Республикӑра
![]() Раштавӑн 24-мӗшӗнче Шупашкарти чукун ҫул вокзалӗнчен 46 ача Мускава ҫула тухнӑ. Паллӑ ӗнтӗ унта Ҫӗнӗ ҫул умӗн мӗн тума кайни — ёлкӑна! Кӑҫал раштавӑн 26-мӗшӗнче пулакан Президент чӑрӑшне 46 ача кайнӑ. ЧР вӗренӳ министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Светлана Петрова ачасене уявра хастартарах пулма суннӑ. Унта Раҫҫейри тӗрлӗ наци пухӑнать-ҫке-ха. Шӑпӑрлансем ҫула тухас умӗн уявран мӗн кӗтнине каласа кӑтартнӑ. Хӑшӗ-пӗри ёлкӑра юрлама ӗметленет, теприсем — ташлама. Виҫҫӗмӗшӗсем сӑвӑ калама шухӑшлаҫҫӗ. Раштавӑн 28-мӗшӗнче Чӑваш Енрен тепӗр делегаци кайӗ. Вӗсем Чулхулари чӑрӑша ҫула тухӗҫ. Унта РФ Президенчӗн Атӑлҫи федераци округӗнчи тулли праваллӑ элчи Михаил Бабич уяв ирттерӗ. Чулхулана Чӑваш Енри 30 ача кайӗ. Вӗсем — ача ҫурчӗн воспитанникӗсем, нумай ачаллӑ ҫемьерисем, вӗренӳре палӑрнисем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш наци музейӗнче «Музей тата ачасем» вӗренӳ программипе килӗшӳллӗн «Музейри шкул» проект старт илнӗ. Ҫак кунсенче Шупашкарти 49-мӗш шкул ачисем Культура тата Литература ҫулталӑкӗсене халалланӑ мероприятисене хутшӑннӑ. Ачасем Чӑваш наци музейӗнчи тата унӑн филиалӗнчи экспонатсемпе паллашнӑ. 2-мӗш класра вӗренекенсем валли «Ҫутҫанталӑкри улшӑнусем. Хӗлле» заняти ирттернӗ. Вӗсем чӗрчунсем хӗле мӗнле хатӗрленнине аса илнӗ. 5-мӗш класра вӗренекенсем Ҫар мухтавӗн музейӗнче «Салют, Ҫӗнтерӳ!» акцие старт панӑ. Акципе килӗшӳллӗн сӑвӑ вулакансен конкурсӗ иртнӗ. 8-мӗш классем «Ҫӗнӗ ҫул экспресӗпе» ҫула тухнӑ. 5 минутра вӗсем Италие, Альбиона ҫитсе курнӑ, ӑсталӑх класӗсене хутшӑннӑ. Литература музейӗнче 6-мӗш классем валли экскурси ирттернӗ. Вӗсем «Чӗрӗ театр» интерактивлӑ занятие хутшӑннӑ. 3-мӗш классем «Асанне арчинчен» занятие хутшӑннӑ. Вӗсем пуҫа тӑхӑнмалли хатӗрсемпе, чӑваш халӑх юмахӗсемпе, савӑт-сапапа паллашнӑ. «Тӗрӗ паллисем» ӑсталӑх класӗ йӗркеленӗ, ачасем хӑйсем те тӗрленӗ. Ытти классем те тӗрлӗ занятисене хутшӑнса тавракурӑмне анлӑлатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӳкӗн 17-мӗшӗнчен раштав уйӑхӗн 17-мӗшӗччен Шупашкар районӗнчи «Ҫулталӑк кӗнекине суйла» акци иртнӗ. Акцие районти пур вулавӑш та хутшӑннӑ. Вулакансене 2014 ҫулта вуланӑ чи килӗшнӗ кӗнеке ятне аса илме, уншӑн сасӑлама ыйтнӑ. Ангелина Павловская ҫырнӑ «Вӗрене шывӗ те пылак» кӗнекешӗн чи нумаййӑн сасӑланӑ. Вӑл 234 ҫынна килӗшнӗ. Вулавӑш ӗҫченӗсем каланӑ тӑрӑх, вулакансене кӗнекере ҫивӗч сюжет чӑваш хресченӗсен пурнӑҫӗнчи ҫутӑ самантсем пӗрлешни, кун пирки епле ҫырса кӑтартни килӗшнӗ. Пӗтӗмпе вулавӑша ҫӳрекенсем чӑваш, вырӑс тата ют ҫӗршыв авторӗсене 100 ытла кӗнекине палӑртнӑ. Ытларахӑшӗ М.Самарскин «Радуга для друга», М.Стедманӑн «Свет в океане», Е.Вильмонтӑн «Трепетный трепач», О.Ройӑн «Шаль», Г.Максимовӑн «Вӑхӑта парӑнман юрату», Д.Мойесӑн «До встречи с тобой», Д.Лондонӑн «Белый клык», У.Эьменьӑн «Упраймарӑм сана» кӗнекисене асӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкар районӗнчи ваттисен ҫурчӗсенче пурӑнакан кинемейсем «Ачасем валли — ӑшӑ нуски» акци ирттерме шут тытнӑ. Ахаль лариччен кӗрӗк арки йӑвала тенине шута илсе ҫулланнисенчен чылайӑшӗ ал ӗҫӗпе аппаланма кӑмӑллать. Хӗлле вӑхӑтра вӗсем хаваспах алса-нуски ҫыхаҫҫӗ. Анчах шутран ытла пӗрех тӑхӑнса пӗтереймӗн. Тӑрӑшнине сая ямаҫҫӗ ватӑсем — ал ӗҫне ыттисене парнелеҫҫӗ. Пӗлтӗр вӗсем Кӳкеҫри ятарлӑ шклу-интернат валли 26 мӑшӑр нуски ҫыхса панӑ. Нуские сурӑх ҫӑмӗнчен ҫыхнӑ. Ара, хӑш-пӗр ҫуртра сурӑх та тытаҫҫӗ-ҫке. Акцие кӑҫал та малалла тӑсас тенӗ. Кӑҫал вӗсем 51 мӑшӑр ҫыхса та хатӗрленӗ. Ҫав шутран 35-шне «Новороссинчи елка» акцие хутшӑнса Украинӑри ачасене пама йышӑннӑ. Ыттисене вӗсем Украинӑран ирӗксӗртен куҫса килниисене тата пушарта шар курнисене те панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Куславкка районӗнчи уҫӑ кӑмӑллӑ ҫынсем партисенчен пӗри йӗркеленӗ «Ачасене шӑккӑлат тӗлӗнтермӗшӗ парнеле» ыркӑмӑллӑх акцине хутшӑнаҫҫӗ. Ӑна раштавӑн 1-мӗшӗнче йӗркелнӗ те вӑл ытларикун вӗҫленӗ. Шӑккалата Украинӑран тарса килнӗ ачасене, тӑлӑх ачасене пылак ҫак ҫимӗҫпе савӑнтарасшӑн. Хальлӗхе 300 ытла шӑккӑлат пухӑннӑ. Йӗркелӳҫӗсем ӑна пухса пама килӗшнисене уйрӑммӑн тав тӑваҫҫӗ. Ӗҫ ушкӑнӗсене тата вӗсен ертӳҫисене тесе Куславккари газовиксене, унти ӗҫлӗх центрне, «Слобода» управляющи компание, Росгосстрахӑн филиалне, районти суд приставӗсене, «Авант» тулли мар яваплӑ обществӑна, район судне, вырӑнти «Ялав» район хаҫатне, Н.И. Лобачевский ячӗллӗ музей-ҫурта, районти тӗп вулавӑша, пушар хуралне, статистсене, Пенси фончӗн районти управленине, район администрацийӗн финанс тата социаллӑ хӳтлӗх пайӗсене асӑннӑ. Акцие хутшӑнма ыттисем те кая юлманнине палӑртаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Маргарита Богатырева телекӑларӑмра Раштавӑн 19-мӗшӗнче Леонид Якобовичӑн «Тӗлӗнтермӗш уйӗ» черетлӗ телекӑларӑмӗ эфира тухрӗ. Унта Чӑваш Енри ҫынсем те хӑш чухне хутшӑнаҫҫӗ. Хальхинче телекӑларӑма Йӗпреҫ поселокӗнче пурӑнакан Маргарита Богатырёва ҫитнӗ. Вӑл финала тухайман, анчах… Ентешӗмӗре хаклӑ парнепе кӗтмен ҫӗртен савӑнтарнӑ. Ку — Ҫӗнӗ ҫул умӗнхи парне. Кӑларӑмра конкурса пӗтӗмлетнӗ. «Конкурс ҫӗнтерӳҫи Чӑваш Республикинчи Йӗпреҫ поселокӗнчи Маргарита Евгеньевна Богатырёва пулӗ!» — пӗлтернӗ кӑларӑм вӗҫӗнче. Ентешӗмӗр савӑннипе куҫҫульленнӗ те. Ара, ӑна Мускавра хваттер туянмалли 5 миллионлӑх сертификат тыттарнӑ-ҫке-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре тискер тата килти чӗрчунсен хушшинче урнӑ чир сарӑлма тытӑннине пӗлтереҫҫӗ. Кунашкал тӗслӗхсем пирки сайтра та ҫырнӑччӗ. Сӗнтӗрвӑрри районӗнче ҫӳлевӗҫ ҫапкаланчӑк кушаксене тытни пирки те ҫырнӑччӗ. Ун чухне чӗрчуна ветеринари пульницине илсе кайнӑччӗ. Анчах вӑл виҫӗ кун хыҫҫӑн вилнӗ. Раштавӑн 5-мӗшӗнче ҫӳлевӗҫе ветринарсем тӗрӗслесех тӑнӑ. Раштавӑн 7-мӗшӗнче унӑн сывлӑхӗ начарланнӑ. Тепӗр кун ирхине вара ветспециалистсем ҫӳлевӗҫ виллине тупнӑ. Кӗлеткине республикӑри ветеринари лабораторине тӗрӗслеме ӑсатнӑ. Ҫӳлевӗҫ те урнӑ чирпе аптӑранипе аптӑраманни хальлӗхе паллӑ мар-ха. Хальлӗхе анализсем пулман. Сӑмах май, Чӑваш Енре ҫӳлевӗҫ йышӗ нумай мар: 9-10 пуҫ ҫеҫ. Ку тӗсе ЧР Хӗрлӗ кӗнекине кӗртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Республикӑра «Ҫӗнӗ ҫул — ҫӗнӗ ҫемьере» акци старт илнӗ. Ӑна ача ҫуртӗнче пурӑнакан тӑлӑхсене чӑн-чӑн уяв парнелес тӗллевпе йӗркеленӗ. Унпа килӗшӳллӗн, тӑлӑх ачасене Ҫӗнӗ ҫула тата каникул вӑхӑтӗнче ҫемьене илмелле. Ҫапла майпа ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑ шӑпӑрлансем чӑн-чӑн асамлӑха туйма пултарӗҫ. Акӑ Сашӑпа Вика ача ҫуртӗнче пурӑнаҫҫӗ. Нумаях пулмасть вӗсен юлташӗ пӗр ҫемьере телейне тупнӑ. Ӑна опекӑна илнӗ Владимир Федоровичпа Елена Васильевна икӗ хӗрачана каникул вӑхӑтӗнче хӑйсем патне илсе кайма кӑмӑл тунӑ. Бураковсен ҫемйинче виҫӗ тӑван ача ӳсет. Вӗсем тата ача ҫуртӗнчен икӗ шӑпӑрлана илнӗ. «Ҫӗнӗ ҫул — ҫӗнӗ ҫемьере» акци республикӑра пӗрремӗш хут иртет. Ача ҫурчӗсенче уҫӑ алӑксен кунӗ вара тӑтӑшах пулать. Ҫапла майпа ачасем ҫемье тупаҫҫӗ. Кӑҫал Шупашкарти ача ҫуртӗнчен — 11, «Малюткӑран» 12 шӑпӑрлана ҫемьесем хӑйсем патне илнӗ. Акци раштавӑн 10-мӗшӗнчен пуҫласа кӑрлачӑн 15-мӗшӗччен пырӗ. Раштавӑн 20-мӗшӗнче вара Шупашкарти ача ҫуртӗнче уҫӑ алӑксен кунӗ иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «Хыпар» Издательство ҫурчӗ районсенче «Хыпар» ИҪ кунне паллӑ тӑвассине йӑлана кӗртсе пырать. Хальхинче, раштав уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, хыпарҫӑсем Вӑрмар районне ҫитнӗ. Тӗлпулу Вӑрмарти Культура ҫуртӗнче иртнӗ. Вӑрмар район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Константин Никитин ҫырӑнтару кампанине пырса тивекен ҫивӗч ыйтусене сӳтсе явнӑ. Издательство ҫурчӗн директорӗ-тӗп редакторӗ Валери Туркай «Хыпар» хаҫатӑн тиражӗ питӗ пӗчӗк пулнине пытарман. Константин Никитин вӑрмарсем хаҫатпа пӗрле пуласса, ӑна ҫитес ҫур ҫуллӑха ҫырӑнасса пӗлтернӗ. Валери Туркай вара малашне хаҫат халӑха ҫӗнӗ терминсемпе йӑлӑхтармасса, вӑл тӗпрен улшӑнасса, ҫӗнӗ рубрикӑсем уҫӑласса шантарнӑ. «Хыпар» ҫумӗнче ытти хаҫат та тухса тӑрать. Вӗсемпе редакторсем паллаштарнӑ. Хаҫата сӳтсе явнӑ ҫӗре хастар вулакансем те хутшӑннӑ. Районти историпе таврапӗлӳ музейӗн директорӗ Василий Цыфаркин, РФ тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ тата ӗҫ ветеранӗ Николай Васильев, Вӑрмарти почтамт пуҫлӑхӗ Сергей Риманов тухса калаҫнӑ. Тӗлпулу вӗҫӗнче Культура ҫуртне пухӑннисене чӑваш эстрада артисчӗсем Алина Михайлова тата Александр Ильин савӑнтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Герб варианчӗсем Канаш хула администрацийӗ хула ҫыннисене ҫӗнӗ герб суйлама сӗнет. Икӗ вариантран пӗрне суйламалла. Пӗрремӗш герб геральдика щичӗ евӗр. Унта — хӗрес. Вӑл хулан транспорт пӗлтерӗшне кӑтартать. Канаш хулинче Чулхула — Канаш — Хусан, Канаш — Хӗрлӗ Узел, Канаш — Шупашкар чукун ҫулсем хӗресленеҫҫӗ. Герб ҫине ылтӑн эмблема ӳкернӗ. Вӑл ҫунатлӑ чукун ҫул урапи евӗр. Иккӗмӗш вариантра Канаш историне сӑнланӑ. Унти хӗрлӗ тӗс — таса пӗлӗт палли. Урапа — чукун ҫула кӑтартать, вӑл Канаш хулишӗн пӗлтерӗшлӗ. Ылтӑн — пуянлӑх, тырпул тухӑҫлӑхӗн палли. Кӗмӗл тасалӑха палӑртать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |