Республикӑра
![]() Ҫак кунсенче Шупашкар районӗнчи Толик Хураски ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ юсанмалли 6-мӗш колонире «Шанӑҫ» информаципе консультаци кунӗ иртнӗ. Ӑна колонирен ҫывӑх вӑхӑтра ирӗке тухакансем валли йӗркеленӗ. Тӗрлӗ сӑлтава пула кирпӗч шутлама шӑпа тивнисене ирӗке тухсан ӗҫе вырнаҫма пулӑшас тӗллевӗллӗ ҫакӑн евӗр мероприятие Шупашкар районӗнчи ӗҫлӗх центрӗнче ятарлӑ планпах ирттернине пӗлтереҫҫӗ унтисем. Черетлӗ «Шанӑҫ» кунне 15 ҫын хутшӑннӑ. Вӗсене ирӗке тухсан ӗҫе ӑҫта вырнаҫма май пурри, ӗҫ тупассипе камран пулӑшу ыйтмалли ҫинчен тӗплӗн ӑнлантарса панӑ. Професси пӗлӗвӗ ҫук пулсан е пуррипе ӗҫ тупма йывӑр чухне урӑх специальность илме май пуррине тата ҫавӑн йӗркине те тӗрмерисене уҫӑмлатса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкарти экономикӑпа технологи колледжӗнче ҫамрӑк пушарнӑйсем присяга тытнӑ. «Пушар хӑрушсӑрлӑхӗ» специальноҫа кунта пӗлтӗр ҫеҫ вӗрентме тытӑннӑ. Пӗрремӗш курсра ку енӗпе ӑс пухакансем чуна парса ӗҫлессине ҫирӗплетсе тупа тунӑ. Ҫамрӑксем ку самантра хумханнине пытарман. Ара, присяга тытсан яваплӑхӗ ӳсет-ҫке-ха. Савӑнӑҫлӑ лару-тӑрӑва РФ ИӖМӗн Чӑваш Енри тӗп управленийӗн пуҫлӑхӗ Станислав Антонов та хутшӑннӑ. Вӑл присяга тытакан ҫыннӑн малашне ҫӑлавҫӑ пулмалла маррине палӑртнӑ. Вӗсем урӑх ҫулпа та кайма пултараҫҫӗ. Чи кирли — вӗсем йывӑрлӑха кӗрсе ӳкнӗ ҫынна пулӑшчӑр. Колледжра ку специальноҫ — ҫӗнӗлӗх. Малтанах унта 25 ҫамрӑка вӗрентме палӑртнӑ. Анчах унта 62 ҫын килме кӑмӑл тунӑ. Колледжра кирлӗ хатӗр-хӗтӗр хальлӗхе ҫук. Ку енӗпе РФ ИӖМӗн Чӑваш Енри тӗп управленийӗ пулӑшать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн машиностроени факультечӗ ҫумӗнче робототехника енӗпе ӑмӑрту иртнӗ. Унта 200 яхӑн ача хутшӑннӑ. Ҫамрӑк конструкторсем робота икӗ сехетре пуҫтарса программӑланӑ. Инструкципе усӑ курма чарнӑ. Ачасем икӗ ушкӑнра ӑмӑртнӑ: 12 ҫула ҫитменнисем тата аслӑраххисем. Ҫапла 106 команда вӑй виҫнӗ. Вӗсен йышӗнче хӗрачасем нумай пулнине палӑртмалла. Кунашкал ӑмӑртӑва Чӑваш Енре виҫҫӗмӗш хут ирттереҫҫӗ. Ӑна ачасенче кӑсӑклӑх ҫуратас, вӗсен тавракурӑмне аталантарас тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ. Ӑмӑртӑва Чӑваш Енри ачасем кӑна мар, кӳршӗ республикӑрисем те хутшӑннӑ. Вӗсене пулӑшма ашшӗ-амӑшӗ те пӗрле ҫитнӗ. Пӗрремӗш вырӑнсене тивӗҫнӗ ачасем Мускавра иртекен тупӑшӑва хутшӑнӗҫ. Вӗсене 200 пин тенкӗ грант тата «Орленок» е «Артек» уйлӑхра канмашкӑн путевка парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Пӗрремӗш вырӑна тухнӑ Александр Тарасова чысланӑ самант Хастар, лара-тӑра пӗлмен депутатсем, ҫитменнине, район шайӗнчисем, мӗн тесен те кашни утӑмрах тӗл пулмаҫҫӗ. Шупашкар районӗнчи Депутатсен пухӑвне суйланнисем хушшинче ун пек темиҫе хастар пуррине палӑртма кӑмӑллӑ. Вӗсен хастарлӑхне район центрӗнче, Кӳкеҫре, пурӑнакансем пӗлсе ҫитрӗҫ пулӗ ӗнтӗ. Поселокра пурӑнакансем валли тӗрлӗ конкурс ирттереҫҫӗ. Иртнӗ уйӑхра вӗсем урам чи лайӑх шӑлакана палӑртмаллине йӗркеленӗччӗ. Хӑйсен ӗҫне вӑхӑтра тата пахалӑхлӑ пурнӑҫлакан дворниксене чыслас шухӑш патне А.М. Андреев, Ю.Г. Николаев, Д.В. Васюков, А.Н. Константинов депутатсем ҫитсе тухнине эпир пӗлтернӗччӗ. «Хӗллехи Кӳкеҫ – 2016» конкурсра вара хастарсем район центрӗн хӗллехи пурнӑҫне кӑтартакан ӗҫсене пухассине пӗлтерчӗҫ. Пӗрремӗш вырӑна тухакана илемлӗ ҫӑматӑ парнелеме шантарчӗҫ. Спонсор пулса кӑҫатӑна Татьяна Михайлова уйӑрма килӗшнӗ. Халӗ ҫӗнтерӳҫӗне палӑртнӑ. Пӗрремӗш вырӑна Александр Тарасов тухнӑ. Парнене ӑна вӑл ҫуралнӑ кун тыттарнӑ. Иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене Юлия Вадимовна («Контактра» халӑх тетелӗнче вӑл хӑйне ҫав ятпа регистрациленӗ) тата Владислав Иванов йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Етӗрне районӗнчи Урпаш ялӗнчи Ксюша Максимова шӑпи чылайӑшне пӑшӑрхантарать. Комӑна кӗрсе ӳкнӗ хӗрача халӗ те вӑранайман. Тӑванӗсем Раҫҫейри пульницӑсем пулӑшайманнине кура ют ҫӗршыв клиникисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Канадӑран хурав килнӗ. Унта Ксюшӑна йышӑнма хатӗр. Халӗ унти тухтӑрсем Ксюшӑна сиплемешкӗн мӗн чухлӗ укҫа кирлине шутлаҫҫӗ. Ксюшӑна нумаях пулмасть реанимацирен палатӑна куҫарнӑ. Халӗ амӑшӗ унпа талӑкӗпех пулаять. Канадӑна каймашкӑн ҫемьене укҫа кирлӗ. Пульницӑра пурӑнтармаҫҫӗ, ҫурт тара тытма укҫа пухмалла. Тӑванӗсем Ксюша кӑштах лайӑхланнине калаҫҫӗ. Пичӗ кӑшт хӗрелнӗ, алли ҫемҫелнӗ. Канада пулӑшма хатӗррине пӗлсен ҫемьен шанчӑкӗ тата пысӑкланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Ен Правительстви расхутсене пӗчӗклетес енӗпе ӗҫлет. Хальхинче укҫа-тенке патшалӑх служащийӗсен шалӑвне татса перекетлесшӗн. Кӑҫал патшалӑх тытӑмӗнче вӑй хуракансен шалӑвӗ ӳсессе кӗтмелле мар. Кун пирки Чӑваш Ен Элтеперӗн администрацийӗн ертӳҫи Юрий Васильев ЧР Патшалӑх Канашӗн сессийӗнче каланӑ. 2013 ҫулта патшалӑх служащийӗсен ӗҫ укҫи 33866 тенкӗпе танлашнӑ. 2015 ҫулта вара вӗсем вӑтамран 32620 тенкӗ илнӗ. Экономикӑри йывӑр лару-тӑрӑва пула тата республикӑри ҫынсен вӑтам шалӑвне кура патшалӑх тытӑмӗнче ӗҫлекенсенне те ӗҫ укҫине пӗчӗклетмелле тесе шухӑшлаҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне ҫитес ҫулхи кӑрлач уйӑхӗччен патшалӑх тытӑмӗнче вӑй хуракансем ҫурт-йӗр туянмашкӑн субсиди илеймӗҫ. Депутатсем ку саккун проектне ырласа йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре Республика кунӗнче иртмелли мероприятисем пирки калаҫаҫҫӗ. Кӑҫал уяв Шупашкарта тата Элӗк районӗнче иртет. Элӗк районӗнче этнокультура комплексӗ уҫма палӑртнӑ. Шупашкарта та чылай мероприяти ирттерме палӑртнӑ. Шупашкарта пурӑнакансен хушшинче видео ӳкерессипе конкурс иртӗ. Кирек кам та мероприятисенче репортаж тума пултарать. Видеона камера, телефон, планшет ҫине ӳкерме юрать. Конкурса Хула кунӗнче пӗтӗмлетӗҫ. Хулана 30 пин чечекпе илемлетӗҫ. Ҫавӑн пекех тухья евӗр арт-объект пулӗ. Уҫӑ тӳпе айӗнче кино курма та май пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре 37 ҫулти арҫын суд сакки ҫине ларма хатӗрленет. Ӑна, Вӑрнар районӗнче пурӑнаканскере, пӗрле кун кунлакан хӗрарӑма тата икӗ ачана хӗненӗшӗн айӑпласшӑн. Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, 2015 ҫулхи нарӑсран пуҫласа утӑ уйӑхӗччен вӑл савнӑ хӗрарӑм патӗнче пурӑннӑ. Ӳсӗрскер тӑван мар ывӑлҫурине час-часах хӗненӗ. Ачана вӑл ҫурҫӗр иртни 1 сехетре тӑратса лартса урок тутарнӑ. Сӗтел хушшинче мар, урайӗнче сапаланӑ макарон ҫине чӗркуҫҫипе тӑратса. Итлемесен арҫын ачана пуҫхӗрлӗ тытса силленнӗ. Хӑйӗн 7 ҫулти хӗрӗнчен те мӑшкӑлланӑ вӑл. Хӗрарама вара пуканпа ҫурӑмӗнчен ҫапнӑ, вӗлерессипе хӑратнӑ. Арҫын следстви вӑхӑтӗнче хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗмӗрле хулинче арҫын ҫунакан хваттертен тусне ҫӑлнӑ. Кунашкал тӗслӗхсем ҫак кунсенче Улатӑр тата Шупашкар хулисенче те пулнӑ. Ҫӗмӗрлере икӗ пӳлӗмлӗ хваттерте, пурӑнакан 63-ри арҫыннӑн килӗнче, ҫулӑм тухнӑ. Пушар алхасни пирки «01» пульт ҫине нарӑсӑн 23-мӗшӗнче каҫхи 6 сехет хыҫҫӑн пӗлтернӗ. Хайхи арҫын пирус туртнӑ та ҫывӑрса кайнӑ. Чӗлӗм тӗпне пула матрас ҫунма тытӑннӑ. Пӳлӗмре тӗтӗм-сӗрӗм темиҫе минутрах сарӑлнӑ. Кил хуҫи вара ним туймасӑр ҫывӑрнӑ. Тусӗ килмен пулсан… Шухӑшлама та хӑрушӑ. Юлташӗ ӑна вӑратнӑ та хваттертен илсе тухнӑ. Пушарнӑйсем ҫулӑма 15 минутра сӳнтернӗ. Сӑмах май, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 126 пушар тухнӑ. Вӗсенче 16 ҫын вилнӗ, 21-ен суранланнӑ. Пушартан 83 ҫынна ҫӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре 22 ҫулти Андрей Коракова шыраҫҫӗ. Вӑл тӑванӗсемпе тахҫантанпах ҫыхӑнман. «Про Город» хаҫатран унӑн иккӗмӗш сыпӑкри пиччӗшӗ пулӑшу ыйтнӑ. Андрей Кораков Хӗрлӗ Чутай районӗнче ҫуралса ӳснӗ, Шупашкарти пӗр общежитире пурӑнать, аслӑ шкулта вӗренет. Андрей тӑванӗсемпе нарӑсӑн 16-мӗшӗнче юлашки хут ҫыхӑннӑ. Унтан телефонӗ сӳннӗ. Каччӑ япалисене студентсен общежитийӗнче хӑварнӑ. Хӑйӗнпе пӗрле телефон, зарядник, водитель правине тата паспорт илнӗ. Хӑшӗсем каланӑ тӑрӑх, ӑна ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче троллейбусра курнӑ. Андрей ҫинҫе кӗлеткеллӗ, 175 сантиметр ҫӳллӗш. Ӑна курнисене 89377396997 е 02 номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |