Республикӑра
![]() Ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ, ҫыравҫӑ Иван Яковлевич Тенюшев пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Кӑрлач уйӑхӗн 19-мӗшӗнче вӑл 93 ҫул тултарнӑ. Иван Яковлевич Патӑрьел районӗнчи Алманчӑ ялӗнче хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ, Патӑрьелти педагогика училищинче вӗреннӗ. 1942-1945 ҫулсенче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫапӑҫнӑ. Вӑл вӑрҫӑ пирки хайлав та ҫырнӑ: «Вӗсем виҫҫӗн ҫеҫ юлнӑ». Роман чӑвашла икӗ томпа тухнӑ. Юлашки ҫулсенче Иван Тенюшев И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра вӗрентнӗ. Юлашки кунсенче вӑл вырӑнпах выртнӑ. Шел те, куҫне яланлӑхах хупнӑ вӑл. Унпа ыран, нарӑсӑн 16-мӗшӗнче, Шупашкарти Хулаҫум вокзалӗн урамӗнчи 8-мӗш ҫуртри 24-мӗш хваттерте сывпуллашӗҫ. |
Республикӑра
![]() Комисси учетри ҫемьсен шӑпине татса парать Эрех-сӑра енне супнӑ, ачи-пӑчи пирки маннӑпа пӗрех пурӑнакан ҫемьесене вӑхӑтра тупса палӑртассипе ҫул ҫитменнисен ӗҫӗпе тата вӗсене хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен комиссисем ӗҫлеҫҫӗ. Кашни районтах пур ун пеккисем. Ҫул ҫитменнисене хӳтӗлессинчен ытла вӗсене явап тыттарассипе ҫине тӑраҫҫӗ тесе калакаланине те илтме тиветчӗ маларах. Ҫавӑн пек комиссин черетлӗ ларӑвӗ ҫак кунсенче Шупашкар районӗнче иртнӗ. Унта Шупашкар районӗнчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрӗн ҫемьене тата ачасене социаллӑ пулӑшу кӳрекен уйрӑмӗн ертӳҫи Татьяна Михайлова та хутшӑннӑ. Хальхи ларура яваплисем ашшӗ-амӑшӗпе тата вӗсен ҫул ҫитмен ачисемпе ҫыхӑннӑ вунӑ ӗҫе пӑхса тухнӑ. Учетра тӑракан ҫемьсенчен юсанакансем те пур иккен. 4 ҫемьене, ав, реабилитациленнӗ тесе начаррисен шутӗнчен кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш литературин паллӑ тӗпчевҫи, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, Раҫҫей ҫыравҫисен союзӗн пайташӗ, ЧР патшалӑх премийӗн лауреачӗ Георгий Иосифович Фёдоров профессор ҫуралнӑранпа ҫак кунсенче 74 ҫул ҫитрӗ. Шел пулин те, иртнӗ ҫулхи раштавӑн 9-мӗшӗнче вӑл пирӗнтен ӗмӗрлӗхех уйрӑлса кайрӗ. Литературӑна юратакансем, ӑслӑлӑх ӗҫченӗсемпе вӗрентекенсем тата ентешӗсем ӑста ӑсчаха тата пултаруллӑ ҫыравҫӑна асрах тытаҫҫӗ. Ӗнер, нарӑсӑн 12-мӗшӗнче, Ҫӗмӗрле районӗнчи Тӑванкассинчи культурӑпа сывлӑх центрӗнче ӑна халалласа пысӑк уяв иртрӗ. Уява вырӑнти администраци пуҫлӑхӗ Владимир Васильев уҫрӗ, ял библиотекарӗ Татьяна Петрова йӗркелесе ертсе пычӗ. Пухӑннисене Шупашкартан килнӗ ӑсчахсем саламларӗҫ: гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ ячӗпе — Геннадий Дегтярёв, Чӑваш патшалӑх университечӗ ячӗпе — Марина Савирӑпа Дмитрий Ефимов, педагогика университечӗ ячӗпе — Николай Осипов, культура ӗҫченӗсен ячӗпе — Владимир Милютин. Тухса калаҫакансем Георгий Иосифовичӑн нумай енлӗ пултарулӑхне уҫса пама тӑрӑшрӗҫ, Михаил Тихонов ертсе пыракан «Тӑванлӑх» вокал ансамблӗ Георгий Фёдоров кӗвӗленӗ юрӑсене шӑрантарчӗ. |
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре Пӗтӗм вырӑссен тата чӑвашсен диктанчӗсене ирттересси йӑлана кӗнӗ. Акцисене кӑҫал та йӗркелесшӗн. Хальлӗхе Пӗтӗм вырӑссен диктантне хӑҫан ирттересси паллӑ. Ӑна ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнче йӗркелӗҫ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, унта 150 пине яхӑн ҫын хутшӑнӗ. Диктанта Раҫҫейри ҫынсем кӑна мар, ытти ҫӗршыври вырӑссем те ҫырӗҫ. Чӑваш Енре диктант яланхи пекех И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра иртӗ. Пӗлтӗр республикӑри 400 яхӑн ҫын пӗлӗвне тӗрӗсленӗ. Вӗсенчен 7-шӗ ӑна «5» паллӑлӑх ҫырнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ «шанӑҫ телефонӗн» номерне улӑштарнӑ. Кун пирки ведомствӑн пресс-службинче пӗлтернӗ. Малашне следстви управленине (8352) 624-658 номерпе шӑнкӑравлама пулать. «Ача хӑрушлӑхра» тӳрӗ линипе вара (8352) 624-657 номере ҫавӑрттармалла. Ача хӑрушлӑха лекнине кӗсье телефонӗнчен 123 номерпе те шӑнкӑравлама май пур. «Ача хӑрушлӑхра» телефон линийӗ ачасене хӳтӗлеме пулӑшать. «Шанӑҫ телефонӗпе» кашниех усӑ курма пултарать. Унпа шӑнкӑравласа преступлени пирки пӗлтерме май пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Нумаях пулмасть республикӑра Мария Асламаспа сывпуллашнӑ. Ун хыҫҫӑнах Чӑваш Енре тепӗр хурлӑхлӑ хыпар сарӑлнӑ. Чӑваш дирижерӗ тата пианисчӗ Алексей Асламас куҫне яланлӑхах хупнӑ. 56 ҫулти Алексей республикӑна Чехирен нарӑсӑн 5-мӗшӗнче амӑшне пытарма килнӗ. Виҫӗ кунран, нарӑсӑн 8-мӗшӗнче, хӑй вилсе кайнӑ. Чӑваш композиторӗн, РФ тата ЧР тава тивӗҫлӗ ӳнерҫин чӗри хурлӑха чӑтайман. Алексейпа пӗрле унӑн ывӑлӗ Алексей та кукамӑшне юлашки ҫула ӑсатма килнӗ. Нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче кӗҫӗн Алексейӑн Чӑваш патшалӑх филармони залӗнче тӑван чӗлхе кунне халалласа концерт лартмалла пулнӑ. Алексей Асламаспа, аслипе, Шупашкарта паян сывпуллашнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре «Ачалӑх ячӗпе, ачалӑхшӑн» ыркӑмӑллӑх марафонӗ старт илнӗ. Марафон ку таранччен ачасем валли 25 миллион тенкӗ пухма пултарнӑ. Акци кӑҫалхипе 20-мӗш хут иртет. Вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарти сусӑр ачасен шкулӗнче старт илнӗ. Пӗлтер фондран ун валли 165 пин тенкӗ уйӑрнӑ. Укҫапа кулинари мастерскойне уҫнӑ. Шкултан вӗренсе тухакансенчен чылайӑшӗ техникума, колледжа вӗренме кӗрет. Марафон ӗнер, нарӑсӑн 9-мӗшӗнче, старт илнӗ. Анчах фонда унччен маларах укҫа килме тытӑннӑ. Кӑрлач уйӑхӗнче фонда Елчӗк ҫыннисем пуянлатнӑ. Фонд ҫулталӑкӗпех ӗҫлет. Чӑваш Ен — нимелле укҫа пухакан пӗртен пӗр регион. Ытти регионсем спонсорсене шыраҫҫӗ. 2014 ҫулта марафонра 9 миллион ҫурӑ пухнӑ. 2015 ҫулта вара кӑшт сахалрах. Ҫапах кӑҫал икӗ ҫул каяллахи рекорда ҫитесшӗн. Ӑна утмашкӑн республикӑри кашни ҫыннӑн 7 тенкӗ фонда хывмалла. Укҫа-тенкӗ чирлӗ ачасене сиплеме кайӗ, унтанах юсанмалли шкулсене, ача пахчисене уйӑрӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Вӑрмар районӗнче пурӑнакан 52 ҫулти хӗрарӑм, шкулта вӗрентекенре тата депутатра ӗҫлекенскер, саккун умӗнче явап тытӗ. Ӑна ҫынна хӗненӗшӗн айӑпласшӑн. Следстви материалӗсенче палӑртнӑ тӑрӑх, ку 2015 ҫулхи юпа уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Вӑрмар районӗнчи Энтрияль ялӗнче пулнӑ. Шкулта ачасене вӗрентекен, ҫав вӑхӑтрах депутат ӗҫне пурнӑҫлакан хӗрарӑм упӑшкине тепӗр хӗрарӑм ҫумне кӗвӗҫнӗ. Ҫапла депутат хӗрарӑмпа ҫапӑҫса кайнӑ, ӑна пуҫӗнчен икӗ хут ҫапнӑ, унтан ҫӳҫӗнчен ярса тытнӑ та тӗксе янӑ. Лешӗ ӳкнӗ. Халӗ ку ӗҫе суда ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкарта пурӑнакан Михаил Крымовпа Евгений Порфирьева чысланӑ. Маттур каччӑсем путакан ҫынна ҫӑлнӑшӑн наградӑна тивӗҫнӗ. Вӗсене Станислав Антонов генерал-майор Хисеп грамотипе чысланӑ. Михаилпа Евгений пӗлтӗрхи ҫулла, ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, пляжра каннӑ. Палламан пӗр арҫын, ӳсерскер, аттракционпа тӳлевсӗр ярӑнма шухӑшланӑ та «бананран» ҫакланнӑ. Анчах Атӑл варрине ҫитсен вӑл вӗҫерӗнсе кайнӑ. Путакан арҫынна аттрацион хуҫисем ҫӑлма килӗшмен. Икӗ каччӑ вара аптӑраса тӑман — тӳрех шыва чӑмнӑ та путакан арҫынна туртса кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «Русфонд» тата «Чӑваш Ен» ПТРК тепӗр пӗчӗк ачана сывалма пулӑшасшӑн. Шупашкарта пурӑнакан 4-ри Владикӑн — ДЦП. Мускаври клиникӑра сиплев курсӗ тухсан унӑн лайӑх аталанас шанчӑк пур. Ӑна пулӑшас тесен 5542 номер ҫине «ДЕТИ» тесе ҫырса ямалла. Пӗр СМС-хыпаршӑн 75 тенкӗ илеҫҫӗ. Амӑшӗ Владик тунӑ пӗчӗк ҫитӗнӳшӗн тем пекех савӑнать. Арҫын ача срокран маларах, кесарево мелӗпе, ҫуралнӑ. Вӑл хӑй тӗллӗн сывлайман. Темиҫе кунран аппарата сӳнтернӗ. Анчах кӑштахран арҫын ачана япӑх пулса кайнӑ. Ахӑртнех, ҫав вӑхӑтра пуҫне юн кайнӑ. Ачана киле илсе кайнӑ чухнех тухтӑрсем лайӑххи пуласса шантарман, ҫавӑнпа невропатолог патне кайма хушнӑ. Анчах леш специалист темех каламан: «Ача часах ыттисемпе тан аталанма пуҫлӗ», — тенӗ вӑл. Кӑштахран Владик чирлени паллӑ пулнӑ. Пӗррехинче вӗсем Мускавра сипленнӗ. Халӗ татах сипленмелле. Кун валли 199 620 тенкӗ кирлӗ. «Коммерсант» хаҫат вулаканӗсем тата «Русфонд» 160 620 тенкӗ пухӗҫ. 39 пин тенкӗ ҫитмест. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |