Республикӑра
![]() Тӑвай районӗнчи вулавӑшра кӗнеке-билигвсем пур-мӗн. Вырӑссен тата ют ҫӗршыври паллӑ классиксен кӑларӑмӗсене, икӗ чӗлхепе тухнӑскерсене, вулавӑша парнеленӗ. Тӑвайри тӗп вулавӑша кунашкал 69 кӗнеке килсе ҫитнӗ. Вулавӑш Анна Ахматовӑн вырӑсла тата итальянла тухнӑ сӑвӑсене пуххипе, Михаил Лермонтовӑн вырӑсла, пӑлхарла, венгрла, грекла, испанла, итальянла тата ытти чӗлхепе пичетланнӗ «Демон» кӗнекипе пуянланнӑ. Ҫавӑн пекех ҫӳлӗксем ҫинче Австри, Германи, Швейцари ҫыравҫисен хайлавӗсем вырӑн тупнӑ. Вӗсене Михаил Рудницкий куҫарнӑ. Икӗ чӗлхеллӗ кӗнекесене ҫӗртме уйӑхӗнчех парнеленӗ. Унпа ытларах шкулта вӗренекенсем усӑ кураҫҫӗ. Акӑлчанла ытларах вулаҫҫӗ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Вӗсемсӗр пуҫне монтажниксене, слесарьсене, электричество машинисемпе аппаратсене пухакансене, программа управлениллӗ станоксен операторӗсене. Конкурс «Промтрактор» акционерсен обществинче, Шупашкарти электроаппаратура савутӗнче тата Шупашкарти электромеханика колледжӗн ресурс центрӗсенче иртнӗ. Республика шайӗнче ун пек мероприятире юлашки вунӑ ҫулта пуҫласа ирттернӗ-мӗн. Профессире чи лайӑххисене палӑртмалли ӑмӑртӑва республикӑри 19 предприятире ӗҫлекен вуншар специалист хутшӑннӑ. Конкурса савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ чух республикӑн вӗренӳ министрӗ Владимир Иванов та пулнӑ. Вӑл ун йышши конкурссем кирлине палӑртса хӑварнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене чыслама республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев тата ытти тӳре шара пырса ҫитнӗ. Михаил Васильевич рабочи пулма кӑмӑл тӑвакан ҫамрӑксене ырласа мухтанӑ май кун пек специальноҫа илессишӗн вӗренме кӗрес текенсен конкурсӗ 1,5 хута яхӑн ӳснине пӗлтернӗ. Конкурсра чи лайӑх сварщик «Ремхимпромстрой» предприятири Алексей Трофимов тесе палӑртнӑ, станокпа ӗҫлекен чи лайӑх оператор – Шупашкарти агрегат савутӗнчи Сергей Воробьев, чи лайӑх монтажник – «ЭЛАРА» общетсвӑри Елена Иванова, чи лайӑх слесарь – Ҫӗмӗрлери ятарлӑ урапасен савучӗнчи Александр Семин, электричество машинисене тата аппаратсене чи лайӑх пухаканни – Шупашкарти электроаппаратура савутӗнчи Эльвира Васильева. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Травматологи, ортопеди тата эндопротезировани федераци центрӗнче ӗҫлекенсем Чӑваш Енпе пӗрле «Новороссине Пӗлӳ кунӗ!» Пӗтӗм Раҫҫейри акцие хутшӑнать. Асӑннӑ сиплев учрежденийӗнчи шурӑ халатлисем шкул ачисем валли 70 комплект хатӗрленӗ. Унта ручка-кӑранташ кӑна мар, канцеляри таварӗпе шкулта кирлӗ ытти хатӗр-хӗтӗр те пур. Хӑйсен ыркӑмӑллӑхне федераци центрӗн тӗп врачӗ, Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Николай Николаев ачасене ҫӗршыври тӑнӑҫ мар лару-тӑрӑва пӑхмасӑрах вӗренме май туса парас килнипе ӑнлантарнӑ. «Украинӑн кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫӗнчи хирӗҫтӑру ҫӗршер пин ачана пырса тиврӗ. Ҫуртсене, ача пахчисене, шкулсене ватса пӗтернӗ. Вӗренӳ организацийӗсенчен нумайӑшӗ ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче ачасене йышӑнаймӗ. Анчах Пӗлӳ кунне кирек мӗнле пулсан та ирттермеллех. Ун валли эпир те хамӑр енчен пулӑшма — ашшӗ-амӑшне ачисене шкула яма хатӗрлеме тӗкӗ кӳме пултаратпӑр», — тенӗ федераци центрӗн тӗп тухтӑрӗ. Акцие Николай Николаев республикӑри ытти предприяти-организаци те, Чӑваш Енре пурӑнакансем те хутшӑнасса шанать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Утӑ уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Матьшӳ ялне К.В.Иванов драма театрӗн артисчӗсем ҫитнӗ. Ку мероприятие Раҫҫейри Литература ҫулталӑкне халалланӑ вӗсем. Артистсем матьшӳсем патне А.Пӑрттан «Килех килчӗ Тур ҫырни» камитпе килнӗ. Куракансем Шупашкар артисчӗсене хапӑлласах йышӑннӑ. Артистсене сцена ҫинче лайӑх вылянӑшӑн ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ С.Л.Иванов тата ялта пурӑнакан В.С.Васильев тав сӑмахӗ каланӑ, ӗҫре ӑнӑҫу, ҫитӗнӳсем суннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енри хисепе тивӗҫ ҫемьесене «Юратушӑн тата шанчӑклӑхшӑн» орденпа наградӑласси ырӑ йӑлана кӗнӗ. Кӑҫал кӑна унпа 11 ҫемьене чысланӑ. 2010–2014 ҫулсенче унпа нумай ҫул килӗштерсе пурӑнакан 89 мӑшӑра хавхалантарнӑ. Кунсӑр пуҫне «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» орденпа чыслаҫҫӗ. Вӑл наградӑна ҫичӗ ҫемье тивӗҫнӗ, «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» орден медальне — 11 мӑшӑр. «Юратушӑн тата шанчӑклӑхшӑн» медале утӑ уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Шупашкарта савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура тыттарнӑ. Ҫак хисепе тӗп хулара пурӑнакан Красномир Афанасьевичпа Анна Николаевна Харитоновсем тивӗҫнӗ. Ҫу уйӑхӗнче кил хуҫи арӑмӗ, Анна Николаевна, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн ертӳҫи Юрий Попов патне йышӑнӑва пынӑ. Унта вӑл вӗсене, упӑшкипе иккӗшне, юратупа шанчӑклӑхшӑн медальпе наградӑлама ҫук-ши тесе кӑсӑкланнӑ. Харитоновсем пӗр ҫемьене тӗвӗленни 56 ҫул та ҫитнӗ иккен. Вӗсем «социаллӑ яваплӑ ҫемье пулнине, сывӑ пурнӑҫ йӑли-йӗркине тытнине, ҫемье институтне ҫирӗплетме тӗслӗх кӑтартнине» кура парламент спикерӗ асӑннӑ ҫемьене медальпе наградӑлас ыйтӑва пӑхса тухма Шупашкар хулин Мускав район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Андрей Петров ячӗпе ҫырма хушнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Республикӑра пӗр вӑхӑт шӑрӑх ҫанталӑк тӑнӑран тата хӑш-пӗр районта пӗр пӗрчӗ ҫумӑр та ӳкменрен ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев хӑш-пӗр тӑрӑхра инкеклӗ лару-тӑру пулни пирки хушу алӑ пуснӑччӗ. Ку Патӑрьел тата Шӑмӑршӑ районӗсене пырса тивнӗччӗ. Паян, утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Шӑмӑршӑ районӗнче инкеклӗ лару-тӑру пулнине пӑрахӑҫланӑ. Кун пирки ЧР МЧСӗн пресс-служби пӗлтерет. Аса илтерер: инкеклӗ лару-тӑрӑва утӑ уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче йышӑннӑччӗ. Ун чухнех пӗлтернӗччӗ — ӑна ятарлӑ хушусӑр та пӑрахӑҫламӗҫ. Халӗ Шӑмӑршӑ районӗнче лару-тӑру лайӑхланнӑ, ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсемпе организаци ертӳҫисене тӑкака сахаллатас тӗлӗшпе ӗҫлеме хушнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Росреестрӑн Чӑваш Енри управленийӗ хутсем йышӑнакан тата паракан «чӳречесене» хупма тытӑннӑ. Кун пек йышӑну харӑсах темиҫе района пырса тивнӗ. Куҫман пурлӑх регистрацилемелли тата ун тӗлӗшпе туса ирттерекен ытти ӗҫе тӑвас тесен Росреестрӑн Элӗк, Шупашкар, Шӑмӑршӑ, Тӑвай, Канаш, Сӗнтӗрвӑрри районӗсенчи, Ҫӗнӗ Шупашкар хулинчи уйрӑмне кайма тӑмасть, мӗншӗн тесен вӗсенче ҫак уйӑхран йышӑнма пӑрахнӑ. Шӑмӑршӑ районӗнче хутсене нумай ӗҫ тӑвакан центрта кӑна йышӑнаҫҫӗ. Шупашкарти нумай ӗҫ тӑвакан центрти икӗ офисра 13 «чӳречерен» виҫҫӗшне хупнӑ, вӗсенче халӗ пурӗ 52 «чӳрече» ӗҫлет. Вӗсем кирлӗ хутсене йышӑнаҫҫӗ те, параҫҫӗ те. Районсенчи «чӳречесене» хупни ҫынсене пулӑшу кӳрессине начарлатмалла мар тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен Росреестрта, мӗншӗн тесен хутсене Кадастр палатин офисӗсенче е нумай ӗҫ тӑвакан центрсенче те йышӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Йӗпреҫ районӗнче икӗ ҫын вӑрмана ҫырла пуҫтарма кайнӑ та ҫухалнӑ. Кун пирки ЧР ШӖМӗн Йӗпреҫ районӗнчи уйрӑмӗ хыпарланӑ. Пӑва ялӗнче пурӑнакан 43 ҫулти арҫын тата 36-ри хӗрарӑм ӗнер кӑнтӑрла вӑрмана ҫырла татма кайнӑ. Вӗсем ҫухалса кайнӑ та каялла килмелли ҫула тупайман-мӗн. ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗнер ҫухалса кайнӑскерсем хӑйсемех ҫыхӑнӑва тухнӑ. Телефон урлӑ вӗсем хӑш вырӑнта пулнине палӑртма тӑрӑшнӑ. Апла пулсан та арҫынпа хӗрарӑма часах тупайман. Шырава МЧС ӗҫченӗсем те хутшӑннӑ. Каярахпа ырӑ хыпар пӗлтернӗ. Ҫухалса кайнисем вӑрмантан тухнӑ. Полицейскисем вӗсене хирӗҫ пынӑ. Талӑка яхӑн вӑрманта ҫухалса ҫӳренӗ арҫынпа хӗрарӑмӑн сывлӑхӗ чиперех. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Красновсен ҫемйи Елчӗк районӗнче ЧР Элтеперӗн «Чӑваш Республикинче нумай ачаллӑ ҫемьесене пулӑшасси ҫинчен» хушӑвне пурнӑҫлас енӗпе чылай мероприяти ирттереҫҫӗ. Акӑ Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗнче районта нумай ачаллӑ пӗр ҫемьене тӳлевсӗр ҫӗр лаптӑкӗ уйӑрса панӑ. Елчӗк район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Миллин савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура Елчӗкри Красновсен ҫемйине 798 тӑваткал метрлӑ ҫӗр лаптӑкӗн сертификатне тыттарнӑ. Паянхи кун тӗлне тӳлевсӗр ҫӗр лаптӑкӗ илмелли списока 122 ҫемьене кӗртнӗ. Ҫӗр лаптӑкӗ илес кӑмӑллисенчен чылайӑшӗ Елчӗк тӑрӑхӗнче пурӑнать. Унта — 40 ҫемье. Аслӑ Пӑла Тимеш тӑрӑхӗнче — 27 ҫемье. Районта 85 лаптӑка ҫемьесене пама хатӗрленӗ. Хальлӗхе 74 ҫемье ҫӗр лаптӑкӗллӗ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Кӗҫех Хӗрлӗ Чутай районӗнче ача-пӑчашӑн ырӑ пулӑм пулмалла. Хӗрлӗ Чутайра ҫулталӑк вӗҫӗччен ача пахчи туса пӗтермелле. Строительсем графикран кая юлса пыраҫҫӗ пулин те ӗҫе вӑхӑтра туса пӗтерме шантараҫҫӗ-мӗн. Хальлӗхе унта пӗрремӗш хута хӑпартнӑ. ЧР Вӗренӳ министерствин сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ача пахчине туса пӗтерессине Хӗрлӗ Чутайри халӑх чӑтӑмсӑррӑн кӗтет. Мӗншӗн тесен унта ача пахчинче вырӑн парасса 240 шӑпӑрлан кӗтет. Ҫӗнӗ ача пахчинче 160 вырӑн пулӗ. Планпа килӗшӳллӗн, строительсен объекта ҫулталӑк вӗҫӗнче памалла. Вӗсем халӗ кая юлса пырсан та ӗҫе пахалӑхлӑ тӑвассине пӗлтереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |