Чӑвашлӑх
![]() Марина Карягина сӑнӳкерчӗкӗ Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗрте пурӑнакан Юрий Туринке Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаевран ыйтса ҫырнӑ. Ӑна вӑл Олег Алексеевичӑн Фейсбукри страницинче шӑрҫаланӑ. Юрий Туринке Чӑваш Енре Раҫҫей Конституцийӗн 14-мӗш статйине пӑснипе ҫыхӑннӑ ыйту тесе палӑртнӑ. Ыйту авторӗ чӑвашсен чӑн тӗнне хӗсӗрлени пирки сӑмах хускатнӑ. Ҫӗрпӳре православи чиркӗвӗ ыйтнипе чӑваш юпине ишнине асӑннӑ, Муркаш районӗнче те ҫавах-мӗн. Юрий Туринке чӑвашсен йӑли-йӗркине ирттермелли вырӑн тума Шупашкарта ҫӗр уйӑрма ыйтнӑ. 2017 ҫулта Юрий Туринке хуҫалӑхӗнче чӑваш юписен комплексне (сӑнӳкерчӗкре) уҫнӑччӗ. |
Чӑвашлӑх
![]() Ираида Маслова архивӗнчи сӑнӳкерчӗксенчен хатӗрленӗ коллаж Тӗмен облаҫӗнчи чӑваш культурин центрӗнче Чӑваш музейӗ уҫӑлни ҫинчен асӑннӑ тӑрӑхри чӑвашсен «Тӑван» ассоциацийӗн президенчӗ Ираида Маслова Фейсбукра пӗлтернӗ. Чӑваш наци музейӗ Тӗменти культура тата ӑслӑлӑхпа тӗпчев учрежденийӗ шутланать. Унта Ҫӗпӗр чӑвашӗсен пурлӑхпа ӑс-хакӑл пуянлӑхӗ упранать. Музейра 18 ӗмӗртӗн пуҫласа паян кунччен таранхи материалсем: кил-тӗрӗшре, ӳнерте усӑ курнӑ хатӗрсем тата ытти те — пур. Музей йӗркелеме пулӑшнӑшӑн «Тӑван» ассоциацийӗн канашӗн пайташӗсене тата вырӑнти хастарсене тав тунӑ. Хӑшӗсене ятран асӑннӑ. Кунта Людмила Васильева, Ольга Федорова, Алёна Кучкильдинова, Александр Уркина пур. Музея нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗнче саванӑҫлӑ лару-тӑрура тӳре-шарана тата журналистсене пухса уҫнӑ. Тӗменти патшалӑх культура институчӗн музыка, хореографи тата театр факультечӗн деканӗ Л.В. Демина музея парнесем панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Чулхула чӑвашӗсем наци культурисен фестивальне хутшӑннӑ. Асӑннӑ тӑрӑхри йӑхташӑмӑрсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Алина Артемьева Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, уяв нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗнче иртнӗ. Чулхула облаҫӗнчи Канавинск районӗнчи «Мы вместе!» (чӑв. Эпир пӗрле) VII фестиваль Маргарита Назарова ячӗллӗ Чулхулари циркра иртнӗ. Кӑҫалхи фестивале Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 75 ҫул ҫитнине халалланӑ. Мероприятие Чулхула тӑрӑхӗнчи 2 пин ытла ҫын хутшӑннӑ. Фестивале вӑрҫӑ ветеранӗсем те курма пынӑ. Халӑха савӑнтарма 15 наци диаспорин, общество организацийӗсен пайташӗсем пуҫтарӑннӑ. «Чулхулари чӑвашсен наципе культура автономийӗ» общество организацийӗн «Чулхула чãвашēсем» фольклор ансамблӗ хутшӑннӑ. Алина Артемьева пӗлтернӗ тӑрӑх, фестиваль вырӑнти циркӑн асра юлмалли программипе вӗҫленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Антонина Андреева архивӗнчи сӑнӳкерчӗксенчен хатӗрленӗ коллаж Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши музейӗнче «Чӑваш ҫӗpӗн кӑмӑллӑ чӗлхи» поэзи каҫӗ иртӗ. Кун пирки музей ертӳҫи Антонина Андреева Фейсбукри хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. «Туссем! Поэзие юратакансем! Мӗнпур палланисемпе палламаннисем те! Сире пурсӑра та Чӑваш Республикин 100 ҫулне паллӑ тунӑ май Пӗтӗм тӗнчери ҫыравҫӑсен кунӗнче, пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче 15.00 сехетре, Шупашкарти Ҫeҫnӗл Мишши музейӗнче чӑваш ҫыравҫисене асӑнса «Чӑваш ҫӗрӗн кӑмӑллӑ чӗлхи» поэзи каҫне килме чунтанах йыхрав яратпӑр. Килӗрех. Хапӑл тӑватпӑр!», — тесе хыпарланӑ музей ертӳҫи. Музейра, сӑмах май каласан, яланах тӗрлӗ мероприяти ирттереҫҫӗ. Ҫав шутра — поэзи каҫӗсем, паллӑ ҫынсемпе тӗлпулусем. Мероприятисене Ҫеҫпӗл Мишшине те халаллаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Ӗнер Ҫеҫпӗл Мишшин тӑван тӑрӑхӗнче республикӑри паллӑ ҫынсем вырӑнти шкул ачисемпе тӗл пулнӑ. Канаш районне Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай (вӑл – Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ фонд ертӳҫи), Ҫеҫпӗл Мишши премийӗн лауреачӗ, ҫыравҫӑ тата радиожурналист Ольга Тургай, Ҫеҫпӗл ялӗн хисеплӗ ҫынни, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Виталий Никитин-Станьял, ЧППУн профессорӗ Юлия Димитриева (вӑл —«Ҫеҫпӗл» фильмра поэт сӑнарне калӑпланӑ Иосиф Дмитриевӑн мӑшӑрӗ). Тепӗр майлӑ каласан, вӗсем пурте — Ҫеҫпӗл Мишши ячӗпе тата Ҫеҫпӗл ялӗпе ҫыхӑннӑ ҫынсем. Хӑнасем хӑйсен ҫамрӑклӑхне аса илнӗ, пурнӑҫри кӑсӑклӑ самантсемпе паллаштарнӑ. Хӑнасем ял ҫыннисемпе те тӗл пулнӑ. Педагогика ӗҫӗн ветеранне Анатолий Орлова Ҫеҫпӗл ялӗн хисеплӗ ҫынни ят пани ҫинчен калакан свидетельство панӑ. Иосиф Димитриева та (вӑл пирӗнпе юнашар ҫук ӗнтӗ) ҫак ята пама йышӑннӑ. Ҫавна ҫирӗплетекен хута унӑн мӑшӑрне Юлия Димитриевӑна панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн преподавателӗсемпе студенчӗсем ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Тутарстанри Анат Камāри 34-мӗш гимнази-интерната кайнӑ. Кун пирки Елена Нарпи Фейсбукра хыпарлани тӑрӑх пӗлтӗмӗр. «Урӑхла чӑваш гимназийӗ. Тутарстан варринчи чӑваш утравӗ. Кунта ачисем те «Аван-и?» тесе сывлӑх сунаҫҫӗ», — тесе ҫырнӑ Елена Нарпи. Г.А. Ляхова директор Чӑваш Енри хӑнасене хапӑл туса кӗтсе илнӗ, хӑтлӑ пӳлӗмсене вырнаҫтарнӑ. Ачасем музейри экспонатсемпе паллаштарнӑ. Паян, нарӑсӑн 20-мӗшӗнче, Тутарстанри мероприяти малалла тãсӑлнӑ. Ӑна Пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхе кунне халалланӑ. «чӑваш утравне» |
Чӑвашлӑх
![]() 900igr.net сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш кӗнеке издательствинче «Традиционная и современная чувашская кухня. Чӑваш апат-ҫимӗҫӗ» ятпа ҫӗнӗ кӗнеке пичетленнӗ. Кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, чӑваш ҫӗр ӗҫӗпе аппаланса пурӑннине кура унӑн апат-ҫимӗҫӗ те ҫавӑнпа ҫыхӑннӑ. Нумай ҫимӗҫе тӑван халӑхӑмӑр ӳсен-тӑрантан хатӗрленӗ. Чӑваш сунара ҫӳренӗ, пулӑ тытнӑ, хурт-хӑмӑр ӗрчетнӗ. Кӗнекере ҫыртмаллипе салат, яшка, аш-пӑшран тата пулӑран хатӗрленӗ апат-ҫимӗҫ, сӗт-ҫупа тӑпӑрчӑран хатӗрлекен апат рецепчӗсемпе паллашма пулать. «Елчӗкле ӑшаланӑ хур», «Ҫӗнӗ хӑта салачӗ», салат «Салампи» салат, сысна ашӗпе тата ҫӗр улмипе тунӑ хуплу хатӗрлессин вӑрттӑнлӑхсемпе те паллашма та кӑсӑклӑ. Кӗнекене ытти регионти апат-ҫимӗҫ рецепчӗсене те кӗртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Чӑвашлӑх
(Г.Н. Архипова асӑнса)\
Хурамаран пӗкӗ эп автартӑм Хура лаша валли, ай, пӗветсе. Уй хапхинчен тухса юр юрларӑм Аякри тӑванӑм илттӗр тесе. Чӑрӑш тӑрри ҫине пӑхса ил, Аякри тӑванна, ай, аса ил. Ман апи (анне) ҫак юрӑпа ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. Юлашки вӑхӑтра мана Г.Н. Архипов час-часах аса килчӗ. Кӑрлач ҫил-тӑманӗсем хускатрӗҫ пулмалла чунри тата ӑс-тӑнри астӑвӑм хӗлӗхӗсене. Чунӗ ун хӑҫан тухнӑччӗ-ха тесе интернета пӑхрӑм. 2015 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 3-мӗшӗнче иккен. «Ҫынпа ҫын хутшӑнса пӗр-пӗрне шанса калаҫнинчен пахи урӑх ҫук» (Хыпар, 2002, ҫертме, 6, 2 с.). «Чӗлхе ыйтавӗ яланах пӗрремӗш вырӑнта пулӗ» ятпа пичетленнӗ интервьюри ҫак сӑмахсем палӑртаҫҫӗ пек Геннадий Николаевич уҫӑ кӑмӑллӑхне, культурине… «Бонопартист» тесе тиркетчӗҫ ӑна хӑшӗ-пӗри. (Ман архивра Ф.И. Мадуров калани упранать: «Геннадий Архипов хӑйне титулированнӑй король пек тытать».). Г.Н. Архипов хӑйне патша пек тытнин вӑрттӑнне «тӳрӗ тӑракан пуш пучахпа» ӑнлантарма ҫук. |
Харпӑр шухӑш
Чӑвашлӑх
(«Кайнисене тата чӑваш туррисене таврӑнма вырӑн хатӗрлекенсем» кӗнекерен) 1946 ҫулта Мартин Хайдеггер «Поэтсем мӗн тума кирлӗ?» («Wozu Dichter?”) ятлӑ хайлав ҫырать. «Ку тӗнче самани ӑнсӑртран ҫӗмрӗлсе кӗнӗ ҫӗнӗ турра пула ҫаврӑнмасть. Курӑнми, хӑй пирки сас пами пулнӑ турӑ таврӑнни те тӗнче саманине ҫавӑрмасть. Ҫынсем ӑна валли вырӑн хатӗрлемесен, ӑҫта ун таврӑнас? Унӑн ҫутти мӗн пур таврана малтанах витмесен турӑн вырӑнӗ ӑна епле шӑнӑҫтарӗ? «Малтан пулнӑ» турӑсем ҫынсем вӗсем валли тивӗҫлӗ тата тӗрӗс уйӑрнӑ вырӑнсем хатӗрлесе хурсан таврӑнӗҫ». («Поворот этой мировой эпохи не может случиться через внезапное вторжение нового бога или через возвращение старого, восстающего из своей сокрытости. К чему обратится он в своем возвращении, если люди не подготовят прежде для него местопребывания? И как местопребывание бога сможет вместить его, если сияние его божественности прежде не залило своим светом все, что есть? Боги, которые «были раньше», вернутся в «надлежащее время»; т.е. тогда, когда люди предуготовят достойные и верно распределенные места». |
Чӑвашлӑх
![]() Алексей Павлов Тӗмен хулинчи наци культурине аталанма пулӑшакан «Землячество-Ентешлӗх» фонд ертӳҫи Алексей Павлов Фейсбукра асӑннӑ тӑрӑхри чӑвашлӑх аталанӑвӗшӗн пӑшӑрханса ҫырнӑ. Вӑл ӗнентернӗ тӑрӑх, вӑл тӑрӑхри чӑвашсен ассоциацийӗ 2016-2020 ҫулсенче ӗҫлени тивӗҫтермест. Ассоциацин съездне 1991 ҫулта 200 ытла ҫын хутшӑннӑ, ассоциацин канашне ун чухне кашни районтан суйланӑ-мӗн. Халӗ йӑлт урӑхла тесе палӑртнӑ Алексей Павлов. Ассоциаци халь туса ирттерекен мероприятисене те хурланӑ. Вӗсене ячӗшӗн ирттереҫҫӗ имӗш. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Козлов Михаил Алексеевич, чӑваш ҫыравҫи, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Немцев Геннадий Александрович, инженер, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Сӗнтӗрвӑрринчи историпе таврапӗлӳ музейне уҫнӑ. | ||
| Шупашкарта СССРӑн пӗрремӗш космонавтӑн Юрий Гагаринӑн палӑкне уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |