Чӑвашлӑх
![]() Ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Мускаври национальноҫсен ҫуртӗнче чӑвашсен наци уявӗсенчен пӗри — Акатуй — иртнӗ. Унта ҫӗршывӑн тӗп хулинче пурӑнакансем ҫеҫ мар, тӗрлӗ регионта пурӑнакан йӑхташӑмӑрсем, ытти наци ҫыннисем те пухӑннӑ. Уяврисене Чӑваш Енӗн РФ Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ пайташӗн ҫумӗ Лидия Седойкина, РФ Патшалӑх Думин депутачӗ, Раҫҫейри чӑвашсен наципе культура автономийӗн ертӳҫи Леонид Черкесов, Мускаври чӑвашсен ентешлӗхӗн ертӳҫи Анатолий Григорьев, Мускав облаҫӗнчи чӑвашсен ентешлӗхӗн ертӳҫи Ирина Шоркина, РСФСР тава тивӗҫлӗ артисчӗ, Чӑваш Енӗн халӑх артисчӗ Станислав Садальский, Василий Чапаев дивизи командирӗн мӑнукӗ Татьяна Чапаева, чӑваш букварьне хатӗрленӗ Иван Яковлевӑн мӑнукӗн хӗрӗ Лидия Некрасова, Мускаври национальноҫсен ҫурчӗн пуҫлӑхӗ Владимир Тарасов, Николай Дупак актёр, театр режиссёрӗ, РСФСР тата Украина тава тивӗҫлӗ артисчӗ Николай Дупак, театрпа кино актерӗ Александр Кузнецов тата ыттисем хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() pg21.ru сӑнӗ Чаваш Енӗн тӗп хулинче пурӑнакан Дмитрий Орловпа Виктория Михайлова туя чӑваш йӑли-йӗркине тӗпе хурса ҫӗртме уйӑхӗн 17-мӗшӗнче ирттернӗ. Вӗсем хӑйсем валли наци тумӗсем ҫӗлеттернӗ. Ленин районӗн ЗАГС пайӗнче ҫамрӑк мӑшӑра чӑвашла ҫырӑнтарнӑ. Кун пирки «Про Город» (чӑв. «Хула пирки») кӑларӑм хыпарлать. Хут уйӑрттармашкӑн ыйту ҫырма кайсан ҫамрӑксене ЗАГС пайӗн ӗҫченӗсем тӑван халӑх йӑлисене сума суса туя чӑвашла йӗркелеме сӗннӗ. Димӑпа Викӑна ку шухӑш питӗ килӗшнӗ. Кун хыҫҫӑнах вӗсем туя ҫине тӑрсах хатӗрленме тытӑннӑ. Мӑшӑрлантару залӗнче ҫамрӑк мӑшӑра туй ҫӑкӑрӗ сӗннӗ, авалхи йывӑҫ куркаран чӑваш сӑрине астивтернӗ. Ҫӗнӗ ҫынсем пӗрремӗш ташша та чӑвашла ташланӑ. Тӑванӗсемпе тус-юлташӗ вара вӗсене чӑвашла саламланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Ю.Калинина сӑн ӳкерчӗкӗ Тутарстанри Элмет районӗнчи Патраклӑра «Учӳк» фестивале черетлӗ хутчен йыхравлаҫҫӗ. Кӑҫал вӑл ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнче пулӗ. Заявкӑсене ҫк уйӑхӑн 20-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Тутарстанри чӑвашсен «Сувар» хаҫачӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, «Кама леш енчи тӗне кӗмен чӑвашсен ҫулленхи «Учӳк» уҫӑ фестивалӗ яланхи пекех Элмет районӗнчи Патраклӑ ялӗнче пулать. Тутарстанран тата Раҫҫейри ытти регионсенчен пултарулӑх ушкӑнӗсем те хутшӑнасса кӗтеҫҫӗ». Фестиваль программи пуян. Ирхи 6 сехетре «Учӳк» йӑлине ирттерӗҫ. Унта фольклор ушкӑнӗсем хутшӑнмалла. 11 сехетре пултарулӑх ушкӑнӗсен концерчӗ пуҫланӗ. 9 сехет те 30 минутран пуҫласа 12 сехет те 30 минутчен ачасемпе спорт лапамӗсем ӗҫлӗҫ. 14 сехетре чӑваш эстрада артисчӗсен концерчӗ пуҫланӗ. Фестиваль 15 сехетре хупӑнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Чӑваш шоуменӗ кӳршӗллӗ регион хаҫатне вулать. Анчах тутарлине мар, чӑвашлине. «Пурте лайӑх пӗлекен чӑваш шоуменӗ, эстрада ҫӑлтӑрӗ Петр Ермолаев Тутарстанра килти пекех, вӑл пӗлмен пӗр ял-хула та ҫук кунта. Мӗншӗн тетӗр-и? Петя эрнесерен «Сувар» хаҫат вулать», — хыпарланӑ Тутарстанра тухса тӑракан асӑннӑ кӑларӑм. Петр Ермолаев хаҫатҫӑсем паян ирпе ирех ватсаппа ҫапла ҫырса янӑ: «Ырӑ ир. Хаҫат ҫырӑнтармасӑр ан хӑварӑр мана. Ӑҫта тата мӗн чул куҫармалла?..» «Суварҫӑсем» Петр Ермолаев шоумена кӳрентермӗҫ паллах. Ӑна кӑна мар, хаҫатпа туслашас шухӑшлӑ пӗр ҫынна та. Шоумен-и, ӗне сӑвакан-и, савутра станок умӗнче тӑракан-и... Вӗсем пурте Тутарстанри «Сувар» чӑваш хаҫатне ҫырӑнса илме, ӑна вулама пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Чӑвашлӑх
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест. |
Чӑвашлӑх
![]() Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Етӗрнери 9-мӗш номерлӗ пӗр мандатлӑ суйлав округӗпе Чӑваш Енӗ Патшалӑх Канашӗн депутатне суйларӗҫ. ЧӑвашЕнӗн наципе культура аталанӑвӗн «Ирӗклӗх» халӑх пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Дмитрий Степанов Чӑваш Республикин Тӗп Суйлав комиссийӗн ертӳҫи Александр Цветков ячӗпе ҫыру ӑсатнӑ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, «Чӑваш Республикин Конституцийӗпе тата Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикинчи чӗлхесем ҫинчен» калакан саккунпа (кӗск. Чӗлхе саккунӗ) килӗшӳллӗн чӑваш чӗлхипе вырӑс чӗлхи пӗртан патшалӑх чӗлхисем пулса тӑраҫҫӗ. Чӗлхе саккунӗн 8-мӗш статйипе килӗшӳллӗн Чӑваш Республикин патшалӑх тата вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсенче вӗсемпе туллин усӑ курмалла. Ҫакӑнтах, Чӗлхе саккунӗн 10-мӗш статйипе килӗшӳллӗн суйлав бюллетенӗсем Чӑваш Республикинче вырӑс чӗлхипе пичетленсе тухаҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах суйлав комиссийӗ йышӑннипе суйлав бюллетенӗсене чӑвашла та, унсӑр пуҫне ытти халӑхсем йышлӑ пурӑнакан вырӑнсенче вӗсен тӑван чӗлхипе те, пичетлеме ирӗк пур». «Эпир, Чӑваш Республикин наципе культура аталанӑвӗн «Ирӗклӗх» халӑх пӗрлешӗвӗн пайташӗсем, сире, хисеплӗ Александр Иванович, Чӑваш Республикинче пурӑнакан элтешсен конституциллӗ чӗлхе прависене туллин шута илме, вӗсене ҫак енчен тивӗҫтерме, вырӑнти суйлав комиссийӗсене суйлав бюллетенӗсене чӑвашла та (май пулсан тутарсемпе ирҫесем йышлӑ пурӑнакан вырӑнсенче тата тутарла, ирҫелле) пичетлеме ҫирӗппӗн ыйтатпӑр», — тенӗ ҫырура. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Чӑваш кӗнеке издательстви РФ Патшалӑх Думин Регионти политика тата Ҫурҫӗрпе Инҫет Хӗвелтухӑҫ ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитечӗн Хисеп грамотине тивӗҫнӗ. Кӗнеке кӑларакансене «Чӑваш халӑх тумӗ» этнографи словарьне ҫамрӑк ӑру хушшинче сарнишӗн хавхалантарнӑ. Асӑннӑ кӗнекене Раҫҫейӗн кӗнеке кӑлараканӗсен ассоциацийӗ ҫулсерен ирттерекен «Лучшие книги года» (чӑв. Ҫулталӑкри чи лайӑх кӗнекесем) пӗтӗм Раҫҫейри издательсен конкурсне тӑратнӑ. «ГодЛитературы» сайт хаклавӗ те кӑсӑклӑ. Унтисем пултарулӑх ӑмӑртӑвне «Пушкӑртстанри, Чӑваш Енри тата ытти наци республикисенчи издательсен колоритлӑ проекчӗсем яланхиллех илем кӳнине» палӑртнӑ. Аса илтерер, кӗнекене Наталия Захарова-Кульева пухса хатӗрленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Красноярск тӑрӑхӗнчи Абан районӗнчи Восток поселок пӗр ӗмӗрхи юбилейне паллӑ тунӑ. Ҫак ял ятне панин историйӗ те кӑсӑклӑ. Марина Тумаланова журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, «Андриян Николаев «Восток-3» караппа космоса вӗҫнӗ хыҫҫӑн 1963 ҫулта ҫакӑнта пурӑнакан чӑвашсем поселок ятне улӑштарма ыйтса ҫырнӑ. Вӗсен ыйтӑвне тивӗҫтернӗ». Унччен вӑл вырӑна Чӑваш нацийӗ тенӗ иккен. Ял уявӗпе саламлама вырӑнти тӳре-шара, юрӑ-ташӑ ӑстисем пуҫтарӑннӑ. Красноярскри чӑвашсен наци-культура автономийӗн ертӳҫи Геннадий Храмов та ентешӗсем валли парнесем хатӗрленӗ. Тӳре-шара та, сӑмах май, пушӑ алӑпа ҫитмен. Инҫетри чӑвашсем тӑван ялӑн пӗр ӗмӗрхи юбилейне хаваслӑн та чыслӑн уявланӑ, юрласа та ташласа савӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Ленинград тӑрӑхӗнчи чӑвашсем ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Акатуй ирттернӗ. Ҫакӑн пирки унти хастарсем тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче ӗнер пӗлтернӗ. Уява Приютинӑри литературӑпа художество музей-ҫуртӗнче пухӑннӑ. Ҫавӑн чухне чӑвашсемпе пӗрлех ҫармӑссен ҫав тӑрӑхри «Ший корно» организацийӗ «Пеледыш пайрем» уяв йӗркеленӗ. Икӗ халӑхӑн наци мероприятийӗсене ирттерме Ленинград облаҫӗнчи Халӑхсен туслӑх ҫурчӗ пулӑшнӑ. Акатуя вырӑнти чӑвашсен шурсухалӗ Николай Осипов уҫнӑ. Ун хыҫҫӑн «Юрату» чӑваш ансамблӗ «Алран кайми аки-сухи» шӑрантарнӑ. Мероприятие юрӑ-ташӑпа 17 тӗрлӗ спорт ӑмӑртӑвӗ малалла тӑснӑ. Тӑван ҫӗртен аякра тӗпленнӗ йӑхташӑмӑрсем пӗр-пӗринпе туслӑ пурӑннине палӑртса чунтан савӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Чӑваш кӗнеке издательствинче «Чувашские куклы. Чӑваш пуканисем» касса кӑлармалли кӗнеке пичетленнӗ. Икӗ чӗлхепе кун ҫути кӑтартнӑ кӑларӑм авторӗ — Елена Енькка. Художникӗ те вӑл хӑех. Кӗнекене чӑвашла Ольга Васильева куҫарнӑ. Ҫӗнӗ кӑларӑм тиражӗ — 2 пин экземпляр. Чӑваш кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗнекере — тӑватӑ тус: Сарине, Илемпи, Сентти тата Атнар. Вӗсене кӑларӑмӑн варрине вырнаҫтарнӑ. Ытти страницӑра — ачасене тумлантармалли ҫи-пуҫ тата эрешсем. Хитре ятсемлӗ арҫын ачасемпе хӗрачасене тухья, хушпу, сурпан, шупӑр, кӗпе, шӳлкеме тата ытти тумтир сӗнме пулать. Кӗнеке кӑларакансем шухӑшланӑ тӑрӑх, ачасене тумлантарма хӑтланни пӗчӗккисемшӗн ҫеҫ мар, аслисемшӗн те усӑллӑ пулмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |