҫӗнех мар, анчах усӑ курма юрӑхлӑ. Пульница ӗҫченӗсем аслӑрах вулакансем валли илемлӗ литература нумай пухнӑ. Вӗсене Ҫӗрпӳ районӗнчи Михайловка вулавӑшне илсе кайӗҫ. Акцие кирек кам та хутшӑнма пултарать. Вӑл раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗччен пырӗ. Ыйтса пӗлмелли телефон: 23-56-11. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Вӑтам професси пӗлӗвӗ паракан учрежденисем хальхи вӑхӑтра педагогсем ҫулланса пынипе палӑраҫҫӗ иккен. Ватӑлмасӑр никам та пурӑнманни паллӑ-ха ӗнтӗ. Анчах кунта сӑмахӗ маларах каланӑ учрежденисенче аслӑ ҫулсенчи педагогсем кӑна юлни пирки пырать. Ӗҫлӗх вӗрентӗвӗн ӑстисем уйрӑмах ҫитмеҫҫӗ иккен. Кӑҫалхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ тӗлне техникумсемпе колледжсенче ун пек ӑстасем 291-ӑн ӗҫленӗ. Вӗсенчен 20 проценчӗ — 55 ҫултан иртнисем. 3 ҫултан пӗчӗкрех ӗҫ стажӗллисен йышӗ 12,4 процент кӑна иккен. Техникумсемпе колледжсенчи пӗтӗмӗшле вӗренӳ дисциплинисене ӑша хывтаракансене шкулти вӗрентекенсен тата педагогика енӗпе аслӑ шкулсем пӗтернисен шучӗпе шайлаштарма тивет пулсан, практика пӗлӗвне паракансене тупасси йывӑр иккен. Регионӑн экономикине професси кадрӗсемпе тивӗҫтерес тесен ку тытӑма ҫамрӑк специалистсем кирли куҫкӗрет. Ҫакна шута илсе Чӑваш Ен Элтеперӗ нумаях пулмасть ятарлӑ хушу кӑларнӑ. Унта вӑл професси пӗлӗвӗ паракан патшалӑх организацийӗсенче вӗренекен пултаруллӑ ҫамрӑксене, пурӗ 10 ҫынна, 10-шар пин тенкӗ уйӑрма йышӑннӑ. Ӑна тивӗҫнисен кайран професси пӗлӗвӗ паракан организацисене ӗҫе вырнаҫмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 70-мӗшӗнче, Патӑрьел районӗнчи Тутар Сӑкӑт ялӗнче Сапантуя паллӑ тунӑ. Унта ҫӗр ӗҫченӗсене саламламашкӑн район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Глухов та ҫитнӗ. Тутар Сӑкӑт ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Нагим Хасянов ентешӗсене ҫураки вӗҫленнӗ ятпа саламланӑ. Уяв Коранри аятсене вуланинчен пуҫланнӑ. Унтан ял тӑрӑхӗнчи чи маттур та хастар ҫынсене Хисеп грамотисемпе, парнесемпе чысланӑ. Уява малалла Тутарстан Республикинчи паллӑ артистсем тӑснӑ. Вӗсемпе танах вырӑнти пултаруллӑ ҫынсем те ташланӑ-юрланӑ. Чи вӑйлисем спорт ӑмартӑвӗсенче вӑй виҫнӗ. Ҫав кун Тутар Сӑкӑт ялӗ хаваслӑхпа тулса кӗрленӗ. Пурте лайӑх тыр-пул пуласса шанса савӑннӑ. Сӑнсем (78) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗртмен 6-мӗшӗнче Элӗк районӗнче Акатуй иртнӗ. Элӗксене ҫурхи ӗҫсене вӗҫленӗ ятпа саламламашкӑн тӗрлӗ тӳре-шара ҫитнӗ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Куликов ҫуракине пӗтӗмлетнӗ. Малашне те ҫанӑ тавӑрса ӗҫлеме ӑнӑҫусем суннӑ. «Раҫҫейри ял хуҫалӑх центрӗнче» ӗҫлекен Людмила Андреевӑна, «Новый путь» ЯХПКн тӗп бухгалтерне Алевтина Егоровӑна тата механизаторне Станислав Филиппова, Ульянов ячӗллӗ ЯХПК механизаторне Константин Порфирьева, район администрацийӗн ял хуҫалӑхӗпе экологи пайӗн пуҫлӑхне Анатолий Прохорова РФ Ял хуҫалӑх министерствин Хисеп грамотипе чысланӑ. «Новый путь» ЯХПКн водительне Валерий Васильева, машинист трактористне Николай Кузьмина, монтаж ӗҫӗсен мастерне Виталий Орлова, тӗп экономистне Светлана Андреевӑна ведомствӑн тав хучӗпе чысланӑ. Маттуррисене чысланӑ хыҫҫӑн концерт пуҫланнӑ. Унтах алӗҫ куравӗсем ӗҫленӗ. Уявра пурте чӑваш наци апатне тутанма пултарнӑ. Спорт лапамӗнче волейбол, бокс, шахмат, кире пуканне йӑтас енӗпе ӑмӑртусем иртнӗ. Сӑнсем (98) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Росреестрӑн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Тӑван ҫӗршывӑн вӑрҫин ветеранӗсен ыйтӑвӗсене кӗске вӑхӑтрах пӑхса тухӗҫ. Патшалӑх кадастр утчетне тӑратма ыйтса ҫырнисене пӑхса тухассине 3 кунта ӗлкӗрме шантараҫҫӗ. Куҫман пурлӑхӑн патшалӑх кадастрӗнчи хыпара пӗлес текенсен ыйтӑвне 1 кунтах тивӗҫтересшӗн. Кӗскетнӗ вӑхӑтпа пӑхса тухас ыйту ҫулталӑк вӗҫленичченех, кӑҫалхи раштавӑш 31-мӗшӗччен, пымалла. Росреестр ӗҫченӗсем вӑрҫӑ ветеранӗсем патне киле ҫитсе пулӑшассине те малалла тӑсаҫҫӗ. Чӗнсе илес тесен 8(8352) 45-25-17, 43-96-64 номерпе шӑнкӑравламалла та икӗ еншӗн те меллӗ вӑхӑт пирки калаҫса татӑлмалла. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗ пулнине ӗнентерме специалистсем удостоверени ыйтӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Паян Шупашкарта «Раҫҫей саккунӗсен кӑлтӑкӗ» ятпа VIII Пӗтӗм тӗнчери ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ иртнӗ. Ӑна В.Н. Кудрявцев академика асӑнса йӗркеленӗ. Мероприяти Шупашкарти кооператив институтӗнче пулнӑ. Унта кӑҫалхипе иккӗмӗш хут пуҫтарӑннӑ. Конференцире Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та тухса калаҫнӑ. Мероприятие вӑл истори тӗлӗшӗнчен пӗлтерӗшлӗ пулӑм тесе хакланӑ. Юристсем хушшинче тавлашусем яланах сиксе тухнине палӑртнӑ май Михаил Игнатьев паян Раҫҫей — пасар экономикиллӗ право патшалӑхӗ иккенне, мӗнпур регион хӑйсен саккунне, нормативпа право хучӗсене федерациннипе килӗшӳллӗн йӗркеленине асӑнса хӑварнӑ. «Ку вӑл питӗ пӗлтерӗшлӗ», — тенӗ М. Игнатьев. Унтан вӑл Шупашкарти конференци Раҫҫей ырлӑхӗшӗн усӑ курмалли саккунсене йӗркелеме пулӑшакан сӗнӳсем ҫуратасса шаннине пӗлтернӗ. Сӑнсем (22) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Кун пек дипломсем, анчах 2014 ҫулхисем, хальхи ҫӗнтерӳҫӗсене те тивӗҫӗҫ Раҫҫейӗн Пенси фончӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗнчен пӗлтернӗ тӑрӑх, «2014 ҫулхи чи лайӑх страхователь» пӗтӗм Раҫҫейри конкурса пӗтӗмлетнӗ. Унта Чӑваш Енри 17,5 пин организаципе ҫынсене тара тытса ӗҫлеттерекен усламҫӑ куҫӑнсӑр майпа хутшӑннӑ. Чи лайӑххисене палӑртнӑ чух пенси тата медицина страхованийӗ валли укҫа епле куҫарса пынине, отчета хальхи технологисемпе тӑратнине, вӑл е ку организаципе усламҫӑ пирки ҫынсем ҫӑхавланипе ҫӑхавламаннине, ӗҫ укҫи регионта пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫепе килӗшсе тӑнипе тӑманнине тата ытти хӑш-пӗр саманта шута илнӗ. «500 ҫынтан ытла ҫынлӑ страхователь» ушкӑнра Шупашкарти «Керамика» общество, Шупашкарти строительство материалӗсен савучӗ, Шупашкарти 2-мӗш номерлӗ ҫӑкӑр савучӗ тата кану вӑхӑтӗнче тӑхӑнмалли ҫи-пуҫ кӑларакан «ХСН» общество ҫӗнтернӗ. «100 ҫынтан пуҫласа 500 ҫын таран ӗҫлекен страхователь» ушкӑнра Елчӗк районӗнчи «Комбайн» ял хуҫалӑх кооперативӗ, Ҫӗрпӳри 139-мӗш номерлӗ ҫул-йӗрпе эксплуатаци предприятийӗ, Тӑвай районӗнчи «Акконд-агро» фирма, Ҫӗнӗ Шупашкарти «Хӗвел» общество мала тухнӑ. «100 ҫынтан сахалтарах ҫынлӑ страхователь» ушкӑнра лайӑххисен шутне Йӗпреҫ районӗнчи «Ҫӗнтерӳшӗн» хаҫат редакцийӗ, Канашри «Северяночка» предприяти, Ҫӗмӗрлери «Юсав мастерскойӗ тата автофургон енӗпе ӗҫлекен конструктор бюровӗ» АУО, Патӑрьелти «Батыревское» АХО палӑрнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.08.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Михайлов Максим Дормидонтович, опера юрӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Эмине Йылмаз, чӑваш чӗлхине тӗпчекен турккӑ ӑсчахӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |