Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Юлташу хӑвӑнтан лайӑхрах пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Министерство шучӗпе — палӑк

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 14.05.2016 06:07 | 1586 хут пӑхнӑ
Республикӑра Ярмушкари Калошевсен палӑкӗ
Ярмушкари Калошевсен палӑкӗ

Палӑка хальлӗхе ачисем хайсемех тӳленӗ-ха. Анчах ашшӗ вӑрҫӑ ветеранӗ пулнӑ май тӑкаксене саккунпа килӗшӳллӗн хыснаран саплаштарӗҫ.

Сӑмахӗ кунта Вӑрнар районӗнчи Ярмушка ял тӑрӑхӗнче пурӑннӑ Михаил Калошев ӗҫпе вӑрҫӑ ветеранӗ пирки пырать. Вӑл иртнӗ ҫул пуш уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, мӑшӑрӗ вилнӗ хыҫҫӑн уйӑхран, ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. Вӗсем мӑшӑрӗпе иккӗшӗ те 90 ҫул урлӑ каҫнӑ.

Михаил Михайловичпа Мария Филимоновна Калошевсене хисеп туса ачисем вӗсен вил тӑприсем ҫине пысӑк палӑк лартни пирки вырӑнти ял тӑрӑхӗнчен пӗлтереҫҫӗ.

Михаил Михайлович Вӑрнар районӗнчи Хурапыр Юнтапа ялӗнче 1924-мӗш ҫулхи чӲк уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Уйкас Юнтапа ялӗнчи шкулта вӗреннӗ. Ҫитӗнсен выльӑх тухтӑрӗ пулма ӗмӗтленнӗ. Анчах та иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи ҫамрӑк каччӑн ӗмӗтне татать. Вӑрҫӑ пуҫланнӑ ҫул Михаил Михайлович вунҫиччӗре пулнӑ. Вунсакӑр ҫула пуссан, 1942-мӗш ҫулхи ҫу уйӑхӗнче, ӑна вӑрҫа ӑсатнӑ. Вӑрҫӑран вӑл 1947-мӗш ҫулхи авӑн уйӑхӗнче таврӑннӑ. Ҫав ҫулах раштав уйӑхӗнче кӳршӗ ял хӗрӗпе Мария Филимоновнӑпа ҫемье ҫавӑрнӑ. Тӑватӑ хӗрпе пӗр ывӑл ҫитӗнтернӗ. Вӗсем мӑшӑрӗпе 69 ҫул килӗштерсе, пӗрне-пӗри хисеплесе пурӑннӑ. Выльӑх тухтӑрне вӗренсе тухса алла диплом илсен, Михаил Михайлович ӗмӗр тӑршшӗпе тӑван ялта, колхозра ӗҫленӗ. Ырӑ кӑмӑлӗшӗн, халӑхпа яланах сӑпайлӑ, ӑста специалист, шанӑҫлӑ ҫын пулнӑшӑн хисепленӗ ӑна ҫынсем.

#Вӑрнар районӗ, #Ярмушка ял тӑрӑхӗ, #ваттисем, #палӑксем, #Хурапыр Юнтапа, #Уйкас Юнтапа, #пулӑшу

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем