Сумлӑ сӑмах
Чӑвашлӑх
Ҫулталӑк вӗҫленсе пырать. Кивви хыҫа юлать те ҫӗнни умра тӑрать. Ҫак чикӗ урлӑ каҫас умӗн пӗтӗмлетӳсем тумасӑр май ҫук. 2019 ҫулталӑк питӗ хӑйне евӗрлӗ иртрӗ тесен пӗрре те йӑнӑш пулмӗ. Йывӑрлӑхсем сахал мар пулчӗҫ, ҫав вӑхӑтрах — ыттисем те. «Чӑваш халӑх сайчӗн» йывӑрлӑхӗсем ытларах енӗпе тӗп редакторӑн пурнӑҫӗнчи йывӑр саманчӗпе ҫыхӑнчӗҫ. Тем тесен те «Чӑваш халӑх сайчӗн» шӑпи унпа ытла тачӑ ҫыхӑннӑ (шел пулин те). Ытти енчен пӗрлӗх те пирӗн регистрациленнӗ МИХ та пысӑк шар курмарӗҫ. Унӑн кун-ҫулӗнче ҫак ҫулталӑкра йывӑр самантсем пулчӗҫ пулин те ҫулталӑк вӗҫнелле пурте сирӗлчӗҫ. Кӑҫалхи чи пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулӑм вӑл — пирӗн пӗрлӗх ҫумӗнче «Чӑваш чӗлхи лабораторине» йӗркелени. Лаборатори тӑвакан ӗҫсене эпир унччен те туса пынӑччӗ-ха, анчах та кӑҫал чӑваш чӗлхипе ҫыхӑннӑ ӗҫсене уйрӑм ушкӑна уйӑрса кӑларас терӗмӗр. Ку вӑл Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫине пухасси, чӑваш чӗлхиллӗ текстсенче орфографие тӗрӗслемелли хатӗре йӗркелесе пырасси, чӑвашла терминсем хатӗрлесси, словарьсен сайтне пуянлатасси тата ытти те. |
Чӑвашлӑх
![]() Преми лауреачӗсене чыслани Раштав уйӑхӗн 24-мӗшӗнчи каҫхине районти Культура ҫуртӗнче районти Н. Янкас ячӗллӗ культура, литература тата ӳнер пӗрлӗхӗн 30 ҫулхи юбилейӗпе асӑннӑ пӗрлӗхӗн ҫӗнӗ лауреачӗсене чыслас енӗпе савӑнӑҫлӑ каҫ иртрӗ. Чӑн та, урамра ҫав тери пӑрлӑ пулнӑран унта пырса куракансен йышӗ пӗчӗкрех пулчӗ. Каҫа районти Культура ҫуртӗнче вӑй хуракан Н. Янкас ячӗллӗ преми лауреачӗ Н.Филиппова уҫса йӗркелесе пычӗ. Правлени членӗсем пӗрлӗхӗн «Эпир — янкасҫӑсем» юррине (сӑвви — Н. Ершовӑн, кӗвви — И. Прокопьевӑн) шӑрантарнӑ хыҫҫӑн ҫӳлерех асӑннӑ пӗрлӗх председателӗ И. Прокопьев сӑмах илчӗ. — 30 ҫул ӗнтӗ пӗрлӗх культура, литература тата ӳнер енӗпе пурӑнать тата ӗҫлет. Хальччен 89 уйрӑм ҫынпа 18 коллектив лауреат ятне илнӗ. Вӗсен йышӗ паян тата хушӑнать. Сумлӑ юбилей ячӗпе ӑшшӑн саламлатӑп сире, — терӗ Иван Афанасьевич. Пуҫтарӑннисене район администрацийӗн пуҫлӑхӗ А.Н. Кузнецов ячӗпе унӑн ҫумӗ В. Иванов та ыр сунчӗ. Валерий Юрьевич Нестер Янкас бюстне Янкас ялӗнчи ҫӗнӗ клубра (вӑл ача сачӗн ҫуртӗнче пулать) вырнаҫтарасса каларӗ, ҫакна Красноармейски ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ П. Моисеев та ҫирӗплетрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Нумай чӗлхеллӗ ачасен «Аталану» ассоциацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарта Чӑваш ачисен клубӗ уяв ирттерессине пӗлтернӗ. «Хаваспах пēлтеретпēр, раштав уйӑхӗн 28-мӗшӗнче 12 сехетре Шупашкарāн Ленин проспектēнчи 15-мӗш ҫyртра Наци библиотекин 212-мēш пулēмēнче Чāваш ачисен клубē Ҫӗнӗ Ҫул уявне палāртать», — тесе ҫырнӑ ассоциаци «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи страницӑра. Уява пурне те йыхравланине пӗлтернӗ. Унта Ҫēнӗ Ҫyл парнисене салатӗҫ. «Уява сиртен кашниех хутшāнма пултарать. Хāвāрпа пēрле хаваслā кāмāл-туйāм илсе кēмелле, ачасен Ҫēнӗ Ҫул сāввине пāхмасāр пēлмелле. Тēл пуличчен, чӑваш юрри-ташши пӗтӗм таврана сарӑлē, Ҫēнē 2020-мēш Ҫула пēрле кēтсе илер», — тесе ҫырнӑ «Аталану» ассоциаци. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() «Тӑван ҫӗршывӑн ывӑлӗсем» юлташлӑх Питӗр хулинче те ӗҫе кӳлӗннӗ. Чӑваш Енрен тухнӑ офицерсем йӗркелӳ ларӑвне ҫак эрнере ирттернӗ. Питӗрти чӑвашсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ку организаци 2017 ҫултанпах ӗҫленӗ. Анчах унччен вӑл РФ Юстици министерствинче регистрациленмен. «Тӑван ҫӗршывӑн ывӑлӗсем» юлташлӑхӑн Питӗрти уйрӑмӗн ертӳҫи пулма Григорий Дмитриев полковника, педагогика ӑслӑлӑхӗсен докторне суйланӑ. Унӑн ҫумӗсем — Анатолий Тарасов полковник, техника наукисен докторӗ, Анатолий Удяков полковник, Александр Митрюков подполковник, педагогика наукисен кандидачӗ. Уйрӑмӗн пайташӗсен йышӗнче — Виталий Золотов, 1-мӗш рангри саппасри капитан, ҫарпа тинӗс наукисен кандиачӗ, Виктор Ирдынкин, 2-мӗш рангри саппасри капитан, педагогика наукисен кандидачӗ, Артемий Павлов майор, техника наукисен кандидачӗ, Валериан Гаврилов, экономика наукисен кандидачӗ, Василий Емельянов воин-интернационалист, Алексей Иванов. Ревизорӗ — Михаил Сергеев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Чӑвашлӑх
Валерий Туркай ыйтнипе 2003 ҫулта тухнӑ Петӗр Ялкирӑн статйине вырнаҫтаратпӑр. Вӑл «Писательсен пӗрлешӗвӗ — 80-ра» ятлӑ. Статья вырнаҫтарма Валерий Туркая, ахӑртнех, пирӗн сайтра пӗлтернӗ «Чӑваш ҫыравҫисем союз юбилейне пухӑнӗҫ» хыпар хистенӗ. Чӑваш ҫыравҫисен пӗрлӗхӗ миҫе ҫулхи юбилейне тата хӑҫан палӑртмаллине ҫак статьяпа паллашнӑ хыҫҫӑн татса пама пулать тесе шутлатпӑр. «Чӑваш халӑх сайчӗн» тӗп редакторӗ Николай (Аҫтахар) Плотников. «Писательсен пӗрлешӗвӗ — 80-ра»Чӑваш ҫыравҫисене пӗр ушкӑна пӗрлештерес шухӑша Ҫеҫпӗл Мишши 1921 ҫулхи пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Вӑрнар техникумӗнче вӗренекен Н. Ваҫанкка поэт патне ҫырнӑ ҫырӑвӗнче палӑртнӑ. 1923 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнче «Канаш» хаҫат редакцийӗнче тата кӗнеке издательствинче ӗҫлекен ҫыравҫӑсем хӑйсен пухӑвӗнче Чӑваш писателӗсемпе журналисчӗсен «Канаш» союзне туса хума йышӑнаҫҫӗ. Унӑн бюровне Николай Золотова, Николай Шупуҫҫыннине, Хумма Ҫеменне, Степан Лашмана, Николай Патмана, Лява Платунне, Ананий Элтивана суйлаҫҫӗ. |
Харпӑр шухӑш
Чӑвашлӑх
17 ӗмӗрте-20-мӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗнче Пушкӑртстанра пурӑннӑ типтерсен (тептярьсен) сословийӗ чӑваш халӑх историйӗнче пысӑк пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнать пулсан та, ҫак анлӑ сарӑлнӑ халӑх сословийӗ ҫинчен чӑваш историкӗсем ҫырни ҫукпа пӗрех. Пӗтӗмӗшле илсен, типтерсем ҫинчен тутар-пушкӑрт историкӗсем (А.З.Асфандияров, Р.К.Рахимов, Р.Г.Кузеев, Д.М.Исхаков тата ыттисем), тата вӗсем ҫырнипе усӑ курса, ытти ӑсчахсем ҫыраҫҫӗ. Ҫакна шута илсе, типтерсен историйӗ ҫине чӑвашла куҫпа пӑхса, эпӗ ҫак тишкӗрӳллӗ статьяна ҫырас терӗм. Типтерсем (тептярьсем) 17-мӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗнче Пушкӑртстанри халӑхсен пысӑк социаллӑ ушкӑнӗ пек паллӑ пулса тӑраҫҫӗ. Ку ушкӑн Вырӑс патшалӑхӗ Хусан ханлӑхне ҫапса аркатнӑ хыҫҫӑнхи тапхӑрта, унти халӑхсем Пушкӑртстана йышлӑн куҫса , пушкӑртсенчен ҫӗр илсе пурӑна пуҫланӑ саманара палӑрма тытӑннӑ. Асӑннӑ халӑхсем хушшинче чӑвашсем, вӗсен ҫывӑх тӑванӗсем пулса тӑракан бесерменсем, вотяксем (удмуртсем), марисем (ҫармӑссем), тутарсем, мӑкшӑсем, хӑйсен ӑрӑвӗсенчен чухӑнлӑха пула тухса ӳкнӗ пушкӑртсем пулнӑ. |
Чӑвашлӑх
![]() Иркутск тӑрӑхӗнчи чӑвашсен «Юлташ» наципе культура автономийӗ хӗллехи «Улах» ирттерӗҫ. Ҫакӑн пирки пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Вероника Тимофеева Фейсбукра пӗлтернӗ. Улаха пухӑннисене чӑвашсен йӑли-йӗркипе (юрри-ташшипе) паллаштарнипе пӗрлех вӗсем валли ӑсталӑх класӗсем йӗркелӗҫ. Ӑсталӑх класӗсенче чӑваш тӗррине тӗрлеме тӳлевсӗр вӗрентӗҫ. Улах каҫӗ ҫак шӑматкун, раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, иртӗ. Вӑл 14 сехетре пуҫланӗ. Улах каҫне хутшӑнас текенсен Иркутск хулинчи Литвинов урамӗнчи 16-мӗш «в» ҫурти 310-мӗш пӳлӗмре вырнаҫнӑ офиса йыхравлаҫҫӗ. Аса илтерер, чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Иркутск хулинче Иакинф Бичурин ӑсчаха халалласа облаҫри таврапӗлӳҫӗсен пӗрремӗш конференцине йӗркеленӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() «Чӑваш ятне илесси паян ҫӑмӑл ӗҫ мар, анчах та Никита Тӗнче https://vk.com/tenche_travel хыҫҫӑн тепӗр хастар чӑваш Андрей Суварин https://vk.com/id305371751 ятне те, хушаматне те улӑштарать!» Ҫапла хыпарланӑ «Хавал» ушкӑн страницинче. Ятпа хушамата ылмаштарни ҫинчен калакан хут сӑнӳкерчӗкне те (ҫыннӑн уйрӑм даннӑйӗсене пӗлтерме те юрать тесе ҫуралнӑ кунне тата вырӑнне эпир хуратас терӗмӗр) вырнаҫтарнӑ. Вӑрнар районӗнче ҫуралнӑ, Шупашкарта пурӑнакан, пӗр предприяти пуҫлӑхӗнче тӑрӑшакан Андрей Суваринӑн «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи страницине эпир юриех кӗрсе пӑхрӑмӑр. Чӑн та, унта та ҫӗнӗ ят кӑтартнӑ. Халӗ вӑл — Вырак Митясен. Аса илтерер, 2018 ҫулта паллӑ чӑваш велоҫулҫӳревҫӗ Никита Васильев хушаматне улӑштарнӑччӗ. Халӑх ушкӑнӗсенчи аккаунтсене те Nikita Tenche тесе ылмаштарчӗ вӑл. Халӗ ӑна тӗнче, Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнчен пуҫласа Америка таранах, Никита Тӗнче ятпа пӗлет. Хушамата улӑштарнин сӑлтавне те ӑнлантарнӑччӗ Никита. «Ачамсем хушамат пирки ыйтсан чӑвашсене тӗне кӗртнӗ чух вырӑнти пачӑшкӑ пирӗн несӗлӗмӗре Вася ят панӑ, эпир унран пуҫланса кайнӑ тес-и?», — тенӗччӗ чӑваш ялавӗпе тӗнче курса ҫӳреме кӑмӑллакан ҫамрӑк. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Надежда Лисовая архивӗнчи сӑнӳкерчӗксем Украинӑри чӑвашсен пӗрлӗхӗсен ҫӗнӗ ертӳҫине суйланӑ. Ҫакӑн пирки унти чӑвашсен пӗрлӗхӗсен ертӳҫинче чылай ҫул тӑрӑшнӑ Надежда Лисовая Фейсбукра раштавӑн 7-мӗшӗнче пӗлтернӗ. «Хаклӑ юлташсем тата ентешсем! Паян, раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, пирӗн ентешлӗхре ырӑ улшӑну пулса иртрӗ. Михаил Люллина манӑн ӗҫӗме тӑсма килӗшнӗшӗн питӗ тав тӑватӑп. Сидоров хӑйӗн кандидатурине сирнӗ, нумай сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн Михаил Владимирович ҫак лава туртма килӗшрӗ. Ӑна уншӑн пысӑк тав. Ӑна сывлӑх тата тивӗҫе пурнӑҫлама ӑнӑҫу сунар! Ҫавӑн пекех хамӑн мӗнпур ентеше ҫак ҫулсенче пулӑшса пынӑшӑн, ҫана ӑнланнӑшӑн тав тӑватӑп. Ыррине тата сывлӑх сунатӑп», — тесе ҫырнӑ Надежда Лисовая. Маларах эпир Украинӑри чӑвашсем Ҫеҫпӗл ҫуртне туянма ӗмӗтленнине пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Шупашкар районӗнчи Чӑрӑшкасси шкулӗнчи 6 класра вӗренекенсем Николай Золотницкий пирки пуҫ ватнӑ. Кам вӑл? Ҫапла ыйтнӑ чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекен Алина Николаева. Хурав шыраса ачасенчен пӗрисем шкул вулавӑшне васканӑ, теприсем чӑваш чӗлхипе литература пӳлӗмӗнчи тӗрлӗ меслетлӗх кӗнекисене, вӗрентӳ пособийӗсене тишкернӗ, теприсем вӗрентекенпе тӗнче тетелӗнче Николай Золотницкий ҫинчен ҫырнине, унӑн статйисене шыранӑ. «Ачасем тӑхтав вӑхӑтне усӑллӑ ирттерчӗҫ, каннӑ вӑхӑтрах вӗсем пӗчӗк тӗпчев ӗҫӗ тума пултарчӗҫ. Николай Золотницкий (1829-1880) чӑваш ҫырулӑхне "ӳ" сас палли кӗртни ачасемшӗн питӗ кӑсӑклӑ пулчӗ. Вӑлах 1867 ҫулта чӑвашсем валли пӗрремӗш букварьпе пӗрремӗш календарь те кӑларнӑ иккен! Улттӑмӗш класра ӑс пухакансем паллӑ чӗлхеҫӗ ҫинчен презентаци курчӗҫ, "ӳ" сас паллипе сӑмахсем тупса чӑвашла-вырӑсла словарь турӗҫ», — пӗлтерет Алина Николаева. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.06.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 24 - 26 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Айдак Аркадий Павлович, паллӑ ҫӗрйӗркелӳҫӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |