Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.0 °C
Кӑмӑла кура кӑмӑл.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Чӑваш халӑх сайчӗ — 15 ҫулта!

Ӗҫ Интернет лавккана аталантарас енӗпе партнет шыратӑп. Паллашу Zoom урлӑ.
Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ илемлӗ ялти пурнӑҫа килӗштерекен хӗр-хӗрарӑмпа паллашса Ҫемье ҫавӑра...
Сутатӑп Тĕртнĕ(пусма) маска , 100 тенкĕпе сутатăп
Аçтахар Плотников 07.09.2020 20:50 | 865 хут пӑхнӑ
Сумлӑ сӑмах Чӑвашлӑх

15 ҫул — шӑп ҫавӑн чухлӗ Чӑваш халӑх сайчӗ сирӗнпе пӗрле. Паян, авӑнӑн 7-мӗшӗнче эпир хамӑр ҫак пӗчӗк юбилея палӑртатпӑр. Шел те, кӑшӑлвируса пула ӑна анлӑн палӑртма май пулмӗ. Ҫавах та ҫак вӑхӑт хушшинче эпир мӗн-мӗн тума ӗлкӗрнине, тата хамӑр плансем пирки каласа парас тетпӗр.

Ҫитӗнӳсем

15 ҫул хушшинче Чӑваш халӑх сайчӗ сахал мар ӗҫлерӗ. 2017 ҫултанпа эпир МИХ шайӗнче тӑрӑшатпӑр пулин те унччен чӑвашлӑха тӗнче тетелӗнче тӗрлӗ енлӗ аталанма пулӑшакан портал пек ӗҫлесеччӗ. Пӗлтӗр, ав, «Чӑваш халӑх сайтӗнчен» тепӗр пай уйӑртӑмӑр — Чӑваш чӗлхи лабораторине. Анчах ку вӑл пӗтӗмпех пирӗн сайтпа, Чӑваш халӑх сайчӗпе, ҫыхӑннӑ. Ҫавна май ҫитӗнӗвӗсем те хамӑрӑнах.

Чи малтанах ача-пӑчасем хушшинче ирттернӗ литература конкурсӗсене асӑнмалла. Вӗсене эпир ҫичӗ хут ирттертӗмӗр. Республикӑри ачасем те хутшӑнчӗҫ, тулашрисем те. Чи лайӑх хайлавӗсене вара кӗнекен те кӑлартӑмӑр. Ҫапла май виҫӗ кӗнеке кун ҫути курчӗ. Вӗсен тиражӗсем пысӑках мар пулин те ачасемшӗн ҫав-ҫавах савӑнӑҫ пулчӗҫ тесе шутлатпӑр (Инесса Шашкинӑна, ав, профессионал ҫыравҫӑсен пӗрлӗхне те нумай пулмасть йышӑнчӗҫ).

Ҫавӑн пекех эпир чӑвашла комикссен тата видеосӑвӑсен, тупмалли юмахсен ӑмӑртӑвӗсене те ирттертӗмӗр. Комикссен конкурсӗ ытлашши анлах иртмерӗ пулин те видеосӑвӑсен ӑмӑртӑвӗ халӑха килӗшрӗ — ку эстафетӑна Владимир Андреев илчӗ.

Паллах, кашни ҫӗнтерӳҫӗне эпир чаплӑ парнесемпе тивӗҫтертӗмӗр. Ку тӗлӗшпе Владимир Андреев ирттерекен «Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш» видеосӑвӑсен ӑмӑртӑвне те тӑтӑшах пулӑшса тӑратпӑр.

Тепӗр ҫитӗнӳ — электронлӑ вулавӑш. Унта халӗ 7 пин ытла хайлав, ҫӗре яхӑн кӗнеке. Авторсен йышӗ пинрен те ытларах. Юлашки вӑхӑтра эпир манӑҫнӑ ҫыравҫӑсен хайлавӗсене тата пире ярса панӑ калав-сӑвӑсене вырнаҫтарма тӑрӑшатпӑр.

15 ҫул хушшинче эпир сахал мар ҫӗнӗ сайт уҫрӑмӑр. Вӗсен шутӗнче чӑваш чӗлхине аталантармаллисем те, чӑвашлӑхпе ҫыхӑннисем те. «Повествование о чувашах» сайт, калӑпӑр, Елена Енккан кӗнеки ҫинче никӗсленнӗ, чӑваш халӑхӗн кун-ҫулне ҫутатса парать. «Ваттисен сӑмахӗсем» — чӑваш халӑхӗ ӗмӗрсем хушшинче пухнӑ ӑс-хакӑлпа паллаштарать, «Пилсемпе кӗлӗсем» — чӑвашӑн авалхи тӗнӗн йӑли-йӗркипе (пирӗн сайтсем ҫав тери нумай, ку сайта ӗҫлеттерсе яма маннине ҫак статяна ҫырнӑ чухне ҫеҫ асӑрхарӑм). «Юмах.ру» сайтра вара чӑваш халӑх пултарулӑхӗпе паллашма пулать.

Чӑваш чӗлхи лабораторийӗн йышне кӗрекен сайтсем те чылайӑн: сӑмах пуххисен сайчӗ «Электронлӑ сӑмахсар», чӑвашла терминсем ӑсталама хатӗрленӗ «Чӑвашла терминсем» сайт, чӑвашла ҫырнӑ тектсенче орфографие тӗрӗслемелли хатӗр валли ӑсталанӑ «Hunspell чӑвашла» ятлӑ сайт. Электронлӑ словарьсен сайтӗнче, калӑпӑр кашни ҫын Николай Ашмарин пухса хатӗрленӗ 17 томлӑ словарьпе паллашма пултарать. Унта шырав тума май пултӑр тесе эпир ӑна тӗппипех электронлӑ варианта куҫартӑмӑр. Ку пысӑк ӗҫе ытларах пайӗпе пӗлтӗр вӗҫлерӗмӗр.

Уйрӑммӑн, паллах, чӑваш чӗлхин корпусне асӑнмалла. Вӑл «Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи» ятлӑ, ун урлӑ эпир нейронлӑ алгоритмпа хӑй тӗллӗн куҫаракан тӑлмача хатӗрлетпӗр. Паянхи кун тӗлне унта 540 пин ытла чӑвашла-вырӑсла пуплевӗш мӑшӑрӗсем. Хӑй корпус та пуянлансах пырать, сӑмахсен йышӗ унта 6,3 миллиона яхӑн. Хамӑрӑн вӑхӑта хальхи самантра ытларах енӗпе ӑна уйӑрнӑран ӗнтӗ аяларах палӑртнӑ ҫитменлӗхсем пулса пыраҫҫӗ те ӗнтӗ. Вӑхӑчӗ те укҫи-тенки те ҫак ӗҫе чылай каять. Анчах ку ӗҫ пирӗн шутпа ҫав тери кирлӗскер, ҫавна май хамӑр йӗркене ҫитес вӑхӑтра улӑштарасшӑнах мар.

Ҫак вӑхӑт хушшинче Чӑваш халӑх сайтчӗ онлайн мелӗпе ҫеҫ мар, оффлайн меслечӗпе те чӑвашлӑха аталантарма тӑрӑшрӗ. Кунта эп Чӑваш республикин чӑвашла схеми пирки калатӑп тата чӑвашла кӑларнӑ укҫа конверчӗсем ҫинчен. Карттӑна эпир икӗ кӑларӑмпах пичетлерӗмӗр, укҫа конверчӗсене вара пӗр вунӑ тӗс кӑлартӑмӑр. Кӑшӑлвируса пула хальхи вӑхӑтра вӗсем сутӑнманнипе пӗрех пулин те ку ӗҫе ҫав-ҫавах турӑмӑр-турӑмӑрах. Уйрӑмах республика схемине кӑларнӑ ӗҫре чылай ҫын хутшӑннине асӑнса хӑварас килет.

Укҫа-тенкӗ пирки. Чӑваш халӑх сайчӗ тата унӑн ҫумпроекчӗсем йӑлт хамӑрӑн кӗсьери укҫапа ӗҫлеҫҫӗ. Хӑш-пӗр чухне, паллах, пулӑшакансем тупӑнаҫҫӗ, анчах тӑкаксенчен ытларах пайӗ ҫавах хамӑра пырса тивет. Унсӑр пуҫне эпир хамӑр та спонсор пек хутшӑнатпӑр. Кунта умӗнрех асӑннӑ «Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш» видеосӑвӑсен конкурсне асӑнма пулать. Шупашкар районӗнчи Шоркки ялӗ патӗнчи ҫил арманне упраса хӑварас ӗҫре те (иккӗшӗнчен пӗрине салатнӑ теҫҫӗ-ха) эпир хамӑр укҫа-тенкӗпе пулӑшнӑччӗ. Унсӑр пуҫне Михаил Скворцов вил тӑпри ҫине палӑк лартма укҫа-тенкӗ пухассине йӗркелесе, кӑшӑлвирус вӑхӑтӗнче ваттисене апат-ҫимӗҫпе тивӗҫтерме укҫа пуҫтарассине. Кусенче эпир хамӑр та нухратне уйӑрса, халӑхран та сахал мар пухса парса.

Ҫитӗнӳсем пирки калас пулсан чи пахи вӑл — сайт майӗпен халӑх сайчӗ пулса пынине асӑнмалла. Апла-и, капла-и, сайтпа куллен паллашса тӑракансен йышӗ ӳссе пырать. Хальхи кӑтарту вӑл — кунне 400–650 ҫын.

Ҫитменлӗхсем

Паллах, ҫитменлӗхсем те пирӗн чылай. Тата та тӑрӑшарах та пӗлерех ӗҫлесен кӑтартусем пысӑкрах пулӗччӗҫ. Калӑпӑр кунне 400-650 ҫын мар, пиншер ҫын кӗрсе тухма пултарӗччӗ.

Чылай ҫитменлӗх вӑхӑт ҫитменнипе ҫыхӑннӑ. Сайтӑн функционалӗ пысӑк, анчах та вӗсем пурте чаплах аталанса пымаҫҫӗ. Калӑпӑр ыйтӑмсене эпир сайра хутра ҫеҫ ҫӗнететпӗр, ҫӗнӗ видеосем те час-часах вырнаҫӑнмаҫҫӗ. Сӑнсен пайне те тӑтӑшрах ҫӗнетсе пымалла та — каллех, алӑсем ҫитмеҫҫӗ ҫак ӗҫе туса пыма. Сайтӑн ҫак функционалӗсем хутран-ситрен ҫеҫ улшӑнни пире пӑшӑрхантарать, эпир вӗсем пирки манман.

Сахал ҫӗнелсе пыракан сайтӑн тепӗр пайӗ — сайтӑн энциклопедилле функционалӗ. Хыпар ҫыракансене тупнӑ хыҫҫӑн ӑна валли ман хамӑн вӑхӑт ытларах тупӑнӗ тесе шутланӑччӗ те — шел те, кӗтни пурнӑҫланмарӗ. Унти статьясем хутран-ситрен ҫеҫ ҫӗнелсе пыраҫҫӗ.

Ҫавӑн пекех электронлӑ вулавӑш та хуллен-майӗпен ҫеҫ пуянланса пырать. Пирӗн пата хӑйсен хайлавӗсене ярса панӑ ҫыравҫӑсем нумай. Вӗсем калавӗсемпе повеҫӗсем тата романӗсем хӑйсен вӑхӑтне кӗтсе выртаҫҫӗ. Авторӗсене вырнаҫтарма шантарсаччӗ те — ҫакӑншӑн хама питӗ аван мар туятӑп. Анчах шел те — вӑхӑт ҫитмест. Ытти нумай-нумай ӗҫ вӗсене вырнаҫтарма чӑрмав кӑларкаласа тӑрать.

Ку ҫитменлӗхсем — йӑлт вӑхӑт ҫитменнине пула йӗркеленсе пыракансем. Чӑваш халӑх сайчӗн унсӑр пуҫне ыттисем те пур, эпир вӗсемпе май ҫитнӗ таран кӗрешетпӗр. Калӑпӑр, пирӗн хыпарсенче опечаткӑсемпе йӑнӑшсем питӗ нумай. Чӑн сӑлтавӗ ӗнтӗ ҫын ҫитменнинче. Ытти МИХсенче текст пичетленес умӗн редактор алли урлӑ тухать пулсан, пирӗн унашкал ҫын ҫук, ку ӗҫпе йӑлт хамӑрӑн аппаланма тивет. Вӑхӑт ҫителӗксӗр пулнипе (хӑш-пӗр чухне авторӗсем пирӗн мӗн ҫырнине вуламасӑрах вырнаҫтараҫҫӗ — ӳкерчӗкне сӑмахран е манса каяҫҫӗ, е пӑтраштараҫҫӗ /вуланӑ пулсан хыпарти кӑлтӑка асӑрхама пулатех ӗнтӗ/) чылай хыпар редакциленмесӗрех вырнаҫать. Анчах эпир ку ҫитменлӗхпе май ҫитнӗ таран кӗрешме тӑрӑшатпӑр тӑрӑшатпӑрах.

Е сайт дизайнне илес. Кӑҫал, Чӑваш халӑх сайчӗ 15 ҫул тултарнӑ тӗле, ӑна тӗпрен улӑштарас ӗмӗт пурччӗ. Шел те, авӑнӑн 7-мӗшӗ ҫитрӗ, анчах ку ӗҫ патне алӑ ҫитеймерӗ. Дизайна вара телефонсемпе компьютерсенче те йӗркеллӗ курӑнмалла тӑвас килет.

Тата тепӗр пирӗн ҫитменлӗх: хамӑр пирки ытлашшиех мухтанманни. Мӗн калас — ку ӗҫе эпӗ хам питӗ юратмастӑп. Ман шухӑшпа ҫын ӗҫне ыттисем хакламалла. Шел те, хальхи саманара ку енӗпе урӑхла ӗҫлемелле ҫав — хӑвӑн пирки ыттисен умӗнче калаҫса ҫӳресен, мухтансан, рекламӑлансан ҫеҫ паян чапа тухма пулать. Шел те эп ку ӗҫе юратмастӑп ҫеҫ мар, ӑна хирӗҫлетӗп те (тепӗр хут: хама хам мухтаса ҫӳресси пирки). Ҫавӑнпа та ӗнтӗ ятра ытти проектсем, пирӗнни пирки пӗлеҫҫӗ пулин те асӑрхасах каймаҫҫӗ. Чӑваш халӑх сайчӗн кун-ҫулӗ, калӑпӑр, МИХ пек «Аван-и» хаҫатран та вӑрӑмрах пулин те журналистсен энциклопединче эпир ҫук. «Аван-и» хаҫатпа чӑн та пирӗн танлашӑнма йывӑртарах ӗнтӗ, чӑвашлӑха вӗсенешкел витӗм кӳреймен-ха. Ҫапах та 20 ҫулхи юбилейччен вӗсен шайне ҫитессе шанса тӑратпӑрах!

Малашлӑхри плансем

Чи малтанах, паллах, хамӑрӑн ҫитменлӗхсене пӗтерме тӑрӑшӑпӑр. Ку ӗҫ ӑнӑҫлӑ пулӗ-и е ҫук-и — малашлӑх татса парӗ. Ҫавах та чи малтанах сайтӑн дизайнне ҫӗнетес ӗҫпе ӗҫлес тетпӗр. Ку кӑҫал пулӗ-и е ҫитес ҫул — ӑна пурӗпӗр тумаллах.

Ҫавӑн пекех сайтри материалсен пахалӑхне те ӳстерес шухӑшлӑ. Енчен те май килсен, укҫи-тенки ҫителӗклӗ пулсан, тепӗр ҫын тупса ӑна ятарласа редактор ӗҫне явӑҫтарасшӑн.

Малашлӑха валли палӑртса хунӑ чи пысӑк ӗҫ вара — Чӑваш халӑх сайтне чӑн та «халӑх» шайне кӑларасси. Халӑх сайчӗ пек вӑл халӗ те ӗҫлет-ха — материалсене тем тесен те хамӑр кӑна ҫырмастпӑр, чылайӑшӗ пирӗн пата хӑйсен статйисемпе хыпарӗсен ярса тӑрать. Ҫавах та «халӑх» шайне кӑларасси тенӗ чухне эп урӑххи пирки калатӑп: чи малтанах ку проекта хамран уйӑрас пулать. Ман ҫинче ҫеҫ мар вӑл тытӑнса тӑтӑр, мансӑр та чиперех ӗҫлеме пултартӑр. Малтанхи утӑм тӑвас тесен вара — урӑх редактора тупасси. Шел те, мӗн чухлӗ вӑхӑт шыратӑп пулин те ку яваплӑха хӑйӗн ҫине илес текенсем ҫукрах. Сӑмахӗ кунта сайта укҫа-тенкипе е техника шайӗнче тытса тӑрасси ҫинче мар-ҫке — редактор тивӗҫне пурнӑҫлассинче ҫеҫ. Шел, хальлӗхе никам та килӗшмен-ха... Ун хыҫҫӑн вара ытти утӑмсене те тума пулӗ: сайта ятарлӑ организаци туса ун ҫине куҫарасси тата ытти те.

 

Хисеп туса, «Чӑваш халӑх сайчӗн» тӗп редакторӗ Николай (Аҫтахар) Плотников.

07.09.2020

 

ХҪ. Статьяна маларах ҫыртӑм пулин те (кӑнтӑрлачченех) ятарласа каҫалапа вырнаҫтаратӑп: кам-кам саламлама ӑс ҫитерни кӑсӑклӑ. :)

ХС2. Саламлакансем пирки калас пулсан пӗр ҫын кӑна пулчӗ-ха. Ольга Тимофеева. Наци вулавӑшне кӗнекесем илме кайрӑм та ун чухне саламларӗ. Хамӑрӑн журналистсемпе те тӗл пултӑм, анчах вӗсем те Чӑваш халӑх сайчӗ 15 ҫул тултарни пирки пӗлмеҫҫӗ пулас — шарламарӗҫ...

#сайтсем, #МИХсем, #юбилейсем, #чӑвашлӑх

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

«Чӑвашла пӗлнӗрен пушшех ҫӑмӑл»: оператор аллӑ ҫулхине уявланӑ
2019, 08, 16
Чӑвашла «Аудиохаҫат» йӗркеленӗ
2020, 08, 06
Петӗр Яккусен поэта «Чӑвашлӑха аталантарнӑшӑн» медальпе чысланӑ
2020, 08, 26
Питӗрте чӑвашлӑхпа паллаштаракан курав уҫӑлнӑ
2020, 08, 28
Тимӗр Тяпкин чӗлхене упраса хӑварасси килтен пуҫланать тесе шухӑшлать
2020, 08, 31

Комментари:

Станьял // 1080.26.6732
2020-09-07 21:41
Аçтахар! Шухăшусем те, палăртни те лайăх. Ытла хыт тăрăшса, ывăнса ан ÿк.
Чĕлхе тĕпчевçисем // 4247.11.6268
2020-09-08 09:48
Хаклă Николай Алексеевич!
Эсĕ Чăваш халăх сайтне пуçарнипе тата унăн сервисĕсене йĕркелесе янипе чăваш чĕлхин хальхи çырулăхне – электронлă çырулăхне – никĕслерĕн. Эсĕ туса пыракан ĕçĕн капашĕ шутсăр пысăк, çавăнпа унăн пĕлтерĕшне тÿрех ăнланса илме тата тивĕçлипе хаклама май та çук-тăр.
Эпир сайт юбилейне манса кайман. Ку ятпа çавра сĕтел ирттерме çулталăк пуçламăшĕнчех палăртса хăварнăччĕ – кун пирки санпа та килĕшсе татăлнăччĕ. Шел, леш касу чирне пула тĕл пулăва каярах хăварма тивет, анчах ăна пăрахăçа кăлармастпăрах.
Сана юбилей ячĕпе ăшшăн-ăшшăн саламласа ăнăçу сунатпăр. Малашне те тухăçлă ĕçлесе пыма сывлăх тата хавхалану пултăр. Аслă Тÿре пулăшса пытăр. Эпир чун-чĕрепе – санпа пĕрле!
Чăваш чĕлхеçисен ушкăнĕ.
Agabazar // 1636.5.8957
2020-09-10 12:35
Agabazar
Ку «тĕпчевçĕсем» чăваш чĕлхине ăçта тĕпчесе лараççĕ-ши? Хăш кантурта?

Атту эп пĕр тĕпчевçĕн статья пеккине вуланăччĕ. «Хамăрьял» текен мăшкăл сăмахĕ çуралнă тесе юптараканнине.

Эсир унашкаллисем мар тесе шанса тăрас килет.
Ялтан // 2495.5.3308
2020-09-11 05:12
Кантуртисем паллах укҫана ытларах тӗпчеҫҫӗ, сӑмахсене мар. "Хам" сӑмах чӑннипе чӑвашӑн мар ,вӑл ют чӗлхерен килнӗ, ытларах тӗнпе ҫыхӑннӑ. Эпир,манӑн тенӗ пулсан малтан пӗчӗккӗн хамӑр,хам,хамах теме хӑнӑхтарса пынӑ халӑха. Хам сӑмах ӗлӗкрех чиновниксенчен тата пупсенчен тухни те вӑрттӑнлӑх мар. Кун пек хресченсене Украинӑра та Раҫҫӗйра та каланӑ. Мӗне пула ҫак "хам "сӑмах чӗлхере ҫирӗпленсе юлнӑ ? Ӑнланас пулать, шкулсене малтан мӗн тума уҫнине,вӗрентӳ программине камсем ҫырнине. Хам сӑмах тискер самана "парни" . Чӑвашла эпӗ,эпир пулать. Хам ют сӑмах ,пусмӑр палли.
Agabazar // 2033.56.0891
2020-09-11 21:11
Agabazar
Хăш ялтан?
Вот и // 1977.69.9930
2020-09-12 14:18
чăвашсем васкама хушман, çавăнпа Станьял "ывăнса ан ÿк" тет. Ĕлĕкхи чăвашсем "юлхав вăкăр сасртăк, ăнсăртран чĕкĕрет" тенĕ.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ.
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org