Чӑвашлӑх
![]() Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Чӑваш телерадиокомпанин операторӗ Виктор Степанов 50 ҫул тултарнӑ. Юбилей ячӗпе ӑна ӗҫтешӗсем ӑшшӑн саламланӑ. Ҫакӑн пирки Марина Карягина тележурналист Фейсбукра ӗнер пӗлтернӗ. «Витьӑпа 26 ҫул хушшинче чылай кӑларӑм хатӗрлерӗмӗр, нумай тӑвар ҫисе ятӑмӑр. Шупашкарта ҫуралса ӳснӗскер, «Хыпарта» (Коммунизм ялавӗ) ӗҫленӗ Валерьян Степанов журналист ывӑлӗ, хӑйӗн пирки «Эп Элӗк ачи» тет. Чӑвашла пӗлнӗрен унпа ӳкерме пушшех ҫӑмӑл. Ҫуралнӑ кун ячӗпе саламласа ҫӗнӗ ӳсӗмсем сунатпӑр, ӗҫтешӗм!» — тесе шӑрҫаланӑ Марина Карягина. Телеоператорӑн ытти ӗҫтешӗ те юбиляра ырласа Фейсбукра ӑшӑ сӑмахсем ҫырнӑ. Унпа пӗр коллективра ӗҫлеме кӑмӑллине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Юлашки 150 ҫул хушшинче пирӗн ҫӗршывра 14 чӗлхе ҫухалнӑ. Вӗсенчен 5-шӗ Совет Союзӗ арканнӑ хыҫҫӑн пӗтнӗ. «Пӗтес хӑрушлӑхра тата 18 чӗлхе тӑрать, мӗншӗн тесен вӗсемпе халӑхсен представителӗсен 20 проценчӗ ҫеҫ калаҫать», — хӑратмалла хыпар пӗлтернӗ Тутарстанри «Сувар» хаҫат. Пӗрлештернӗ нацисен организацийӗ 2019 ҫула вырӑнти тӗп халӑхсен чӗлхисен ҫулталӑкӗ тесе ытахальтен палӑртман-тӑр. Хальхи вӑхӑтра тӗнчере 7 пине яхӑн абориген чӗлхи пулсан вӗсемпе этемлӗхӗн 4 проценчӗ ҫеҫ усӑ курать иккен. Ҫӗр ҫинче кашни икӗ эрнере пӗр чӗлхе ҫухалнине пӗлтереҫҫӗ. Раҫҫейре — 190 наци. Вӗсенчен ҫӗре яхӑн — тӗп халӑхсем. Ҫӗршыври ӑслӑлӑх академийӗн чӗлхе институчӗ Раҫҫейре 150 чӗлхе тесе палӑртнӑ. Диалектсене шута илсен, 300-тен ытларах-мӗн. Чӗлхесе пӗтнин тӗп сӑлтавӗ унпа килте калаҫманни теҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнче тӗпленнӗ чӑваш диаспорин ачисем Шупашкара пуҫтарӑнӗҫ. Вӗсем валли кӑҫал та «Эткер» этнокультура уйлӑхӗ ӗҫлӗ. Ачасене хальхинче ЧР Сывлӑх сыхлав министерствин «Лесная сказка» (чӑв. Вӑрман юмахӗ) санаторийӗнче утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнчен пуҫласа ҫурла уйӑхӗн 5-мӗшӗччен йышӑнӗҫ. Чӑваш Ен Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Республикине Пушкӑртстанри, Тутарстанри, Самар, Тӗмен тата Чулхула облаҫӗсенчи 37 ача килсе ҫитмелле. Вӗсем — чӑваш челхипе тата культурипе тӗрлӗ олимпиадӑра тата конкурсра ҫӗнтернӗскерсем, чӑваш чӗлхине вӗрентекен шкулсенчи чи пултаруллӑ ачасем. Вӗсемпе пӗрле хамӑр регионти маттур арҫын ачасемпе хӗрачасем те канӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Тӑван халӑхӑмӑрӑн ламран лама куҫса пыракан пуянлӑхӗнчен пӗри — фольклор. Ӑна кӗнекене пухса кӑларни вӑхӑт иртнӗҫемӗн вӑл манӑҫа тухассинчен асӑрханма май парать. «Чӑваш халӑх пултарулӑхӗ» (Чувашское народное творчество) ярӑм — шӑпах ҫавӑн пек сумлӑ ӗҫсенчен пӗри. Ӑна пухса кӑларакансем чӑваш халӑхӗн пуянлӑхне ытти наци хушшинче те сарас тӗллевлӗ. Ҫавна май Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ фольклора икӗ чӗлхепе 40 томпа кӑларма йышӑннӑ. «Паттӑр юмахӗсем. Богатырские сказки» кӗнекене пухаканӗ – Н.Г. Ильина, редакторӗ – А.Г. Майорова, ӑслӑлӑх редакторӗ – Г.А. Николаев. Вулакансем ҫӗнӗ кӑларӑма юратса йышӑнасса шанаҫҫӗ. Вӑл чӑвашла пӗлменнисене те кӑсӑклантармалла. Юмахсене оригинала ҫывӑх куҫарма тӑрӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Якут Республикинче пурӑнакан чӑван юнӗллӗ хӗрарӑм «Леди Евразии» (чӑв. Евразири чипер хӗрарӑм) конкурсра ҫӗнтернӗ. Ольга Симонова ун пек ӑмӑртусене унччен те хутшӑннӑ. Пӗлтӗр вӑл хитре хӗрарӑмсен ҫӗршыври илем конкурсӗнче ӑмӑртнӑ. Якут Республикинче «Мама года» (чӑв. Ҫулталӑкри анне) конкурсра мала тухнӑ. Ольга — икӗ ача амӑшӗ. Никита ывӑлӗ кӑҫал шкул пӗтернӗ. Лайӑх вӗреннӗшӗн Алдан (ҫемье унта пурӑнать) хула мэрӗ ӑна Хисеп грамотипе тата ылтӑн парнепе хавхалантарнӑ. Ашшӗ-амӑшне вара маттур ывӑлшӑн Тав хучӗ лекнӗ. Ҫемьери хӗр, Злата, хальлӗхе пӗчӗкрех-ха. «Евразири чипер хӗрарӑм» конкурсӑн финалӗ Алтай Республикин Наци театрӗнче иртнӗ. Пултарулӑх конкурсне Ольга хӑйӗн дизайнӗпе ҫӗленӗ чӑваш кӗпипе тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче, Фейсбукра, Шупашкарти тӗрлӗ суту-илӳ точкисемпе ытти ҫавӑн йышшисен ют чӗлхепе ҫырнӑ вывескисене сӳтсе явма тытӑннӑ. Сӑн ӳкерчӗксен авторӗ — Юрий Алексеев. Вӑл вӗсене хӑйӗн страницине лартнӑ. Вӑл та, Нелли Де ятпа регистрациленнӗ автор та ют ҫӗршыв чӗлхипе ҫырнӑ пӗлтерӳсене ырламанни сисӗнет. «Ку вӑл ӑҫта? Америкӑра-и, Англинче-и е Францинче-и? Ку вӑл — Чӑваш Республикин тӗп хулинче. Ют чӗлхепе ҫырнӑ реклама вывескисене пӑхма лайӑхрах-и е Чӑваш Енӗн паллӑ ӗҫченӗсен астӑвӑм хӑмисене-и? Хамӑр историе ҫавӑн пек ҫитерсен ачамӑрсем чӑваш чӗлхине ӑҫтан юратчӑр? Алиллуя», — ҫырса хунӑ Нелли Де Фейсбукри «Шупашкар» страницӑра. Поста вуланисенчен пӗри: «Пули-пулмишӗн кӑмӑлсӑрланаҫҫӗ, кирлӗ чухне шарламаҫҫӗ», — тесе тӗлӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Чӑваш Енӗн Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи полномочиллӗ элчелӗхӗнче чӑваш ҫыравҫисен кӗнекисен вулавӑшне йӗркелесшӗн. Республикӑри поэтсемпе писательсене ҫапла сӗнӳпе Пётр Чекмарёв савӑнтарчӗ. Эрнекун, ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Мускаври национальноҫсен ҫуртӗнче Чӑваш поэзийӗн каҫӗ иртрӗ. Ӑна Чӑваш Енри профессионал ҫыравҫӑсен пӗрлешӗвӗ (правлени ертӳҫи — Лидия Филиппова) полпредство пулӑшнипе ирттерчӗ. Мускаври каҫа йӗркелес енӗпе Елчӗк ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗ Анатолий Волков хастар чӑваш питӗ нумай пулӑшнине уйрӑммӑн палӑртмалла. Вӑл — Мускаври чӑвашсен обществин правленийӗн ертӳҫин ҫумӗ, Раҫҫейри чӑвашсен автономийӗн хастар ертӳҫисенчен пӗри. Ӳркенмен ентешӗмӗрех, сӑмах май, Чӑваш Ен делегацине кӗтсе илчӗ, пирӗн йыш Мускавран тухса киличченех пӗрле пулчӗ. Поэзи каҫӗнче Раҫҫейри писательсен пӗрлешӗвӗн правленийӗн ертӳҫи Николай Иванов Чӑваш Енри профессионал ҫыравҫӑсен пӗрлешӗвӗн правленийӗн ертӳҫине Лидия Филипповӑна обществӑлла ҫак ӗҫре хавхаланса та пӗтӗм чуна парса ӗҫленӗшӗн ырларӗ. Чӑваш поэзийӗн каҫне хутшӑннӑ Пётр Чекмарёв та пултаруллӑ чӑваш ҫыравҫисене тата чӑвашсене кӑмӑлтан ырласа калаҫрӗ. |
Чӑвашлӑх
![]() Паян Шупашкарта «Ача-пӑча Акатуйӗ» иртнӗ. Вӑл кӑҫалхипе ҫиччӗмӗш хут йӗркеленнӗ. Паян Андриян Николаев ячӗллӗ парка Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти тата районсенчи ҫӗр-ҫӗр ача пухӑннӑ. Шӑпӑрлансем вӑйӑ картине тӑнӑ, ҫакӑнтан пуҫланнӑ та уяв. Уявра 9 лапамра вӑйӑ квесчӗ йӗркеленӗ. Ҫавӑн пекех конкурссем, наци сувенирӗсем тӑвас енӗпе ӑсталӑх класӗсем пулнӑ. Шӑпӑрлансем чӑвашла сӑвӑсем те вуланӑ. Чӑваш эрешӗсен лапамӗ кӑҫӑлхипе иккӗмӗш ҫул ӗҫленӗ. «Чӑваш Ен паттӑрӗ» конкурс та кӑсӑклӑ иртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Тутарстанри Чистай районӗнне кӗрекен Анат Кӑтрата ялӗнче «Юрла, ташла чӑваш ҫынни» ятлӑ фестиваль иртнӗ. Ӑна хӑй вӑхӑтӗнче ҫав ялти хастарсем пуҫарса янӑ. «Малтанхи ҫулсенче унта ансамбльсем йышлӑ ҫӳрерӗҫ, юлашки ҫулсенче фестиваль ял уявне ҫаврӑна пуҫларӗ тесен те йӑнӑшмӑпӑр. Ячӗ картне ларсах каймарӗ-и, урӑх сӑлтав-и, инҫетре пурӑнакансене калама хӗн. Йӗркеллӗ финансировани пулсан, тен ҫӗкленӗччӗҫ тесе шутлатпӑр, мӗншӗн тесен ҫакна тума Анати Кӑтратара культура хӑвачӗ пур», — тесе ҫырнӑ Тутарстанри чӑвашсен «Сувар» хаҫатӗнче. Иван Ильин ертсе пыракан юрӑпа ташӑ ушкӑнӗ пур ҫӗре те ҫитсе пултарулӑхне кӑтартма тӑрӑшать иккен. Транспорт пулсан. Сӑмах май, шӑпах Чистай районӗнчи Анат Кӑтрата ялӗнче республика шайӗнче Уяв ирттерме тытӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Севастополь хулинчи Л.Н. Толстой ячӗллӗ тӗп вулавӑшра «Язык родной - родник живой» (чӑв. Тӑван чӗлхе — чӗрӗ чӗлхе) фестиваль-концерт иртнӗ. Ӑна Севастополь хулин Правительстви, Севастопольти нацисемпе культура пӗрлешӗвӗсен ассоциацийӗ (унӑн ертӳҫи — Евгений Баккал. Вӑл, сӑмах май, караимсен наципе культура пӗрлӗхне те ертсе пырать иккен) тата Севастополь хулинчи наципе культура центрӗ (ертӳҫи — Ольга Малиновская) йӗркеленӗ. Севастопольти Андрей Яковлев хастар чӑваш пӗлтернӗ тӑрӑх, концерт-фестивале 20 нацин фольклор ушкӑнӗсем хутшӑннӑ. Вӗсен хушшинче чӑвашсем те пулнӑ. Севастопольти чӑвашсен наципе культура обществин «Туслӑх» (илемлӗх ертӳҫи — Марина Громенко) фольклор ансамбль пултарулӑхӗпе куракансем кӑмӑлтан паллашнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Козлов Михаил Алексеевич, чӑваш ҫыравҫи, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Немцев Геннадий Александрович, инженер, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Сӗнтӗрвӑрринчи историпе таврапӗлӳ музейне уҫнӑ. | ||
| Шупашкарта СССРӑн пӗрремӗш космонавтӑн Юрий Гагаринӑн палӑкне уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |