Шупашкарти «Вавилон» макарон хапрӑкӗнче паян хаксем пирки калаҫнӑ. Макарон хакӗ пирки мар, ҫак уйӑхран коммуналлӑ пулӑшушӑн ытларах тӳлеттерме тытӑнни ҫинчен. Мӗншӗн ӳсни тата мӗн таран хакланни пирки ӑнлантарма унта республикӑри тӳре-шара: Чӑваш Енӗн транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ Михаил Резников тата Шупашкар хула администрацийӗн Мускав район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Андрей Петров — кайнӑ.
Предприятире пулнӑ май вӗсем цехсем тӑрӑх та кӑтартса ҫӳренӗ. Халӑхпа курнӑҫнӑ чух хайхисем маларах палӑртса хунӑ темӑпа тухса калаҫнӑ. Темисене вара республикӑра Информаци кунӗ иртнӗ май хатӗрленӗ. Ӑна паян Чӑваш Енӗн пур районӗнче те йӗркеленӗ. Макарон хапрӑкӗ вара кулленхи ӗҫре тӗлпулакан йывӑрлӑхсем пирки те сӑмах хускатнӑ.