Республикӑра
![]() Нумаях пулмасть республикӑра Шупашкартан Симферополе самолетпа вӗҫме май пуласси пирки самай шавларӗҫ. Ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Дмитрий Медведев премьер-министр самолетри вырӑнсен 30 процентне федераци хысни субсидилесси ҫинчен алӑ пуснӑччӗ. Унпа килӗшӳллӗн билет хакӗ 3375 тенкӗ ҫеҫ пулмалла терӗҫ. «Шупашкар — Симферополь» авиарейса «Ямал» авикомпани ҫӗртмен 8-мӗшӗнчен пуҫласа пурнӑҫлама тытӑнасси пирки пӗлтерчӗҫ. Анчах паян лару-тӑру улшӑннӑ-мӗн. Ирхине «ЮТэйр» компани авиарейсне хӑтланӑ чухне Шупашкар аоэропорчӗн директорӗ Александр Жирнов журналистсене «Ямал» ку тивӗҫе пурнӑҫлама хирӗҫ пулнине пӗлтернӗ. Халӗ Чӑваш Енре ытти вариантсене шыраҫҫӗ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Ене «Раҫҫейри кану» экспедици килнӗ. Вӑл пирӗн республика пирки видеосюжет ӳкересшӗн. Сюжетра чӑваш культури, пирӗн паллӑ вырӑнсем пирки каласа кӑтарташӑн. «Раҫҫейри кану» 11-мӗш экспедици Чӑваш Ене паян килнине ЧР влаҫсен официаллӑ порталӗ пӗлтерет. Ӳкерӗве республикӑри туризма аталантарас тӗллевпе ирттереҫҫӗ. Операторсем Чӑваш наци музейӗнче, Сӑра музейӗнче, Траткор историйӗн ӑслӑлӑхпа техника музейӗнче, В.И.Чапаев музейӗнче пулса курӗҫ. Кунсӑр пуҫне хӑнасем «Ясна» этноэкологи комплексӗпе паллашма пултараҫҫӗ. Унччен маларах экспедици Мари Республикинчи Чикме хулинче пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Кӑҫал РФ Президенчӗ Владимир Путин «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» ордена парасси ҫинчен ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Ку ордена 7 ачаран ытларах ҫуратса ӳстерекен ҫемьесене параҫҫӗ. Тӑваттӑмӗш ачин 3 ҫул тултармалла. Палӑртмалла: 2013 ҫултанпа «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» ордена тивӗҫнисене 100 пин тенкӗ парса хавхалантараҫҫӗ. Ачасене тивӗҫлӗ воспитани панӑшӑн, ҫӗмье йӑли-йӗркине сыхлама тӑрӑшнӑшӑн Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Валерий Александровичпа Наталия Николаевна Белинскисене «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» ордена пама йышӑннӑ. Республикӑри тепӗр тӑватӑ ҫемьене «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» орден медале пама йышӑннӑ. Вӗсем — Красноармейски районӗнчи Николай Павловичпа Римма Ильинична Игнатьевсем, Канаш районӗнчи Иван Григорьевичпа Галина Валериановна Николаевсем, Куславкка районӗнчи Борис Яковлевичпа Любовь Алексеевна Федоровсем, Шупашкарти Анатолий Петровичпа Вера Генадьевна Яковлевсем. Кунашкал наградӑпа тӑватӑ тата ытларах ачана воспитани паракансене чыслаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Вырӑс ҫыравҫи Александр Пушкин ҫуралнӑ кун, ҫӗртме уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, республикӑра вырӑс чӗлхин пӗрремӗш уҫӑ фестивалӗ иртӗ. Ун умӗн, ҫӗртмен 4-мӗшӗнче, техникум-колледжсенче, училищӗсенче вӗренекенсем тата вӗрентекенсем вырӑс чӗлхине мӗнле шайра пӗлнине тӗрӗслӗҫ. Фестивале хутшӑнакансене Раҫҫейри вырӑс тымарӗсене, вырӑс чӗлхин историне, хальхи правилӑсене мӗнле пӗлнине тӗрӗслӗҫ. Фестивальпе килӗшӳллӗн ҫавӑн пекех сӑвӑ вулакансен конкурсне ирттерӗҫ. Унта хутшӑнакансем Александр Пушкин поэзийӗн Ылтӑн фондӗнчи чи лайӑх сӑвӑсене халӑх умӗнче вулӗҫ. Ҫавӑн пекех фестивальпе килӗшӳллӗн курав, конференци, видеохӑтлав йӗркелӗҫ. Мероприятисем Шупашкарти электромеханика колледжӗнче тата культура училищинче иртӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене те унтах чыслӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Етӗрне районӗнчи Алексеевкӑри Ильинсем «Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи чи ӑнӑҫлӑ ҫемье» конкурса Чӑваш Енрен Етӗрне районӗнчи ҫемье хутшӑнать. Ун пек шайри ӑмӑртӑва асӑннӑ районти Алексеевка ялӗнчи Ильинсем кайма кӑмӑл тунӑ. Владислав Африкановичпа Лариса Юриевна пӗр ҫемьене чӑмӑртанни 18 ҫул иртнӗ. Вӗсем пилӗк ача: тӑватӑ ывӑлпа пӗр хӗр — ӳстереҫҫӗ. Ҫемьери чи аслӑ ывӑл 17 ҫулта, кӗҫӗнни виҫҫӗре кӑна-ха. Ҫемьене хакланӑ чух вырӑнтисем вӗсем спортпа туслине палӑртаҫҫӗ. Ильинсем, чӑн та, кил хушшинче тренажерсем те вырнаҫтарнӑ иккен. Пӳртре вара бокс груши ҫакӑнса тӑрать-мӗн. Тӗрлӗ вӑйӑ валли те ҫемье нумай хатӗр туяннӑ. Уявсене Ильинсем хӑйсен ҫемйипе ирттереҫҫӗ. Уҫӑлма та пӗрле тухса ҫӳреҫҫӗ-мӗн, ҫул ҫӳреме те юратаҫҫӗ, куравсемпе музейсене те ҫитеҫҫӗ иккен. Ильинсен ачисем шкулти мероприятисене хастар хутшӑннине палӑртаҫҫӗ. Ӳркенменскерсем республикӑра тата регионсем хушшинче иртекен конкурссене унччен те пӗрре кӑна мар хутшӑннӑ. Сӑмахран, ял ҫамрӑкӗсен «Ӑраскал» фестивальне, Пӗтӗм чӑвашсен «Кӗмӗл сасӑ» фестиваль-конкурсне. Пӗлтӗр Ильинсем «Етӗрне районӗнчи чи лайӑх ҫемье–2014» конкурсра ҫӗнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче «Чӑваш Республикинче диаспорӑсен хутшӑнӑвӗсен ыйтӑвӗсен регионсен хушшинчи конференци» иртнӗ. Ӑна Шупашкарти «Таджикисен диаспори» тата Мускаври граждан тӗрӗслевӗн комитечӗ йӗркеленӗ. Унта «Ирӗклӗх» пӗрлешӳ, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Игорь Моляков тата унӑн пулӑшуҫи Геннадий Мандрейкин, Наци радиовӗ те хутшӑннӑ. Мероприяти пуҫланас умӗн конференци иртекен зала ФСБ спецназӗ вирхӗнсе кӗнӗ те таджиксене автобуса лартса полици уйрӑмне илсе кайнӑ. Икӗ сехет тытнӑ вӗсене унта, кайран янӑ. Мӗншӗн тытса чарнӑ таджиксене? Документсене тӗрӗсленӗ имӗш. Конференцие хутшӑнакансем ҫакна курса питӗ кӑмӑлсӑрланнӑ. Ку вӗсен шухӑшӗпе диаспорӑсен хушшинчи лару-тӑрӑва ҫивӗчлетет. ФСБ кансӗрленӗ пулсан та мероприятие ирттернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли кун умӗн тата ҫӗршывӑн чрезвычайлӑ ведомстви 25 ҫул тултарнӑ май «Эпӗ ҫӑлавҫӑ пулатӑп!» сӑнӳкерчӗксен конкурсне пуҫарнӑ. Ӑна ҫулӑмпа кӗрешекен, кашни кун хӑйсен пурнӑҫне хӑрушлӑха кӗртсе ӳкерекен ҫынсем пирки каласа кӑтартмашкӑн йӗркеленӗ. Унта хутшӑнас тесен РФ МЧСӗн ӗҫченӗсемпе ӳкерӗннӗ ачан сӑнӳкерчӗкне ярса памалла. Е пушар урапин умӗнче, ятарлӑ техника рулӗ умӗнче, пушарнӑйсен тумӗпе ярса памалла. Конкурса номинацисемпе пӗтӗмлетӗҫ: «Ҫулӑмпа кӗрешекен пек пулса кур», «Ҫамрӑк пушарнӑйӗн куллине кӑтарт», «Ятарлӑ урапа рулӗ умӗнче». Сӑнӳкерчӗке хӑҫан тунине, вӑл мӗн ятлине ҫырма манмалла мар. Сӑнӳкерчӗкӗн пахалӑхӗ лайӑх пулмалла. «Эпӗ ҫӑлавҫӑ пулӑп!» ятлӑ ӗҫсене infa209@yandex.ru электронлӑ почтӑпа утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Номинацисенче ҫӗнтернисене парнесемпе хавхалантарӗҫ. Чи лайӑх ӗҫсемпе Ҫӑлавҫӑсен кунӗ умӗн Шупашкарта куравсем йӗркелӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ӗнер каҫхине республикӑра аслатиллӗ вӑйлӑ ҫумӑр ҫуни хӑйӗн хыҫҫӑн йӗр хӑварнӑ. Муркашсем ҫутӑсӑр тӑрса юлнӑ ав. Нумайлӑха мар. Ир енне ҫынсен килӗсенче ҫутӑ пулнӑ. Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, ҫумӑр витререн тӑкнӑ пек ҫунӑ, аслати кӗмсӗртернӗ май Муркаш районӗнчи темиҫе ялта ҫутӑ сӳннӗ. Авари бригадисем электропередача линийӗсене ҫӗрлех юсанӑ. Ҫӗрлехи 2 сехет тӗлне 1000 пине яхӑн ҫын ҫутӑсӑр ларнӑ. Ирхи 5 сехет тӗлне йӑлтах йӗркене кӗртнӗ. Тӗрӗссипе, чылай ҫӗрте ҫутта сӳнтерни профилактика пулнӑ. Синоптиксем вара ҫитес вӑхӑтра Чӑваш Енре хӗвеллӗ ҫанталӑк пуласса шантараҫҫӗ. Эрне вӗҫнелле сывлӑш температури 25 градус таранах хӑпармалла-мӗн. Ҫавӑн пекех Элӗк, Сӗнтӗрвӑрри районӗсенче те хӑш-пӗр ҫӗрте ҫутӑ сӳннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «Алексей Толстой» хӑтлӑ теплоход ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Куславкка тӑрӑхӗнче чарӑннӑ. Атӑл тӑрӑх килнӗ хӑнасене ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илнӗ хыҫҫӑн экскурси ирттернӗ. Куславкка ҫыннисем вӗсене аш-пиллӗн кӗтсе илни хӑнасемшӗн кӗтменлӗх пулнӑ. Инҫетрен килнӗскерсем архитектура палӑкӗсемпе, историпе паллашнӑ, Н.И.Лобачевский ячӗллӗ музей ҫуртне кайса курнӑ. Унта, паллах, пур турист та ҫитсе килет. Хӑнасене куславккасем Николай Иванович Лобачевский ятне хисеплени уйрӑмах килӗшнӗ. Туристсем чӑваш тумӗ тӑхӑнса сӑнсем те ӳкерӗннӗ. Туристсем ҫула кӑмӑлпа тухнӑ. Вӗсем чӑвашсем хӑйсен ҫӗрне юратнине палӑртнӑ. Сӑнсем (14) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Кӑмӑл-туйӑма алӑра тытма айӑплава пурнӑҫа кӗртекенсем вӗрентеҫҫӗ. Усалланса кайсан ҫын кашкӑра ҫаврӑнать тейӗн. Ҫав самантра вӑл ним те итлесшӗн мар, хӑйӗннех перет. Шӑпах хӗрсе кайнӑ вӑхӑтра преступленисем пулаҫҫӗ те чылай чух. Кӑштахран ҫын мӗн туса хуни пирки ҫавӑрттарса илейӗ те, анчах... чавса ҫывӑх та — ҫыртма ҫук. Айӑплава пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлекен федераци службинче условлӑ майпа айӑпланса шутра тӑракансене кӑмӑл-туйӑма тытса чарма, ал-урана ирӗке ямалла маррине тӑтӑшах вӗрентеҫҫӗ иккен. Психологсем вӗсемпе тӗрлӗ психокоррекци программипе ӗҫлесе хӑвӑрт ҫилленсе кайса усалланасран асӑрханма хӑнӑхтараҫҫӗ. Ҫак уйӑхра специалистсем Красноармейски, Канаш тата Вӑрнар районӗсенчи тата Ҫӗнӗ Шупашкарти филиалсене ҫитсе условлӑ айӑпланнисемпе тӗл пулӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |