Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
Айван ҫыннӑн турти кӗске теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Республикӑра

Республикӑра

«Хыпар» издательство ҫурчӗ кӑларса тӑракан пичет кӑларӑмӗсенчен пӗри, «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», аудиторийӗ яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫ шутланать пулин те ку хаҫата тӗрлӗ ӳсӗмрисем вулаҫҫӗ. Вӑтам ҫулхисем кӑна мар, аслӑ ӑрурисем те ку хаҫата куҫлӑх тӑхӑнсах шӗкӗлчеҫҫӗ.

Хаҫат вулакансемшӗн кӑсӑклӑ пултӑр тесе тӗнче тетелӗнче те хӑйне хастаррӑн сарать. Нумаях пулмасть республикӑра чӑвашла хаҫат тухса тӑма тытӑннӑранпа 90 ҫул ҫитнине уявланӑччӗ.

Конкурссем те ирттерет хаҫат. «Ҫамрӑксен хаҫачӗн» пики» фотоконкурс та ҫавсен шутӗнчех. Нумаях пулмасть ӑна пӗтӗмлетнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗ ятне Елчӗк районӗнчи Аслӑ Шӑхаль хӗрӗ Людмила Александрова тивӗҫнӗ. Вӑл Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи халӑх хуҫалӑхӗпе патшалӑх службин академийӗн Шупашкарти филиалӗнче вӗренет. Людмилӑшӑн 2052 ҫын сасӑланӑ.

 

Республикӑра

Кӑҫӑл ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче «Чӑваш Ен» ПТРК корреспонденчӗ Алена Кириллова пурнӑҫран уйрӑлчӗ. Икӗ ҫул ҫурӑри Кирилл тата тин ҫуралнӑ йӗкӗреш Кристинӑпа Вероника амӑшӗсӗр тӑрса юлчӗҫ.

«Чӑваш Ен» ПТРК корреспонденчӗсем ӗҫтешӗ пирки манмаҫҫӗ. Вӗсем нумаях пулмасть ачисене кайса курнӑ, Ҫӗнӗ ҫул уявӗпе саламласа парне панӑ. Канфет, памперс, кӗнекесем, фломастерсем тата кӑштах укҫа илсе килнӗ журналистсем. Ку — пӗчӗк те пулин пулӑшу. Ачасемшӗн вара — уяв.

Раштавӑн 1-мӗшӗнче Кирилл 3 ҫул тултарнӑ. Амӑшӗ ӑҫта ҫухалине вӑл ӑнланса юлман. Унӑн шухӑшӗпе, вӑл таҫта кайнӑ, кӗҫех таврӑнать… Пӗррехинче ача пахчине кайнӑ чухне Кирилл хӗрарӑма курнӑ та «Анне!» тесе кӑшкӑрнӑ. Анчах вӑл мар…

Кирилл Ҫӗнӗ ҫула юратать. Алена ывӑлне яланах парнесемпе савӑнтарнӑ. Пӗчӗк Кирилл йӑмӑкӗсене те пӑхать. Кристинӑпа Вероника — ҫичӗ уйӑхра. Ашшӗ каланӑ тӑрӑх, ачасем чирлемеҫҫӗ, лайӑх ӳсеҫҫӗ.

Алена пурнӑҫран уйрӑлни ҫичӗ уйӑх ҫитрӗ, вӑл ҫукки халӗ те ҫывӑх ҫыннисен чунне ыраттарать. Ҫапах пуҫ усмаҫҫӗ вӗсем, пӗчӗк ачасене ура ҫине тӑратасшӑн талпӑнаҫҫӗ.

 

Республикӑра «Чӑваш хӗрарӑмӗ» хаҫат корреспонденчӗ Марина Тумаланова
«Чӑваш хӗрарӑмӗ» хаҫат корреспонденчӗ Марина Тумаланова

Виҫӗмкун Чӑваш Республикинчи Журналистсен союзӗ XVIII съезда пухӑнни пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, унта Журналистсем союзӗн регионти организацине ертсе пыма каллех Валерий Комиссарова суйланӑ.

Съезда хутшӑнакансене Чӑваш Енӗн пичет тата информаци политикин министрӗ Александр Иванов саламланӑ. Хӑшӗсене министерствӑн Хисеп грамотисемпе наградӑланӑ вӑл. Ҫав шутра, сӑмахран, «Чӑваш хӗрарӑмӗ» хаҫатра чылай ҫул ӗҫлекен Марина Тумаланова корреспондент пур. Хаҫатӑн тепӗр корреспонденчӗ, Татьяна Наумова, ЧР Журналистсен союзӗн Хисеп грамотине тивӗҫнӗ. Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ те журналистсене хисепленине палӑртнӑ. Республикӑн саккун кӑларакан ҫак органӗн чыславне Хӗрлӗ Чутай районӗнчи «Пирӗн пурнӑҫ» хаҫатӑн пай редакторӗ Алина Карпова тата Канаш районӗнчи «Канаш» хаҫат редакторӗ Людмила Шурекова тивӗҫнӗ.

 

Республикӑра

Ӗнер Чӑваш Республикинчи Журналистсен союзӗ XVIII съезда пухӑннӑ. Пуҫтарӑннисем ЧР Журналистсем пӗрлешӗвӗн 2010–2015 ҫулсенчи ӗҫ-хӗлне сӳтсе явнӑ май союз ертӳҫине те суйланӑ.

Съезда хутшӑннӑ Чӑваш Енӗн Журналистсен союзӗн пайташӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, хӑйсен пӗрлешӗвне унчченхи ертӳҫех ертсе пыма тивӗҫ.

Валерий Комиссаров 1956 ҫулта Елчӗк районӗнчи Яманкасси ялӗнче ҫуралнӑ. Мускаври М.В. Ломоносв ячӗллӗ патшалӑх университечӗн журналистика факультетӗнче вӗреннӗ. «Коммунизм ялавӗ» (хальхи «Хыпар») хаҫатра 1979–1988-мӗш ҫулсенче ӗҫленӗ, 1988–1992 ҫулсенче ЧР Журналистсен союзӗн ҫыруҫинче тӑрӑшнӑ, 1992 ҫулхи раштавранпа — ЧР Журналистсен союзӗн ертӳҫи. 2005 ҫултанпа вӑл Чӑваш кӗнеке издательствине ертсе пырать.

 

Республикӑра

2015 ҫул Раҫҫейре Литература ҫулталӑкӗ, Чӑвашра Константин Иванов ҫулталӑкӗ пулнӑ май самай кӑсӑклӑ иртрӗ тесен пӗрре те йӑнӑшмӑпӑр. Иртсе каякан ҫулти пулӑмсене тепӗр хут аса илес, ҫулталӑкри хӑйне тивӗҫлӗ е тивӗҫсӗр кӑтартнӑ ҫынна палӑртас тӗлӗшпе Чӑваш халӑх сайчӗ «2015 ҫулталӑк ҫынни» ыйтӑм йӗркелет.

Сасӑлав 2016 ҫулхи кӑрлачӑн 14-мӗшӗччен тӑсӑлӗ. Сасӑланӑ чухне эсир харӑсах ыйтӑмри темиҫе ҫынна та палӑртма пултаратӑр. Хыпарти йыша алфавит тӑрӑх йӗркеленӗ, ыйтӑмра вара кашни пункта скрипт хӑй пӗлнӗ пек вырнаҫтарать.

Арланов Михаил Махайлович — «Хыпар» издательство ҫурчӗн тӗп директорӗн вырӑнне йышӑнма пултарнӑшӑн («Хыпарта» 15 ҫул ӗҫленӗ хыҫҫӑн);

Блинов Александр Васильевич — «Хавал» ҫуллахи лагере ирттернӗшӗн, «Аслӑ тытӑҫу» ӑмӑртӑва йӗркеленӗшӗн;

Василий атте — Шупашкар хулине ҫамрӑклатма тӑрӑшнӑшӑн;

Ерагин Евгений Евстафьевич — таврапӗлӳҫӗсене ертсе пырса ҫулталӑк хушшинче сахал мар мероприяти ирттернӗшӗн;

Игнатьев Михаил Васильевич — кӑҫалхи суйлавра ҫӗнтерме пултарнӑшӑн;

Николаев Олег Алексеевич — суйлавра иккӗмӗш вырӑна тухса халӑхӑн пӗр пайӗн шанчӑкӗ пулса тӑнӑшӑн;

Станьял Виталий Петрович — Чӑваш наци конгресӗнче ӑнлану тупман хыҫҫӑн Тӗп ваттисен канашне йӗркелесе ӑна ӑнӑҫлӑ ертсе пынишӗн;

Сорокин Сергей Лазаревич — Бахмисов Эдуард Константинович ертсе пынипе Шупашкар районӗнчи Станьял ялӗнче этнопарк евӗр вырӑн хатӗрлесе чӑваш культурипе ҫыхӑннӑ чылай мероприятисем ирттернӗшӗн, ҫак ял тӑрӑхӗн ятне республика шайӗнче хӑпартнӑшӑн;

Степанов Дмитрий Сергеевич — «Ирӗклӗх» халӑх пӗрлӗхне хутшӑнса Шупашкарта чӑваш чӗлхине хӳтӗлесе чылай ӗҫ тунӑшӑн (ытти «Ирӗклӗх» пайташӗсене те кунта асӑнмалла)

Угаслов Николай Фёдорович — «Крым» республикинче кӑҫал чӑвашсен 3 культура автономине йӗркеленӗшӗн;

Цыпленков Олег Михайлович — Пӗтӗм чӑвашсен «Асам» пӗрремӗш кинофестивальне йӗркелеме, «Чунҫӳрев – 2016» ирттерсе Азербайджанра Пӳлесӑвар ятлӑ хулана тупма пултарнӑшӑн;

Яковлев Константин Геннадьевич — суйлав хыҫҫӑн культура министрӗн вырӑнне йышӑнма пултарнӑшӑн (халӗ те «вӑхӑтлӑха» ятран хӑтӑлайман пулсан та).

Малалла...

 

Республикӑра

Раштав уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Вӑрнар поселокӗнче «Ручеек» ача пахчи уҫӑлнӑ. Унта 145 шӑпӑрлан ҫӳреме тытӑннӑ.

Чӑннипе, ача пахчи ҫак уйӑх варринчех ӗҫлеме пуҫланӑ. Халӗ ӑна савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Унта тӳре-шара та хутшӑннӑ.

ЧР Министрсен Кабинечӗ Иван Моторин республикӑра юлашки 5 ҫулта 21,5 пин ача валли вырӑн уҫнине палӑртнӑ. Вӗсенчен 7 пин ытларахӑшӗ 45 ача пахчине хута янипе тата ҫӗнетнипе пулнӑ. Халӗ 3-7 ҫулсенчи ачасен тӗлӗшпе ку ыйтӑва татса панӑ.

Юлашки 30 ҫулта Вӑрнарта пӗр ача пахчи те хута яман. Ҫавӑнпа ку вырӑнти халӑхшӑн пысӑк савӑнӑҫ пулнӑ. Кӑҫал Кӗҫӗн Явӑш, Хирпуҫ ялӗсенче те ачасем валли 25 вырӑн хатӗрленӗ-мӗн.

Вӑрнарти ҫӗнӗ ача пахчин хӑйӑвне ачасем хӑйсем каснӑ. Унтан уяв ячӗпе концерт иртнӗ.

 

Республикӑра

Ҫитес ҫул пуҫламӑшӗнче Чӑваш Ен халӑхне интереслӗ самантсем кӗтеҫҫӗ. Кун пирки йӑлтах «Чӑваш Енре канма вӑхӑт» Ҫӗнӗ ҫул порталӗнче пӗлме пулать.

Кӑрлач уйӑхӗнче каникул вӑхӑтӗнче республикӑра пурӑнакансем тата хӑнасем районсемпе, хуласемпе паллашма пултарӗҫ. «Пӗр район юмахӗ» ҫулҫӳрев Ҫӗнӗ Шупашкарта, Сӗнтӗрвӑрри районӗнче, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Етӗрне районӗсенче пулӗ.

Пӗрне е пур района та ҫитсе курма май пулӗ. Ун хыҫҫӑн кашнине флаер-маршрут ҫине пичет лартса парӗҫ. 5 района, Ҫӗнӗ ҫул академине ҫитсе пур пичете те пухакана 2016 ҫулта Лакрей вӑрманне тата «Шупашкар-Арена» пӑр керменне ҫулталӑкӗпех тӳлевсӗр ҫӳремелли абонемент парӗҫ.

Кӑрлачӑн 3-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районне ҫитӗҫ. Тепӗр кунхине вара Етӗрне районӗнче пулӗҫ. Кӑрлач уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Шупашкар районне ҫула тухӗҫ. Тепӗр кунхине хӑнасене Ҫӗнӗ Шупашкар кӗтсе илӗ. Ҫиччӗмӗш кунхине Ҫӗрпӳ районӗнчи Тихвин мӑнастирӗнче кӗлӗ иртӗ.

 

Республикӑра

Чӑваш Енӗн Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗн комитечӗ Ҫӗнӗ Шупашкарти «Грани» издательство ҫурчӗ» акционерсен обществӑн директорӗ — тӗп редакторӗ ӗс вырӑнӗ пирки сӗнӳсем йышӑнма пуҫланине пӗлтернӗ.

Асӑннӑ обществӑн устав капиталӗнче республика тӳпи 100 проценчӗпех иккен.

Издательство ҫуртне пырас шухӑшлӑ ҫыннӑн гражданла тата ӗҫ законодательствине пӗлмелле. Тата бухгалтер учетне те тӗшмӗртмелле. Аслӑ пӗлӳллӗ пулнине, ертсе пыракан должноҫре 5 ҫултан кая мар тӑрӑшни кирлӗ.

Ку пукан пирки тӗмсӗлекенсен хучӗсене кӑрлачӑн 11-мӗшӗ таран йышӑнӗҫ.

Маларах «Хыпар» издательство ҫурчӗн директорӗн — тӗп редакторӗн пуканне те ҫӗнӗ ҫын йышӑннине эпир пӗлтернӗччӗ.

 

Республикӑра Тӳре-шара хак епле пулмаллине татса парать
Тӳре-шара хак епле пулмаллине татса парать

Ҫӗнӗ ҫула ҫутӑшӑн ҫӗнӗ хакпа кӗтсе илӗпӗр. Кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен хак хӑпармӗ, анчах утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗччен тариф ылмашӗ. Цифрӑсене республикӑн Конкурентлӑ политика тата тариф енӗпе ӗҫлекен служба ҫирӗплетнӗ.

«2016 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен электричество энергийӗн тарифӗ улшӑнмӗ, вӑл 2015 ҫулхи иккӗмӗш ҫур ҫулхи пекех юлӗ», — малтан пӗремӗк тенӗ евӗр ырӑ хыпартан пуҫланӑ асӑннӑ ведомство сайтӗнчи хыпара.

Утӑ уйӑхӗнче хулара пурӑнакан, газ плитипе усӑ куракансемшӗн тариф пӗр кВт/сехетшӗн 2 тенкӗ те 98 пуса ҫитсе ларӗ. Хальхи 2 тенкӗ те 80 пусран ку вӑл 6,4 процент пысӑкрах. Хулара пурӑнакан, электричество плитипе усӑ куракансен тата ял ҫыннисен тарифӗ пӗр килоВатт-сехетшӗн 2 тенкӗ те 9 пус тӳлеме тивӗ. Халӗ вӗсемшӗн тариф 1 тенкӗ те 96 пуспа танлашать.

Сӑмах май, коммуналлӑ отрасльте ытти хак та хӑпарать.

 

Республикӑра Сылтӑм енчен иккӗмӗшӗ - Шупашкар районӗнчи Янӑш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Ольга Смирнова
Сылтӑм енчен иккӗмӗшӗ - Шупашкар районӗнчи Янӑш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Ольга Смирнова

Паян «Чӑваш Республикин чи лайӑх патшалӑх служащийӗ» тата «Чӑваш Республикин чи лайӑх муниципалитет служащийӗ» конкурссене пӗтӗмлетнӗ.

Чи лайӑх муниципалитет служащийӗ — Шупашкар районӗнчи Янӑш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Ольга Смирнова. Ку должноҫре Ольга Геннадьевна чылай ҫул ӗҫлет.

Иккӗмӗш вырӑна Елчӗк район администрацийӗн ӗҫсен управляющийӗ Евгения Михайлова тухнӑ, виҫҫӗмӗшӗнче — управляющий делами Канаш район администрацийӗн тӗп специалисчӗ-эксперчӗ Елена Леонтьева.

Патшалӑхӑн чи лайӑх служащийӗ — ЧР Финанс министерствин оргпайӗн тӗп специалисчӗ Александра Соболева. Иккӗмӗш вырӑна ЧР Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен патшалӑх комитечӗн пайӗн пуҫлӑхӗ Анастасия Волкова ҫӗнсе илнӗ, виҫҫӗмӗшӗнче — Вӗренӳ министерствин пай пуҫлӑхӗ Светлана Сырмолотова тата Экономика аталанӑвӗн министерствин пай пуҫлӑхӗ Надежда Столярова.

Сӑнсем (38)

 

Страницӑсем: 1 ... 523, 524, 525, 526, 527, 528, 529, 530, 531, 532, [533], 534, 535, 536, 537, 538, 539, 540, 541, 542, 543, ...623
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Чылайăшĕн кăмăлĕ тăрук улшăнса тăрĕ. Прагматизм çиеле тухĕ. Ку эрнере харпăр пурнăçа йĕркене кĕртме, хăш-пĕр ĕçлĕ хутшăнăва романтикăна çавăрма май пулĕ.

Ака, 22

1870
155
Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ.
1981
44
Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть