Республикӑра
Республикӑн Ҫутҫанталӑк министрӗ пулнӑ Иван Исаев тата асӑннӑ министерствӑра пай пуҫлӑхӗнче ӗҫлекен Геннадий Мусабиров вӑрман саккуна пӑсса кастарса 279 миллион тенкӗлӗх шар кӳнӗ тесе пӗлтернӗччӗ тӗпчевҫӗсем. Вӗсем пирки халӗ Шупашкарти Ленин район сучӗ йышӑну кӑларнӑ. Пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑскерсене иккӗшне те тӗрмене хупмасӑр явап тытармалла тунӑ. Иван Исаева 4 ҫуллӑха ирӗкрен хӑтарса вӑрман хуҫалӑхӗпе ҫыхӑннӑ ӗҫре патшалӑх должноҫре 3 ҫул ӗҫлеттермелле мар йышӑну кӑлранӑ. Айӑплава суд условлӑ тесе палӑртнӑ. Анчах Иван Исаева амнистиленӗ. Ҫапла вара ӑна айӑплавран хӑтармалла тунӑ, айӑплава та пӑрахӑҫланӑ. Иван Исаева пӑхӑнса ӗҫленӗ Геннадий Мусабирова та — вырӑссем калашле, «кӗпепе ҫуралнӑ ҫын». Ӑна та амнистиленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Кӑҫал «Ачалӑх ячӗпе, ачалӑхшӑн» ыркӑмӑллӑх марафонӗ Комсомольски районӗнче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура вӗҫленнӗ. Унта 7 миллион та 130 пин тенкӗ пухнӑ. Каҫалсем хальхинче марафон «енчӗкне» 330 пин тенкӗлӗх пуянлатнӑ. Ку, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, виҫӗ хут нумайрах. Марафонра пухнӑ укҫапа ҫулсерен нумай ачаллӑ тата япӑх пурӑнакан ҫемьесем пулӑшу илеҫҫӗ. Ырӑ чунлӑ ҫынсем айккинче юламаннипе сиплев учрежденийӗсем медицина хатӗр-хӗтӗрӗпе пуянланаҫҫӗ, шкулсемпе ача ҫурчӗсене ҫӗнӗ сӗтел-пукан, кӗнекесем, теттесем туянса параҫҫӗ, ача-пӑча лапамӗсем тӑваҫҫӗ. Фондри укҫа-тенкӗ ачасен пултарулӑх ушкӑнӗсене, пултаруллӑ ҫамрӑксене пулӑшас ҫӗре те каять. Хӑш районта мӗн чухлӗ укҫа пухнӑ — вӑл ҫавӑнтах тӑкакланӗ. Кӑҫал марафона 1 пин те 600 ытла ҫын хутшӑннӑ. 100, 200, 300 тенкӗ кӳрекенсем те пулнӑ. Хӑшӗ-пӗри ытларах укҫа хывнӑ. Ҫапла 7 миллион ытла пухӑннӑ та. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Чӑваш наци музейӗн сайтӗнчи сӑн Шупашкарти пӗр стройфирма ӗҫченӗсем каллех «хаклӑ» япала тупнӑ. Вӗсем ӑна Чӑваш наци музейне парнеленӗ. ЧР Наци музейне тупнӑ япала пирки пӗлтерсен ӗҫченӗсем тӳрех вырӑна тухнӑ. Фирма ӗҫченӗсем бизон мӑйракине тупнӑ-мӗн. Мӗнле тупнӑ-ха вӗсем ӑна? ЧР Наци музейӗн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Ҫӗнӗ Шупашкарти портран илсе килнӗ вӗтӗ чул ӑшӗнче тӗлӗнмелле япала асӑрханӑ. Ҫурт тӑвакансене вӑл авалхи япалана аса илтернӗ. Музейӑн археологи тата авалхи истори сектор заведующийӗ тата директор ҫумӗ ҫав вырӑна пынӑ. Специалистсем палӑртнӑ тӑрӑх, ҫав япала — бизон мӑйраки. Вӑл 10 пин ҫул каяллахи-мӗн. Халӗ вӑл Чӑваш наци мезейӗн фондӗнче упранать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Нумаях пулмасть полици ӗҫченӗсем вӑрманта ҫухалнӑ ҫамрӑк ҫынсене тупма пулӑшнӑ. Ку Улатӑр районӗнче пулнӑ. Икӗ ҫамрӑк ҫын ҫухални пирки утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнче 18 сехет ҫурӑра полици уйрӑмне пӗлтернӗ. Ҫамрӑксем Иваньково-Ленино ялӗнче хӑнара пулнӑ. Кӳршӗ ялтан киле хайхискерсем ҫуран вӑрман урлӑ кайма тухнӑ та ҫухалса кайнӑ. Ҫӗрлеччен уйрӑм дежурнӑйӗ ҫухалса кайнӑскерсемпе ҫыхӑну тытнӑ. Вӗсем каланӑ пек маршрутпа вӑрман хуҫалӑхӗн ӗҫченӗсем тухнӑ. Анчах ҫамрӑксене ирччен вӗсем тупайман. Хайхискерсен вӑрманта ҫӗр каҫма, кӑвайт чӗртсе ӑшӑнма тивнӗ. Ирхине вӗсем вӑрманҫӑсен беседкисем патне тухнӑ. Вӗсене унта полицейскисем тупнӑ. Ҫамрӑксем ялтан 20 ҫухрӑм аяккарах кайнӑ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Шупашкарта паян, утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, «Кӑмӑлпа ҫирӗпписем» марафон вӗҫленет. Ӑна Афганистанран ҫарсене илсе тухнӑранпа 26 ҫул ҫитнине тата Аслӑ Ҫӗнтерӳ 70 ҫул тултарнине халалланӑ. Марафон ӗнер, утӑн 30-мӗшӗнче, Етӗрнере старт илнӗ. Вӑл Ҫӗмӗрле, Канаш урла кайса Шупашкара ҫитӗ. Утӑн 31-мӗшӗнче Шупашкара вӑрҫӑ ветеранӗсем, хирӗҫтӑрӑва хутшӑннисем, ҫамрӑксем Шупашкара пухӑннӑ. 14 сехет ҫурӑра Ҫӗнтерӳ паркӗнче кӳмепе ҫӳрекен сусӑрсем марша тухнӑ. Марафона хутшӑннисем астӑвӑм вырӑнӗсене чечексем хунӑ. Унтан вӗсем боччере, дартсра, новусере, сӗтелҫи теннисӗнче, шашкӑра, нардра вӑй виҫнӗ, кире пуканӗ йӑтнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Йӗрке хуралҫисен хӳтлӗхӗнче Чӑваш Енри 14 ҫынна патшалӑх хӳтӗлет. Кун пирки Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-служби хыпарлать. Патшалӑх хӳтлӗхӗ кирлисене пулӑшу кӳрекен подразделени асӑннӑ министерствӑра 2008 ҫулхи юпа уйӑхӗнченпе ӗҫлет. Уйрӑм епле тимленине ведомствӑсен хушшинчи ӗҫ ушкӑнӗн паянхи ларӑвӗнче сӳтсе явнӑ. Ӗҫ ушкӑнӗ пирки каласан, унта прокуратурӑра, Следстви комитечӗнче, Федерацин миграци службинче, Федерацин суд приставӗсен службинче тата республикӑн Аслӑ судӗнче тӑрӑшакансем кӗреҫҫӗ. Патшалӑх хӳтлӗхӗ кирлисене пулӑшу кӳрекен подразделени тӳресене, правӑна сыхлакан органсенче вӑй хуракансене, преступление пула шар курнисене, кӳнтеленсене тата пуҫиле суд производствине явӑҫтарнӑ ытти ҫынна, вӗсен тӑванӗсене, ҫывӑх ҫыннисене хӳтӗлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
«Чӑвашавтодор» кантурӗ ҫак ҫуртра вырнаҫнӑ «Чӑвашавтодор» акционерсен уҫӑ обществин акцийӗсене сутма палӑртнӑ. Аукциона компанин мӗнпур акцийӗнчен 75 процентӗнчен 1 акци сахалтарах сутлӑха кӑларнӑ. Тепӗр майлӑ каласан, «Чӑвашавтодорӑн» хуҫи пулса тӑрас тесен 189 пин те 474 акцие илмелле. Акционерсен ку обществине 14 филиал кӗрет. Ҫав шутра — Канашри, Шупашкар районӗнчи тата Ҫӗмӗрлери территорипе производство управленийӗсем, сакӑр ҫул-йӗрпе юсав управленийӗ, проектпа смета бюровӗ, пурлӑхпа техникӑпа тивӗҫтерекен управлени. Компани харпӑрлӑхӗнче — пӗтӗмпе 820,77 пин тӑваткал метр калӑпӑш йышӑнакан 48 ҫӗр лаптӑкӗ, 200 ытла ҫуртпа сооружени. Хаклӑ хута ҫурлан 21-мӗшӗнче сутма палӑртнӑ. Кун пирки республикӑн Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен министерстви хӑйӗн сайтӗнче пӗлтернӗ. «Чӑвашавтодор» предприятин пысӑк пайне акци урлӑ илес текенӗн 18 миллиона яхӑн сататкӑ парса хумалла. Аукцион 1 миллион тенкӗрен пуҫланать. Аукциона хутшӑнас текенсен ҫырӑвӗсене ҫурлан 3-мӗшӗнче юалшки кун йышӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Чӑваш Енре кӑмпаҫӑсем ҫухалаҫҫӗ. Кун пирки РФ Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри Тӗп управленийӗ пӗлтерет. Ӗнер ирхи 3 сехет те 47 минутра Ҫӗрпӳ районӗнчи ҫӑлав службине 65 ҫулти арҫын ҫухални пирки хыпар ҫитнӗ. Кӗсерпуҫ Туҫара пурӑнакан пенсионер кӑмпана кайса ҫухалнӑ. Ӑна шырама йытӑллӑ полицейскисем, республикӑри шыравпа ҫӑлав службин оперативлӑ ӗҫченӗсем ура ҫине тӑнӑ. Кӑштахран арҫын тупӑннӑ. Утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракассинчи 65 ҫулти арҫын хӑйсен тӑрӑхӗнчи вӑрманта ҫухалнӑ. Ӗнерхи кун тӗлне те ӑна тупайман пулнӑ. Вӑрмана каяс умӗн ҫӑлавҫӑсем ҫывӑх ҫынсене хӑвӑр ҫӑталла ҫул тытасси пикри пӗлтерме ыйтаҫҫӗ. Ҫула кӑтартакан хальхи йышши хатӗрсене шанса кӑна лармалла мар, тимлӗх кирлӗ. Кунта ҫутӑ ҫипуҫ тӑхӑннинчен пуҫласа ҫума тӗрлӗ эмел чикмелли таранах кӗртеҫҫӗ. Телефон ал айӗнче пулсан 112 е 01 номерсемпе шӑнкӑравламалла. Ҫывӑх ҫын ҫухалсан тупӑнать пуль-ха тесе шанса кӗтмелле мар, ҫийӗнчех ҫӑлавҫӑсенчен пулӑшу ыйтмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Чӑваш Енри ҫынсем пӑшал парса укҫаллӑ пулаҫҫӗ. Кунта сӑмахӗ саккунлӑ майпа илменни пирки пырать. Ҫавна йӗрке хуралҫисене кӑмӑлпа кайса парсан укҫа тӳлеҫҫӗ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа полицейскисем Чӑваш Ен ҫыннисене 90 пин тенкӗ ытла тӳленӗ. Ятарлӑ майпа шута илмен хӗҫ-пӑшала ҫынсем самай илсе пынӑ. Ҫав шутра — 40 ытла вулӑ, 1,5 пин ытла патрон. Хӗҫ-пӑшала йӗрке хуралҫисене паракансене ӑна саккуна пӑсса тытнишӗн явап тыттармаҫҫӗ тата укҫа тӳлесе хавхалантараҫҫӗ. Пӗлтӗр пӗтӗмпе те 70 вулӑ илсе пынӑ, патрона кӑҫалхи чухлех темелле-ха. Нумаях пулмасть Шупашкарти полицейски пайне республикӑн тӗп хулинче пурӑнакан арҫын тутӑхса кайнӑ сунар пӑшалӗпе пырса кӗнӗ. Вӑл ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ӑна вӑл Шупашкар районӗнчи Колешша патӗнчи вӑрманта тупнӑ. Экспертсем пӑшала 1957 ҫулта кӑларнине палӑртнӑ. Йӗрке хуралҫисене пырса панӑшӑн арҫынна 5-6 пин тенкӗ парса хавхалантарасси пирки пӗлтереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Чӑваш наци конгресӗн ӗҫченӗсем Крымри Тав ҫырӑвне тивӗҫнӗ. Тав ҫырӑвӗпе ЧНКн тӗп бухгалтерне Марина Никоноровӑна тата ҫыруҫӑ-референтне Олеся Никитинӑна Чӑваш Республикипе Крым ҫурмаутрав хушшинчи ҫыхӑнӑва йӗркелекен коммерцилле мар организаци пуҫлӑхӗ Юрий Алексеев чысланӑ. ЧНК пайташӗсем ку чыса Крымпа Чӑваш Республики хушшинчи культура тата экономика ҫыхӑнӑвӗсене йӗркелеме пулӑшнӑшӑн тивӗҫнӗ. «Эсир халӑхсем хушшинчи туслӑха ҫирӗплетес енӗпе ырми-канми тӑрӑшни, тӑван ҫӗршыва, унӑн историне юратни, яланах малалла ӑнтӑлни пирӗн обществӑна ырӑ утӑмсем тума май парать. Сире ҫaк ӗҫpe ырлӑх-сывлӑх, ӑнӑҫу сунатӑп», — тесе Тав ҫырӑвӗнче ҫырни тата ҫав ятпа чысланишӗн саламлани пирки Чӑваш наци конгресӗн сайтӗнче пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |