Республикӑра
![]() Кӑҫал Раҫҫейре — Кино ҫулталӑкӗ, пирӗн республикӑра — Ӗҫ ҫынни ҫулӗ. Красноармейски районӗнче те 2016 ҫула мӗне халалланине палӑртнӑ. Трак енсем кӑҫалхи ҫулталӑка Элли Юрьев ячӗпе ирттерӗҫ. ЧР халӑх ӳнерҫи ҫуралнӑранпа пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче 80 ҫул ҫитет. Элли Юрьев — республикӑн патшалӑх гербӗпе ялавӗн авторӗ. Вӑл Красноармейски районӗнчи Кӗҫӗн Шетмӗ ялӗнче кун ҫути курнӑ. Паллӑ ентешне сума суса кӑҫал унта чылай мероприяти, акци ирттерме палӑртнӑ. Музейра ҫулталӑкӗпех тӗлпулусем иртӗҫ, куравсем йӗркелӗҫ, унта шкул ачисене илсе ҫӳрӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Юлашки ҫулсенче пӗр ведомствӑпа тепри электрон меслетпе пӗр-пӗринпе ҫыхӑну тытма пуҫларӗ. Ҫакӑ тӳре-шаран ӗҫне те, ахаль ҫынсене пӗр пуҫлӑх патӗнчен теприн патне хутлассинчен те хӑтарать. Патшалӑх тата муниципалитет пулӑшӑвӗ кӳнӗ чух ведомствӑсем пӗр-пӗринпе епле ӗҫленине иртнӗ шӑматкун Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев районсемпе хула администарцийӗсен пуҫлӑхӗсемпе видеоселектор ирттернӗ чух тишкернӗ. ЧР информаци политикин тата массӑлла коммуникацин министрӗн ҫумӗ Александр Сидоренко канашлура пӗлтернӗ тӑрӑх, ведомствӑсен хушшинчи электрон ҫыхӑнупа республикӑра патшалӑхӑн 62, муниципалитетӑн 34 пулӑшӑвне кӳнӗ чух усӑ кураҫҫӗ. Ҫак енӗпе Комсомольски, Йӗпреҫ, Красноармейски, Тӑвай районӗсем юлсарах пыраҫҫӗ. Федерацин ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсене Канашпа Етӗрне районӗсем, Канаш хули хуравламанни ытларах тӗл пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Паян ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев студентсене Татьянӑсен кунӗпе саламланӑ. ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Михаил Васильевич ҫамрӑксене малашне те ҫитӗнӳсем тума ӑнӑҫу суннӑ. Паян студентсем хӑйсен уявне паллӑ тӑваҫҫӗ. Михаил Игнатьев яш-хӗре саламланӑ май халӗ квалификациллӗ кадрсем кирлине палӑртнӑ. — Чӑваш Ен правительстви ҫамрӑксене вӗренӳре тата ӗҫре аталанмашкӑн условисем туса парать, — ҫапла каланӑ Михаил Васильевич. Республика Элтеперӗ Чӑваш Енре нимеҫӗсен (волонтер) корпусӗ тата Ҫамрӑксен правительстви лайӑх ӗҫленине, вӗсем регион пурнӑҫне хастар хутшӑннине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «Про Город» хаҫат тунӑ сӑн Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Ене шартлама сивӗ килет. Европӑри Клаудиус антициклон республикӑна 28 градус таран сивӗ илсе килӗ. Ҫавна пула шкулсенче уроксем те пулмӗҫ ахӑртнех. Ҫак кунсенче юр нумай ҫурӗ. Ыран вара, тунтикун, ҫанталӑк 28 градус таран сивӗтӗ. Вӗренӳ министерстви сӗннӗ тӑрӑх, шкулсенче уроксем 25 градус сивӗ чухне пулмаҫҫӗ. Ку пуҫламӑш классене пырса тивет. Вӑтам классем 30 градус сивӗтсен шкула килмеҫҫӗ. Аслӑ классен вара 35 градус тӑнӑ чухне ҫеҫ шкула утмалла мар. Вӑй-хал культурин урокӗсем спортзалта ҫеҫ иртмелле. Ача пахчисенчи шӑпӑрлансене вара урама илсе тухма сӗнмеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Республикинче ҫамрӑксене пулӑшу кӳрекен «Перекресток» центр социаллӑ проекта пурнӑҫлама тытӑннӑ. Вӑл «Кто предупрежден, тот вооружен» ятлӑ. Проекта пурнӑҫа кӗртме Пӗтӗм Раҫҫейри «Гражданское достоинство» общество юхӑмӗ укҫа-тенкӗ уйӑрнӑ. Унӑн тӗллевӗ – ӗҫсӗр тата ӗҫлекен ҫамрӑксене право тӗлӗшӗнчен хӳтӗлесси. Проектпа килӗшӳллӗн, консультацисем иртӗҫ. Унта ӗҫри сокращени ыйтӑвне ҫӗклӗҫ. Нарӑс-ака уйӑхӗсенче 17 семинар ирттерме палӑртнӑ. Халӗ вӗренӳ учрежденийӗсенче мероприятисен графикне хатӗрлеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Кинолентӑри самант Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче сайра тата кӑсӑклӑ кинолентӑсем упранаҫҫӗ. Ытларах пайне сассӑр фильмсем йышӑнаҫҫӗ. Нумай пулмасть вӗсем ҫак паха архива Чӑваш Республикин электронлӑ тата кинодокументаци патшалӑх архивӗпе пӗрле хальхи электронлӑ формӑна куҫарма пуҫланӑ. Хальхи аппаратурӑпа пӑхма май тунӑскерӗсемпе гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ халаха паллаштарма та ӗлкӗрнӗ. Чи малтанах институт каналӗнче «Иван Яковлевич Яковлев» кинолента вырнаҫтарнӑ. 1928 ҫулта ӳкернӗ «Иван Яковлевич Яковлев» фильм вӑрӑмах мар, икӗ ҫеккунт та тӑсӑлмасть. Ҫавах та ҫак кӗске вӑхӑт хушшинче куракан Иван Яковлевича тата XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи Кӑнна Кушки ялӗн сӑнне курма пултарать. Ҫывӑх вӑхӑтра институт каналӗнче ытти фильмсене те вырнаҫтарма палӑртнӑ. Шел те, пурин те пахалӑхӗ чаплах маррине пула хӑш-пӗрине ҫеҫ куракан патне ҫитерӗҫ. Институт ӗҫченӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх 1927 ҫулта ӳкернӗ «Страна Чувашская» (чӑв. Чӑваш тӑрӑхӗ) кинолентӑпа, 1976 ҫулта тухнӑ «На Волге широкой» (чӑв. Аслӑ Атӑл хӗрринче) киножурналӑн ленттипе паллашма май пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Унччен студентсемпе шкул ачисене общество транспорчӗпе ҫӳремелли уйӑхлӑх билета туяннӑшӑн субсиди панӑ. Уйӑх вӗҫӗнче вӗсен карточки ҫине 390–420 тенкӗ куҫарнӑ. Халӗ улшӑнусем кӗртнӗ. Малашне студентсемпе ҫамрӑксене куншӑн компенсаци памӗҫ. Саккун кӑрлач уйӑхӗн 11-мӗшӗнчен вӑя кӗнӗ. Малашне пособипе сахал тупӑшлӑ ҫемьерисем ҫеҫ усӑ курма пултарӗҫ. Ун валли вӗренӳ учрежденийӗнче заявлени ҫырмалла, сахал тупӑшлӑ ҫемье пулнине ӗнентерекен справка тӑратмалла. Ку хулаҫум, чукун ҫул транспорчӗпе ҫӳрекенсене те пырса тивӗ. Эппин, малашне студентсемпе шкул ачисем транспортпа ҫӳремелли билета ыттисем пекех 700 тенкӗпе туянӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Республикӑра паян РФ ШӖМӗ ҫулсерен ирттерекен «Студент десанчӗ» акци старт илнӗ. Ҫамрӑсем хӑйсене кинолог вырӑнӗнче туйса курӗҫ, ҪҪХПИ ӗҫченӗсемпе участковӑйсене пулӑшӗҫ. Малтанах студентсем криминалистсен вӑрттӑнлӑхӗсемпе паллашнӑ. Студентсем дактилоскопи ирттернине хӑйсем курнӑ. Пӳрне йӗрӗсем преступление уҫса пама пулӑшаҫҫӗ. Студентсене ӑна мӗнле тумаллине кӑтартнӑ. Ҫамрӑксем суя укҫа палӑртмалли ӗҫпе те паллашнӑ. Лабораторире экспертсем акциз маркисене те тӗпчеҫҫӗ. Криминалистсен ӗҫӗ чӑнах та кӑсӑклӑ пек туйӑннӑ студентсене. «Студентсен десанчӗ» акци вӗҫленмен-ха. Ыран ҫамрӑсем кинологсем патне кайӗҫ. Эрнекун вара рейдсене хутшӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Кӗҫех Чӑваш Енри чи лайӑх корреспондентсен ячӗсене палӑртӗҫ. Шкул хаҫачӗсен «Школа-пресс-2016» конкурсне заявкӑсем йышӑнса пӗтернӗ. Кӑҫал конкурса 200 ытла заявка килнӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарти «Грани» хаҫат ӑна 11-мӗш хут йӗркеленӗ. Унта хутшӑнакансен географийӗ ҫулсерен анлӑланса пырать. Кӑҫал Мускаври, Атӑлҫи федераци тӑрӑхӗнчи регионсенчи журналистсем те ӗҫӗсене ярса панӑ. Волгоград, Кисловодск, Тула облаҫӗ те хутшӑннӑ. Конкурса унччен хутшӑннӑ ҫынсенчен 8-шӗ федераци шайӗнчи журналист пулса тӑнӑ. Кӑҫал шкул хаҫачӗн дизайнне те хаклӗҫ. Чи лайӑх фотокорреспондента та палӑртӗҫ. Ҫамрӑк журналистсене кӑрлачӑн 29-мӗшӗнче чыслӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шкул ачине, тӑм тивтернӗскере, тупнӑ. Вӑл асламӑшӗ патне кайнӑ-мӗн. Халӗ 9 ҫулти ача пульницӑра выртать. Ку шӑматкун каҫхине пулнӑ. Пуйӑс машинисчӗ Чӑваш Енпе Тутарстан чикки патӗнче ача электричка чарма хӑтланнине дежурнӑй чаҫе пӗлтернӗ. Вырӑна полицейскисем тата чукун ҫул ӗҫченӗсем ҫийӗнчех ҫитнӗ. Ҫулпа 5 ҫухрӑм утсан та тупайман вӗсем ачана. Йӗрсем дачӑна илсе ҫитернӗ. «Вӑрмар» станцӑ ҫывӑхӗнче кӗрт ӑшӗнче тупнӑ ӑна. Ача тӑнне ҫухатнӑпа пӗрех пулнӑ. Ачана тӳрех пульницӑна ӑсатнӑ. Халӗ унӑн уринчи пӳрнисене татас ыйтӑва уҫӑмлатаҫҫӗ. Арҫын ача ашшӗпе тата асламӑшӗпе пурӑнать. Килтен кӑнтӑрлах тухса кайнӑ вӑл, кукамӑшӗ патне ҫитме палӑртнӑ. Электричка кӗтсе илеймесӗр ҫухалса кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |