Республикӑра
![]() Шуршӑлти Космонавтика музейӗ Шуршӑлти А.Г.Николаев ячӗллӗ асӑну комплексӗн Космонавтика музейӗ хӗллехи каникулта кашни кун ӗҫлет. Уяв кунӗсенче унӑн алӑкӗсем ирхи 9 сехетрен пуҫласа каҫхи 6 сехетчен уҫӑ. Ҫак кунсенче хӑйне евӗр курава — «Космос тата Ҫӗнӗ ҫул» — ҫитсе курма май пур. Унта музей хӑнисене Ҫӗнӗ ҫулпа саламлакан космонавтсемпе ҫыхӑннӑ видеороликсене кӑтартӗҫ. ЧР Культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑрлачӑн 6-мӗшӗнче 9–18 сехетсенче «Кӑсӑклӑ астрономи» вӗренӳ программи ӗҫлӗ. Ҫав вӑхӑтра музей хӑнисем космоса виртуал мелпе ҫулҫӳреве тухӗҫ. Ҫавӑн пекех викторинӑсем, ӑсталӑх класӗсем, шӳтлӗ конкурссем, лекцисем иртӗҫ, телескоппа тӳпери объектсене сӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Паян 12 сехетре Атӑл леш енче «Буревестник» кану бази патӗнче юр ҫуна (снегоход) ҫулне саванӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Чи малтанах трассӑна «Экстрим» спорт клубӗн профессионалӗсем тӗрӗсленӗ. Трасса пӗтӗмпе 45 ҫухрӑмлӑ. Вӑл икӗ маршрутран тӑрать: 35 тата 10 ҫухрӑмлисенчен. Ҫул тӑршшӗпе ятарлӑ паллӑсем вырнаҫтарса тухнӑ. Вӗсем мӗнле хӑвӑртлӑхпа пымаллине, ҫул мӗнле пулнине тата ыттине кӑтартаҫҫӗ. Унтах автопарковка, канмалли пункт, хывӑнмалли пӳлӗм, снегоходсене лартмалли вырӑн пур. Хула администрацинче пӗлтернӗ тӑрӑх, трасса хӗл тӑршшӗпех ӗҫлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Патӑрьел районӗнчи усламҫа, Йӗпреҫ райповӗн тата Шупашкарти суту-илӳ точкин ӗҫченӗсене правительство кӑларман пичет кӑларӑмӗсене сентресем ҫинчен илме хытарса каланӑ-мӗн. «АиФ-Чӑваш Ен» пӗлтернӗ тӑрӑх, Йӗпреҫ райповӗн ӗҫченӗсем раштавӑн 24-мӗшӗнче виҫӗ кӑларӑма — «АиФ-Чӑваш Ен», «Верси», «МК в Чебоксарах» — сутлӑха илме хирӗҫ пулнӑ. Кунашкал лару-тӑру Шупашкарти «Южанка» лавккара та-мӗн. Сутлӑха илме пӑрахнӑ-ха, анчах килӗшӗве ҫитес ҫул валли те алӑ пуснӑ-мӗн. Ку кӑна мар, кун пирки вӗсен икӗ эрне маларах пӗлтермелле пулнӑ-ҫке. «АиФ-Чӑваш Ен» пӗлтернӗ тӑрӑх, уведомлени яман вӗсем. Йӗпреҫ райповӗ ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ҫак лару-тӑрӑва ЧР Экономика министерстви хушнӑ. Патӑрьел районӗнчи усламҫа район администрацийӗн пӗр ӗҫченӗ асӑрхаттарнӑ-мӗн. «Южанка» лавккана ЧР Патшалӑх Канашӗ ҫак кӑларӑмсене сентерсем ҫинчен илме сӗннӗ иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «Гражданские силы.ру» сайтри сӑн Чӑваш Республикинче ҫутӑпа чи лайӑх илемлетнӗ ял-хуласен конкурсне пуҫарнӑ. Правительство пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, проектпа килӗшӳллӗн Чӑваш Енри ҫутӑпа чи илемлӗ хитрелетнӗ хуласемпе поселоксене палӑртӗҫ. Конкурс пилӗк ушкӑнпа иртӗ: район тата республика пӗлтерӗшлӗ хуласем, хула евӗр поселоксем, администраци центрӗ пулакан ялсем, администраци центрӗ пулман ялсем. Хуласемпе поселоксене, ялсене ҫута композицийӗпе мӗнле уса курнине, объектсене епле хитрелетнине хаклӗҫ. «Чӑваш Ен ҫутти» конкурса хутшӑнмашкӑн заявкӑна 2015 ҫулхи кӑрлачӑн 20-мӗшӗччен памалла. Конкурса кӑрлачӑн 30-мӗшӗнче пӗтӗмлетӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Акцие хутшӑннӑ ачасем вулавӑш ӗҫченӗпе Ҫӗнӗ ҫул умӗн Етӗрнери ача-пӑча вулавӑшӗнче «Ҫӗнӗ ҫул парни — ача-пӑча вулавӑшне» ыркӑмӑллӑх акцийӗ иртнӗ. Вулавӑша ҫӳрекенсем, Етӗрнери 3-мӗш пуҫламӑш шкулта вӗренекенсем, «Ылтӑн уҫӑ» ача пахчин шӑпӑрланӗсем вулавӑша пӗр уйӑхра 200 ытла кӗнеке-журнал, 14 сӗтелҫи вӑййи парнеленӗ. Акци вулавӑшӑн мӗн чухлӗ нумай тус пулнине кӑтартнӑ. Милена Журавлева тата Нина Петрова 16 кӗнеке парнеленӗ. Егорпа Вадим Дербеневсем ачасем валли 52 кӗнеке тата сӗтелҫи вӑййи йӑтса килнӗ. 1, 4-мӗш классенче вӗренекенсем тата ача пахчинчи шӑпӑрлансем те интереслӗ кӗнекесем парнеленӗ. Вулавӑш ӗҫченӗсем питӗ кӑмӑллӑ юлнӑ. Акцие хутшӑннисене Тав ҫырӑвӗпе чысланӑ. Сӑмах май, вулавӑша сахал укҫа уйӑраҫҫӗ. Ҫавӑнпа вулакансем парнеленӗ кӗнекесем темрен те хаклӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче халӑха мӗнле ыйту ытларах канӑҫ памасть? Паллах, общество транспорчӗпе ҫӳремелли билет хакӗ. Ытларах чухне ӑна ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче хӑпартаҫҫӗ те нумайӑшӗ кун пирки халех пӑшӑрханать. Чӑваш Республикинчи конкурентлӑ политика тата тариф енӗпе ӗҫлекен патшалӑх службинчен пӗлтернӗ тӑрӑх, ку ыйтӑва хальлӗхе пӑхса тухса пӑнчӑ лартман. Ӑна ҫитес ҫул пӑхса тухӗҫ. ЧР Транспорт министерствин ҫӑлкуҫӗсем вара хаксем 2015 ҫулхи пӗрремӗш кварталта ҫавӑн пекех пуласса пӗлтереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗн кавалерӗ Евгений Карпеев Ку шухӑша Ҫӗнӗ ҫула патшалӑх наградипе кӗтсе илекенсенчен пӗри палӑртнӑ. Пӗтӗмпе вара республикӑри 46 ӗҫчене хисеп тунӑ. Вӗсенчен хӑшӗсене Раҫҫей шайӗнчисемпе, теприсене республикӑрисемпе чысланӑ. Наградӑна Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев тыттарнӑ. Хисепе тивӗҫнисем хушшинче культурӑра, ӑслӑлӑхпа ӳнерте, ял хуҫалӑхӗпе промышленноҫра, вӗрентӳпе сывлӑх сыхлавӗнче тӑрӑшакансем, нумай ачаллисем пур. Чи малтан сцена ҫине Комсомольски район пуҫлӑхӗ — унти Депутатсен пухӑвӗн председателӗ, вырӑнти райпо ертӳҫи Евгений Карпеев хӑпарнӑ. Ӑна «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе хакланӑ. Чыслава хутшӑннӑ Зинаида Паршагина журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, кун пек пысӑк шая мӗншӗн тивӗҫни пирки ыйтсан Евгений Иванович хуравлама тӑхтаса тӑнӑ иккен, унтан хӑй кампа ӗҫленисене аса илме тытӑннӑ-мӗн. «Ҫынсем тӑрӑшнине кура. Награди мана тивӗҫрӗ», — тенӗ иккен сӑпайлӑ пуҫлӑх. Карпеев евӗр наградӑпа ҫавӑн пекех Алла Стальскаяна чысланӑ. Раҫҫей Президенчӗ Тав ҫырӑвӗсем те пулнӑ. Вӑл Олимп объекчӗсене хатӗрленӗшӗн Римма Салантаевапа Константин Долгашев доцента палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Гражданла хӳтӗлев тата инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗ Ҫӗнӗ ҫул умӗн сирена сассине илтсен пӑшӑрханса, хӑраса ӳкмелле маррине пӗлтерет. Раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗнче ирхи 9 сехетре халӑха электрон мелпе пӗлтермелли тытӑма тӗрӗслеҫҫӗ. Тӗрӗлев пуҫланасси пирки урамра лартнӑ сиренӑсемпе громкоговорительсем пӗлтерӗҫ. Кун пирки радиопа телекурав та хыпарлӗҫ. Раштавӑн 30-мӗшӗнче, эппин, сирена сассине илтсен хӑраса ӳкмелле мар, малалла ӗҫлемелле. Чӑннипе, ытти чухне сирена сасси авари, катастрофа, тӑшман тапӑнни пирки пӗлтерет. Ҫавӑнпа кун пек чухне родиоприемника, телевизора ямалла, унта мӗн хыпарланине итлемелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ача пособийӗ илекенсен йышӗ республикӑра килес ҫул ӳсмелле. Ҫакӑн пирки «Чебоксарские новости» хаҫат пӗлтерет. Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗ виҫҫӗмӗш е ытларах ача ҫуралсан уйӑхсерен тӳлекен пособие тивӗҫес тесен мӗн чухлӗ тупӑш кирлине палӑртнӑ. Кӑҫал ҫав сумма ҫемьери кашни ҫын пуҫне вӑтамран 15 пин те 309 тенкӗ ларнӑ пулсан, килес ҫултан унӑн виҫи 16 пин те 481 тенкӗрен иртмесен виҫҫӗмӗш е ытларах ача ҫуралсан уйӑхсерен пособи парса тӑрӗҫ. Уйӑхсерен кашни ҫын пуҫне вӑтамран ҫавӑн чухлӗ тенкӗ лартма чылайӑшне йывӑррине шута илсен, пособи илекенсен шучӗ, чӑн та, ӳсесси куҫкӗрет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков паллӑ мар ҫынсене тата килсӗр-ҫуртсӑр ҫынсен виллисене пытармалли укҫа-тенкӗ виҫине палӑртнӑ, кун пирки хушӑва алӑ пуснӑ. Документпа килӗшӳллӗн, пӗр ҫынна пытарма организаци 4882,54 тенкӗ илӗ. 130,87 тенки документсене хатӗрлеме кайӗ. Постановленире палӑртнӑ тӑрӑх, ку пурнӑҫланассишӗн Шупашкар хула администрацийӗн ҫумӗ Максим Семенов яваплӑ. Кун пирки хула администрацийӗн сайтӗнче пӗлтереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |