Чӑвашлӑх
![]() nbchr.ru сайтри сӑн Чӗмпӗрти чӑвашсен наципе культура автономийӗ Чӗмпӗрте чӑваш алфавитне халалланӑ палӑк лартма сӗннӗ. Кун пирки облаҫ кӗпернаттӑрӗпе тӗл пулсан калаҫнӑ. Автономи председателӗ Олег Мустаев пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӗмпӗр облаҫӗн правительстви наципе культура организацине пулӑшас тӗллевпе грантсем уйӑрать. Ҫавна май организацисем хӑйсен проекчӗсене пурнӑҫа кӗртме пултараҫҫӗ. Чӗмпӗрти чӑвашсен автономийӗ вара халӗ Иван Яковлевӑн бюстне лартас тӗлӗшпе ӗҫлет. Вӑл Чӗмпӗрти 47-мӗш шкулта пулӗ. Ҫитес ҫул Пӗтӗм Раҫҫейри ял Акатуйне ирттерме палӑртнӑ. Олег Мустаев чӑваш ҫырулӑхӗ пуҫланса кайнӑранпа 150 ҫул ҫитнӗ май ҫитес ҫул чӑваш алфавитне халалланӑ палӑк лартма сеннӗ. Ӑна Чӗмпӗр чӑваш шкулӗн территорине вырнаҫтарасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ. Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |