Республикӑра
![]() Пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Мускавра туризм енӗпе ӗҫлекен федераци агентстви тата ЧР Министрсен Кабинечӗ кӑҫал республикӑри туризма аталантармашкӑн федераци хыснинчен субсиди уйӑрмалли пирки килӗшӳ алӑ пуснӑ. Килӗшӳре палӑртнӑ тӑрӑх, 2015 ҫулта «Чӑваш Ен этники» туризм кластерне тумашкӑн федераци хыснинчен 250 миллион тенкӗ уйӑрмалла. Ку укҫана «Шупашкар: 500 ҫул» паркри «Амазония» этнокомплексри транспорт инфратытӑмне хута ямашкӑн ярӗҫ. Ҫавӑн пекех уйӑрнӑ укҫа-тенкӗпе пӗлтӗр пуҫланӑ ӗҫе — газ кӗртесси тата шыв кӑларасси — туса пӗтерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Паян, пушӑн 31-мӗшӗнче, СССР летчик космонавчӗн А.Г.Николаев асӑну комплексӗнче сӑнӳкерчӗксен «Космонавтсен пӗрремӗш отрячӗ» куравӗ уҫӑлӗ. Космос карапӗсемпе чӗрчунсене уҫлӑха вӗҫтернӗ вӑхӑтра космонавтсен пӗрремӗш отрячӗ йӗркеленме тытӑннӑ. Вӑл 1960 ҫулхи нарӑс-ака уйӑхӗсенче йӗркеленнӗ, «1960 Группа ВВС №1» ят панӑ. Пуш уйӑхӗ тӗлне пулас 20 космонавтран ушкӑн йӗркеленӗ. Пушӑн 7-мӗшӗнче космонавтсен отрядне 12 ҫынна илнӗ: И.Аникеев, Б.Волынов, В.Горбатко, В.Комаров, А.Леонов, Г.Нелюбов, А.Николаев, П.Попович, Ю.Гагарин, Г.Титов, Г.Шонин, В.Быковский. Унтан Е.Хрунова, Д.Заикина, В.Филатьева, П.Беляева, М.Рафикова, В.Бондаренкӑна, В.Варламова, А.Карташова илнӗ. Квалификацие 17 ҫын кӑна илме пултарнӑ. Космоса вара 12-ӗшӗ ҫеҫ вӗҫнӗ. Пурне те космонавтсен пӗрремӗш отрячӗ 55 ҫул тултарнӑ ятпа иртекен курава ҫитме чӗнеҫҫӗ. Унта Асӑну комплексӗн фондӗнчи материалсем, пулас космонавтсен тренировкинчи самантсем пулӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ӑваш Республикин хӗрарӑмсен канашӗ тата Вырӑс православии чиркӗвӗн Улатӑрти епархийӗн Сусӑрсен «Пурнӑҫшӑн» пулӑшупа реабилитаци центрӗ ӳт-пӳ енчен хавшаккисем валли «Колибри» фестиваль йӗркелессине пӗлтереҫҫӗ. Фестивале виҫӗ номинаципе ирттерӗҫ, музыка, декораципе прикладной ӳнер, литератураӗ «Музыка» номинацие хӑйне темиҫе пая уйӑрмалла: вокал, алӑпа кӑтартса юрлани, инструментпа каласси. «Литература» номинацие те вакрах пайсене уйӑрма йышӑннӑ. Ку енӗпе тупӑшакансен е поэзи, е проза енӗпе хӑйсен пултарулӑхне тӗрӗслеме май килӗ. Конкурсҫӑсене ҫула кура та ушкӑнсене пайлӗҫ, кӗҫӗн ушкӑнрисем (кунта 12–17 ҫултисем кӗрӗҫ) тата аслӑ ушкӑн (18–35 ҫултисем). Фестивале йӗркелекенсем пултаруллисене палӑртассипе пӗрлех сусӑрсене ҫӗнӗ туссем, пӗр шухӑшлисемпе паллашма май туса парассине асӑнаҫҫӗ. Хӑйсен пултарулӑхне тӗрӗслес текенсен ака уйӑхӗн 11-мӗшӗччен заявка парса ӗлкӗрмелле. Ӑна ҫак элеткрон адреспа ӑсатмалла: alexkorotin@bk.ru. Ыйтса пӗлмелли электрон адрессем ҫапларах: alexkorotin@bk.ru, lenasvetl@mail.ru. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Республикӑра кӑна мар, ҫӗршывӗпех коррупципе вирлӗн кӗрешеҫҫӗ. Ҫитес вӑхӑтра вара Чӑваш Енре «хӗрӳ лини» ӗҫлеттерсе ярасшӑн. Унта шӑнкӑравласа коррупци пирки пӗлтерме май пулӗ. Кун пирки Правительство ҫуртӗнчи ларура нумай пулмасть каланӑ. Палӑртмалла: чылай ведомствӑра «шанӑҫ телефонӗ» пур. Вӗсен номерӗсемпе шӑнкӑравласа йӗркене пӑсни ҫинчен пӗлтерме пулать. Ҫав шутра — коррупци пирки те. Тӗслӗхрен, РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗнче юлашки 2 ҫулта кунашкал шӑнкӑравсен шучӗ 30 процента яхӑн сахалланнине палӑртаҫҫӗ. Анчах пуҫиле ӗҫсен йышӗ улшӑнман. Ведомство ертӳҫи шутланӑ тӑрӑх, ку тухӑҫлӑ ӗҫ кӑтартӑвӗ. Пӗлтӗр коррупци преступленийӗсем 540 миллион тенкӗлӗх шар кӑтартнӑ. Хыснана ҫакӑн 60 процентне ҫеҫ тавӑрма май килнӗ. Йӗрке хуралҫисем айӑплисене явап тыттарасшӑн кӑна мар, тӑкака хыснана тавӑрттарасшӑн та. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ЧР Вӗренӳ министерствин официаллӑ сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, волонтер студентсем нумай ачаллӑ ҫемьесене ача-пӑча тумтирне, кӗнекесем, теттесем килсе панӑ. Ырӑ ӗҫ пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче пулнӑ. Шупашкарти коопераци институчӗн юридици факультетӗнчи «Ыркӑмӑллӑх» нимеҫӗсен (волонтерсен) отрячӗн студенчӗсем деканпа тата проректорпа пӗрле Етӗрне районӗни Тури Ачак ялне ҫитнӗ. Унччен маларах ҫамрӑксем Шупашкарти храмра ача-пӑча япалисене кӗнекесем, теттесем пухни пирки пӗлтернӗ. Йӑлтах — ялсенчи нумай ачаллӑ ҫемьесем валли. Кунашкал ыркӑмӑллӑх акцийӗ йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ. Студентсем шутланӑ тӑрӑх, ҫынна ӑнланма пӗлни юрист профессийӗнче питӗ кирлӗ. Студентсене Мӑн Шемертен ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Альбина Егорова кӗтсе илнӗ. Волонтерсем унта Аркадий Айдак палӑкӗ умне чечексем хунӑ. Кун хыҫҫӑн вӗсем нумай ачаллӑ ҫемьесемпе тӗл пулнӑ, пухнӑ япаласене панӑ. Студентсем «Ленинская искра» колхоз музейне те ҫитсе курнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Михаил Игнатьев Элтепер Чӑваш Енӗн правительствин ӗнерхи ларӑвӗнче ытти ыйтӑва хускатиччен Шупашкар районӗнче ытларикун пулнӑ инкек пирки калаҫнӑ. Чӑваш Енӗн официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Михаил Игнатьев Элтепер яваплӑ службӑсем инкекре тӗрӗс те профессилле ӗҫленине палӑртнӑ. Инкеке пӗтерме 77 ҫын, 20 техника, васкавлӑ пулӑшу кӳрекен 7 машина пырса ҫитнӗ тесе пӗлтерет Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби. Инкек кӑнтӑрла иртни 13 сехет те 50 минут тӗлӗнче пулнӑ. Ҫӑлав ӗҫӗсене 18 сехет тӗлне пӗтернӗ иккен. «Инкек сӑлтавне палӑртассипе ӗҫлӗҫ, экспертиза ирттерӗҫ. Анчах чи хӑрушши — эпир ҫынсене ҫухатни. Шар курнисем пур. Ку вӑл пирӗншӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ. Тӳрленми ҫухату тӳссе ирттернисен ашшӗ-амӑшӗпе ҫывӑх тӑванӗсемпе пӗрле хурланатпӑр», — тенӗ Михаил Игнатьев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Йӗпреҫри «Хӗвел» ача пахчинче «Ҫулталӑк воспитателӗ» район шайӗнчи конкурс вӗҫленнӗ. Ӑна Йӗпреҫ район администрацийӗн вӗренӳ пайӗ йӗркеленӗ. Пушӑн 25-мӗшӗнче конкурса хутшӑннӑ виҫӗ воспитатель пултарулӑх хӑтлавне кӗртнӗ опыта ачасемпе кӑтартнӑ. Район шайӗнчи конкурс пуш уйӑхӗн 16–25-мӗшӗсенче икӗ тапхӑрпа иртнӗ. Кун хыҫҫӑн йӗркелӳ комитечӗ ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртнӑ. Кӑҫал Йӗпреҫ районӗнче чи маттур воспитатель ятне кам тивӗҫнӗ-ха? Вӑл — «Асамат кӗперӗ» ача пахчинче воспитательре тӑрӑшакан Алёна Аркадьевна Низинькова. 2-мӗш вырӑна Йӗпреҫри «Хӗвел» ача пахчинчи воспитатель Кира Николаевна Криушина тивӗҫнӗ. 3-мӗш вырӑна вара Йӗпреҫри «Пилеш» ача пахчинчи воспитатель Анна Владимировна Пермалова тухнӑ. Ҫапла майпа Алёна Низинькова республика шайӗнче иртекен «Чӑваш Ен воспитателӗ — 2015» конкурсра Йӗпреҫ район чысне хӳтӗлӗ. Сӑнсем (7) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Патӑрьелти тӗп вулавӑшра халӑха кӗнекепе ытларах туслаштарма тӑрӑшаҫҫӗ. Унта вулакансене ҫӗнӗ кӗнекесемпе те илӗртеҫҫӗ. Патӑрьелти тӗп вулавӑшра та «Чӑваш Ен литератури: 2013 ҫулхи чи вуланакан кӗнеке» конкурс иртет. Вулавӑшра литературӑна тишкереҫҫӗ, калаҫусем ирттереҫҫӗ, вулав конференцийӗсем йӗркелеҫҫӗ. Ҫапла майпа ӗҫченсем халӑха ҫӗнӗ кӗнекесемпе паллаштараҫҫӗ. Кӗнеке куравне чылай кӗнекене кӗртнӗ. Ҫынсем уйрӑмах А.Павловскаян «Вӗрене шывӗ те пылак», В.Эльпин «Пулас кинсем», В.Тараватӑн «Чарусӑр чӗре», «Чӑваш литературин антологийӗпе», М.Юхман «Ҫут хӗвел тӳпене хапарсан…», В.Самойлов-Раштавӑн «Шухӑша вӗҫтереймӗн ҫилпе», Г.Хлебниковӑн «Ҫут ҫанталӑк кӗвви», И.Ерофеевӑн «Тайгари вӑрӑ-хурах», В.Турханӑн «Живым надо жить» кӗнекисемпе кӑсӑкланнӑ. Хальлӗхе А.Павловскаян «Вӗрене шывӗ те пылак», В.Самойлов-Раштавӑн «Шухӑша вӗҫтереймӗн ҫилпе», Г.Хлебниковӑн «Ҫутҫанталӑк кӗвви», В.Эльпин «Пулас кинсем» кӗнекисене уйрӑмах нумаййӑн вуланӑ. Халӗ вулавӑшра шорт-листсемпе усӑ курса ҫынсен хушшинче ыйтӑм ирттереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() М7 федераци автоҫулӗ ҫинче, Шупашкар районӗнчи Чӑрӑшкасси ҫывӑхӗнче (инкек ҫавӑнта пулнӑ. Массӑллӑ информаци хатӗрӗсем авари Кӳкеҫри ҫул ҫаври тӗлӗнче тесе хыпарални тӗрӗс мар) ҫул ҫинчи пысӑк инкек пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, ӗнер водительпе тӑватӑ пассажир вилнӗ, вӗсенчен виҫҫӗшӗ чӗрӗллех ҫуннӑ-мӗн. Тӗрлӗ сурана пула 11-ӗн пульницӑна лекнӗ, вӗсенчен саккӑрӑшне ӗнер реанимацие хунӑччӗ. Вилнисен тӑванӗсен 2 миллион та 25 пин тенкӗ компенсаци илме ирӗк пур. Кун пирки Страховщиксен наци пӗрлешӗвӗн президенчӗ Андрей Юрьев пӗлтернӗ. Аманнисене те тӳлемелле. Сурана кура — 2 миллион тенкӗ таран. Андрей Юрьев каланӑ тӑрӑх, пассажирсене турттаракан компани пассажирсен умӗнче «УралСиб» страхлакан ушкӑн Шупашкарти филиалӗнче страхланнӑ. «УралСиб» страховка килӗшӗвӗ пуррине тата компенсацие тӳлеме хатӗррине ҫирӗплетнӗ иккен. Компенсаци илес тесен ҫул-йӗр ҫинче инкек пулни ҫул-йӗр инспекторӗсем панӑ справка, паспорт, сывлӑха епле сиен кӳни ҫинчен тухтӑрсем панӑ справка кирлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Пушӑн 20-мӗшӗнче, Уйӑх Хӗвеле йӑлтах хупланӑ кун, Ҫӗнӗ Шупашкарти 6-мӗш гимнази вӗренекенӗсем ҫак пулӑма сӑнанӑ. Кӑнтӑрлахи 12 сехет тӗлне шкул картишне MEADE LXD75 телескоп вырнаҫтарнӑ. Ашшӗ-амӑшӗ тӗттӗм пленкӑсем илсе килнӗ. Уйӑх Хӗвеле хупланине икӗ сехет сӑнама пултарнӑ. Ачасем сӑнанӑ кӑна мар, сӑн та ӳкернӗ. Ҫав самантра иртен-ҫӳрен те шкул картишӗнче чарӑнса тӑнӑ. Вӗсем те 2-3-мӗш классемпе пӗрле тӗлӗнмелле ҫак пулӑма сӑнанӑ. «Раҫҫейре Уйӑх Хӗвеле пӗтӗмпех тата хӑҫан хуплӗ?» — ҫапла ыйту панӑ чылай ача. Хуравӗ савӑнтараканниех мар. Кун пекки 2061 ҫулхи ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче пулӗ! 2026, 2033, 2043 ҫулсенче те Уйӑх Хӗвеле йӑлтах хуплӗ, анчах ӑна Таймыр, Камчатка, Чукотка, Якути ҫыннисем ҫеҫ курайӗҫ. Сӑнсем (9) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |