Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -13.7 °C
Ҫӑкӑртан асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Никифор Наумов мӑчавар ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 08.09.2020 14:50 | 6857 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх
Никифор Наумов ЧНК Аслӑ Канашне уҫнӑ самантра (2007 ҫул, Аҫтахар Плотников тунӑ сӑн)
Никифор Наумов ЧНК Аслӑ Канашне уҫнӑ самантра (2007 ҫул, Аҫтахар Плотников тунӑ сӑн)

Чӑваш мӑчаварӗсенчен пӗри — Никифор Наумов — ӗнер, авӑнӑн 7-мӗшӗнче, ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.

Наумов Никифор Егорович 1936 ҫулхи нарӑсӑн 12-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Ҫатракасси ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш халӑхӗ ӑна ытларах енӗпе чӑваш йӑли-йӗркисене управҫи пек пӗлет. Вӑлах «Халӑх ҫӳпҫинчен» кӗнеке авторӗ.

1959 ҫулта вӑл Йошкар-Олари вӑрман техникин институтӗнче пӗлӳ илнӗ. Инженер-строитель пулса ӗҫленӗ, Сӑра вӗретнин историйӗн музейӗнче ӑслӑлӑх ӗҫченӗнче тӑрӑшнӑ. Пурӗ вӑл 5 кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ.

Никифор Наумовпа ыран, авӑнӑн 9-мӗшӗнче 10 сехетре сывпуллашӗҫ. Сывпуллашу Шупашкарти Мускав проспектӗнчи 9-мӗш ҫуртра иртӗ (Республика пульницинчи ритуал служби пулас).

#чӑвашлӑх, #ЧНК, #Ҫатракасси, #Сӗнтӗрвӑрри районӗ, #ҫухатусем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Тимӗр Акташ // 8932.7.8772
2020.09.08 15:58
Тӑпри ҫӑмӑл пултӑр!
2020.09.09 08:55
Аçтахар Плотников
Ҫӗнетрӗм: Сывпуллашу Шупашкарти Мускав проспектӗнчи 9-мӗш ҫуртра иртӗ (Республика пульницинчи ритуал служби пулас). //мана йӑнӑш пӗлтернӗ.
Атнер // 1726.84.3785
2020.09.09 12:26
Чӑваш интеллигенциӗн хастарӗсем чылайӑн пулчӗҫ пуль.
Тимер // 2835.82.4537
2020.09.10 07:54
Аҫтахар Плотников пур ҫӗре те ӗлкӗрет.Конгресс ветеранне юлашки ҫула ӑсатнине ҫутатнишӗн тавах ӑна.Кипечпе Светлана Азамат та пырса чечек хучӗҫ.
YURGAN TURINGE // 2291.81.1801
2020.09.10 09:25
YURGAN TURINGE
...Тӑпри ҫӑмӑл пултӑр... Мӑчавар Никифор Наумов хӑйӗн пытарӑвӗ (мӗнле тӗнпе,йӗркипе) пирки хушу хӑварман-и...??? Ютӑ христос тӗнӗпе, пачӑшкӑпа пытарни питӗ тӗлӗнтерчӗ. Ҫывӑх тӑванӗсем тень Мӑчаваран юлашки ирӗк хушуне пурнӑҫламан...? Никофор Наумовӑн ӳкерчӗкне лартса "Мӑчавар" ҫинчен ик-виҫ уйах каялла яндекс-дзенра заметкӑ ҫырнӑччӗ (шел, хуратнисен шутне лекрӗ)...

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем