Харпӑр шухӑш
Чӑвашлӑх
Алексей Трофимов, Петр Ивантаев, Станислав Отрыванов тупӑкӗсем ҫине * * * Умлӑ-хыҫлӑн черетпе пыратпӑр... Кайнӑ майӑн чун кӑчӑртатать, Халӗ тин ыр-усала пуҫ ҫапмӑр, Ҫул вӗҫне хамӑр чыспах тухатпӑр. Лӑпланса, ку ӗмӗр татӑлать.
Кайнисем те пур, пур тӑхтаканӗ, Халӑхран юлма пӗрех май ҫук. Вӑхӑтран та вӑрӑм юлаканӗн Шухӑшӗ самант та лӑпкӑ канмӗ, Туссемпех вӑл пулӗ сывӑ чух.
Каҫарсам тесе эпир ыйтмастпӑр, Ҫылӑх ҫук пек хӑлӑхсӑр тӗнчен. Ырлама сире эп вӑтанмастӑп, Кӗнекӗрсене умран ямастӑп — Тав сире Чӑвашлӑх умӗнче!
Виталий Станьял 2020, авӑн, 17. Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест. | ||||||||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ. Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |
Эп те кӗҫӗр П.В.Ивантаева асӑнса сӑвӑ ҫыртӑм.
Питӗ нумай ҫухатрӗ ҫак кунсенче Чӑваш Тӗнчи.
Шел, питӗ шел!
Валери Туркай