Чӑвашлӑх
![]() Сар.ru сӑнӗ Ҫӗнӗ Шупашкарта хӗрпе каччӑ Мӑшӑрлану керменне хут уйӑрттармашкӑн чӑваш тумӗ тӑхӑнса пынӑ. Кун пирки хула администрацийӗ хӑйӗн официаллӑ сайтӗнче пӗлтернӗ. Ҫӗнӗ Шупашкар хулин ҫуралнӑ кунӗнче (каласа хӑвармалла: ӑна кунта пурӑнакансем ҫулленех чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ) ЗАГСра вун виҫӗ мӑшӑр ҫырӑннӑ. Вӗсен йышӗнче Александр Николаевпа Наталья Сергеева самай уйрӑлса тӑнӑ. Хайхискерсем ҫемье ҫуралнине чӑн чӑваш тумӗ тӑхӑнса ирттерме шухӑшланӑ. Хула администрацийӗн ЗАГС пайӗн специалисчӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, уяв чӑннипех те илемлӗ иртнӗ, залра чӑвашлӑх хуҫаланнӑ. «Ҫамрӑксем мӑн аслашшӗсен ырӑ йӑли-йӗркине манманни савӑнтарать, вӗсем хӑйсен туйне чӑвашлӑх сӗмӗ кӗртни шӑпах ҫакна ҫирӗплетет», — ҫырнӑ ҫӳлерех асӑннӑ ҫӑлкуҫра. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Юпа уйӑхӗнче Чӑваш кӗнеке издательстви Чӑваш Республикинчи Красноармейски район энциклопедине 1500 экземплярпа пичетлесе кӑларчӗ. 740 страницӑра Трак енри хуҫалӑхсемпе организацисем, предприятисемпе фирмӑсем, шкулсемпе ача пахчисем, историлле палӑксемпе ҫутҫанталӑкӑн палла вырӑнӗсем ҫинчен тӗплӗн ҫырса кӑтартнӑ. Тӗрлӗ тӗслӗ сӑнӳкерчӗксен тӑватӑ хушма кӑларӑмӗ район пурнӑҫӗпе анлӑ курӑмлӑ паллаштарать. Кунта 1640 паллӑ ҫыннӑн кӗске биографине вырнаҫтарнӑ, вӗсенчен 870-шӗн сӑнӳкерчӗкӗ (портречӗ) пур. Тиражран 75 экземплярӗ энциклопедие кӑларма хастар хутшӑннӑ юлташсене парнелӗх пулать, 25 экземплярӗ республикӑн библиотекисене каять. Сутлӑха 1400 экземпляр тухать, ҫавӑнпа энциклопедие илсе юлма васкамалла. Энциклопедие районти тӗп вулавӑшра илме май пур, вӑл центрти бизнес-инкубатор ҫуртӗнче вырнаҫнӑ. Тел. 8-960-307-20-02. Энцикопедин хӑтлавӗ чӳкӗн 23-мӗшӗнче Шупашкарта Наци вулавӑшӗнче иртет. Вӑл 13:00 сехетре таврапӗлӳ уйрӑмӗнче пулӗ. Кам та кам район историпе тата культурипе кӑсӑкланать тата энциклопеди туянасшӑн — унта пырса курма йыхравлаҫҫӗ. |
Чӑвашлӑх
![]() «Idel.Реалии» тӗнче тетелӗнчи хаҫат Чӑваш Енре ачасем валли чӑвашла телекурав пулӗ-и тесе кӑсӑкланнӑ. Ҫапла тума ӑна Тутарстанра «Шаян ТВ» телеканал йӗркелени хистенӗ курӑнать. Тутар ачисем валли тӑван чӗлхепе талӑкӗпе ӗҫлекен телеканала чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче уҫнӑ. «Idel.Реалии» МИХа Чӑваш Енӗн Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникаци министерствинчен хуравланӑ. Михаил Анисимов министр алӑ пуснӑ хуравра Чӑваш Енӗн Наци телекуравӗн эфирӗнче ачасемпе ҫамрӑксем валли тухакан кӑларӑмсем мӗнпур калӑпӑшӑн чӗрӗк пайне йышӑнаҫҫӗтесе пӗлтернӗ. Вӗсен йышӗнче чӑвашла тухаканнисем те пур тенӗ. Кӑҫал мультфильмсемпе ача-пӑча киноне чӑвашла куҫарман иккен. Ачасем валли хатӗрлекен кӑларӑмсен шутне ҫитес ҫулсенче ӳстерес шухӑшлине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Антарктидӑра иртнӗ 63-мӗш Раҫҫей экспедицийӗ вӑхӑтӗнче Чӑваш ялавне те хӑпартнӑ. Антарктидӑна тӗпчеме кайнӑ 63-мӗш экспедицие хутшӑнакансем тӗрлӗ хулапа регион ялавне ҫӗкленӗ. Чӑваш Республикин элемӗ те ҫавӑнта пулнӑ. Хӑш регион ялавӗ ҫапла чыса тивӗҫесси 1820 ҫулта Фаддей Беллинсгаузенпа Михаила Лазарев экспедицийӗнче пулнӑ моряксем хӑш тӑрӑхран пулнипе ҫыхӑннӑ. «Восток» тата «Мирный» карапсемпе ҫӗр чӑмӑрӗ тӑрӑх ҫул ҫӳреве тухнӑ тӗпчевҫӗсем Антарктидӑна ик ӗмӗре яхӑн каялла асӑрханӑ. Ҫурҫӗр материкра чӑваш ялавне 2018 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче ҫӗкленӗ. «Полярная инициатива» (чӑв. Поляр пуҫарӑвӗ) ӑслӑлӑх центрӗн ертӳҫи Никита Куприков журналистсене пӗлтернӗ тӑрӑх, ялав ҫӗклени Антарктидӑна уҫакансене асра тытнине пӗлтерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Унччен Чӑваш наци радиовне районсенче пурӑнакансем ҫеҫ итлеме пултарнӑ. Шупашкар тата Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче тӗпленнӗ ҫынсем ӑна тӗнче тетелӗнче кӑна итленӗ. Паян Чӑваш наци радиовӗ республикипех лайӑх хыпар пӗлтерчӗ. Радиона ҫӳлерех асӑннӑ икӗ хулара та итлеме пулать! Тӗрӗссипе, вӑл эфира ӗнер 22 сехет 22 минутра эфира тухнӑ. Радиона ярас тесен 95,9 МГц хумсем ҫине куҫмалла. Палӑртмалла: Наци радиовне Йӗпреҫре – 72,41 МГц, Ҫӗрпӳре 105,0 МГц, Хӗрлӗ Чутайра 106,7 МГц хумсем ҫинче итлемелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Чӑваш кӗнеке издательствинче Иван Яковлевӑн «Аслӑ ҫул ҫине» асаилӗвӗ пичетленсе тухнӑ. Ольга Федорова редактор пӗлтернӗ тӑрӑх, вырӑсларан чӑвашла ӑна Владимир Степанов куҫарнӑ, ӳнерҫи – Светлана Бритвина, тиражӗ – 1000 экземпляр. Вӑл – Иван Яковлевӑн асаилӳсен иккӗмӗш кӗнеки. Пӗрремӗшӗ – «Ҫитӗннӗ вӑхӑт» – 2010 ҫулта пичетленнӗ, ӑна Геннадий Юмарт куҫарнӑ. «Аслӑ ҫул ҫине» аса илӳсенче Иван Яковлев университетра вӗреннӗ тапхӑр пирки, Николай Ильминскийпе паллашни ҫинчен, Николай Иванович Чӗмпӗрти чӑваш шкулне уҫнӑ чух епле пулӑшни пирки каласа панӑ. «Куҫару ӗҫӗ» сыпӑкра Яковлев ҫак ӗҫе пуҫӑнас шухӑш епле ҫурални тата ҫак ӗҫри йывӑрлӑхсене асӑннӑ. Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗ пирки те тӗплӗ каланӑ кӗнекере. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Пушкӑртстанри Пелепей районӗнчи Кивӗ Сименкке ялӗнчи шкулта музыка тата чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗсен хӑйсен ӑсталӑхӗпе ыттисене паллаштарнӑ. Семинар тӗллевӗсенчен пӗри ачасене чӑвашсен культурипе ачасене паллаштарнин пӗлтерӗшне уҫса парасси пулнӑ. Мероприятие «Янрав» фольклор ушкӑнӗ уҫнӑ. Семинара хутшӑннисене Е.Н. Григорьева музыка вӗрентекенӗ чӑвашсен пуян культурипе паллаштарнӑ. Чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен С.В. Игнатьева чӑваш чӗлхи урокне квест вӑййи евӗр ирттернӗ. Ачасем тӑван кӗтесӗн историпе культурине пӗлнине кӑтартса панӑ. «Урал сасси» хаҫатра Светлана Игнатьева ҫырнӑ тӑрӑх, ҫамрӑк ӑрӑва наци культурине явӑҫтарас ыйтӑва та сӳтсе явнӑ. Ӑна форсайт-сессире тишкернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Чӑвашла ӑнланакан Пушок. vmnews.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре ҫуралнӑ Ирина Федорова Мурманск хулин 9 ҫул каялла куҫса кайнӑ. Ӑна унта куҫма мӑшӑрӗ Александр, Ҫурҫӗр флотӗнче службӑра тӑнӑскер, ӳкӗте кӗртнӗ. Федоровсем ӗнентернӗ тӑрӑх, вӗсен кушакӗ чӑвашла ӑнланать. Чӑннипе, малтан мӑр-мӑр вырӑс ҫемйинче пурӑннӑ. Анчах ку чӗлхене вӑл чӑваш ҫемйине лексенех манса кайнӑ. Халӗ кушак чӑвашла каласан ҫеҫ ӑнланать. Чӑвашла пӗлекен Пушока Рекордсен кӗнекине кӗртмен, ҫапах ҫемье унпа мухтанать: Мурманск тӑрӑхӗнчи «Чӑваш тӗнчи» наци пӗрлешӗвӗнчи тусӗсемпе пӗлӗшӗсене кушак мӗн тума пултарнине кӑтартаҫҫӗ. Палӑртмалла: Мурманск облаҫӗнче 4 пине яхӑн чӑваш пурӑнать. Унти карапсемпе шыв айӗнче ишекен кимӗсенче Чӑваш Енри ҫӗр-ҫӗр каччӑ ӗҫлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Шупашкарти Ф.П.Павлов ячӗллӗ музыка училищин студенчӗсемпе вӗрентекенӗсем «Сурхури! Кӗркури!» кӗнеке кӑларнӑ. Унта чӑвашсен йӑла-йӗрке юррисене кӗртнӗ. Вӗсем ЧР Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн 100 пин тенкӗ грантне ҫӗнсе илнӗ. Кӗнекене шӑпах ҫак укҫапа кӑларнӑ та. Училищӗри студентсемпе преподавательсем иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенчех йӑла-йӗрке юррисене пухма пуҫланӑ. Халӗ ав чи лайӑххисене пӗр ҫӗре пухса кӗнеке кӑларнӑ. Ӑна Людмила Петухова, Григорий Салюков, Ирина Яковлева вӗрентекенсем хатӗрленӗ. Ӑслӑлӑх редакторӗ – искусствоведени докторӗ тата профессор Михаил Кондратьев. Чӳкӗн 4-мӗшӗнче 13 сехетре училищӗре йӑла-йӗрке юррисен пуххин хӑтлавӗ иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Чӑваш халӑх сайчӗ Чӑваш Енӗн чӑвашла карттине ҫӗнетсе кӑларма шутлать. Ҫавӑнпа та кашнинченех усӑллӑ сӗнӳсем кӗтет. Ҫавӑн пекех тупса палӑртнӑ йӑнӑшсене пӗлтерсен те сире тарават пулӑттӑмӑр. Аса илтеретпӗр, Чӑваш Енен чӑвашлатнӑ схемине Чӑваш халӑх сайчӗ 2015 ҫулта пичетлесе кӑларчӗ. Тӗрӗссипе вӑл малтанхи вариант кӑначчӗ — тӗрӗслесе пӑхмаллискер. Ҫавӑнпа та тиражӗ пысӑк марччӗ — 300 экземпляр ҫеҫ. Хальхинче пысӑкрах тиражпа кӑларас ӗмӗтлӗ. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |