Республикӑра
![]() Чӳкӗн 19-мӗшӗнче ЧР Наци вулавӑшӗн конференц-залӗнче «Ислама экстремизмран мӗнле уйӑрмалла» темӑпа ҫавра сӗтел иртнӗ. Унта республикӑри паллӑ ҫынсемпе пӗрле журналистсем те хутшӑннӑ. И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн юридици факультечӗн деканӗ Михаил Тимофеев ҫак террористсен организацийӗ мӗнле йӗркеленсе кайни пирки каласа кӑтартнӑ. Вӗсем хӑйсене ислам патшалӑхӗ теҫҫӗ пулсан та ку тӗнпе нимӗнле те ҫыхӑнман. Парижра терактсем пуличчен ИГИЛсем пирки тӗрлӗрен калаҫнӑ пулсан халӗ пурте ӑнланнӑ: ку хӑрушлӑх. Полици подполковникӗ Владимир Шихранов Раҫҫейре ИГИЛа терроризма организацийӗ вырӑнне йышӑннине палӑртса каланӑ. Статистика кӑтартнӑ тӑрӑх, экстремизм енӗпе преступленисем тӗнче тетелӗнче ҫамрӑксемпе пулаҫҫӗ. Владимир Пантелеймонович Чӑваш Енре 128 наци ҫынни пурӑннине, халах тӑрӑшнипе радикаллӑ группировкӑсем хастарланманнине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шкулти пек парта хушшине лартсах, алла ручкӑпа тетрадь тыттарсах ирттермен-ха ӑна. Анчах пенси ыйтӑвӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусене уҫӑмлатма тесе пухнӑ мероприятие РФ Пенси фончӗн Шупашкар районӗнчи управленийӗ урок тесех хаклать. Унта тимлекенсем каласа кӑтартнине итлекенсем (фондӑн управленийӗнче ӗҫлекенсем ӗнер Шупашкар районӗнчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрта пулнӑ) те урок вырӑннех йышӑннӑ. Центрта вӑй хуракансемпе управленин пуҫлӑхӗн ҫумӗ Эдуард Филиппов ирттернӗ. Эдурад Геннадьевич ҫӗршыври пенси тытӑмӗ тата пулас пенси епле пухӑнса пыни ҫинчен ӑнлантарса панӑ. Кӑҫалхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен пенсие шутласа парас йӗрке улшӑннӑ. Вӑл миҫе балл пухнинчен килӗ. Ҫакӑ ӗҫлекен пенсионерсене те пырса тивет. Пулас пенси виҫине пӗлме Пенси фончӗн калькуляторӗпе шутласа кӑларма пулать. Ун валли асӑннӑ тытӑмӑн тӗнче тетелӗнчи «Страхланнӑ ҫыннӑн уйрӑм пӳлӗмне» кӗмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Раҫҫейӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Республикинчи тӗп управленийӗн куҫ япӑх е пачах курман ҫынсем валли ятарлӑ пособи кӑларнӑ. Пушар тата шыв ҫинчи хӑрушсӑрлӑхӑн правилисемпе паллаштаракан брошюрӑна Брайль шрифчӗпе пичетленине асӑннӑ ведомствине туса хунӑранпа 25 ҫул ҫитнине халалланӑ «25 ырӑ ӗҫ» акцие хутшӑннипе сӑлтавлаҫҫӗ. Ҫакнашкал литературӑна пирӗн республикӑра халиччен кӑларман. Суккӑр ҫынсен пӗтӗм тӗнчери кунӗнче республикӑри Лев Толстой ячӗллӗ ятарлӑ вулавӑшра ҫӗнӗ пособин хӑтлавӗ иртнӗ. Тӗп управлени пуҫлӑхӗ Станислав Антонов генерал-майор сывлӑх тӗлӗшӗнчен йывӑрлӑхсем пур ҫынсен тата сусӑрсен хушшинче хӑрушсӑрлӑх мерисене пропагандӑласси хӑйсен ӗҫӗн тӗп енӗсенчен пӗри пулнине палӑртнӑ. Вӑл ҫак брошюрӑсене куҫарса хатӗрленӗ Николай Парахина — асӑннӑ вулавӑшӑн куҫ курман специалистне — Тав ҫырӑвӗ чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Республикӑра Ҫамрӑксен правительствине туса хунӑ. Кун пирки маларах, 2015 ҫул пуҫламӑшӗнче, Михаил Игнатьев Элтепер Хушу кӑларнӑччӗ. Халӗ Ҫамрӑксен правительствин йышне ҫирӗплетнӗ, унта 18–30 ҫулсенчи 12 ҫамрӑк кӗнӗ. Кӑҫалхи конкурса 48 ҫамрӑк хутшӑннӑ. ЧР Ҫамрӑксен правительствин ертӳҫи, информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министрӗ пулма Станислав Трофимова шаннӑ. Унӑн ҫумӗ, ҫутҫанталӑк ресурсӗсемпе экологи министрӗ — Федор Алексеев. Ҫыруҫӑна, вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрне София Хорасевӑна суйланӑ. Паянхи кун ҫамрӑксен строительство, архитектура тата пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх, ҫавӑн пекех транспортпа ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗсен должноҫӗсем вакантлӑ, ҫакна шута илсе хушма конкурс ирттереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш велоҫӳревҫи Никита Васильев юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче черетлӗ хутчен ҫула тухнӑ. Вӑл инҫе ҫере каяс шухӑшли пирки маларах эпир пӗлтернӗччӗ. 23 ҫулти каччӑ ҫӗршывӑмӑрӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче ҫеҫ мар, Азербайджанри, Грузири, Арменири тӗрлӗ хулара пулса курнӑ. Тӗллевӗсем тата пысӑк унӑн: Казахстан ҫеҫен хирӗпе Узбекистана, Таджикистана, Кӑркӑсстана ҫитесшӗн. Унта хӗл каҫнӑ хыҫҫӑн Байкал тӑрӑхне кайса курасшӑн. Ҫӗпӗр урлӑ Владивостока ҫул тытма палӑртнӑ вӑл. Каччӑ ҫулҫӳреве тухни пӗр уйӑх иртнӗ. Ҫул ӑҫталла выртни ҫинчен яш «Ҫыхӑнура» тӗнче тетелӗнчи хӑйӗн страницинче ҫырсах тӑнине Ирина Кошкина хаҫатҫӑ сӑнаса тӑнине пӗлтерет. Ҫулҫӳревӗн пӗрремӗш каҫне Мари вӑрманӗнче ирттернӗ вӑл. Ҫула каччӑ чи кирлине ҫеҫ илнӗ: апат пӗҫермелли хуран, ӑшӑ тум, шӑрпӑк, хунар... тата телефон. Унпа усӑ курса тӗнче тетелне сӑн ӳкерчӗксем вырнаҫтарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Нумаях пулмасть Ирина Гавриловӑн ҫемйинче «интереслӗ» пулӑм пулса иртнӗ. Чӗре ҫывӑхне илмелле-и ӑна е хурланмалла… Анчах Ирина полицирен пулӑшу ыйтасшӑн. Хӗрарӑм кун пирки «Про Город» хаҫата каласа кӑтартнӑ. Чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Иринӑн пиччӗшне, эпилепсипе аптӑраканскере, япӑх пулса кайнӑ. Арҫыннӑн юн пусӑмӗ хӑпарнӑ. Ирина васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Тухтӑрсем чирлӗскере пульницӑна илсе кайма шухӑшланӑ. Ирина кӳршисене пулӑшмашкӑн ыйтма подъезда тухнӑ. Картлашкапа темӗнле арҫын хӑпарнине курах кайнӑ вӑл. Лешӗ медпулӑшу кӳме килнӗ арҫын вилнипе-вилменни пирки кӑсӑкланнӑ. Ирина вӑл кам иккеннине ыйтнӑ. Лешӗ ритуал службин ӗҫченӗ пулнине пӗлтернӗ. Паллах, Ирина Гаврилова тарӑхнӑ. Ара, васкавлӑ медпулӑшу чӗнетӗн те хыҫҫӑн ритуал служби килет. Эппин, медпулӑшу ӗҫченӗсенчен тахӑшӗ информаци пӗлтерсе тӑрать вӗсене. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Про Город" тунӑ сӑн Чӑваш Енре икӗ тӑлӑха хваттертен кӑларса ярасшӑн. Хваттерӗ вӗсен амӑшӗн. Ачасен прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑйран ачасен асламӑшӗ пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, 2014 ҫулта ачасен амӑшне (вӑл та тӑлӑх шутланнӑ) ятарлӑ ҫурт-йӗр фондӗнчен хваттер тивӗҫнӗ. Анчах нумаях пулмасть вӑл аварире вилнӗ. Ачисене вара халӗ асламӑшӗпе ашшӗ пӑхаҫҫӗ. Амӑшӗ вилсен ҫемьене Муркаш район администрацийӗнчен хут килнӗ. Унта ҫырнӑ тӑрӑх, ачасемпе ашшӗн хваттертен тухса каймалла-мӗн. Сӑлтавне ӑнлантарнӑ: хваттере ятарлӑ фондран пӗр-пӗр ҫынна панӑ, ӑна урӑххисене хӑварма права ҫук. Хваттере приватизацилемелли тапхӑр, 5 ҫул, иртмен-ха. Ку ӗҫе ачасен прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑй тӗрӗсленӗ, халӗ вӑл ун тӗлӗшпе ӗҫлет. Хальлӗхе уполномоченнӑй ачасене хваттертен кӑларса яма ирӗк паман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Кадастр палатин Чӑваш Енри филиалӗ хайӗн офисӗсене хупассине пӗлтерет. Хӑш-пӗр офиса кадастр палати чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнчен хупӗ. Хупӑнмаллисен списокне Элӗкри Совет урамри 5-мӗш ҫуртри, Тӑвайӗнчи Ленин проспектӗнчи 11-мӗш ҫуртри, Сӗнтӗрвӑрринчи Лазо урамӗнчи 63-мӗш ҫуртри, Пӑрачкаври Октябрь урамри 1-мӗш ҫуртри, Вӑрмарти Свердлов урамӗнчи 18-мӗш ҫуртри лекнӗ. Вӗсенче ырантан заявленисем йышӑнма пӑрахаҫҫӗ. Чӳк уйӑхӗ 14-мӗшӗччен йышӑннӑ ӗҫсемпе хутсене чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗ таран парӗҫ. Чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗ хыҫӑн хутсене пуштӑпа ярса парӗҫ. Офиссем хупӑннӑ хыҫҫӑн кадастр палатин пулӑшӑвне илме маларах асӑннӑ район центрӗсенчи нумай ӗҫ тӑвакан центрсене каймалла. Вӗсем кашни район центрӗнчех пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Пӗлтӗрхи конкурсантсене чысланӑ самант Паян Элӗк районӗнче чипер Элӗк пикине суйлаҫҫӗ. «Элӗк пики-2015» районти конкурс район центрӗнчи тӗп клуб тытӑмӗнче 19 сехетре пуҫланмалла. Ку конкурс тӗллевӗ пирки пултаруллӑ ҫамрӑксене тупса палӑртасси, чӑваш халӑхӗн культурине, йӑли-йӗркине упраса хӑварасси, ҫамрӑксен хушшинчи социаллӑ тата культура ҫыхӑнӑвӗсене йӗркелесси тесе пӗлтереҫҫӗ. Район шайӗнчи илемлӗх конкурсне театрализациленӗ кӑтарту евӗр ирттерӗҫ. Конкурс номерӗсем художество пултарулӑх коллективӗсен юрри-ташшипе хутӑшса каймалла. Хӗрсен вара хӑйсемпе паллаштармалла. Ҫакна вӗсен тӑван чӗлхепе тумалла. Ӑс-тӑн конкурсӗ те пулӗ. Пултарулӑх конкурсӗнче юрласа, хитре вуласа тата ташласа кӑтартмалла. Музыка инструменчӗпе каланине те, чӑваш апат-ҫимӗҫне епле пӗҫернине те, чӑваш стильне мӗнле пӑхӑннине те хаклӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Паян, чӳкӗн 12-мӗшӗнче, Чӑваш кӗнеке издательстви юбилейне паллӑ тунӑ. Вӑл 95 ҫул тултарнӑ. 1918 ҫулхи ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнчен пуҫласа «Чӑваш кӗнеки» общество чӑвашла кӗнекесем кӑларасси пирки пӗлтерӳсем панӑ, «Канаш» редакцине хайлавсен оригиналӗсене тата куҫарӑвӗсене ярса пама ыйтнӑ. Анчах политика пулӑмӗсем пынӑ чухне чӑвашла кӗнекесем кӑларас ӗҫе тӳрех йӗркелеме май килмен. Ӗҫ 1918 ҫул вӗҫӗнче ҫеҫ ҫаврӑнса кайнӑ. 1920 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Шупашкарта Пӗтӗм Раҫҫейри чӑвашсен хушшинчи канашсен II съезчӗ уҫӑлнӑ. Паян Чӑваш кӗнеке издательстви лайӑх аталанса пырать, илемлӗ, ача-пӑча, вӗренӳ тата ытти кӗнекесене кӑларать. Хӑйӗн пурнӑҫӗнче издательство 16 пине яхӑн кӗнеке кӑларнӑ. Литература списокӗнче чӑваш литературин ылтӑн фондне кӗнисем те пур. 2006 ҫултанпа нумай томлӑ «Чӑваш энциклопедине» кӑларма тытӑннӑ. 2011 ҫул тӗлне тӑватӑ томне те кӑларса пӗтернӗ. Халӗ Чӑваш кӗнеке издательствин хӑйсен лавккисем пур Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |