Республикӑра
![]() Чӑваш Енре уйрӑмах хӑрушӑ преступлени тунӑ ҫынна шыраҫҫӗ. Кун пирки ЧР ШӖМӗ пӗлтерет. Полици шыракан арҫын 180 сантиметр ҫӳллӗш, хӑй 30-35 ҫулсенчи пек курӑнать, ҫӳҫӗ ҫырӑ, кӗске. Вӑл хура куртка, тӗттӗм кӑвак джинс шӑлавар тӑхӑннӑ пулнӑ. Калпак тӑхӑнман. ЧР ШӖМӗ ҫак арҫын мӗнле преступлени пирки тӗплӗн пӗлтермен. Ӑна куракансене, ун пирки пӗлекенсене полицие 24-13-39 е 020 (кӗсье телефонӗ) номерсемпе шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Раштав уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри тата Чӗмпӗр облаҫӗнчи управленийӗсене пӗрлештернӗ. Реорганизаци пирки хушӑва Ветеринари тата фитосанитари федераци служби 2015 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Ҫӗнӗ тытӑм «Ветеринари тата фитосанитари федераци службин Чӑваш Енри тата Чӗмпер облаҫӗнчи управленийӗ» ятлӑ. Ветеринари тата фитосанитари федераци службин Чӑваш Енри тата Чӗмпер облаҫӗнчи управленийӗн ертӳҫин тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх Алексей Палькин пурнӑҫлать. Вӑл 2014 ҫулхи пуш уйӑхӗнчен пуҫласа Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Паян, раштав уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Шупашкарта педагог ӑсчаха Геннадий Никандрович Волкова халалласа палӑк уҫнӑ. Скульптурӑна Ленин проспектӗнчи 35 тата 39-мӗш ҫуртсен хушшине лартнӑ. Этнопедагогикӑна йӗркеленӗ Геннадий Волкова халалланӑ палӑка, аса илтерер, 2013 ҫултах уҫма палӑртнӑ. Икӗ ҫул каялла Ленин проспектӗнче пулас монумент вырӑнне чул хунӑ. Палӑка паян ҫеҫ уҫнӑ. Чӑваш Республикин хисеплӗ гражданинӗ Геннадий Никандрович 1927 ҫулта Елчӗк районӗнчи Аслӑ Елчӗк ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Халӗ унӑн ячӗпе ЧППУн этнопедагогикӑн ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗ хисепленет. Ӗнер, раштавӑн 27-мӗшӗнче, Геннадий Волков пирӗнтен уйрӑлса кайнӑранпа 5 ҫул ҫитнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «Хыпар» издательство ҫурчӗ кӑларса тӑракан пичет кӑларӑмӗсенчен пӗри, «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», аудиторийӗ яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫ шутланать пулин те ку хаҫата тӗрлӗ ӳсӗмрисем вулаҫҫӗ. Вӑтам ҫулхисем кӑна мар, аслӑ ӑрурисем те ку хаҫата куҫлӑх тӑхӑнсах шӗкӗлчеҫҫӗ. Хаҫат вулакансемшӗн кӑсӑклӑ пултӑр тесе тӗнче тетелӗнче те хӑйне хастаррӑн сарать. Нумаях пулмасть республикӑра чӑвашла хаҫат тухса тӑма тытӑннӑранпа 90 ҫул ҫитнине уявланӑччӗ. Конкурссем те ирттерет хаҫат. «Ҫамрӑксен хаҫачӗн» пики» фотоконкурс та ҫавсен шутӗнчех. Нумаях пулмасть ӑна пӗтӗмлетнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗ ятне Елчӗк районӗнчи Аслӑ Шӑхаль хӗрӗ Людмила Александрова тивӗҫнӗ. Вӑл Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи халӑх хуҫалӑхӗпе патшалӑх службин академийӗн Шупашкарти филиалӗнче вӗренет. Людмилӑшӑн 2052 ҫын сасӑланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Кӑҫӑл ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче «Чӑваш Ен» ПТРК корреспонденчӗ Алена Кириллова пурнӑҫран уйрӑлчӗ. Икӗ ҫул ҫурӑри Кирилл тата тин ҫуралнӑ йӗкӗреш Кристинӑпа Вероника амӑшӗсӗр тӑрса юлчӗҫ. «Чӑваш Ен» ПТРК корреспонденчӗсем ӗҫтешӗ пирки манмаҫҫӗ. Вӗсем нумаях пулмасть ачисене кайса курнӑ, Ҫӗнӗ ҫул уявӗпе саламласа парне панӑ. Канфет, памперс, кӗнекесем, фломастерсем тата кӑштах укҫа илсе килнӗ журналистсем. Ку — пӗчӗк те пулин пулӑшу. Ачасемшӗн вара — уяв. Раштавӑн 1-мӗшӗнче Кирилл 3 ҫул тултарнӑ. Амӑшӗ ӑҫта ҫухалине вӑл ӑнланса юлман. Унӑн шухӑшӗпе, вӑл таҫта кайнӑ, кӗҫех таврӑнать… Пӗррехинче ача пахчине кайнӑ чухне Кирилл хӗрарӑма курнӑ та «Анне!» тесе кӑшкӑрнӑ. Анчах вӑл мар… Кирилл Ҫӗнӗ ҫула юратать. Алена ывӑлне яланах парнесемпе савӑнтарнӑ. Пӗчӗк Кирилл йӑмӑкӗсене те пӑхать. Кристинӑпа Вероника — ҫичӗ уйӑхра. Ашшӗ каланӑ тӑрӑх, ачасем чирлемеҫҫӗ, лайӑх ӳсеҫҫӗ. Алена пурнӑҫран уйрӑлни ҫичӗ уйӑх ҫитрӗ, вӑл ҫукки халӗ те ҫывӑх ҫыннисен чунне ыраттарать. Ҫапах пуҫ усмаҫҫӗ вӗсем, пӗчӗк ачасене ура ҫине тӑратасшӑн талпӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «Чӑваш хӗрарӑмӗ» хаҫат корреспонденчӗ Марина Тумаланова Виҫӗмкун Чӑваш Республикинчи Журналистсен союзӗ XVIII съезда пухӑнни пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, унта Журналистсем союзӗн регионти организацине ертсе пыма каллех Валерий Комиссарова суйланӑ. Съезда хутшӑнакансене Чӑваш Енӗн пичет тата информаци политикин министрӗ Александр Иванов саламланӑ. Хӑшӗсене министерствӑн Хисеп грамотисемпе наградӑланӑ вӑл. Ҫав шутра, сӑмахран, «Чӑваш хӗрарӑмӗ» хаҫатра чылай ҫул ӗҫлекен Марина Тумаланова корреспондент пур. Хаҫатӑн тепӗр корреспонденчӗ, Татьяна Наумова, ЧР Журналистсен союзӗн Хисеп грамотине тивӗҫнӗ. Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ те журналистсене хисепленине палӑртнӑ. Республикӑн саккун кӑларакан ҫак органӗн чыславне Хӗрлӗ Чутай районӗнчи «Пирӗн пурнӑҫ» хаҫатӑн пай редакторӗ Алина Карпова тата Канаш районӗнчи «Канаш» хаҫат редакторӗ Людмила Шурекова тивӗҫнӗ. |
Республикӑра
![]() Ӗнер Чӑваш Республикинчи Журналистсен союзӗ XVIII съезда пухӑннӑ. Пуҫтарӑннисем ЧР Журналистсем пӗрлешӗвӗн 2010–2015 ҫулсенчи ӗҫ-хӗлне сӳтсе явнӑ май союз ертӳҫине те суйланӑ. Съезда хутшӑннӑ Чӑваш Енӗн Журналистсен союзӗн пайташӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, хӑйсен пӗрлешӗвне унчченхи ертӳҫех ертсе пыма тивӗҫ. Валерий Комиссаров 1956 ҫулта Елчӗк районӗнчи Яманкасси ялӗнче ҫуралнӑ. Мускаври М.В. Ломоносв ячӗллӗ патшалӑх университечӗн журналистика факультетӗнче вӗреннӗ. «Коммунизм ялавӗ» (хальхи «Хыпар») хаҫатра 1979–1988-мӗш ҫулсенче ӗҫленӗ, 1988–1992 ҫулсенче ЧР Журналистсен союзӗн ҫыруҫинче тӑрӑшнӑ, 1992 ҫулхи раштавранпа — ЧР Журналистсен союзӗн ертӳҫи. 2005 ҫултанпа вӑл Чӑваш кӗнеке издательствине ертсе пырать. |
Республикӑра
![]() 2015 ҫул Раҫҫейре Литература ҫулталӑкӗ, Чӑвашра Константин Иванов ҫулталӑкӗ пулнӑ май самай кӑсӑклӑ иртрӗ тесен пӗрре те йӑнӑшмӑпӑр. Иртсе каякан ҫулти пулӑмсене тепӗр хут аса илес, ҫулталӑкри хӑйне тивӗҫлӗ е тивӗҫсӗр кӑтартнӑ ҫынна палӑртас тӗлӗшпе Чӑваш халӑх сайчӗ «2015 ҫулталӑк ҫынни» ыйтӑм йӗркелет. Сасӑлав 2016 ҫулхи кӑрлачӑн 14-мӗшӗччен тӑсӑлӗ. Сасӑланӑ чухне эсир харӑсах ыйтӑмри темиҫе ҫынна та палӑртма пултаратӑр. Хыпарти йыша алфавит тӑрӑх йӗркеленӗ, ыйтӑмра вара кашни пункта скрипт хӑй пӗлнӗ пек вырнаҫтарать. ► Арланов Михаил Махайлович — «Хыпар» издательство ҫурчӗн тӗп директорӗн вырӑнне йышӑнма пултарнӑшӑн («Хыпарта» 15 ҫул ӗҫленӗ хыҫҫӑн); ► Блинов Александр Васильевич — «Хавал» ҫуллахи лагере ирттернӗшӗн, «Аслӑ тытӑҫу» ӑмӑртӑва йӗркеленӗшӗн; ► Василий атте — Шупашкар хулине ҫамрӑклатма тӑрӑшнӑшӑн; ► Ерагин Евгений Евстафьевич — таврапӗлӳҫӗсене ертсе пырса ҫулталӑк хушшинче сахал мар мероприяти ирттернӗшӗн; ► Игнатьев Михаил Васильевич — кӑҫалхи суйлавра ҫӗнтерме пултарнӑшӑн; ► Николаев Олег Алексеевич — суйлавра иккӗмӗш вырӑна тухса халӑхӑн пӗр пайӗн шанчӑкӗ пулса тӑнӑшӑн; ► Станьял Виталий Петрович — Чӑваш наци конгресӗнче ӑнлану тупман хыҫҫӑн Тӗп ваттисен канашне йӗркелесе ӑна ӑнӑҫлӑ ертсе пынишӗн; ► Сорокин Сергей Лазаревич — Бахмисов Эдуард Константинович ертсе пынипе Шупашкар районӗнчи Станьял ялӗнче этнопарк евӗр вырӑн хатӗрлесе чӑваш культурипе ҫыхӑннӑ чылай мероприятисем ирттернӗшӗн, ҫак ял тӑрӑхӗн ятне республика шайӗнче хӑпартнӑшӑн; ► Степанов Дмитрий Сергеевич — «Ирӗклӗх» халӑх пӗрлӗхне хутшӑнса Шупашкарта чӑваш чӗлхине хӳтӗлесе чылай ӗҫ тунӑшӑн (ытти «Ирӗклӗх» пайташӗсене те кунта асӑнмалла) ► Угаслов Николай Фёдорович — «Крым» республикинче кӑҫал чӑвашсен 3 культура автономине йӗркеленӗшӗн; ► Цыпленков Олег Михайлович — Пӗтӗм чӑвашсен «Асам» пӗрремӗш кинофестивальне йӗркелеме, «Чунҫӳрев – 2016» ирттерсе Азербайджанра Пӳлесӑвар ятлӑ хулана тупма пултарнӑшӑн; ► Яковлев Константин Геннадьевич — суйлав хыҫҫӑн культура министрӗн вырӑнне йышӑнма пултарнӑшӑн (халӗ те «вӑхӑтлӑха» ятран хӑтӑлайман пулсан та). |
Республикӑра
![]() Раштав уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Вӑрнар поселокӗнче «Ручеек» ача пахчи уҫӑлнӑ. Унта 145 шӑпӑрлан ҫӳреме тытӑннӑ. Чӑннипе, ача пахчи ҫак уйӑх варринчех ӗҫлеме пуҫланӑ. Халӗ ӑна савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Унта тӳре-шара та хутшӑннӑ. ЧР Министрсен Кабинечӗ Иван Моторин республикӑра юлашки 5 ҫулта 21,5 пин ача валли вырӑн уҫнине палӑртнӑ. Вӗсенчен 7 пин ытларахӑшӗ 45 ача пахчине хута янипе тата ҫӗнетнипе пулнӑ. Халӗ 3-7 ҫулсенчи ачасен тӗлӗшпе ку ыйтӑва татса панӑ. Юлашки 30 ҫулта Вӑрнарта пӗр ача пахчи те хута яман. Ҫавӑнпа ку вырӑнти халӑхшӑн пысӑк савӑнӑҫ пулнӑ. Кӑҫал Кӗҫӗн Явӑш, Хирпуҫ ялӗсенче те ачасем валли 25 вырӑн хатӗрленӗ-мӗн. Вӑрнарти ҫӗнӗ ача пахчин хӑйӑвне ачасем хӑйсем каснӑ. Унтан уяв ячӗпе концерт иртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫитес ҫул пуҫламӑшӗнче Чӑваш Ен халӑхне интереслӗ самантсем кӗтеҫҫӗ. Кун пирки йӑлтах «Чӑваш Енре канма вӑхӑт» Ҫӗнӗ ҫул порталӗнче пӗлме пулать. Кӑрлач уйӑхӗнче каникул вӑхӑтӗнче республикӑра пурӑнакансем тата хӑнасем районсемпе, хуласемпе паллашма пултарӗҫ. «Пӗр район юмахӗ» ҫулҫӳрев Ҫӗнӗ Шупашкарта, Сӗнтӗрвӑрри районӗнче, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Етӗрне районӗсенче пулӗ. Пӗрне е пур района та ҫитсе курма май пулӗ. Ун хыҫҫӑн кашнине флаер-маршрут ҫине пичет лартса парӗҫ. 5 района, Ҫӗнӗ ҫул академине ҫитсе пур пичете те пухакана 2016 ҫулта Лакрей вӑрманне тата «Шупашкар-Арена» пӑр керменне ҫулталӑкӗпех тӳлевсӗр ҫӳремелли абонемент парӗҫ. Кӑрлачӑн 3-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районне ҫитӗҫ. Тепӗр кунхине вара Етӗрне районӗнче пулӗҫ. Кӑрлач уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Шупашкар районне ҫула тухӗҫ. Тепӗр кунхине хӑнасене Ҫӗнӗ Шупашкар кӗтсе илӗ. Ҫиччӗмӗш кунхине Ҫӗрпӳ районӗнчи Тихвин мӑнастирӗнче кӗлӗ иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.06.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 26 - 28 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Хальхи Вӑрнар районне кӗрекен Хапӑсра пӗрремӗш хут чиркӳре чӑвашла кӗлӗ тунӑ. | ||
| Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Яковлева Нина Михайловна, паллӑ чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Вязов Валерий Иванович, агроном, юрист, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Чувашия» пуйӑс пӗрремӗш хут ҫула тухнӑ. | ||
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |