Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Ват ҫын — тӑват ҫын.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Илья Степанов композитор ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аксар Чунтупай 21.07.2016 22:00 | 2468 хут пӑхнӑ
Республикӑра
И.Р.Степанов композитор
И.Р.Степанов композитор

Чӑваш музыка культури пысӑк ҫухату тӳсрӗ. 76 ҫула кайса Илья Романович Степанов композитор вилсе кайрӗ.

Композитор 1941 ҫулхи кӑрлачӑн 31-мӗшӗнче Красноармейски районне кӗрекен Кушкӑ ялӗнче ҫуралнӑ. Ачаллах хӑй тӗллӗн купӑспа тата баянпа калама вӗреннӗ. Кушкӑри тата Мӑн Шетмӗри шкулсенче пӗлӳ пухнӑ. Вӑтам шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн комсомол путевкипе Магнитогорск хулинче вӑй хунӑ, электросварщик профессине алла илнӗ, «Водоканал» организацире ӗҫленӗ. Уралта 6 ҫул пурӑннӑ хыҫҫӑн Ф. Лукин композитор чӗннипе Чӑваш Ене таврӑннӑ. Ҫӗрпӳ хулинчи Культура ҫурчӗн илемлӗх ертӳҫин ӗҫне кӳлӗннӗ, хӗрсенчен хор йӗркеленӗ. Куҫӑмсӑр майпа пӗлӗвне тарӑнлатнӑ. Дипломлӑ пулса тӑрсан, Муркашри Культура ҫуртне ӗҫлеме куҫнӑ. Пилӗк ҫул тӑрӑшнӑ вӑл кунта: директор та, илемлӗх ертӳҫи те пулнӑ. Пысӑк хор чӑмӑртанӑ. Хӑйӗн ҫӗнӗ юррисене пичетленӗ. Чӑваш поэчӗсемпе — П. Ялкирпа, Ю. Сементерпе, Г. Беловпа, П. Голицинпа, В. Харитоновпа, Ю. Петров-Вирьялпа тачӑ ҫыхӑну тытнӑ. Чӑвашрадиопа, унти музыка передачисен редакторӗсемпе, хорта юрлакансемпе — А. Ильинпа, И. Христофоровпа, Т. Гурьевапа, З. Лисицинапа, О. Терентьевапа, ҫавӑн пекех З. Ананьевапа тата К. Чекушкина юрӑҫсемпе ҫыхӑнса ӗҫленӗ. Мӑн Шетмӗри вӑтам шкулта 10 ҫул хушши учительте тата библиотекарьте тимленӗ. Ун хыҫҫӑн Кушкӑри Культура ҫурчӗн илемлӗх ертӳҫинче тӑрӑшнӑ, ку хушӑрах ялти шкулти 1–7-мӗш классене юрлама вӗрентнӗ. Мӑн Шетмӗри «Хӗвелӗм» ача пахчинче те, Ямайкассинчи 8 ҫул вӗренмелли шкулта та, Карай шкулӗнче те вӑй хунӑ вӑл. “Хӗвелӗм” ача пахчин солисчӗсен сассисем те Чӑвашрадио валли ҫырӑннӑ.

Унӑн паллӑрах юррисем ҫаксем: «Шӑнкӑрав курӑкӗ», «Ҫавра сӗтел хушшинче», «Ҫул юхать, юхать», «Тавтапуҫ сана, учитель», «Юратнӑ учитель», «Пирвайхи учитель», «Ҫуралнӑ ҫӗршыв», «Савни килте пулмарӗ», «Карӑшӗсем улӑхра», «Кӗрхи юрӑ», «Савни мана каларӗ», «Эх, саврӑм каччине», «Ҫулҫине тӑкатчӗ хурӑн», «Ан тирке мана эс» тата ыттисем те. Пӗтӗмпе вара 3 пин ытла юрӑ хывнӑ, ҫав шутран 70-шӗ Чӑвашрадио фонотекинче упранать. Красноармейски районӗн Гимнне те вӑлах ҫырнӑ, сӑвви — Леонид Антоновӑн.

Пултарулӑхри пысӑк ӳсӗмсемшӗн Илья Романовича (вӑл — юрӑсен 16 кӗнеке авторӗ те) «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ят панӑ. Чӑваш халӑх ӳнер тата ӑслӑлӑх академийӗн 2016 ҫулхи кӑрлачӑн 23-мӗшӗнчи йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн И.Р.Степанов композитора юрӑ-кӗвӗ тӗнчине аталантарма пысӑк тӳпе хывнӑшӑн Ф.П.Павлов медалӗпе чысланӑ.

И.Р.Степановпа Красноармейски районӗнчи Кушкӑ ялӗнче утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнче сывпуллашаҫҫӗ.

#культура, #Красноармейски районӗ, #ҫухатусем, #Мӑн Шетмӗ, #Кушкӑ, #Муркаш, #Ҫӗрпӳ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем