Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.3 °C
Кивӗ кӗрӗк ҫил вӗрнипех ҫӗтӗлет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Яковлев Владимир Иванович

Яковлев Владимир Иванович (1929.06.21, Шупашкар — 1991.11.29, Шупашкар) — журналист. Иван Яковлевич Саламбекӑн ывӑлӗ.

Кун-ҫулӗ

Чӑваш патшалӑх педагогика институтне (1953) пӗтернӗ. Хӗрлӗ Чутайри вӑтам шкулта вырӑс чӗлхипе литературин учителӗ (1953–1955), Курск облаҫӗнчи вӑтам шкулсенче (1955–1958), Шупашкарти «Ҫамрӑк коммунист» хаҫатӑн литература сотрудникӗ (1958), Курск облаҫӗнчи хаҫатсенче, Курск телевиденийӗнче, Курск радиовӗнче (1958–1970) литература ӗҫтешӗ, Чӑваш АССР Патшалӑх комитечӗн телевиденипе радиовещанийӗн Чӑваш радиовӗнче редактор, аслӑ редактор, комментатор (1972–1991) пулнӑ.

Чысланисем

  • Чӑваш АССРӗн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (1978);
  • РСФСР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (1989).


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2022-06-21 09:57:08 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 1058 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем