Харпӑр шухӑш
Чӑвашлӑх
Вӗреннӗ чӑваш (ӑна, пӗтӗмӗшле илсен, интеллигенци теме май килмест) хӑйне епле тытнине 30 ҫул ытла сӑнанӑ май пуҫра (маншӑн, чӑвашшӑн, хӑрушла) шухӑш йӑва ҫавӑра пуҫланӑччӗ: тискер (ыттисенчен катӑкран катӑк) халӑх мар-ши эпир?.. Тӗнчере этеме этем тӑвакан ӑнлавсем ҫирӗпленнӗ теме пулать. Ҫынлӑх (гуманизм), чӑнлӑх, тӗрӗслӗх, тӳрӗ кӑмӑллӑх… тавра йӗркеленеҫҫӗ вӗсем. Ҫак ыйтусем чӑваша хускатаҫҫӗ-и, канӑҫ памаҫҫӗ-и?.. Хуравне шыраса пӑхмалли мелсем ансат. Тытӑр та уҫса пӑхӑр пирӗн хаҫат-журналсене, итлӗр радио-телевидение, ҫӳрӗр пуху-митингсене… Тупатӑр-и эсир унта чӑнлӑхпа, тӗрӗслӗхпе, тӳрӗ кӑмӑллӑхпа ҫыхӑннӑ шухӑш-кӑмӑл?.. Ҫук пулӗ... «Справедливая Россия – Чувашия» хаҫатра та тӗрӗслӗх концепт/тема шайӗнче те ҫук. «Справедливая Россия – Чувашия» тӗрӗслӗхшӗн чӑнтан ҫунманнине ӑнланма контент-тишкерӳ те кирлӗ мар. Тӗрӗслӗх кунта ятӗнче кӑна, ячӗшӗн кӑна… Мана ҫиелти питех кӑсӑклантармасть. Фрейд, тарӑнран тарӑн психологи (глубинный психоанализ) чӗлхе вӗҫне мӗн килнине те, ӑнсӑртран мӗн каласа янине те, катӑклӑх комплексӗн шалти тымарӗсене те, ҫӳлтен е таҫтан муртан килекен пулӑм-хӑватсене те… ӑнланма май параҫҫӗ. |
Харпӑр шухӑш
Чӑвашлӑх
Иосиф Александрович Дмитриевпа эпир пӗр-пӗрне пуҫран шӑлса, пӗр-пӗрне юрас тесе, алай-алай тесе калаҫман. Унпа хутшӑннӑ чух эп, М.М. Бахтин калашле, достоевскилле ҫавра ҫил кӑларма юрататтӑм, ҫуралтӑр-ха чӑн сӑмах тесе. Юлашки вун ҫулхи калаҫусене вӑл темле салхуллӑ (халь ӑнланатӑп — ыратулла, трагедилле салхуллӑ) шухӑш-кӑмӑлпа вӗҫлетчӗ: «Яваплӑх ӑҫта, яваплӑх…». Аслӑ юлташӑн («Сан хыҫҫӑн йӗм пӗҫҫи тавӑрса чупаймастӑп ӗнтӗ эп», — тетчӗ вӑл.) сӑмахӗсем маншӑн халь халал пек янӑраҫҫӗ… Чӑвашлӑх пирӗн пурнӑҫран хӑрушла кайса пынине чылай чухне яваплӑх ҫуккипе ӑнлантарма пулать. Чӗлхене, чӑвашлӑха хӗстереҫҫӗ. Чӗрӗ организмӑн (ҫутҫанталӑк йӗркипе килӗшӳллӗн) хӗстернине хирӗҫ тӑмалла пек, реакци пулмалла пек… Анчах эпӗ, шел пулин те, ҫакна Чӑвашра курмастӑп. Пирӗн чуна Улатимӗр Тяпкинла кӑмӑл («чӑваш халӑхӗ ҫухалса пынинчен ытлашши трагеди тумалла та мар»), Геронтий Никифоровла перспективизм («чӑваш чӗлхи тепӗр 50 ҫултан пӗтет») ҫулӑхмаллипех ҫулӑхнӑ пулмалла… Ӑҫта пирӗн, хамӑр пурнӑҫа, хамӑр шӑпана чӑваш ӗҫӗпе ҫыхнисен («Мӗн чухлӗ нумайрах ҫын чӑваш факультетне пӗтерет – ҫавӑн чухлӗ чӑваш пуласлахӗ шанчӑклӑрах», — тесе шутлаттӑм эп, айван пуҫӑмпа), чӗре? |
Чӑвашлӑх
![]() Кӑрлачӑн 19-мӗшӗнче, вырсарникун, Мускавра чӑвашсен Сурхурийӗ иртӗ. Ӑна Раҫҫейӗн патшалӑх ача-пӑча вулавӑшӗ РФ Президенчӗ ҫумӗнчи чӑвашсен полпредствипе пӗрле ирттерӗ. Ку мероприяти «Здравствуй, сосед!» (чӑв. Сывӑ-и, кӳршӗ) проектпа килӗшӳллӗн пулӗ. Ӑна вулавӑш ҫӗршыври халӑхсен культурипе паллаштарас тӗллевпе йӗркелет. Вулавӑшра «Загадочный праздник волжских болгар-чувашей Сурхури» (чӑв. Атӑлҫи пӑлхар-чӑвашсен асамлӑ Сурхури уявӗ) лекци тата ӑсталӑх сехечӗ иртӗ. Ӑсталӑх сехетӗнче этника стилӗпе декоративлӑ панно тума вӗрентӗҫ. Уяв 14 сехетре виҫҫӗмӗш хутри трансформер-залта пуҫланӗ. Чӑвашсен Сурхурийӗ кӑсӑклӑ пуласса шантараҫҫӗ, кӑмӑл пуррисене пурне те йыхравланине пӗлтереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Чӗмпӗр облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ чӑвашсене мухтани пирки ЧНК пресс-ҫыруҫи Зоя Яковлева Фейсбукра пӗлтернӗ. Ӗнер, кӑрлачӑн 10-мӗшӗнче, Чӗмпӗр облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Сергей Морозов унти чӑвашсен наципе культура автономийӗн тӗп кантурӗнче канашлу ирттернӗ иккен. Унта асӑннӑ тӑрӑхра пурӑнакан 16 наципе культура автономийӗсен ертӳҫисем хутшӑннӑ. «Кӗпӗрнаттӑр пирӗн ентешсене хастар ӗҫленӗшӗн мухтанӑ, хӑй енче кирлӗ пулсан пулӑшма шантарнӑ. Чӑвашсен облаҫри пӗрлӗхӗн ертӳҫи Олег Мустаев тӗп кантура тӗпрен юсаса ҫутҫанталӑк газӗпе ӑшӑтмалла тума пулӑшма ыйтнӑ. Сергей Иванович Чӗмпӗр хулин пуҫлӑхне ку енӗпе пулӑшма хушнӑ. Вӑл ентешсен автономи ӗҫне пысӑка хурса хакланӑ, малашне те ҫапла ҫирӗп утӑмсемпе утма каланӑ. Чӗмпӗр Ен Пуҫлӑхӗ чӑвашсен «Канаш» хаҫачӗн ӗҫ-хӗлӗпе те паллашнӑ, унӑн пахалӑхӗ лайӑхланнине палӑртнӑ. Сӑмах май, иртнӗ ҫул вӗҫӗнче хаҫатӑн тӗп редакторӗ Елена Мустаева «Чӗмпӗр облаҫӗнчи тава тивӗҫлӗ массӑллӑ информаци ӗҫченӗ» хисеплӗ ята тивӗҫнӗ», — хыпарланӑ Зоя Яковлева. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Комсомольски районӗнчи Ҫӗнӗ Мӑратри шкул ачисем «Култаракан арча» шӳтлӗ кӑларӑмсем ӳкереҫҫӗ. Ҫӗнӗ Мӑратри шкул ачисен юхӑмӗ «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, маларах ачасем пилӗк кӑларӑм хатӗрленӗ. «Ачасене те, куракансене те ку ӗҫ кӑмӑла кайнӑран малалла та аталанас, тата шӳтлӗ сценкӑсем хатӗрлес шухӑш ҫухалмарӗ», — теҫҫӗ ӳркенмен хастарсем. Хӗллехи каникулта шкул ачисем тата виҫӗ кӑларӑм ӳкернӗ. Шкулта пӗлтернӗ тӑрӑх, хальлӗхе монтаж ӗҫӗсем пыраҫҫӗ. Хӑйсен пултарулӑхӗпе кӑсӑкланакансене хастарсем ҫывӑх вӑхӑтра тепре хырӑм тытса култарма шантараҫҫӗ. Ҫӗнӗ кӑларӑмсем «Патак ачи», «Чи телейлӗ ача», «Ӗмӗтленни сиенлӗ мар», «Дежурный пултӑм» ятпа кун ҫути курӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Чӑвашлӑх
Ҫулталӑк вӗҫленсе пырать. Кивви хыҫа юлать те ҫӗнни умра тӑрать. Ҫак чикӗ урлӑ каҫас умӗн пӗтӗмлетӳсем тумасӑр май ҫук. 2019 ҫулталӑк питӗ хӑйне евӗрлӗ иртрӗ тесен пӗрре те йӑнӑш пулмӗ. Йывӑрлӑхсем сахал мар пулчӗҫ, ҫав вӑхӑтрах — ыттисем те. «Чӑваш халӑх сайчӗн» йывӑрлӑхӗсем ытларах енӗпе тӗп редакторӑн пурнӑҫӗнчи йывӑр саманчӗпе ҫыхӑнчӗҫ. Тем тесен те «Чӑваш халӑх сайчӗн» шӑпи унпа ытла тачӑ ҫыхӑннӑ (шел пулин те). Ытти енчен пӗрлӗх те пирӗн регистрациленнӗ МИХ та пысӑк шар курмарӗҫ. Унӑн кун-ҫулӗнче ҫак ҫулталӑкра йывӑр самантсем пулчӗҫ пулин те ҫулталӑк вӗҫнелле пурте сирӗлчӗҫ. Кӑҫалхи чи пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулӑм вӑл — пирӗн пӗрлӗх ҫумӗнче «Чӑваш чӗлхи лабораторине» йӗркелени. Лаборатори тӑвакан ӗҫсене эпир унччен те туса пынӑччӗ-ха, анчах та кӑҫал чӑваш чӗлхипе ҫыхӑннӑ ӗҫсене уйрӑм ушкӑна уйӑрса кӑларас терӗмӗр. Ку вӑл Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫине пухасси, чӑваш чӗлхиллӗ текстсенче орфографие тӗрӗслемелли хатӗре йӗркелесе пырасси, чӑвашла терминсем хатӗрлесси, словарьсен сайтне пуянлатасси тата ытти те. |
Чӑвашлӑх
![]() Преми лауреачӗсене чыслани Раштав уйӑхӗн 24-мӗшӗнчи каҫхине районти Культура ҫуртӗнче районти Н. Янкас ячӗллӗ культура, литература тата ӳнер пӗрлӗхӗн 30 ҫулхи юбилейӗпе асӑннӑ пӗрлӗхӗн ҫӗнӗ лауреачӗсене чыслас енӗпе савӑнӑҫлӑ каҫ иртрӗ. Чӑн та, урамра ҫав тери пӑрлӑ пулнӑран унта пырса куракансен йышӗ пӗчӗкрех пулчӗ. Каҫа районти Культура ҫуртӗнче вӑй хуракан Н. Янкас ячӗллӗ преми лауреачӗ Н.Филиппова уҫса йӗркелесе пычӗ. Правлени членӗсем пӗрлӗхӗн «Эпир — янкасҫӑсем» юррине (сӑвви — Н. Ершовӑн, кӗвви — И. Прокопьевӑн) шӑрантарнӑ хыҫҫӑн ҫӳлерех асӑннӑ пӗрлӗх председателӗ И. Прокопьев сӑмах илчӗ. — 30 ҫул ӗнтӗ пӗрлӗх культура, литература тата ӳнер енӗпе пурӑнать тата ӗҫлет. Хальччен 89 уйрӑм ҫынпа 18 коллектив лауреат ятне илнӗ. Вӗсен йышӗ паян тата хушӑнать. Сумлӑ юбилей ячӗпе ӑшшӑн саламлатӑп сире, — терӗ Иван Афанасьевич. Пуҫтарӑннисене район администрацийӗн пуҫлӑхӗ А.Н. Кузнецов ячӗпе унӑн ҫумӗ В. Иванов та ыр сунчӗ. Валерий Юрьевич Нестер Янкас бюстне Янкас ялӗнчи ҫӗнӗ клубра (вӑл ача сачӗн ҫуртӗнче пулать) вырнаҫтарасса каларӗ, ҫакна Красноармейски ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ П. Моисеев та ҫирӗплетрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Нумай чӗлхеллӗ ачасен «Аталану» ассоциацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарта Чӑваш ачисен клубӗ уяв ирттерессине пӗлтернӗ. «Хаваспах пēлтеретпēр, раштав уйӑхӗн 28-мӗшӗнче 12 сехетре Шупашкарāн Ленин проспектēнчи 15-мӗш ҫyртра Наци библиотекин 212-мēш пулēмēнче Чāваш ачисен клубē Ҫӗнӗ Ҫул уявне палāртать», — тесе ҫырнӑ ассоциаци «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи страницӑра. Уява пурне те йыхравланине пӗлтернӗ. Унта Ҫēнӗ Ҫyл парнисене салатӗҫ. «Уява сиртен кашниех хутшāнма пултарать. Хāвāрпа пēрле хаваслā кāмāл-туйāм илсе кēмелле, ачасен Ҫēнӗ Ҫул сāввине пāхмасāр пēлмелле. Тēл пуличчен, чӑваш юрри-ташши пӗтӗм таврана сарӑлē, Ҫēнē 2020-мēш Ҫула пēрле кēтсе илер», — тесе ҫырнӑ «Аталану» ассоциаци. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() «Тӑван ҫӗршывӑн ывӑлӗсем» юлташлӑх Питӗр хулинче те ӗҫе кӳлӗннӗ. Чӑваш Енрен тухнӑ офицерсем йӗркелӳ ларӑвне ҫак эрнере ирттернӗ. Питӗрти чӑвашсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ку организаци 2017 ҫултанпах ӗҫленӗ. Анчах унччен вӑл РФ Юстици министерствинче регистрациленмен. «Тӑван ҫӗршывӑн ывӑлӗсем» юлташлӑхӑн Питӗрти уйрӑмӗн ертӳҫи пулма Григорий Дмитриев полковника, педагогика ӑслӑлӑхӗсен докторне суйланӑ. Унӑн ҫумӗсем — Анатолий Тарасов полковник, техника наукисен докторӗ, Анатолий Удяков полковник, Александр Митрюков подполковник, педагогика наукисен кандидачӗ. Уйрӑмӗн пайташӗсен йышӗнче — Виталий Золотов, 1-мӗш рангри саппасри капитан, ҫарпа тинӗс наукисен кандиачӗ, Виктор Ирдынкин, 2-мӗш рангри саппасри капитан, педагогика наукисен кандидачӗ, Артемий Павлов майор, техника наукисен кандидачӗ, Валериан Гаврилов, экономика наукисен кандидачӗ, Василий Емельянов воин-интернационалист, Алексей Иванов. Ревизорӗ — Михаил Сергеев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Чӑвашлӑх
Валерий Туркай ыйтнипе 2003 ҫулта тухнӑ Петӗр Ялкирӑн статйине вырнаҫтаратпӑр. Вӑл «Писательсен пӗрлешӗвӗ — 80-ра» ятлӑ. Статья вырнаҫтарма Валерий Туркая, ахӑртнех, пирӗн сайтра пӗлтернӗ «Чӑваш ҫыравҫисем союз юбилейне пухӑнӗҫ» хыпар хистенӗ. Чӑваш ҫыравҫисен пӗрлӗхӗ миҫе ҫулхи юбилейне тата хӑҫан палӑртмаллине ҫак статьяпа паллашнӑ хыҫҫӑн татса пама пулать тесе шутлатпӑр. «Чӑваш халӑх сайчӗн» тӗп редакторӗ Николай (Аҫтахар) Плотников. «Писательсен пӗрлешӗвӗ — 80-ра»Чӑваш ҫыравҫисене пӗр ушкӑна пӗрлештерес шухӑша Ҫеҫпӗл Мишши 1921 ҫулхи пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Вӑрнар техникумӗнче вӗренекен Н. Ваҫанкка поэт патне ҫырнӑ ҫырӑвӗнче палӑртнӑ. 1923 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнче «Канаш» хаҫат редакцийӗнче тата кӗнеке издательствинче ӗҫлекен ҫыравҫӑсем хӑйсен пухӑвӗнче Чӑваш писателӗсемпе журналисчӗсен «Канаш» союзне туса хума йышӑнаҫҫӗ. Унӑн бюровне Николай Золотова, Николай Шупуҫҫыннине, Хумма Ҫеменне, Степан Лашмана, Николай Патмана, Лява Платунне, Ананий Элтивана суйлаҫҫӗ. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Козлов Михаил Алексеевич, чӑваш ҫыравҫи, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Немцев Геннадий Александрович, инженер, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Сӗнтӗрвӑрринчи историпе таврапӗлӳ музейне уҫнӑ. | ||
| Шупашкарта СССРӑн пӗрремӗш космонавтӑн Юрий Гагаринӑн палӑкне уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |