Чӑвашлӑх
![]() Ҫак кунсенче Мускавра чӑваш артисчӗсен концерчӗ иртнӗ. Ҫӗршывӑн тӗп хулинче пурӑнакан йӑхташӑмӑрсене эстрада юрӑҫи Вячеслав Христофоров тата ытти сцена ӑстисем хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарнӑ. Концерта Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков та пынӑ. Вӑл РФ Патшалӑх Думинче Экономика политикин, инноваци аталанӑвӗн тата предпринимательлӗх енӗпе ӗҫлекен комитет, ҫавӑн пекех финанс рынокӗпе ӗҫлекен комитет ертӳҫи пулса тӑрӑшать. Чӑваш Енри артистсене саламлани пирки депутат Фейсбукра пӗлтернӗ. Пушкӑртстанра ҫуралнӑскер иртнӗ вӑхӑта аса илнӗ май пӗтӗм ял, чӑвашсем сахал пулин те, чӑваш юррисене юратса итленине палӑртнӑ. «Мӗншӗн тесен вӗсем питӗ хитре, питӗ янӑравлӑ, халӑха питӗ ҫывӑх», — тенӗ политик. «Раҫҫей пуянлӑхӗ — унта пурӑнакан халӑхсем. Чӑвашсем вара йышлӑ халӑхсенчен пӗрисем», — тенӗ депутат. Культурӑна, йӑла-йӗркене упраса хӑварасси пӗлтерӗшлине асӑнса хӑварнӑ май вӑл Вячеслав Христофоров тата ытти ҫавӑн пек артистсем ҫав енӗпе хӑйсен тӳпине хывнине палӑртнӑ. «Сывлӑх сунатӑп, юрату сунатӑп, телей пултӑр!» — чӑвашла саламланӑ Анатолий Аксаков юлашкинчен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Тутарстанри Пӑва районӗнчи Чӑваш Киштекӗ ялӗнче пурӑнакан ачасем чӑваш, тутар, вырӑс, удмурт ташшисене ташлаҫҫӗ. Вӗсене ҫак ӑсталӑха асӑннӑ ялти культура ҫуртӗнче хӑнӑхтараҫҫӗ. Учреждени ертӳҫи Тамара Петрова Тат.медиа кӑларӑма пӗлтернӗ тӑрӑх, ялта ачасен юрӑ-ташӑ кружокӗсем ӗҫлеҫҫӗ. Ачасем халӑх музыка инструменчӗсемпе калаҫҫӗ, театр кружокне ҫӳреҫҫӗ. «Эпир чӑваш ташшисене вӗренетпӗр кӑна мар, ытти халӑх культурине те аталантаратпӑр. Нумаях пулмасть выляса илнӗ 100 пин тенкӗ укҫапа наци тумтирӗсене ҫӗлеттертӗмӗр», — тесе каласа кӑтартнӑ культура ҫурчӗн ертӳҫи. Ҫӗнӗ тумтирпе Чӑваш Киштекӗнчи ачасем сцена ҫине тухнӑ та ӗнтӗ. Тат.медиа Пӑва районӗнче тӗрлӗ халӑх ҫыннисем пурӑннине пӗлтернӗ. Унта нумаях пулмасть куҫса пынисем те пур иккен. Вӗсем пурте туслӑ пурӑннине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Пушӑн 5-мӗшӗнче красноармейскисем «Трак ен пикине» суйланӑ. Кӑҫал конкурса 5 чиперук хутшӑннӑ. Маттурскерсем чӑваш кӗпипе сцена ҫине тухнӑ, хӑйсен илемлӗ тумӗсене кӑтартнӑ, тутлӑ пӗҫерес ӑсталӑхӗпе тӗлӗнтернӗ. Кӑҫал «Трак ен пики» ята кам ҫӗнсе илнӗ-ха? Красноармейскинчи шкулта ӑс пухакан пике Анна Исакова чи нумай балл пухнӑ, ҫапла вӑл «Трак ен пики – 2019» пулса тӑнӑ. «Вице-Трак ен пики» номинацире вара Трак вӑтам шкулӗнче вӗренекен Влада Степанова ҫӗнтернӗ. Вӑл «Куракансем кӑмӑлланӑ пике» номинацире те палӑрнӑ. Алманч вӑтам шулӗн пики Анна Еперина «Ӑста пике», Трак вӑтам шкулӗнче вӗренекен Маргарита Иванова – «Тарават пике», Чатукасси вӑтам шкулӗнче ӑс пухакан Анастасия Егорова «Сӑпайлӑ пике» ятсене тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Чӑвашлӑх
Аваллӑха упраса — малашлӑха ӗненсе. Чӑвашлӑх Чутайра упранать! Мӑн Этмен тӑрӑхӗнчи халӑх Чӑваш наци конгресӗн культура комитечӗ пуҫарнӑ «Аваллӑха упраса — малашлӑха ӗненсе» проект малалла ӑнӑҫлӑ ӗҫленине хӑй куҫӗпе хӑй курса ӗненчӗ. Пуш уйӑхӗн пӗрремӗш кунӗнче конгресс хастарӗсемпе пӗрле шкулти вӗренекенсемпе вӗрентекенсем, ачасен ашшӗ-амӑшӗ, ял халӑхӗ, культура ӗҫченӗсем ку проектпа килӗшӳллӗн пысӑк мероприяти йӗркелерӗҫ. Ку пӗтӗм Чутай тӑрӑхӗшӗн анлӑ та пӗлтерӗшлӗ чӑвашлӑх уявӗ пулса тӑчӗ! Ирхине шӑп та лӑп палӑртнӑ вӑхӑтра Шупашкартан Мӑн Этмен шкулне ЧНКан сумлӑ делегацийӗ килсе ҫитрӗ. Конгресс вице-президенчӗ, ӗҫ тӑвакан комитет председателӗ Анатолий Ухтияров, «Чӑваш хӗрарӑмӗ», культура комитечӗсен председателӗсем Юлия Мареева, Вера Архипова. Вӗсемпе пӗрле Чутай тӑрӑхне комитетсен хастарӗсем, ЧНК ҫумӗнчи ал-ӗҫ ӑстисен ассоциацийӗн членӗсем килчӗҫ. Шкул кӑна мар, пӗтӗм ял халӑхӗ чӑваш культурин уявне тӗплӗн хатӗрленчӗ. Шупашкартан килнӗ делегацине ҫӑкӑр-тӑварпа, юрӑ-ташӑпа кӗтсе илтӗмӗр. |
Чӑвашлӑх
![]() Ӗнер Петӗр Хусанкай пирӗнтен уйрӑлса кайнӑранпа 49 ҫул ҫитнӗ. Ҫак куна паллӑ туса Тимӗр Тяпкин инициативипе чӑваш хастарӗсем паллӑ поэтӑмӑрӑн асӑну хӑми умне чечексем кайса хунӑ. Асӑну мероприятине Чӑваш наци конгресӗн вице-президенчӗсем Анатолий Ухтияровпа Тимӗр Тяпкин, культура министерствин тӗп специалисчӗ Сергей Дмитриев, «Республика» хаҫат тӗп редакторӗ Сергей Мясниковпа унӑн ҫумӗ Владислав Николаев, Анатолий Хмыт ҫыравҫӑ тата ыттисем хутшӑннӑ. Вӗсем паллӑ поэтӑмарӑн кун-ҫулне аса илнӗ, чечек хунӑ. Иртен-ҫӳрен те аякра юлман, Петӗр Хусанкая хисеп туса чечек хума хутшӑннӑ. Петр Хусанкай 1907-мӗш ҫулта Тутарстанри Сиктерме ялӗнче ҫуралнӑ. 1970-мӗш ҫулта пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Шупашкарти Ленин урамӗнчи 38-мӗш ҫурт ҫине — кунта вӑл 1960-мӗш ҫултан пурӑннӑ — асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ. Мероприяти ҫакӑнта иртнӗ те. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() «Хавал» чӑвашсен пуҫару ушкӑнӗ хӑйсен организацийӗн хӑтлавне чӗнет. Унта ушкӑнпа паллаштарӗҫ, хӑйсен проекчӗсем ҫинчен каласа кӑтартӗҫ. Александр Блинов 1969 ҫулта ҫӗртмен 11-мӗшӗнче Красноармейскинче ҫуралнӑ. Татьяна Ильина журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, унӑн ашшӗпе амӑшӗ Елчӗк тӑрӑхӗнчен тухнӑ. Саша пӗчӗк чухнех ҫемйи хулана куҫса килнӗ. Ҫав вӑхӑтра ӗнерхи ял ачи чӑвашла манса кайнӑ. 1986 ҫулта Александр Шупашкарти педагогика институчӗн ют чӗлхесен факультетне вӗренме кӗнӗ. Унта вӑл хрантсус тата нимӗҫ чӗлхисене вӗреннӗ. Александр Блинов эсперанто чӗлхипе шкул ҫулӗсенчех кӑсӑкланма пуҫланӑ. «Хавал» пуҫару ушкӑнӗн хӑтлавӗ ыран, нарӑсӑн 26-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче конференц-залта 18 сехетре иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Чӑвашран тухнӑ офицерсен «Сыны Отечества» (чӑв. Тӑван ҫӗршыв ывӑлӗсем) Мускаври пӗрлешӗвӗ чылайранпа ӑнӑҫлӑ ӗҫлесе пырать. Ҫак организацие Владислав Ильин вице-адмирал ертсе пырать. Ӗнер Владислав Ильин Чӑваш Ен Элтеперӗпе Михаил Игнатьевпа тӗл пулнӑ. Вӑл хӑйсен общество организацийӗ ҫак уйӑхӑн 15-мӗшӗнче отчетпа суйлав пухӑвӗ ирттерни ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Малашне пӗрлешӳ тата анлӑланӗ. Ҫакӑн пикри уставра пӑхса хӑварнӑ. «Сыны Отечества» (чӑв. Тӑван ҫӗршыв ывӑлӗсем) ушкӑнра чӑваш тымарӗллӗ ытти регион ҫыннсием те пулӗҫ. Тепӗр майлӑ каласан, пӗрлешӳ Мусква шайӗнчен тухса регионсен шайне сарӑлӗ. Владислав Ильин, сӑмах май, Каҫал тӑрӑхӗнче ҫуралнӑ. Анчах кайран унтан куҫса кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Чӑвашлӑх
Чӑваш Ҫӳл Тӗнчи шевлипе шӑварӑннӑ юрӑ, е Чӑвашӑн сарӑ кун тӗнчинче те хӗрӳ ӗҫ пырать
(«Кайнисене тата чӑваш туррисене таврӑнма вырӑн хатӗрлекенсем» ярӑмран)
Ҫаврака Ҫавал ҫаврӑнса юхать, Кӑмӑла ҫӗклен сӑмахсем калать. Эй, чӑваш тӗнчи, сарӑ кун тӗнчи, Сан ҫинчен ялан чунӑм юр юрлать.
Ватӑях вӑрман каш та каш кашлать, Ҫунатти ҫинче сар хӗвел ташлать. Эй, чӑваш тӗнчи, сарӑ кун тӗнчи, Сан ҫинчен ялан чунӑм юр юрлать.
Ҫил тивен пучах пуҫ тайса ларать, Тӳпене, ҫӗре ӑшшӑн тав тӑвать. Эй, чӑваш тӗнчи, сарӑ кун тӗнчи, Сан ҫинчен ялан чунӑм юр юрлать.
Таврара хӗрӳ ӗҫ кӗвви янрать, Ӗҫ кӗвви янрать – ҫӗнӗ вӑй парать. Эй, чӑваш тӗнчи, сарӑ кун тӗнчи, Сан ҫинчен ялан чунӑм юр юрлать.
Чӑваш Ҫӳл Тӗнчи пирки эп тахҫанах шухӑшлатӑп, сӗмленетӗп. (Вулӑр: Яковлев Ю.В. Скворцов – мистик // Юрий Скворцов. Шупашкар, 1992. 30–47 с.; Унӑнах: К проблеме экзистенциального страха в чувашской литературе // Чувашская литература: Вопросы истории и теории. |
Чӑвашлӑх
![]() Нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗсенче Парижра чӑвашсен тӗлпулӑвне йӗркелесшӗн. Кун пирки Виктор Чугаров Шупашкар режиссерӗ «Idelreal.org» сайтра пӗлтернӗ. Ярсубай Янгаров автор режиссёр каланине тӗпе хураса хыпарланӑ тӑрӑх, Парижри тӗлпулӑва Чӑваш культурин Францири «Avan-T-garde» ассоциацийӗн ертӳҫипе Ольга Николаевӑпа йӗркелесшӗн. Виктор Чугаров унта «Чӑваш чӗлхи» фильма малалла ӳкерӗ. Ӑна Берлинта ӳкернине эпир маларах пӗлтернӗччӗ. Сӑмах май каласан, кӑрлач уйӑхн вӗҫӗнче Германири чӑвашсен пӗрремӗш тӗлпулӑвӗ иртнӗ. Унта 15 ҫын пухӑннӑ. Йышра ҫӗнӗ шухӑш авторӗ Ян Шрёдер нимӗҫ журналисчӗ тата эпир маларах асӑннӑ Виктор Чугаров режиссер та пулнӑ. Ян Шрёдер И.Я. Яковлев ячӗллӗ ЧППУра нимӗҫ чӗлхи вӗрентнӗ, кунти телеканалта ӗҫленӗ, чӑваш рэпне вуланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Sovch.chuvashia.com сайтри сӑн ӳкерчӗк Паян, нарӑс уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн наци вулавӑшӗнче «Кӗмӗл Чӑваш Ен» проект ӗҫлеме пуҫланӑранпа 3 ҫул ҫитнине паллӑ тунӑ. Чӑваш наци телекуравӗн ӗҫченӗ Мальвина Петрова Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, унта «Кӗмӗл тумлӑ халӑх» коллекцийӗпе тата Чӑваш Енри чи чаплӑ ювелирсен ӗҫӗсене курма пултарнӑ. В. Николаев ӑста туса хатӗрленӗ тата Балтай лаҫҫинчен тухнӑ капӑрлӑхсене тӑхӑнса пӑхма тата туянма май килнӗ. «Паянхи ҫипуҫпа ӗлӗкхи эрешлӗ капӑрлӑхсем мӗнле илемлӗ пулнине хӑвӑр курса туйса илӗр!», — анонсланӑ Мальвина мероприяти иртиччен. Каҫӑн пӗтӗм вӑрттӑнлӑхне уҫса паман вӑл, анчах интереслӗ пуласса шантарнӑ. Кӗмӗл тумлӑ тӑван халӑхӑмӑр пуянлӑхӗпе паллаштаракан мероприяти вулавӑшӑн иккӗмӗш хутӗнчи вулав пӳлӗмӗнче 16 сехетре пуҫӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.06.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 24 - 26 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Айдак Аркадий Павлович, паллӑ ҫӗрйӗркелӳҫӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |