Республикӑра
![]() Паян Раҫҫей Президенчӗн Чӑваш Республикинчи Йышӑну пӳлӗмӗнче ҫемье, амӑшлӑх, ачалӑх ыйтӑвӗсемпе консультаци кунӗ иртет. Ҫынсен ыйтӑвӗсене Раҫҫейри юристсен ассоциацийӗн регионти уйрӑмӗн юрисчӗсем, Ачасен правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен республикӑри уполномоченнӑй, республикӑн Сывлӑх сыхлавӗн тата Вӗренӳ, Ҫурт-йӗр министерствисен, Шупашкар хула администрацийӗн специалисчӗсем хуравлӗҫ. Тӳре-шараран ачаллӑ тата нумай ачаллӑ ҫемьесене патшалӑх епле пулӑшу кӳни пирки ыйтса пӗлме пулать. Шкула тата ача-пӑча пахчине ҫӳрекенсен ашшӗ-амӑшӗ те хӑйсене кӑсӑклантаракан ыйтӑва хускатайӗ. Тӑлӑхсен ҫемьене илес текенсене те сӗнӳсемпе пулӑшӗҫ. Нумай ҫынна пӑшӑрхантаракан ыйту ҫурт-йӗрпе ҫыхӑннӑ. Патшалӑх ҫак енпе кама тата епле ҫӑмӑллӑх кӳнине пӗлес тесен те йышӑнӑва кайма юрать. Ҫынсене 15 сехетрен пуҫласа 17 сехетчен йышӑнаҫҫӗ. Йышӑну пӳлӗмӗ Шупашкарти Ленинград урамӗнчи 36-мӗш ҫуртри 2-мӗш хутра вырнаҫнӑ. Малтанах ҫырӑнса хума (8352) 62-22-33 номерпе шӑнкӑравламалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Нарӑсӑн 27-мӗшӗнче Красноармейскинче район пулса кайнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалласа «Трак ен каччисем» конкурс иртнӗ. Ӑна районта пӗрремӗш хут ирттернӗ. Унта каччӑсен пултарулӑхне, вӗсем историпе культурӑна пӗлнине тӗрӗсленӗ. Вӗсем хӑйсем ӑсталанӑ япласене те кӑтартнӑ. Ытларахӑшӗ ӑна йывӑҫран касса хатӗрленӗ. Юлашкинчен ҫамрӑксем апат мӗнле пӗҫӗрессине тӗрӗсленӗ. Вӗсенчен кашниех чӑвашсен наци ҫимӗҫне — хуран кукӑльне — пӗҫернӗ. Конкурса хутшӑнакансене тата хӑнасене район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Андрей Шестаков саламланӑ. Ҫичӗ каччӑ хӑйсем пирки электронлӑ хӑтлавпа усӑ курса паллаштарнӑ, тӗрлӗ конкурссене хутшӑннӑ. Куракансен тунсӑхлама вӑхӑт пулман. Пӗтӗмлетӳпе килӗшӳллӗн, «Трак ен каччисем» конкурсра Николай Артемьев ҫӗнтернӗ. Вӑл «Чавашсетьгазӑн» Красноармейскинчи газ участокӗнче ӗҫлет. Сӑнсем (33) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Хӗрлӗ Чутай районӗнчи ветерансен канашӗ ӗнер, нарӑсӑн 27-мӗшӗнче, Етӗрне районӗнчен илнӗ Астӑвӑм альбомне тултарса Муркаш район элчисене парса ячӗ. «Эстафета памяти поколений» (чӑв. Ӑрусен астӑвӑмӗн эстафети) эстафетӑра республикӑри пур ветеран организацийӗ те хутшӑнать. Кашни район альбомра хӑйӗн геройӗсем ҫинчен хушса ҫырать. 2015 ҫулта кунти материалсене пухса Астӑвӑм кӗнеки пичетлесе кӑларма шутлаҫҫӗ. Республикӑри ветерансен канашӗн председателӗ Анатолия Пукки, конкурс ертӳҫи Анатолий Филиппов, конкурс комисси пайташӗ Галина Персидская, Муркаш районӗпе Шупашкар район элчисем тӗлпулура хастар пулчӗҫ. Районти ветерансен ертӳҫи Галина Тимакова пухӑннисене общество ертсе пынипе туса ирттернӗ ӗҫсемпе паллаштарчӗ. Анатолий Пукки эстафета тӗллевӗсем пирки каласа кӑтартрӗ, Енкӗлт ялӗнчи Сергей Баринов ертсе пыракан ветерансен организацине республикӑра ҫӗнтерӗве халалласа ирттернӗ смотр-конкурс лауреатне чысларӗ. Районта вырӑс чӗлхипе «Мое село (моя деревня) в годы Великой Отечественной войны» (чӑв. Ман ял Тӑван Ҫӗршыв Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче) сочиненисен конкурсӗ ирттернӗ, унта пурӗ 29 ӗҫ тӑратнӑ, саккӑрӑшӗ ҫӗнтерӳҫӗ ята тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Нарӑсӑн 26-мӗшӗнче чи хӑтлӑ ял тӑрӑхӗсен конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисене палӑртнӑ. Ӑна пӗлтӗрхи кӑтартусене шута илсе ирттернӗ. Унта 20 тӑрӑх хутшӑннӑ. Пӗлтӗр вара сахалрах — 13 ҫеҫ хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Унччен конкурса хуласен хушшинче ҫеҫ ирттернӗ. Кӑҫал ҫӗнтерӳҫӗсене хавхалантармашкӑн республика хыснинчен 1 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Ял тӑрӑхӗсем унпа тӗллевлӗн усӑ курӗҫ: хӑйсем пурӑнакан вырӑна татах хӑтлӑлатӗҫ. Кӑҫал конкурсра 100 пин ҫын таран пурӑнакан хула округӗсен йышӗнче Вӑрнар поселенийӗ мала тухнӑ. Иккӗмӗш вырӑнта — Ҫӗмӗрле хули, виҫҫӗмӗшӗнче — Вӑрмар тӑрӑхӗ. II категорире Кӳкеҫ ял тӑрӑхӗ малти вырӑна йышӑннӑ. Иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене Пӑрачкав ял тӑрӑхӗпе Комсомольски ял тӑрӑхӗ пайланӑ. III категорире мала Элӗк ял тӑрӑхӗ тухнӑ, иккӗмӗшне — Шупашкар районӗнчи Кӑшавӑш ял тӑрӑхӗ, виҫҫӗмӗшне — Комсомольски районӗнчи Тукай ял тӑрӑхӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Паян, нарӑс уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, ЧР Министрсен Кабинечӗ, транспорт тарифӗсем улшӑнассине пӗлтернӗ. Малашне троллейбуспа ҫӳремешкӗн 15 тенкӗ кирлӗ пулӗ. Хак 1 тенкӗ ӳсӗ. Маршруткӑсенче вара ҫулшӑн 20 тенкӗ памалла пулӗ. Кун пирки ЧР Элтеперӗн администрацийӗн пресс-слжуби пӗлтерет. Автобуспа ҫӳремешкӗн хак ҫав шайрах юлӗ — 16 тенкӗ. Шупашкартан Ҫӗнӗ Шупашкара автобуспа 19 тенкӗпе илсе кайӗҫ. Маршруткӑпа каякансен 23 тенкӗ тӳлемелле пулӗ. Пӗрлӗхлӗ тариф карттипе (ЕТК) тӳлесен 1 тенкӗ скидка пулӗ. Ку саккуна пичетлесен 10 кунран вӑя кӗрӗ. Хальлӗхе ӑна пичетлемен-ха. Асилтерер: общество транспорчӗсенчи хак юлашки хут 2013 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче ӳснӗ. Ун чухне хак кашни транспортра 2-шер тенкӗ хӑпарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Элӗк районӗнче тӑлӑхсене, ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑ ачасене хӑйсем патне йышӑннӑ ҫемьсен клубне туса хунӑ. Вӑл «Эпир пӗрле» ятлӑ. Нарӑсӑн 18-мӗшӗнче клубӑн пӗрремӗш ларӑвӗ иртнӗ. Ларӑва 9 ҫемье хутшӑннӑ. Ӑна ҫемьесене психологи, юридици тӗлӗшӗнчен пулӑшу парас тӗллевпе йӗркеленӗ. Йӗркелӳҫӗсен шухӑшӗпе, районта кунашкал клуб уҫӑлни ҫемьсене пӗр-пӗринпе хатшӑнма, опытпа пайланма, воспитанире сиксе тухнӑ ыйтӑва сӳтсе явма май парать. Пухӑннисем умне Элӗк район администрацийӗн опекӑпа попечительлӗх пайӗн тӗп специалисчӗ Ирина Ильина тухса калаҫнӑ. Ларура клуб председательне, клаб канашне суйланӑ, положение ҫирӗплетнӗ. Председатель тивӗҫӗсене 3 ачана хӑйӗн патне илнӗ Эльвира Петровна Афанасьевӑна шаннӑ. Кун пек тӗлпулусене малашне тӑтӑшах йӗркелеме палӑртнӑ. Унта тухтӑрсене, психологсене, вӗрентекенсене, юристсене чӗнӗҫ, вӗсем ҫемьесене пулӑшӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗнӗ вакансисем кӗртнипе мар-тӑр-ха. Ара, кирек епле ӗҫри пекех-ҫке: пӗрисем килеҫҫӗ, теприсем каяҫҫӗ пулӗ. Кунсӑр пуҫне тата тӳрере ӗҫлеме ирӗк панӑ вӑхӑт тухать те вӗсен кандидатурине ҫӗнӗрен пӑхса тухаҫҫӗ. Паян республикӑн Аслӑ судӗнче тӳресене удостоверени панӑ. Ҫын шӑпине татса пама (ҫапла тени пысӑк йӑнӑш мар пуль тетпӗр) ирӗк паракан хута ятарлӑ лару-тӑрура, салам сӑмахӗ каласах тыттарнӑ. Тӳре удостоверенине тивӗҫекенсене республикӑн Аслӑ сучӗн ертӳҫи Н.П. Порфирьев тата Суд департаменчӗн республикӑри управленийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан В.М. Воронов кӑна мар, Федерацин тӗп инспекторӗ Г.С. Федоров та саламланӑ. Вӗсем тӳресене саккунлӑ тата фактсемпе ҫирӗплетнӗ йышӑнусем кӑларма суннӑ. Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ алӑ пуснӑ удостоверение Чӑваш Енӗн Аслӑ сучӗн тӳрине Дмитрий Алексеева, Шупашкар район сучӗн ертӳҫин ҫумне Раиса Кудряшована, Йӗпреҫ район тӳрине Алексей Паймина панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑвӑш ҫамрӑкӗсем энергетика сӗткенӗсене сивлеҫҫӗ. «Энергетика сӗткенӗсене сутма чармалла» — ҫапла калаҫҫӗ хастар ҫамрӑксем. Вӗсем саккуна улшӑнусем кӗртме сӗнеҫҫӗ. «Ҫамрӑксем — энергетика сӗткенне хирӗҫ» акци Раҫҫейри 30 регионта иртет. Усси пур. Хальлӗхе энергетика сӗткенӗсене 19 облаҫпе республикӑра сутма чарнӑ. Шел те, Чӑваш Ен вӗсен йышӗнче ҫук-ха. Ку акци пирӗн республикӑра кӑрлач уйӑхӗн вӗҫӗнче старт илнӗ. Икӗ эрнере ҫамрӑк хастарсем энергетика сӗткенне сутассине хирӗҫ 2 пин ытла алӑ пуснине пухнӑ. Пӗтӗм Раҫҫейри «Ҫамрӑк гварди» общество организацийӗн Чӑвашри уйрӑмӗн ертӳҫи Станислав Торфимов акци ирттернин усси пуласса шанать. Чылайӑшӗ хаваспах алӑ пусать-мӗн. Хастарсем халӑх шухӑша ырланине кура республика ертӳлӗхӗ ҫак шӗвеке сутма чарасса ӗненет. Федераци шайӗнче кунашкал сӗткенсене кӑларассине, сутассине пӑхса тӑракан саккун ҫук. Апла пулин те кун пек документа йышӑнмаллине нумайӑшӗ ырланӑ. Чӑваш ҫамрӑкӗсем ку ыйту ҫивӗч пулнине ҫирӗплетеҫҫӗ. Ара, чылайӑшӗ ку сӗткене тиркемест вӗт, сывлӑхшӑн сиенлӗ пулнине те пӑхса тӑмасть — ӑша ярать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Наркополицейскисем наркотик сутакансемпе вирлӗн кӗрешеҫҫӗ пулин те «шурӑ вилӗм» пур пӗрех пуҫӗпех пӗтмест-ха. Юлашки вӑхӑтра шкул ачисенчен те наркотик туртса илме пуҫларӗҫ те… Ку мӗн патне илсе ҫитерӗ? ЧР ШӖМӗн ӗҫченӗсем наркотика хирӗҫ кӗрешнине сӑнлакан фильмра ӳкерӗнни паллӑ пулнӑ. Ӑна чӑваш режиссерӗ Владимир Синяев ӳкернӗ. Кун пирки ЧР Прокуратури пӗлтерет. Ӳнер фильмӗ наркобаронӑн синкерлӗ шӑпи пирки. Вӑл хӑйӗн серепине хӑйех лекнӗ. Фильм куракансене наркомани ыйтӑвӗ ҫивӗч пулнине, вӑл ҫын пурнӑҫне тӗп тунине ӗнентересшӗн. Полицейскисем Прокуратура ҫуртӗнче ӳкернӗ эпизода хутшӑннӑ. Унта — наркоушкӑна тытмалли мероприяти пирки. Фильм экран ҫине кӑҫал тухмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Алексей Маресьев летчик Кӗҫех Совет Союзӗ фашистла Германие парӑнтарнӑранпа 70 ҫул ҫитет. Ҫавна май республикӑри район-хуласем ӑна паллӑ тума хатӗрленеҫҫӗ, паттӑр ентешӗсене сума суса тӗрлӗ мероприятисем йӗркелеҫҫӗ. Йӗпреҫ районӗнчи вулавӑшсенче акӑ «Фильмсем пулса тӑнӑ кӗнекесем» видео-марафон иртет. Марафон районти тӗп вулавӑшра «Чӑн-чӑн пулни ҫинчен хывнӑ повеҫ» видео сехечӗпе пуҫланнӑ. Ӑна Совет Союзӗн Геройне, летчика Алексей Петрович Маресьева халалланӑ. «Чӑн-чӑн ҫинчен хывнӑ повеҫ» фильма чӑн пулнӑ фактсемпе усӑ курса ӳкернӗ. Унта Алексей Маресьев летчик истребителӗн кун-ҫулне ҫутатнӑ. Оккупаци территоринче виҫӗ хут ҫапса антарнӑ ӑна, вӑл юр хӳсе лартнӑ вӑрмансемпе виҫӗ эрне ҫӳренӗ, унтан тин партизансем патне тухнӑ. Икӗ урине ҫухатсан та Маресьев паттӑрлӑх кӑтартма пӑрахман. Вӑл каллех самолет штурвалӗ умне ларнӑ, тӑшмана аркатнӑ. Йӗпреҫсем Маресьева хӑйсен ентешӗ вырӑннӗ йышӑнаҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӑл аманнӑ хыҫҫӑн Йӗпреҫ районӗнче вӗҫме вӗреннӗ. Фильм курнӑ хыҫҫӑн пухӑннисем унӑн паттӑрлӑхӗ пирки чылайччен калаҫнӑ. Мероприятире «Маресьев — легендӑна кӗрсе юлнӑ ҫын» курав йӗркеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |