Сумлӑ сӑмах
Чӑвашлӑх
Пӗрре пӑхсан, Васильев хушамат пӗрре те япӑх мар пек. Вӑл хушаматпа пурӑнакансем чӑвашсем хушшинче сахал мар. Паллах, Ивановсем тата та ытларах. Ак, сӑмахран, нумай пулмасть Иванова министра лартрӗҫ тесе пӗлтерсен ман ыйту ҫуралчӗ: киввине е урӑххине? Чулхулара ӗҫленӗ чухне пӗрре пай ертӳҫи те манран ыйтсаччӗ: «Сирӗн унта пурте Иванов хушаматлӑ-им?» Мӗншӗн? Ара, Шупашкарти пирӗн уйрӑмра ӗҫлекенсен йышне курнӑ та... Унта вара пӗр пилӗк хушамат Иванов пулнӑччӗ пулас. Ҫакнашкал лару-тӑрӑва пулах ӗнтӗ пирӗн ҫыравҫӑсем чылай чухне псевдоним йышӑнаҫҫӗ. Чылай Яковлев хушаматлӑ ҫынна, сӑмахран, эпир пач урӑх ятсемпе пӗлетпӗр. Тӗслӗхрен, Иван Салампекӑн чӑн хушамачӗ Яковлев пулнине нумай пулмасть ҫеҫ пӗлтӗм. Малтан хушаматсем мӗнле ҫыртарасси кӑсӑклӑрах пулнӑ пулас. Халь вӑл ашшӗ хушамачӗпе (ытларах чухне) пырать, малтан вара урӑхларах йӗрке пулнӑ. Ман хамӑн хушамат, сӑмахран, Плотников. Аттен хушамачӗпе. Апин — Степанова. Аттен хушамачӗ пирки калас пулсан вӑл ҫаплипех куҫса пынӑ пулас. Ни асатте, ни атте хӑй платник пулман. |
Чӑвашлӑх
![]() Тӗнче тӑрӑх велосипедпа ҫӳрекен паллӑ ҫулҫӳревҫӗ Никита Васильев хӑйӗн хушаматне улӑштарнӑ. Ӗнер вӑл кун пирки «ВКонтактри» хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. «Мӗншӗн эп кӑна турӑм-ха? — Ак, сӑмахран, кайран ман ачасем манран пирӗн хушамат мӗншӗн Васильев пулнине ыйтӗҫ, вӑл мӗне пӗлтернипе кӑсӑкланӗҫ. Ман епле хурав пала тивӗ-ши ун чухне? Тахҫан-тахҫан чӑвашсем христос тӗнне йышӑннӑ чухне темле пуп пирӗн мӑн асаттене Ваҫук ята панӑ темелле-ши? Ҫук, мана ку кӑмӑла каймасть», — пӗлтернӗ вӑл хӑйӗн шухӑшне. Ҫавах та Васильев хушамат япӑх пулманни пирки те асӑннӑ Никита. 26 ҫул унпа ҫӳренӗ пулин те пӗрре те вӑл унӑн пурнӑҫне йывӑрлатман. Паллӑ ҫулҫӳревҫӗ Никита хӑйне валли Тӗнче хушамата суйланӑ. Хӑй ӑнлантарнӑ тӑрӑх ку унӑн тӗнчери вырӑнне кӑтартӗ, тӗнчере вӑл мӗн ӗҫӗпе аппаланнине. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Екатеринбургри чӑваш наци-культура автономийӗ йӗркеленнӗренпе 10 ҫул ҫитнине савӑнӑҫлӑ лалру-тӑрура уявлама хатӗрленет. Ҫавна май унтисем Акатуй та ирттерӗҫ. Тӑван халӑхӑмӑрӑн уявӗ ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче «Таганская слобода» ҫемье канӑвӗн паркӗнче иртӗ. Уяв программи пуян пулассине шантараҫҫӗ. Автономин правленийӗн пайташӗ Наталья Макеева халӑх тетелӗсенчен пӗринче хыпарланӑ тӑрӑх, ӗлӗкхи йӑла-йӗркене кӑтартса ҫӗр ӗҫченӗн гимне халӑхпа юрласшӑн, наци вӑййисене вылясшӑн, ташласшӑн. Ал ӑстисен ӗҫӗсенчен курав та хатӗрлӗҫ. Екатеринбургри чӑвашсем ытти ҫул та наци уявӗсене ирттернӗ. Ҫулсерен Сурхурие, Ҫӑварние, Акатуя, Кӗр сӑрине пухӑннӑ. Автономин фольклор ушкӑнӗ те пур. Вӑл тӗрлӗ мероприятисене хастар хутшӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Тутарстанри Ҫырчалли хулинче пурӑнакан халӑхсен хӗрачисен «Наци пукани» пултарулӑх конкурсӗ кӑҫалхипе ҫиччӗмӗш ҫул иртӗ. Ку проект кӑҫалхи ака уйӑхӗн вӗҫӗнче «Наш дом Татарстан» (чӑв. Пирӗн кил Тутарстан) форумра пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Вӑл тӑрӑхри «Сувар» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, конкурсӑн тӗп титулӗшӗн хальхинче 16 хӗр пӗрчи тупӑшӗ. Вӗсем тӑван чӗлхене, культурӑна мӗнле пӗлнине кӑтартӗҫ. Чӑвашсенчен наци чысне 11 ҫулти Анастасия Жукова хӳтӗлӗ. «Настя питӗ маттур хӗрача, хулари чӑвашсен «Чӗкеҫ» халӑх ансамблӗ ҫумӗнчи ачасен «Пукане» ансамбльне ҫӳрет. «Чӗкеҫ» ансамбль ертӳҫи Елена Кондюкова пӗлтернӗ тӑрӑх, Настя конкурса чӑвашла-вырӑсла визитка хатӗрлет, чӑваш ташшине ташлӗ тата «Икӗ автан» юрӑ юрлӗ. Виҫҫӗмӗш конкурсра ӑна «Пукане» ансамбль те пулӑшӗ», —. Финал ҫу 20-мӗшӗнче Ҫырчаллинчи «Ҫӑлкуҫ» туслӑх ҫуртӗнче иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Тутарстанри чӑвашсен «Сувар» хаҫачӗ Ҫырчалли чӑвашӗсем ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче 18 сехетре автохулан Ҫӗнтерӳ паркӗнче Уява пуҫтарӑнассине пӗлтернӗ. Хаҫатҫӑсем ҫырнӑ тӑрӑх, ӑна унти чӑвашсен асатте-асаннесен йӑлине пӑхӑнса ҫуллен ирттереҫҫӗ. «Кӑҫал та йӑларан пӑрӑнмӗҫ», — пӗлтернӗ «суварҫӑсем». Тутарстанри хастар чӑвашсем уяв картине тӑма республикӑри, хулари мӗнпур чӑваша тата хӑнасене йыхравлаҫҫӗ. Тутарстанри чӑвашсен хаҫачӗ, сӑҫах май, 1993 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче пуҫласа пичетленнӗ. Унӑн тӗп редакторӗ — Константин Анатольевич Малышев. Редакцийӗ Хусан хулинче вырнаҫнӑ. «Сувар» эрнесерен тухать. Учредителӗ — Тутарстанри массӑллӑ коммуникацисен «Татмедиа» агентстви. Телепрограммӑсӑр пуҫне кашни страница чӑвашла пичетленсе тухать. |
Чӑвашлӑх
![]() Сантр Савкилта Мӗншӗн ҫӗр ҫул ытла чӑвашсем хушшинче Яковлев культне — чӑвашсен вӑйсӑрлӑхне — сараҫҫӗ? Ҫапларах ыйту тавра пуҫ ватать чӑваш чӗлхеҫи Александр Савельев (Сантӑр Савкилта). Вӑл ҫакна халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче вырнаҫтарнӑ. Сантр Савкилта шухӑшланӑ тӑрӑх, пирӗн халӑха Иван Яковлев пӗтме суннӑ, ӑна вара халӑх ашшӗ туса хунӑ. «Патша тытӑмне (Раҫҫейри кирек епле влаҫ пекех: унччен те, кайран та чӑвашсене туртакан лаша вырӑнне хунӑ) хирӗҫҫисем пирки вӑл евитленӗ, вӗсене пур енлӗ ура хунӑ. Иван Юркин (вӑт кама асра тытмалла) 1880-мӗш ҫулсенчех чӑвашсен пӗрремӗш хаҫатне, «Пӑлхар», кӑларма тӑнӑ. Анчах Иван Яковлев, чӑвашсен аслӑ тусӗ, хаҫата кӑларма чарма пултарнӑ», — тесе ҫырнӑ Сантр Савкилта. Александр Савельев Германири Йена хулинче кӑҫалхи кӑрлачӑн 9-мӗшпе 11-мӗшӗсенче иртнӗ пӗтӗм тӗнчери алтаистика конференцине хутшӑннӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Чӑваш кӗнеке издательствинче Иван Яковлевӑн «Уҫӑлма тухнӑ шӑши ҫури» кӗнеки пичетленнӗ. «Чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ ҫуралнӑранпа кӑҫал 170 ҫул ҫитнӗ тӗле Чӑваш кӗнеке издательстви пӗчӗк вулакансем валли парне хатӗрлерӗ – И.Яковлевӑн «Уҫӑлма тухнӑ шӑши ҫури. A little mouse on a walking tour» кӗнеки пичетленсе тухрӗ. Унта кӗске калавсемпе пӗчӗк юмахсем кӗнӗ. Кӑларӑма икӗ чӗлхепе – чӑвашла тата акӑлчанла – хатӗрленӗ. Акӑлчанла Вячеслав Платонов куҫарнӑ», — Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗ Ольга Федорова. Вӗрентекенӗмӗр пултарулӑхӗпе унччен паллашнисем хайлавсенче Иван Яковлев халӑх сӑмахлӑхӗпе анлӑ усӑ курнине пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ. Ҫитменнине тата хайлавсем кӗске пулин те кашнинче тарӑн шухӑш пытаннӑ. |
Чӑвашлӑх
![]() Паян пӗтӗм чӑваш тӗнчи тӑван халӑхӑмӑра ҫырулӑх парнеленӗ Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 170 ҫул ҫитнине халалласа тӗрлӗ мероприяти ирттерет. Асла вӗрентекенӗмӗрӗн Шупашкарти палӑкӗ патӗнче «Анлӑн янӑра, чӑваш чӗлхи!» флешмоб иртнӗ, Шупашкарти оперӑпа балет театрӗнче вара ҫак ятпа савӑнӑҫлӑ уява пуҫтарӑннӑ. Унта Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та ҫитнӗ. Ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗсенчи хастар йӑхташӑмӑрсем те ҫак куна асра тытса тӗрлӗ мероприяти ирттереҫҫӗ. Шупашкара та, сӑмах май, тӗрлӗ регионтан килсе ҫитнӗ. Чӑваш Енӗн пӗрремӗш президенчӗ, халӗ Раҫҫейӗн Федераци Канашӗн ертӳҫин ҫумӗнче тӑрӑшакан Николай Федоров Мускаври Ваганьково ҫӑви ҫинчи Иван Яковлевӑн вил тӑпри ҫине чечек ҫыххи хунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() «Хыпар» издательство ҫуртӗнче ӗҫлекенсем ӗҫе паян чӑвашла тумланса кайнӑ. Асӑннӑ МИХӑн сайтӗнче ҫырнине ӗненсен, журналистсем ҫеҫ мар, коммерци пайӗнче ӗҫлекенсем те Чӑваш чӗлхи кунне хисепленине, сума сунине кӑтартмалла капӑрланнӑ. Мӗнпур ӗҫчен ҫапла тӑхӑннине ҫирӗплетеймӗпӗр те, анчах сӑн ӳкерчӗксемпе ҫирӗплетнине ӗненмех тивет-тӗр. Наци медиахолдингӗнче тӑрӑшакансенчен пӗрисем чӑвашла логотиплӑ футболкӑсем тӑхӑннӑ, теприсем — «Эпӗ чӑваш чӗлхине юрататӑп» тесе ҫырса хунисене. «Хыпар» издательство ҫурчӗн «Ҫамрӑксен хаҫатӗнче» вӑй хуракансем паян капӑр шӳлкеме те ҫакнӑ. «Эпӗ чӑваш чӗлхине юрататӑп» тесе ҫырнӑ футболкӑсемпе вӗсем ҫуллахи вӑхӑтра республикӑмӑр тӑрӑх командировкӑсене те тухаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Пӗрремӗш каналпа эрнекун каҫсерен кӑтартакан «Поле чудес» (чӑв. Тӗлӗнтермӗш уйӗ) кӑларӑмра ҫывӑх вӑхӑтра чӑвашсене курӑпӑр. Комсомольски районӗнчи «Кубняночка» халӑх вокал ансамблӗ ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче «Тӗлӗнтермӗш уйӗ» шоу ӳкерме хутшӑннӑ. Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Альбина Кокшина «Тӗлӗнтермӗш уй» вӑййа хутшӑннӑ май коллектив та унпа ҫула тухнӑ. Вокал ансамблӗ «Садра» чӑваш юррине шӑрантарнӑ. Мускава кайма каҫалсем наци тумне ятарласа ҫӗлеттернӗ иккен. Комсомольски район администрацийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тарӑх, кӑларӑма ертӳҫи Леонид Якубович каҫалсен парнисене сума суса та хакласа йышӑннӑ, чӑваш халӑхне хисепленине пӗлтернӗ. Кӑларама эфира хӑҫан тухасси хальлӗхе паллӑ мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.06.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Айдак Аркадий Павлович, паллӑ ҫӗрйӗркелӳҫӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |