Чӑвашлӑх
![]() Пушкӑртстанри Мияки районӗнчи Кекен ялӗн культура ҫуртӗнче «История деревни» кӗнеке хӑтлавӗ иртнӗ. Асӑннӑ кӗнекене ҫак ялта 1923 ҫулта ҫуралнӑ тата пурӑннӑ вӑрҫӑпа ӗҫ ветеранӗ, Кекен шкулӗн улшӑнми завучӗ, вӗрентекенӗ Сергей Филиппов ҫырма пуҫланӑ. Анчах пуҫтарӑннӑ материалсене – очерксене, историлле справкӑсене, ял историйӗпе ҫыхӑннӑ чӑн фактсене – пӗр кӗнекене пуҫтарма май килмен. Ашшӗ пуҫланӑ ӗҫе ывӑлӗ, Тольятти хулинче пурӑнакан Владимир Сергеевич малалла тӑснӑ. Тӗл пулӑва Пелепей районӗнчи чӑвашсен наципе культура автономийӗн председателӗ Владимир Яковлев хутшӑннӑ. Пелепей хулинчи «Урал-Батыр» наци культурисен центрӗ ҫумӗнчи «Илем» чӑваш халӑх фольклор ансамблӗ (ертӳҫи – Нина Никитина) сцена ҫине тухни презентацийӗн чи илемлӗ саманчӗсенчен пӗри пулчӗ тесе ҫырнӑ «Урал сасси» хаҫатра Кекен ялӗнчи Нина Никитина. Мероприяти Сергей Федотовичпа Ольга Семеновна Филипповсем пурӑннӑ ҫурт ҫинче Асӑну хӑмине уҫнипе вӗҫленчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ. Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |