Республикӑра
![]() Пирӗн республикӑра «Халӑх тӗрӗслевӗ» портал 5 уйӑха яхӑн ӗҫлет. Ҫав хушӑра унта 519 ҫыру ҫитнӗ. Порталпа усӑ куракансенчен ытларахӑшӗ (61 проценчӗ) тавралӑха хӑтлӑх кӳрессипе ҫыхӑннӑ ыйтӑва хускатать-мӗн. Вӗсем урам тата ял ячӗсене тӗрӗс мар ҫырнишӗн кӑмӑлсӑрланнӑ, нумай хваттерлӗ ҫуртсен умӗсене начар тасатнине палӑртнӑ. Ҫӑхавланисенчен 27 проценчӗ ҫул пахалӑхӗпе тимлеме чӗнсе каланӑ. 10 проценчӗ управляющи компанисен ӗҫӗпе кӑмӑлсӑр. Ҫӗнӗ ресурса пыракан ҫырусем ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсене ҫийӗнчех ҫитни пирки, ыйтусене 10 кунра хуравлани пирки ӗнентерет Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗ. Ӗнерхи кун тӗлне илсен мӗнпур ыйтӑвӑн 96 процентне хуравланӑ. Ахаль чухне 30 кун кӗттереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Аслӑ Ҫӗнтерӳ 70 ҫул тултарнӑ май тӗрмери ҫынсем тӗлӗшпе амнисти йышӑнни пирки Раҫҫейӗпех калаҫаҫҫӗ. Паллах, Чӑваш Ене те пырса тивӗ вӑл. Республикӑри тӗрмесенче ларакан 10 ҫынна ирӗке кӑларнӑ ӗнтӗ. Прокуратура ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче вӗсен тӗлӗшпе амнисти йышӑнма ҫирӗплетнӗ. Вӗсене ҫав кунах ирӗке кӑларнӑ. Ҫапла майпа Чӑваш Енри 9 колонире ларакан тепӗр 455 ҫынна кӑлармалла. Кунсӑр пуҫне условлӑ срок илнӗ, следстви айӗнчи 1400 ҫыннӑн та айӑплава сирме май пур. Амнисти ҫур ҫул вӑйра пулӗ. Ҫавӑнпа срокран маларах ирӗке тухакансен йышӗ ӳсме те пултарать. 2013 ҫулта, РФ Конституцийӗ 20 ҫул тултарнӑ май, йышӑннӑ амнистипе килӗшӳллӗн 5 ҫынна ҫеҫ ирӗке кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫанталӑк шӑрӑх пулнӑ май Чӑваш Енре ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗсенчен пуҫласа пушар енӗпе ятарлӑ режим пулнине палӑртӗҫ. Ҫавна май республикӑра пурӑнакансене вӑрмансенче пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене пӑхӑнма ыйтаҫҫӗ. Хальлӗхе вӑрмансенче пушар хӑрушсӑрлӑхӗн 3-мӗш класӗ пулнине палӑртнӑ. Ятарлӑ режим вӑя кӗрсен вӑрмансенче кӑвайт чӗртме, типӗ курӑка, ҫӳп-ҫапа ҫунтарма юрамасть. ЧР Ҫутҫанталӑк министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑрман участокӗсенче мобильлӗ ушкӑнсем йӗркелӗҫ. Кӗнӗ ҫӗрте тӗрӗслев пункчӗсем пулӗҫ. Ведомство вӑрмансенче тухнӑ ҫулӑмсем пирки 8(8352) 40-24-00 тата 8-800-100-94-00 номерсемпе шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтать. Ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗ тӗлне патшалӑх вӑрман фончӗсенче ҫулӑм тухнине асӑрхаман. Анчах Атӑлҫи федераци округӗнче 140 пушар тухнине палӑртнӑ Ятарлӑ режима республикӑра ЧР Министрсен Кабинечӗ хушу кӑлариччен тӑсӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Федерацин Чӑваш Республикинчи тӗп инспекторӗ Геннадий Федоров Вӑрнар тата Йӗпреҫ районӗсенче халӑхпа тӗл пулнӑ. Йышӑну кунне ЧР Суд приставӗсен службин ертӳҫи Анатолий Иванов, ЧР Ветеринари тата фитосанитари надзорӗн службин ертӳҫин тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Алексей Палькин, ЧР Патшалӑх ӗҫ инспекцийӗн ертӳҫин тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан Раиса Павлова, прокурорсемпе районсен администрацийӗсен пуҫлӑхӗсем хутшӑннӑ. Тӗлпулура ҫынсем ӗҫ укҫине вӑхӑтра тӳлеменнипе, алимент шыраса илессипе, пурӑнмалли ҫурт-йӗр условийӗсене лайӑхлатассипе, страховани организацийӗсем хушма пулӑшу ӗҫӗсене вӑйпах сӗннипе, ял хуҫалӑх тӗллевлӗ ҫӗрсене тивӗҫлӗ усӑ курманран туртса илнипе ҫыхӑннӑ тата ытти ыйтӑва хускатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Хакас Республикинче пушар алхасни пирки телекуравсем нумай калаҫрӗҫ. Чӑваш Енре ҫунса кайнисене пулашас тӗллевпе укҫа-тенкӗ пухма тытӑннӑ. Кӑмӑл пуррисене унта хутшӑнма чӗнеҫҫӗ. Ку ӗҫе ӗнер, ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, пуҫӑннӑ. Пухнӑ укҫана Хакасие ярса парӗҫ. Кӑна ЧР Строительство министерствин ларӑвӗнче йышӑннӑ. Укҫа пушар тӗп тунӑ вырӑна ҫӗнӗрен хута яма кайӗ. Акцие предприятисем, организацисем, уйрӑм ҫынсем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Реквизитсем ҫаксем: ХРОФ "Республика", ИНН/КПП 1901089888/190101 001, р/с40703810337110000017 Хакасский РФ ОАО «Россельхозбанк» г. Абакан, БИК 049514767, К/с30101810700000000767. Укҫа хывнӑ чухне «Добровольное пожертвование пострадавшим от «Огненной стихии» в республике Хакасия» тесе ҫырмалла. Налук илмеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Суя хутпа ӗҫе кӗрсен кӑштахран ним мар ӑшӑ вырӑнсӑр юлӑн. Ун пекки республикӑри влаҫ органӗсенче тӑрӑшакансене кӗтет. Нумай пулмасть виҫӗ ҫын ӗҫсӗр юлнӑ. Патшалӑх влаҫ органӗсенче тимлекенсем суйнипе суйманнине, вӗсен тӗлӗшпе федераци саккунӗсем кӑларса тӑратакан йӗркесене епле пӑхӑннине Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗ тӗрӗслесе тӑрать. Черетлӗ тӗрӗслев вӑхӑтӗнче виҫӗ тӳре-шара суя хутсем тӑратни ҫиеле тухнӑ. Тӗслӗх вырӑнне 2007 ҫулта ӗҫе илнӗ ҫынна асӑнса хӑвармалла. Вӑл пӗлӳ ҫинчен калакан суя хут тӑратнӑ. 1994 ҫулта тата 2000-мӗш ҫулта ӗҫе вырнаҫнӑ тепӗр икӗ ҫын вара 2004 ҫулта аслӑ пӗлӳ илни ҫинчен калакан хутсемпе ҫырлахас тенӗ. Суя хут тӑратакансене 2013 ҫулхи тӗрӗслевре те тупса палӑртнине пӗлтерет Чӑваш Республикин влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗ. Суякан тӳре-шарана ӗҫрен хӑтарнӑ, тӗрӗслев материалӗсене правӑна сыхлакан органсене ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн Шупашкар районӗн хаҫачӗ «Тӑван ен» конкурс ирттернӗ. Унта «Вӗсен ячӗсене нихӑҫӑн та манмӗҫ» темӑпа сочинени ҫыртарнӑ. Палах, вӑл Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫипе ҫыхӑннӑ. Хаҫат редакцийӗ конкурса пӗтӗмпе вырӑсла тата чӑвашла ҫырнӑ 15 сочинени килнине пӗлтерет. Ачасем ветерансем пирки ҫырнӑ ӗҫӗсене кирек мӗнле формӑпа та яма пултарнӑ: интервью, очерк, калав. Редколлеги пӗрремӗш вырӑна Ҫӗньял Покровски шкулӗнчи Софья Яруткинӑна пама йышӑннӑ. Унӑн ӗҫӗ «Рейхстаг ҫинчи ят» ятлӑ. Вӑл аслашшӗ Виталий Яруткин пирки ҫырса кӑтартнӑ. Софья хаҫатран 500 тенкӗлӗх сертификата тивӗҫнӗ. Ҫапла вӑл хаҫат страницинче кирек кама та саламлама пултарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() 21-мӗш ӗмӗрте пурӑнатпӑр та, ӗҫре ҫӗнӗлле тӑрӑшма хӑнӑхса пыратпӑр. Шупашкар хулин ӗҫлӗх центрӗ ӗҫ шыракансене ваканси пирки электрон почта урлӑ систерессине пӗлтерет. Пули-пулми ярса лармӗҫ-ха. Ваканси пирки хыпарланине илсе тӑрас тесен ӗҫ шыракан ҫыннӑн центра хӑйӗн электрон адресне пӗлтермелле. Ҫакӑн пек тунӑ хыҫҫӑн ӑна ӗҫлӗх центрӗнчен ӑҫта тата мӗнле ӗҫе вырнаҫма май пуррине систерме тытӑнӗҫ. Кунта та пур ӗҫе те мар. Ваканси пирки ӗмӗтленекенни - хӑй ӑҫта тар тӑкма шухӑшланине кура. Ӗҫ шыракансене www.gosuslugi.ru и www.chuvash.regiontrud.ru информаци порталӗсем урлӑ та кӑсӑклантараакан вакансисемпе кӑсӑкланма сӗнеҫҫӗ. Капла майпа усӑ курсан кирлӗ вырӑна часрах тупма май килессе шанаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Сӗнтӗрвӑрринчи вулавӑш унта ҫӳрекенсене вӑрҫа хутшӑннисене тав тума май туса панӑ. «Ветеран патне ҫыру» акцие иртнӗ уйӑхра ирттернӗ. Унта 50 ытла ача хутшӑннӑ. Ӗнер вара виҫ кӗтеслӗ ҫырусене ачасемпе вулавӑш ӗҫченӗсем пӗрле пулса ветерансем патне ҫитернӗ. Ачасем ҫырнисем ветерансем валли сӑвӑсем те хатӗрленӗ. Унсӑр пуҫне вӗсем пӗрле пулса «День Победы» юрра шӑрантарнӑ. Чуна тивекен сӑмахсем ватӑсен чунне те пырса тивнине пӗлтерет Сӗнтӗрвӑрри район администрацийӗн сайчӗ. Ачасем Серафима Миронова, Николай Тихонов, Илья Иванов тата Михаил Дорофеев патӗнче пулнӑ. Хӑйсене ҫавӑн пек тимлӗх уйӑрнӑшӑн ветерансем ачасене чунтан тав тунӑ иккен. Вӗренӳре ӑнӑҫу суннипе пӗрлех вӗсене мирлӗ пурнӑҫ суннӑ. Сӑнсем (9) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Паянтан пуҫласа ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗччен Росреестрӑн Чӑваш Енри управленийӗ Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннисене, тыл ӗҫченӗсене, вӑрҫӑра вилнӗ салтак арӑмӗсене тата вӗсемпе пӗрле пынисене черетсӗр йышӑнассине пӗлтерет. Росреестрӑн тӗп аппарачӗ Шупашкарти Карл Маркс урамӗнчи 56-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ. Ҫынсене 109-мӗш пӳлӗмре йышӑнӗҫ. Акци вӑхӑтӗнче Росреестрӑн ӗҫченӗсем салтак арӑмӗсем, вӑрҫӑ ветеранӗсемпе инваличӗсем патне киле пырсах пулӑшассине те пӗлтерет. Специалистсем хваттере, ҫурта, гаража е ҫӗре епле регистрацилессипе ҫыхӑннӑ кирек епле ыйтӑва та уҫӑмлатайӗҫ. Киле пыма ыйтса 62-45-43 номерпе шӑнкӑравламалла. Енчен те ветерансем хӑйсен пeрлӑхне вӗсемсӗрех сутса ярасран шикленеҫҫӗ пулсан Росреестра ятарлӑ заявлени ҫырса пама пултараҫҫӗ. Ку пулӑшу тӳлевсӗр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |