Чӑвашлӑх
![]() «Хавал» чӑваш пуҫару ушкӑнӗ, ЧР Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министерстви тата «Хыпар» Издательство ҫурчӗн «Ҫамрӑксен хаҫачӗн» редакцийӗ нарӑс уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Чӑваш наци вулавӑшӗнче Чӑваш ҫамрӑкӗсен форумне йӗркелеҫҫӗ. Форума пӗтӗм тӗнчери Тӑван чӗлхе кунне халалланӑ. Унта 9-11-мӗш классенче вӗренекен тата чӑвашлӑхпа кӑсӑкланакан 18-35 ҫулсенчи ҫамрӑксене йыхравлаҫҫӗ. Форум 10 сехетре пуҫланать. 9 сехетре регистрацилеме тытӑнаҫҫӗ. Форума килнӗ ҫамрӑксемпе чӑваш хутлӑхӗнче палӑрнӑ ҫамрӑк экспертсем, усламҫӑсем, культура ҫыннисем тӗл пулса калаҫӗҫ, халӑх эткерлӗхне упраса аталантарассипе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе явӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Ҫавра ҫул тултарнӑ чӗлхеҫӗсен йышӗ паян сахал мар. Сантӑр Савкилта, ҫамрӑк чӗлхеҫӗ 30 ҫул тултарни пирки паян хыпарларӑмӑр ӗнтӗ.Ччӑваш чӗлхин тепӗр тӗпчевҫин те паянхи кун юбилей — вӗренӳ институчӗн ректорӗ Юрий Николаевич Исаев 50 ҫул тултарчӗ. Чӑваш халӑх сайчӗ ҫак ҫавра ҫула ҫитнӗ ятпа Юрий Николаевича пӗтӗм чун-чӗререн саламлать, малашнехи пурнӑҫ ҫулӗпе тикӗс утса тухма сунать. Исаев Юрий Николаевич 1969 ҫулта Патӑръел районӗнчи Нӑрваш Шӑхальте ҫуралнӑ. Вӑл чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ. Нумай ҫул хушши Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнчи директор пуканне йышӑннӑ. Ун хыҫҫӑн ӑна Чӑваш Республикин вӗренӳ министрӗ пулма шаннӑччӗ. Анчах, шел те, ку вӑхӑт шӑп та шкулсенче тӑван чӗлхене вӗрентессине хӗснипе тӗл килчӗ те унӑн ҫак пысӑк вырӑна пушатма тиврӗ. Ҫавах та ҫӗнӗ вырӑнта та Юрий Николаевич чӑваш тӗнчишӗн кӗрешме, хамӑр тӑван культурӑна тӗрек пама пӑрахмасть. Пысӑк Тав ӑна ҫакӑншӑн! |
Чӑвашлӑх
![]() «Хавал» чӑваш пуҫару ушкӑнӗ, Чӑваш республикин вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министерстви, «Хыпар» издательство ҫурчӗ 2019 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Чӑваш наци вулавӑшӗнче регионсен шайӗнче Чӑваш ҫамрӑкӗсен форумне ирттереҫҫӗ. Канашлӑва вӗсем пӗтӗм тӗнчери Тӑван чӗлхе кунне халалланӑ. Форума хутшӑнакансем чӑваш хутлӑхӗнче палӑрнӑ ҫамрӑк экспертсемпе, бизнесменсемпе, культура ҫыннисемпе тӗл пулса халӑх эткерлӗхне упраса аталантарассипе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе явма палӑртнӑ. Канашлӑва хутшӑнма 9–11-мӗш классенче вӗренекенсене тата чӑвашлӑхпа кӑсӑкланакан 18–35 ҫулхи ҫамрӑксене йыхравлаҫҫӗ. Вӑл 10 сехетре пуҫланӗ. Регистраци — 9:00 сехетре. Форума хутшӑнас текенсен хӑйсен заявкине йӗркелӳ комитетне 2019 ҫулхи нарӑсӑн 10-мӗшӗччен uyav@mail.ru электрон адреспа ярса памалла. Ыйтса пӗлмелли телефон: 8-905-347-64-27 (Степанов Александр Марсовичӑн кӗсье телефонӗ). «Ҫул тата апатлану тӑкакӗсене форума хутшӑнма яракан учрежденисемпе организацисем саплаштараҫҫӗ. Хӑйсем тӗллӗн хутшӑнма килекенсем ҫул укҫипе апат хакне хӑйсем тӳлеҫҫӗ», — пӗлтереҫҫӗ канашлӑва йӗркелекенсем. |
Харпӑр шухӑш
Чӑвашлӑх
(чӗнсе калани)
Иртнӗ эрнере, кӑрлачӑн 10-мӗшӗнче, чӑваш халӑхӗн Ваттисен канашӗнче тӗрлӗ ҫивӗч ыйтусене сӳтсе яврӗҫ. Вунӑ темӑран та ытла шӗкӗлчерӗмӗр ҫав кун: пурте ватӑсен чунне ыраттараҫҫӗ. Тепӗр енчен, патшалӑх ҫыннисем вӗсене курмаҫҫӗ пуль те, ҫавӑнпа та хамӑр хушӑра та пулин калаҫса илсе чуна уҫас, кӑштах та пулин тӗтӗм кӑларас. Тен чиновниксен куҫӗсене чӗпӗтӗ ҫак йӳҫӗ тӗтӗм… Палӑртнӑ темӑсем хушшинче чӑваш ҫӗрӗ ҫинче тӗрлӗ сӑлтавсене асӑнса юпасемпе палӑксене лартасси ҫинчен те. Хамӑр вӑйпа та, патшалӑх укҫипе те. Кӗтнӗ ҫӗртенех чи ҫивӗччи Хаяр Иван патша палӑкне Шупашкарта лартасси ҫинчен пирки. Хаяр патша сӑмахӗсем пурне те ҫӳҫентереҫҫӗ пуль: вӑрҫӑ пуҫарнӑ, тутарсем ҫине тапӑннӑ, Хусан хулине ҫӗнтерсе илнӗ, нумай ҫынна ҫактарса вӗлерни ҫинчен илткеленӗ ӗнтӗ. Ҫав пуҫтах чӑваш ҫыннисене те чылай йышлӑ ҫактарнӑ имӗш, историксем те ҫырса палӑртнӑ пулас. Юратман пулмалла хаяр вырӑс патша чӑвашсене, ҫавӑнпа чӑваш ҫӗрӗ ҫинче, Шупашкар хулинче палӑка лартас плансене хирӗҫлес пулать, эппин петици ҫитермелле… Виҫӗ-тӑватӑ писатель, тепӗр паллӑ сӑвӑҫ та кун ҫинчен хӗрсех питлерӗҫ вырӑнти намӑссӑрсене! |
Чӑвашлӑх
![]() Тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче чӑваш чӗлхипе чӑвашлӑх ыйтӑвне хускатнине час-часах асӑрхама пулать. «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «Эсӗ — ман хӗвелӗм, эсӗ — ман тӗнче» пабликра та чӑваш чӗлхи пирки сӑмах пуҫарнӑ. «Паян ҫамрӑк ашшӗ-амӑшӗсенчен нумайӑшӗ пепкисене вырӑсла калаҫса ӳстерет. Мӗн сӑлтавпа-ши? Ахӑртнех, тӗпренчӗкӗсене чӑваш чӗлхи кулленхи пурнӑҫра кирлӗ пулмасть, вырӑсла калаҫни вара пур алӑка та яри уҫать тесе шутланӑран ҫапла хӑтланаҫҫӗ», — тесе ҫырнӑ унта. «Манӑн тете, Шупашкарта пурӑнать пулин те, икӗ ывӑлне чӑвашла калаҫса ӳстерет. «Ашшӗн чӗлхине пӗлмен ачасем ашшӗне чӑнласах хисеплеме пултараҫҫӗ-и вара?» — тет вӑл пӗр иккӗленмесӗр», — хӑпартланнӑ пост авторӗ пиччӗшӗпе. Пӗр енчен, чӑваш арӗ-арӑмӗ хӑйӗн ачисемпе хӑть Шупашкарта, хӑть Хусанпа Мускавра, хӑть чикӗ леш енче тӑван чӗлхепе пупленинчен тӗлӗнмелли нимӗн те ҫук-ха. Анчах пурте апла туманран ирӗксӗрех тӗлӗнме те хӑпартланма тивет курӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() 2019 ҫулхи кӑрлачӑн 9-мӗшӗнче чӑваш культура ҫыннисемпе хастарсем чӑваш халӑх уявне Сурхурине палӑртнӑ. Йӗркелекенӗ — Чӑваш наци конгресӗн (ЧНК) вице-президенчӗ Тимӗр Тяпкин ертсе пыракан Чӑваш культурине аталантаракан «Сӑвар» фонд. Чаплӑ уява ирттерме вал вырӑнти усламҫӑсене те явӑҫтарать. Ирттермелли вырӑн, яланхи пекех — ЧНК ҫуртӗнчи «Ҫӑлкуҫ» наци апачӗллӗ кафе. Кӑҫалхи уява сумлӑ шурсухалсем — Анатолий Кипечпе Виталий Станьял — ҫитеймен. Анчах ҫавах хӑйсен пил сӑмахӗсене ҫитерчӗҫех. Вӗсен сӑмахӗсене наци тумне тӑхӑнса Шупашкар районӗнчи Станьял ялӗнчи Элмен мӑчавар (йӑла-йӗрке тытса пыракан) каларӗ. Пухӑннисем ура ҫине тӑрса «Алран кайми аки-сухи» халӑх гимне юрларӗҫ. Чыслӑ пухӑва ватӑсем хисеп турӗҫ: РФ тава тивӗҫлӗ художникӗ Праски Витти; ӗҫ ветеранӗ Вера Орлова; Чӑваш Енре пурӑнакан халӑх элчисен ассамблеин председателӗ, ЧПУ экс-ректорӗ Лев Кураков; Чӑваш республикин вӗренӳ институчӗн ректорӗ Юрий Исаев; ЧНК президиумӗн пайташӗ Николай Лукианов юрист; Чӑваш халӑх хуралӗн ҫумпредседателӗ Николай Адёр; Мускаври юрист Владимир Болгарский тата ыттисем. |
Чӑвашлӑх
![]() Чӑваш халӑх юмахӗсенчи паллӑ герой, Улӑп, «Сказочная карта России» (чӑв. Раҫҫейӗн юмах картти) интернет-ресурсра вырӑн тупнӑ. Карттӑна Мускаври Алексей Козловский журналист хатӗрленӗ. Ҫак ӗҫӗн тӗллевӗ — регионсенчи паллӑ вырӑнсене аталантарма, вӗсенчи культурӑпа туризм проекчӗсене пурнӑҫа кӗртме пулӑшасси. Ӳркенмен журналист тӗрлӗ халӑхӑн юмахӗсемпе улӑп-паттӑрӗсем ҫинчен хывнӑ халапӗсенчи паттӑрсем ӑҫта вырнаҫнине кӑтартнӑ. Раҫҫейӗн юмах карттинче 30-а яхӑн регион тата 44 паттӑр вырӑн тупнӑ. Улӑпа унта лектерес тесе Чӑваш Енӗн ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗ самай тимленӗ. Вӑл иртнӗ ҫулхи пуш уйӑхӗнчен пуҫласа авӑн уйӑхӗ таранах уҫӑ онлайн-сасӑлав ирттернӗ. Унта чӑваш юмах-халапӗнчи 17 сӑнара кӑтартнӑ. Улӑпшӑн 1188 ҫын сасӑланӑ, ку вӑл мӗнпур йышӑн 50,4 проценчӗ пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Чӑвашлӑх
(«Кайнисене тата чӑваш туррисене таврӑнма вырӑн хатӗрлекенсем» ярӑмран)
«Киремет умӗнче пурпӗрех тӑратӑп темшӗн…» – ҫырнӑччӗ эп 1992 ҫулта. Киремет умне тӑнӑранпа вӑтӑр (!) ҫула яхӑн иртрӗ – халӗ те тӑратӑп. Мӗншӗн тӑнине те, Киремет кам пулнине те, ун умӗнчи хамӑн тивӗҫе те ӑнланатӑп пек. Киреметсӗр, чӑн чӑваш хӑвачӗсемсӗр наци чӗрӗлӗвӗн, аталанӑвӗн пуласлӑхӗ ҫук. |
Чӑвашлӑх
![]() Лауреат медалӗ Нестер Янкас ячӗллӗ пӗрлӗх 2018 ҫулшӑн литературӑпа ӳнерте тата культура аталанӑвӗнче палӑрнӑ пултаруллӑ ҫынсене Нестер Янкас ячӗллӗ Преми памашкӑн кандидатсем тӑратмашкӑн халӑх умне сӗнӳпе тухать. Кандидат ҫинчен калакан автобиографипе характеристикӑна тата ӑна тӑратакан организацин ыйтса ҫырнине Преми паракан комиссине 2019 ҫулхи нарӑсӑн 20-мӗшӗччен ҫитермелле. Нестер Янкас ячӗпе хисепленекен преми тӗллевӗ ҫакӑн пек: чӑваш культурипе искусствине, литературипе чӗлхине аталантарас, культурӑпа истори палӑкӗсене упрас, халӑхсен туслӑхне ҫирӗплетес, ӳссе ҫитӗнекен ӑрӑва тӗрӗс-тӗкел воспитани парас, уйрӑм ҫынсен пултарулӑхне аталантарас, наци культурин ҫитӗнӗвӗсене халӑх хушшинче сарас енӗпе тунӑ ӗҫсемшӗн хавхалантарасси. Премие чӑваш культурине, литературипе искусствине малалла аталантарас ӗҫре уйрӑмах палӑрнӑшӑн, республикӑмӑрти тата районти ял ҫыннисен тӗрлӗ социаллӑ сийӗн культура аталанӑвӗнчи халӑх пултарулӑхӗн хастарлӑхне ӳстернӗшӗн параҫҫӗ. Премие уйрӑм пултаруллӑ ҫынсене, пултарулӑх коллективӗсене, шкулсемпе ача сачӗсене, патшалӑх предприятийӗсемпе учрежденийӗсене, коммерциллӗ фирмӑсене тата ӗҫ коллективӗсене пама пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Ваттисен канашӗнчи самант. Сайт архивӗнчи сӑн Ҫитес кӗҫнерникун, кӑрлачӑн 10-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче Чӑваш ваттисен тӗп канашӗн черетлӗ ларӑвӗ иртӗ. Пуҫламӑшӗ 15 сехетре. Ваттисем пӑхса тухакан ыйтусем хушшинче хӑйсен йышне ҫӗнетесси, 2019 ҫулхи плана ҫирӗплетесси пулӗ. Унсӑр пуҫне пухӑннисем умӗнче Олег Цыпленков паллӑ ҫынсен палӑкӗсене лартасси, асӑну хӑмисене уҫасси тата фильмсем ӳкересси ҫинчен каласа парӗ. А.О.Бойков, Н.М.Адер тата В.Д.Эльмень ваттисен тӗп канашӗ ял-хулари шурсухал-утамансемпе тата халӑх йӗркеленӗвӗсемпе тытакан ҫыхӑнусем ҫинчен сӑмах хускатӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.06.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Айдак Аркадий Павлович, паллӑ ҫӗрйӗркелӳҫӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |